Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тӗксӗм сӑнлӑ пӗчӗк аллисене ҫӳлелле ҫӗклет вӑл, сарлака ҫаннисем вара, ҫинҫе те чӑп-чӑмӑр ӳкерчӗклӗ чавсисене ҫаралантарса хӑварса, аялалла, хулпуҫҫийӗсем патнелле, шуса анаҫҫӗ унӑн.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ун умӗнче, пысӑк сарӑ чултан илемсӗртерех купаланӑ лутра стена хыҫӗнче, иҫӗм пахчи ҫӳлелле анлӑн сарӑлса выртать.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Вут склачӗ алӑкӗ патӗнчех жилеткине йӳле янӑ хайхи ҫын тӑнине вӑл курах кайрӗ, вӑл сылтӑм аллине ҫӳлелле йӑтнӑ та, халӑха хӑйӗн юнланса пӗтнӗ пӳрнине кӑтартать.
Хамелеон // Федор Меценатов. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 89–94 стр.
Пӗчӗкҫеҫ патакӗпе музыкантсем умӗнче сулкаласа тӑракан ҫын — лешсем ун ҫине пӑхмаҫҫӗ те — ҫав татӑксене аллисемпе хӑлхисенчен ярса илет те ҫӳлелле курӑнми ывӑтса ярать.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Вӗсем ӗнтӗ рельсӑсем тӑрӑх вӗҫтерсе пырасса, пӗр ухлатса ҫӳлелле ҫӗкленсе каясса, пӗр шӑхӑрттарса аялалла вӗҫсе анасса кӗтеҫҫӗ.Они ждут удовольствия помчаться по рельсам, ухая взлететь вверх и со свистом опуститься вниз.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Ҫын шлепкине хыврӗ те, пуҫне ҫӗклесе, ҫӳлелле пӑхрӗ.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Площадьсемпе пӗчӗк садсенче, тусанланнӑ йывӑҫ ҫулҫисем вилнӗ пек ҫакӑнса тӑнӑ ҫӗрте, — хура монументсем ҫӳлелле кармашнӑ.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Ҫав тӑваткал йывӑр ҫуртсем, илемлӗ пулас ӗмӗтне ҫухатнӑскерсем, кичеммӗн те салхуллӑн ҫӳлелле кармашаҫҫӗ.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Куҫӗсем те унӑн пӗчӗк ачанни пекех таса, — ҫавӑнпа та унӑн сӑмсасӑр пичӗ ҫӳлелле туртӑнса тӑракан тута хӗрри, йӗрӗлсе тӑракан шӑлӗсем пушшех илемсӗррӗн курӑнаҫҫӗ.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Пӗррехинче ҫапла тымарӗсемпе ҫӳлелле ӳсекен йывӑҫ куртӑм, — ҫулҫисем унӑн ҫӗр ҫинче, тымарӗсем пӗлӗтелле кармашса ӳсеҫҫӗ пек.Раз видел дерево, так оно вверх корнями росло, — листья-то по земле, а корни в небо вытянулись.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Урам алӑкӗ патӗнчи урапа ҫинче хӗрлӗ питлӗ арҫын пысӑк ҫара урисене сарса пӑрахса ҫывӑрать, ҫӑра хытӑ сухалне ҫӳлелле каҫӑртнӑ — сухалӗ витӗр шурӑ шӑлӗсем йӑлтӑртатаҫҫӗ, — арҫын куҫне хупса, чӑтма ҫук тӑрӑхласа, такамран кулнӑ пек туйӑнать.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Вӑл, хура пӑнчӑсем евӗр курӑнакан куҫӗсемпе ман ҫине пӑхса, ӳсӗр пуҫне ҫӗклерӗ те, эпӗ унӑн пит-куҫне асӑрхарӑм: сӑмси шалалла путса кӗнӗ, сӑмси тӑрри ҫеҫ, тӳме пек, ҫӳлелле каҫӑрӑлса тӑрать, ҫӳлти тута хӗрри сурана пула йӗрӗлнӗ пирки вӗтӗ шӑлӗсем курӑнаҫҫӗ, пӗчӗкҫеҫ шыҫмак пичӗ ҫинче ирсӗр кулӑ йӑлкӑшать.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Тусем пирӗн паталла силлене-силлене ҫывхарнӑн туйӑнаҫҫӗ, ак халӗ-халь пирӗн пуҫсем ҫине йӑванас пек шывалла усӑнаҫҫӗ — шурӑ хумсем пирӗн ӳт-пӗве пӗр аялалла, пӗр ҫӳлелле ывӑтаҫҫӗ, кимӗ атӑ кӗли айне пулнӑ мӑйӑр пек ҫатӑртатать, эпӗ кимӗрен уйрӑлса кайнӑ, тӑрмаланса пӗтнӗ хура ту хысакӗсене куратӑп, вӗсем ҫӗҫӗ пек ҫивӗч, хамран таҫта ҫӳлте атте пуҫне, унтан — армак-чармак чӗрнеллӗ ҫав тусем ҫинче мӑйракаллисене куратӑп.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Ешӗл-симӗс хумсем пирӗн пӗчӗк кимме, ачасем пӳскепе вылянӑ пек, унталла та кунталла ывӑтать, вӗсем кимӗ хӗрринчен пирӗн ҫинех каҫаҫҫӗ, пуҫ тӳпинчен ҫӳлелле сикеҫҫӗ, шавлаҫҫӗ, лӑскаҫҫӗ, эпир таҫта амака анса каятпӑр е таҫта шурӑ кӑпӑк тӑррине ҫӗкленетпӗр, ҫыран хамӑртан аякка-аякка тӑрса юлать, вӑл та, пирӗн кимӗ пекех, ташлать пек.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Хуллен пыратпӑр, амӑшӗ хушӑран чарӑнса тӑрать те, вӑрӑммӑн сывласа, пуҫне ҫӳлелле ҫӗклет, йӗри-тавралла — тинӗс, вӑрман, тусем ҫинелле пӑхкалать, унтан ывӑлӗн питне тинкерсе пӑхать — унӑн асап куҫҫулӗпе витӗрех ҫуса тасалнӑ куҫӗсем каллех тӗлӗнмелле таса, каллех йӑлкӑшаҫҫӗ, вӗсенче иксӗлми юрату кӑвак ҫутӑпа ҫиҫсе тӑрать.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Нумай ҫын тата пичӗсемпе ҫӳлелле пӑхса та, ӳппӗн те, хӑяккӑн та выртнӑ, кусем пурте, вилӗм ярса тытнӑ ӳчӗсем вилӗм аллинчен туртӑнса хӑтӑлма хӑтланнӑ пекех, темле карӑнса тӑсӑлса выртнӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Пӗр ача, сад решетки тӑррине хӑпарса ҫитсен, пуля пырса тивнипе, сасартӑк хуҫланса аннӑ та, урисене ҫӳлелле тӑратса, ҫаплипех ҫакӑнса ларнӑ.Мальчик, застигнутый пулею на решётке сада, вдруг перегнулся и повис на ней вниз головой.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Сывлӑшра штыксен линийӗ пӗр тикӗс хумханни куҫа курӑннӑ — хӑшпӗр штыкӗсем ытла пи ҫӳлелле хӑпарса тӑна, хӑшӗсем ҫӗрелле тайӑлнӑ, хӑш-пӗрисем ҫеҫ ҫынсене тӳрех шӑп кӑкӑрӗнчен тӗлленӗ, пурте вӗсем ҫемҫескерсем пек туйӑннӑ, чӗтренӗ, ирӗлсе пӗтессӗнех туйӑнса кайнӑ, авӑнкаланӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Эпир — таса мар, тӗксӗм, илемсӗр ҫынсем — ун енне аялтан ҫӳлелле пӑхатпӑр: алкумӗ урайӗнчен тӑватӑ картлашка ҫӳлерех.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Трос турта-турта, ушкӑн вӑйлӑн шавлать, вара чугунтан тунӑ тӑваткал чукмар, копёр тӑрӑх ҫӳлелле хӑпарать, унтан сасартӑк ӳкет те, ахлатнӑ сасӑ хыттӑн янӑраса каять, копёр чӗтренсе илет.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.