Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗр чӗнмесӗр пирусне тивертрӗ те пуканне сӗтел ҫывӑхнерех куҫарса лартрӗ.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Тимофей Ильичпа Никита Мальцева молотилка ҫывӑхнерех чӗнсе илчӗ те, Прохор ҫавӑнтах, нимӗн каламасӑрах, рубильнике сиктерсе лартрӗ.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Анчах халь, хӑйӗн халичченхи шухӑшӗсем ҫине куҫса, темшӗн-ҫке, кӗтмен ҫӗртенех полка ҫапӑҫӑва хатӗрлес тӗлӗшпе тунӑ ӗҫре тӗрлӗрен ҫитменлӗхсем пуррине курма пуҫларӗ: тупӑсенчен пӗрине вӑл оборона вӑтаҫӗрне засадӑна лартасшӑнччӗ, анчах ку ӗҫе тумасӑрах хӑварнӑ-мӗн, батальонсене запасной кабельсем тӑсса каймаллаччӗ, ӑна та туман, полкри боепитани пунктне малти лини ҫывӑхнерех куҫарма палӑртнӑччӗ, куҫарман…
XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫынсем ҫак хаяр тӑшман йышӑнакан пушанса юлнӑ тӗксӗм тӗнчере ҫухалса каяс мар тесе, хӑйсен хулпуҫҫипе юнашар чӑн-чӑн хастар юлташӑн ҫирӗп хулпуҫҫине туяс тесе, хӑвӑртрах этем ҫирӗп туслӑхӗ патнерех, ҫутӑ, вут ӑшши ҫывӑхнерех пуласшӑн пулчӗҫ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ваня хӑракаласа ҫывӑхнерех шуса пычӗ те шӑтӑка пӑхса кӑшкӑрса илчӗ:Превозмогая робость, Ваня подполз поближе, заглянул в провал и закричал:
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Сы-мин ҫурта ҫывӑхнерех сиксе ларчӗ, хут листине саркаласа тытрӗ те хуллен вулама тытӑнчӗ:Сы-мин подошел поближе к свету, развернул лист и стал медленно читать:
Супӑнь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.
Унтан, рота ҫывӑхнерех пычӗ те: — Пӑшал мелӗсене, уйрӑмшарӑн-уйрӑмшарӑн, сасӑпа шутласа… Рота, шш-шай… аˊкра-ул! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл тӑстарса.
XI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Тата акӑ мӗн асӑрхарӑм: ку ҫынҫиенсем хӑйсен киммисене виҫӗ ҫул ӗлӗкрех, эпӗ Эрнепе пуҫласа тӗл пулнӑ кунхине ӗҫкӗ-ҫикӗ туса ташланӑ вырӑна мар, хам кимме лартса усракан вырӑн ҫывӑхнерех лартнӑ.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Анчах, ҫывӑхнерех пырсан, вӑл хӑйӗн уххине ман ҫинелле тӗллесе тӑнине куртӑм, манӑн вара ирӗксӗрех пӑшалпа пемелле пулчӗ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
— Нумай, нумай! — вут ҫывӑхнерех куҫрӗ Пантелей.— Много, много! — подтвердил Пантелей и придвинулся поближе к огню.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Унтан Егорушка иконостас ҫывӑхнерех иртрӗ.
V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Пӑртак вӑхӑт иртсен, хӗрсем ҫӑкӑрпа ытти ҫимелли япаласене те ҫапла илсен лайӑхрах пулнине ӑнланса илчӗҫ, — хӗрсем вӗсене кашни кун булочнӑйсемпе вак-тӗвек сутакан лавккасенче илнӗ пулнӑ; унтан вӗсем часах пурте пӗрле пурӑнсан лайӑхрах пулассине курчӗҫ: темиҫен пӗр хваттерте пурӑнма, хваттерӗсене мастерской ҫывӑхнерех тупма пуҫларӗҫ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Алтарь ҫывӑхнерех тӑракан ҫынсем, — мӗн пулса иртнине ниепле те ӑнланаймаҫҫӗ, малти уйрӑмра темле шӑв-шав пуррине илтеҫҫӗ, кӗл тума чарӑнсах пӑлханма пуҫлаҫҫӗ, пӗр-пӗринчен: «Мӗн шавлаҫҫӗ вара унта?» —
25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Эпир пыршӑ-пакартамӑрсемпех колхозшӑн! — пӳлсе хучӗ ӑна Павел Любишкин, пуринчен те алӑк ҫывӑхнерех лараканскер.
4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Эпӗ чӳрече ҫывӑхнерех пытӑм та Капитолинӑна куртӑм.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Марине инке вӑрахчен-вӑрахчен аллине саппун аркипе шӑлса тӑрӗ, унтан ҫыруне аллине илӗ, лампа ҫывӑхнерех тытса вуласа тухӗ, унтан аса илсе, Тимка умне кӑкшӑмпа сӗт лартӗ, пысӑк-пысӑк ҫӑкӑр чӗллисем касса хӑналама тытӑнӗ:
10-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл маларах ӳпӗнсе тӑрать, калӑн ҫав, аслӑ ҫул ҫывӑхнерех чупса тухса, Стожар ялне пырса кӗрекен кашни ҫыннах: «Ырӑ кӑмӑлпа йышӑнатпӑр! Кӗрсемӗр, вырӑн ҫитет» тесе калать тесе.
7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ватӑлас кунӑмра ҫӗр ҫывӑхнерех те пулас килет.
4-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вут ҫывӑхнерех пынӑҫемӗн ӑшӑран ӑшӑ пулса ҫитет, ҫапах ӑна юратмасӑр тӑма ҫук; Обломов та Агафья Матвеевнӑпа ҫавнашкалах ҫывӑхланса пычӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӗлӗт унта пачах урӑхла, ҫӗр ҫывӑхнерех лӑпчӑннӑн туйӑнать, анчах аҫа-ҫиҫӗм вӑйлӑрах ҫаптӑр тесе мар, ҫӗре юратса, ӑна хытӑрах ыталаса илессишӗн кӑна пулӗ: вӑл суйласа илнӗ кӗтесе, тӗрлӗ хуйхӑ-суйхӑран сыхлама тесе, атте-анне ҫурчӗн шанчӑклӑ ҫивиттийӗ евӗр хупласа тӑрать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956