Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

нуша сăмах пирĕн базăра пур.
нуша (тĕпĕ: нуша) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗн нуша илсе килчӗ сана ирех?

Какая нужда тебя принесла поутру?

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ коммунизма утса ҫитесшӗн-ха, пылак пурнӑҫа курасшӑн, ҫавӑнпа хӑш-пӗр чухне, нуша хӗстерсе ҫитерсен, кӗлтӑватӑп та ӗнтӗ, турра ытлашши ҫиллентерес мар тесе, пупа та вак укҫа, ҫирӗм пуслӑх кӗмӗл таранах паратӑп.

Я ишо до коммунизма хочу дотопать, до сладкой жизни добраться, потому-то иной раз, когда нужда припрет, и молюсь, и попу мелочишку, не больше двугривенного серебреника, суну, чтобы бога лишний раз не гневить.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Нуша, тӑванӑм, темле йӗрӗнчӗк ӗҫе те вӗрентет…

Нужда, брат, заставит всякой пакости выучиться…

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫитменнине тата арӑмӗ чирлӗ, ачасемпе аптраса ҫитнӗ, нуша пусарать…

А тут жена хворая, детишки одолели, нужда заела…

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пултараканскер вӑл, шуйттан ачи, хам вара унпа мӗнле нуша курнине шутласа та кӑларас ҫук!

Способный он, чертенок, а сколько тиранства я от него терплю — нет числа!

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ку колхоз хуҫалӑхӗпе нуша кӑна — тур ан хуштӑрах.

Морока с этим колхозным хозяйством — не дай и не приведи господь!

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Мӗнле нуша сӗтӗрсе кайрӗ унта сана?

Какая нужда тебя туда носила?

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ тутӑ пурнӑҫран тата тӑватӑ мӑшӑр вӑкӑр пур ҫӗртен нуша курса ҫӳреме, ҫын патӗнче ӗҫлеме тухса кайрӑм…

Я от сытой жизни и от четырех пар быков в нужду ушел, в работники…

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Епле нуша тусетпӗр эпир, ҫурма ҫара уран та ҫурма ҫарамас ҫӳретпӗр, хамӑр ҫапах шӑла ҫыртсах ӗҫлетпӗр.

Какую нужду мы терпим, полубосые и полуголые ходим, а сами зубы сомкнем и работаем.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Нуша хӗссе ҫитернӗ, ҫавӑнпа вӑл Лапшинов ҫумне пырса тӗршӗнкелетчӗ.

Нуждишка придавливала, вот и прибивался к Лапшинову.

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кондрат, пӗр ырхан лашапа кӑна пурӑнса, нуша ӑшне мӑй таранах путса ларнӑччӗ.

А нужды с одной лошаденкой хватнул Кондрат по ноздри.

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ, ырӑ кӑмӑллӑскер, пирӗн нуша ҫине те ҫаврӑнса пӑхрӑн иккен!

Оглянулся, милостивец, на нашу нужду!

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лайӑх пурнӑҫ тума пур майсем те пулнӑ, анчах пӗтӗм нуша ак мӗнрен килнӗ: туй хыҫҫӑн вӑл ӗҫсе ӳсӗрӗлсе кӑмака ҫине хӑпарса выртнӑ та, унтан вара пӗрре те урӑлса курманпа пӗрех пурӑннӑ.

Все данные были для хорошего житья, но беда в том, что он как напился после свадьбы, завалился на печку, так словно и до сих пор не просыпался.

Хуйхӑ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 46–55 стр.

Ӗҫкӗсем, ҫапӑҫусем, нуша хушшинче пурнӑҫ сисӗнмен.

За пьянством, драками и нуждой не чувствовалась жизнь.

Хуйхӑ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 46–55 стр.

Федя Черкашин санран та ытларах нуша курнӑ, пурпӗрех шкула пӑрахмасть.

Федя Черкашин побольше твоего горя хлебнул, а школу не забывает.

33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Нуша!

Умора!

11-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл Обломова госпожа-ҫке, помещица-ҫке; вӑл ним нуша пӗлмесӗр, никама пӑхӑнмасӑр, уйрӑм пурӑнма пултарнӑ пулӗччӗ-ҫке?

Ведь она госпожа Обломова, помещица; она могла бы жить отдельно, независимо, ни в ком и ни в чем не нуждаясь?

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тӳсни кӑна сахал, вӑл тунсӑха юрат, иккӗленӳсемпе ыйтусене хисепле: вӗсем тулли пурнӑҫран килеҫҫӗ, тӳрккес туртӑмсем ҫук чухне, телей тулли чухне пулаҫҫӗ; вӗсем хуйхӑпа нуша чухне пулма пултараймаҫҫӗ; ҫынсен ушкӑнӗсем ҫав иккӗленӳсен тӗтрине, ыйтусен тунсӑхне пӗлмесӗрех пурӑнаҫҫӗ…

Мало того что терпи, еще люби эту грусть и уважай сомнения и вопросы: они — переполненный избыток, роскошь жизни и являются больше на вершинах счастья, когда нет грубых желаний; они не родятся среди жизни обыденной: там не до того, где горе и нужда; толпы идут и не знают этого тумана сомнений, тоски вопросов…

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эсӗ, тен, тепӗр чухне, эпӗ утиялпа пуҫ ҫинченех витӗнсе выртнӑ чух, ман ҫине пӑхса шухӑшлатӑн пуль, мӗнле ку, каска пек, выртать те ҫывӑрать, тетӗн пуль; ҫук, ҫывӑрмастӑп эпӗ, питӗ хытӑ шухӑшлатӑп, хресченсем нимӗнле нуша та ан курччӑр, ҫынсен пурнӑҫне ан хапсӑнччӑр, хӑрушӑ судра мана ан ӳпкелеччӗр, маншӑн кӗл туччӑр, ыр сӑмахпа асӑнччӑр, тетӗп.

Ты, может быть, думаешь, глядя, как я иногда покроюсь совсем одеялом с головой, что я лежу как пень да сплю; нет, не сплю я, а думаю все крепкую думу, чтоб крестьяне не потерпели ни в чем нужды, чтоб не позавидовали чужим, чтоб не плакались на меня Господу Богу на Страшном суде, а молились бы да поминали меня добром.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эпӗ ачаш ӳснине, нихҫан выҫӑхса, шӑнса курманнине, нуша мӗн иккенне пӗлменнине, хама ҫимелӗх ҫӑкӑр туманнине, хура ӗҫпе аппаланманнине те — эсӗ ҫакна йӑлтах пӗлетӗн, курнӑ.

Ты все это знаешь, видел, что я воспитан нежно, что я ни холода, ни голода никогда не терпел, нужды не знал, хлеба себе не зарабатывал и вообще черным делом не занимался.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней