Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах вӑйӑсем иртсе кайрӗҫ; эпӗ юратупа чирлерӗм, хӗрӳллӗ туйӑмсен паллисене сиссе илтӗм; эсир шухӑша кайса ҫӳрерӗр, кӑмӑла хытартӑр, пушӑ вӑхӑтсенче манпа пӗрле пултӑр; сирӗн нервӑсем пӑлханма пуҫларӗҫ; эсир пӑлханма пикентӗр, ун чухне вара, урӑхла каласан, халӗ ҫеҫ, эпӗ хӑраса ӳкрӗм те, малалла каясран чарасси тата ку мӗн пулнине каласси манӑн тивӗҫлӗх пулнине туйса илтӗм.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепри тухса ҫеҫ тӑтӑр — Ольга вара самантрах хӑй йӑнӑшне туйса илет!
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ун куҫӗсем улталани, ним шухӑшсӑр чӗри чеен пӑшӑлтатни; юрату мар, юратӑва туйса тӑни ҫеҫ!Обман ее глаз, лукавый шепот еще праздного сердца; не любовь, а только предчувствие любви!
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫакна тепӗр ҫын, хӗрарӑма иккӗмӗш, виҫҫӗмӗш хут курнипех тем парсан та калас ҫук; тата никам та юратӑва ҫавӑн пек час туйса илмен пулӗччӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӑлханнипе унӑн питҫӑмартисемпе хӑлхисем хӗрелчӗҫ; тепӗр чухне унӑн выляса тӑракан пит-куҫӗнче чӗре ҫиҫӗмӗсем ялтӑраса илчӗҫ, пиҫсе ҫитнӗ хӗрӳллӗ туйӑмӑн пайӑркисем ҫиҫрӗҫ, вӑл тахҫан иртнӗ пурнӑҫа чӗрипе туйса тӳссе ирттернӗ пек пулчӗ, унтан ҫав пайӑркасем сасартӑк сӳнчӗҫ, сасси каллех уҫӑмлӑн та ҫинҫен янӑрарӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга, Штольц кӑтартса панине, арисем, романссем нумай юрларӗ; пӗрисенче — телее уҫӑмсӑррӑн туйса тӑнипе тертленни, теприсенче хаваслӑх пулчӗ, анчах ҫак сасӑсенче хуйхӑ-суйхӑ тӗвӗленме пуҫлани палӑрчӗ ӗнтӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл Ольга куҫӗ умӗнче чӑмларӗ, калаҫрӗ, ун куҫӗсем хӗвел пекех хӗртнине, шиклентернине, нервсене, юнне хускатнине пӗлсе, туйса ларчӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Апла пулсан та Штольц ытти хӗрарӑмсемпе калаҫнинчен ытларах унпа кӑмӑллӑн та тӑтӑшрах калаҫать, мӗншӗн тесен Ольга, ним шухӑшламасӑр пулсан та, пурнӑҫӑн чӑн-чӑн ҫулӗпе утать, хӑйӗн телейлӗ характерне, ним ултавсӑр ӳссе ҫитӗннине пула, шухӑшран, туйӑмран, хай тӗллӗн килсе тухакан кӑмӑлӗнчен пӑрӑнмасть, куҫне, тутине, аллине кӑштах хускатнинчен те Штольц ун шухӑшне туйса илет.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хама ӑнланнӑ пӗрремӗш минутранпах эпӗ сӳнме пуҫланине туйса илнӗ.С первой минуты, когда я сознал себя, я почувствовал, что я уже гасну.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Пӗтӗм пурнӑҫ — шухӑш тата ӗҫ, — теттӗнчӗ эсӗ ун чухне, — ӗҫӗ йывӑр мар, курӑмсӑр пулсан та, пӗр вӗҫӗмсӗр пултӑр, хӑвӑн ӗҫне вӗҫне ҫитернине туйса илес пулать».
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Намӑса туйса илчӗ пулас! — тенӗ ушкӑнтан, ӑна ырласа.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫакӑн пек ӗнентерсе калама Наталья Фаддеевнӑн нимӗнле сӑлтав та пулман, никам та никама хирӗҫ тӑман, кометӑсем те ҫав ҫулхине пулман, анчах карчӑксен тепӗр чухне малтанах уҫӑмсӑррӑн туйса тӑни пулкалать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Малтанах вӑл ачана ҫивӗч пӑхать, хӑйӗнчен аякка ямасть, вӑл шухӑланнӑшӑн хыттӑн мӑкӑртатать, унтан хӑйне парӑнтаракан чир ҫывхарнине туйса, ачана: хапхаран ан тух, качакана ан тӗкӗн, кӑвакарчӑнсен йӑвине е галерея ҫине ан хӑпар, тесе йӑлӑнать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Захар нимӗн те шарламарӗ, мӗн туса хунине нимӗн те ӑнланса илеймерӗ, ҫапах та улпута хисеплесе пӑхрӗ; вӑл, хӑв айӑплине туйса, кӑштах пуҫне усрӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Захар вара улпутне ӗлӗкхи тарҫӑсем евӗр чӗререн пӑхӑнса пурӑннине хӑй лайӑх туйса тӑнӑ пулсан та, хальхи саманари ҫитменлӗхсем ӑна самаях пӑснӑ пулнӑ, Илья Ильич та вара Захара вӑл чӗререн парӑннишӗн ӑшӗнче хакланӑ, ҫапах унпа ӗлӗкхи господасем тарҫисемпе тӑванла, туслӑ пурӑннӑ пек пулман ӗнтӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эп пӑхнине туйса, Олеся куҫӗсене ман ҫине ывӑтрӗ, анчах вӗсене ҫийӗнчех аяккалла тартрӗ те вӑтанчӑк кулӑпа тепӗр еннелле ҫаврӑнчӗ.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ҫакӑнпа пӗрлех Олеся хаваспах, нимӗнле иккӗленӳсӗр те татӑклӑн, хӑйне пӗтӗмпех хама панине те туйса илтӗм.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ултӑ кун хушши аташса ӗшеннӗ пуҫра нимӗнле шухӑш та ҫук, ҫакнӑ эпӗ халь ӳркевлӗн те ыррӑн туйса тӑратӑп.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
«Турӑҫӑм! Хӑҫан ҫутӑлма пуҫлать-ха!» — вӗрипе пӗҫерекен пулса кайнӑ минтерсем тӑрӑх пуҫа енчен енне ывтӑнтарнӑ май та тутасене ӑшран кӗскен те йывӑррӑн тухакан хам сывлӑшах мӗнле вӗтеленине туйса, шанӑҫсӑррӑн шухӑшлатӑп эпӗ…
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Этемсемпе тискер кайӑксен кӗлеткисенчен, ландшафтсенчен, чи тӗлӗнмелле ӳкерчӗклӗ те тӗрлӗ тӗслӗ япаласенчен, сӑмахсемпе пуплевсенчен пулса кайнӑ, — вӗсен пӗлтерӗшне ӳт-пӗвӗн мӗнпур сисӗмӗпе туйса тӑратӑн, — лӑкӑртатса вӗрекен темле ҫавра ҫилччӗ ҫакӑ…
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.