Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл ӗнтӗ тахҫанах таҫти тинӗс хӗрринче пулӑ тытать пулӗ тенӗччӗ эп, вӑл халӗ те кунтах вӑрттӑн ӗҫсем туса ҫӳрет имӗш.
II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
хӑмасемпе ҫеҫ пӳлсе хунине курчӗ, ҫавӑнпа, ҫынна хаклама пӗлекенскер, Лопуховсем патӗнче нумай ларчӗ пулин те, вӑл хӑйне пӗрмаях йӗркеллӗ тыткаларӗ; вӑл ытлашши савӑнмарӗ, ытларах ялти лӑпкӑ пурнӑҫ ҫинчен шухӑшларӗ, чунтан савӑнса, Лопуховсен чухӑнрах пурнӑҫне тӗплӗнрех пӗлме тӑрӑшрӗ, ӑна вара шӑпах ҫапла пурӑнмалла пек, урӑхла пурӑнма та юраман пек, чухӑнрах пурӑнӑҫ чухне ҫеҫ ҫын чӑн-чӑнах телейлӗ пулма пултарнӑ пек туйӑнчӗ, ҫавӑнпа вӑл Сержа эпир пурӑнма Швейцарине кайӑпӑр, сӑртсемпе хирсем хушшинче, кӳлӗ хӗрринче ларакан пӗчӗк пӳртре вырнаҫӑпӑр, пӗр-пӗрне юратса пурӑнӑпӑр, пулӑ тытӑпӑр, хамӑр пахча ҫимӗҫсене пӑхса ӳстерӗпӗр, терӗ; Серж: эпӗ йӑлтах килӗшетӗп, анчах эсӗ тепӗр виҫӗ-тӑватӑ сехетрен мӗн калассине кӗтетӗп, терӗ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫӑрттан мучи, ӗнсине хыҫкаласа, шыв хӗрринче тата пӑртак тӑчӗ, унтан аллине шанӑҫсӑррӑн сулса ячӗ те, уксахласа, ӑйӑрӗсене кӳлме утрӗ.
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Шыв хӗрринче сулхӑн; ҫав сулхӑна сирме ҫӳле хӑпарнӑ хӗвел те вӑй ҫитереймест.
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Кайран мана ҫынсем вӑл шыв хӗрринче сулланса ҫӳрени ҫинчен пӗлтерчӗҫ: намӑса тӳсеймесӗр, путса вилесшӗн пулнӑ ӗнтӗ.После мне говорили люди, что она по речке бродила: не иначе — хотела утопиться от позора.
XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хуторӑн чи хӗрринче ларакан тимӗрҫ лаҫҫи ӑна хӑй пӗлекен шӑршӑпа та сасӑпа кӗтсе илчӗ: Ипполит Сидорович аллинчи мӑлатук, хуҫин кашни хусканӑвне пӑхӑнса, ӗлӗкхи пекех вылять, янӑрать, аякранах ӗмӗрӗ иртсе пыракан вӗркӗч хӑшӑлтатса сывлани илтӗнет, ярах уҫса пӑрахнӑ алӑкран ҫуннӑ кӑмрӑкӑн йӳҫӗ шӑрши тата сивӗнсе ҫитмен тимӗрӗн ырӑ та асран тухма пӗлмен шӑрши сӑрхӑнать.
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Унӑн чи хӗрринче ҫеҫ, ҫурҫӗр енчи тайлӑмра, тӑмлӑ тӑпра ҫиеле тухнӑ ҫӗрте, сарӑрах, тикӗс мар хӑю тӑсӑлать, йӑрансене тӑрӑх плуг тӗренӗсем ҫавӑра-ҫавӑра хурса ҫутатнӑ хура тӑпра касӑмӗсем тӑсӑлаҫҫӗ, вӗсен тӗлӗнче хура кураксем явӑнаҫҫӗ, хура пусӑра тата ҫеҫпӗл ҫеҫки пек кӑвак пӑнчӑ курӑнать: Варя Харламова хӑйне пачах туртма пӑрахнӑ ӗҫе пӑрахнӑ та пуҫне усса майӗпен станалла утать.
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Атаманчуков та хутор хӗрринче пурӑнать-и?
II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пӗр-пӗччен юлнӑ Шань-сы кравать хӗрринче чарӑнайми макӑрса ларать.А вдова Шань сидела на краю кровати, оплакивая своего сыночка.
Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.
Тӳпен хӗвеланӑҫ хӗрринче ҫӑлтӑрсем тӗксӗммӗн ҫиҫсе йӑлтӑртаткалаҫҫӗ, вӗр-ҫӗнӗ ухӑ йӗнни евӗр авӑнчӑк уйӑх хурҫӑ кольчуга тӗслӗ тӳпе ҫинче ылтӑн касӑк пек илемленсе тӑрать.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӗлле вӑл хир чӑххисене лӑпӑпа тата шӑналӑкпа витсе тытатчӗ, ҫулла вара ҫырма хӗрринче ҫухалса ҫӳретчӗ, вӑлтапа пулӑ тытатчӗ.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫав лаптӑк хутортан пӗр вунӑ ҫухрӑмри хир тӳпи леш енче, Хаяр пӗве хӗрринче сарӑлса выртать.От хутора был он километрах в десяти за перевалом, возле Лютого пруда.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
«Хайсене шуйттансем вӗрсе хӑпартасчӗ!» — тесе кӑшкӑрса ярать те Щукарь, нимӗн тума аптранипе чикансен тапӑрӗ еннелле ыткӑнать, анчах ҫӳллех мар тӗмеске ҫине чупса хӑпарсан, ҫакна курать: пӗчӗк юханшыв хӗрринче чатӑрсем те, кӳме урапасем те ҫук.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Хӑш чухне вара ҫӗрле вӑранса каятӑп та, арӑмран хама стена ҫумне вырттарма ыйтатӑп, хӗрринче выртма хӑрушӑ…» — тет.Иной раз даже ночью проснусь, прошу бабу, чтобы к стенке пустила, а то с краю страшно…»
4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хура тинӗс хӗрринче икӗ пар лаша тата пӗтӗм пурлӑх тӑрса юлчӗ манӑн.
3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫырма хӗрринче вӑл ывӑнса ҫитнӗ, пас тытнипе ҫӑмӗ кӑтраланнӑ лашине чарчӗ те ҫӗре сиксе анчӗ.Возле речки он остановил усталого, курчаво заиневшего в пахах коня, спешился.
1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫыр хӗрринче ҫирӗм хутлӑ тӗксӗм ҫуртсем чӗмсӗррӗн пӗлӗтелле кармашса лараҫҫӗ.На берегу стоят двадцатиэтажные дома, безмолвные и темные «скребницы неба».
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Ҫак шӑплӑхра вара, сенкер-кӑвак тинӗс хӗрринче, арҫын ачан шухӑша яракан сасси лӑпкӑн, янӑравлӑн илтӗнсе каять:И в тишине, над голубою водой, тихонько течет звонкий задумчивый голос мальчика:
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Эпӗ вӗсене пӗлетӗп — Орёл кӗпӗрнинчен вӗсем, пӗрле ӗҫлеттӗмӗр, ӗнер вӗсемпе пӗрлех ӗҫ укҫи илтӗм; эпӗ вӗсенчен малтан, ҫӗр каҫах тухса килтӗм, хӗвел тухнине тинӗс хӗрринче курас терӗм.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Ку ӗҫ 92-мӗш ҫулта, выҫлӑх ҫул, Сухумипе Очемчири хушшинче, Кодор юханшывӗ хӗрринче, тинӗсрен инҫех мар пулса иртрӗ, — ту ҫинчен юхса анакан тӑрӑ шыв хаваслӑн шӑнкӑртатнипе пӗрлех тинӗс хумӗсем ҫырана пыра-пыра ҫапӑнни илтӗнетчӗ.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.