Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӑпӑк пек хӑпарса тӑракан, сахӑр сапнӑ пысӑк хӑпарту ҫине лартнӑ вӑтӑр пилӗк ҫунакан ҫурта хуҫа арӑмӗ миҫе ҫула ҫитнине кӑтартнӑ.
I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вагонсенчен тимӗр ҫине тимӗр сапнӑ сасӑ янрарӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Крымра пурӑннӑ чух пирӗн Пират ятлӑ йытӑ пурччӗ, эпӗ клумбӑсене шыв сапнӑ чух вӑл кирек хӑҫан та ман хыҫран ҫӳретчӗ, Саня кулатчӗ вара, иксӗмӗр те пӗр харӑсах «Пира-Цолейкин» тесе ят патӑмӑр…
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хайхи илемсӗр хӳмене пуҫтарнӑ, анлӑ урам такӑр, унта таса хӑйӑр сапнӑ, вӑл ку тӗлте сасартӑк ҫӗкленсе, нимӗн хуҫкаланмасӑр ҫырма урлӑ ярӑнса ҫеҫ каҫать.
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫак сӑмахсене калани ӗнтӗркесе выртакан ҫынсене сивӗ шывпа сапнӑ пекех пулчӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Муромски хӑйӗн кӳршисене пит хапӑл туса йышӑннӑ, апат ҫиес умӗн вӑл вӗсене хӑйӗн садне тата зверинецне кайса курма сӗннӗ, вӗсене вӑл хӑйӑр сапнӑ таса ҫулсемпе ертсе кайнӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Эпӗ каллех тӑратӑп, ҫапла ҫав, тӑратӑп, пӗчченех, ҫын пулӑшмасӑрах тӑратӑп, ман умра — вараланчӑк сарӑ стена, темпе сапнӑ стена — мӗнпе сапнӑ ӑна? — юнпа пулас…
I сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Анчах та хӑни йытӑ шӑршипе кӑшт кӑна ӑнтӑхса кайман, духипе сапнӑ тутӑрпа сӑмсине хупласа, хӑвӑртрах унтан тухса кайма васканӑ.
XIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Нимех те мар, нимех те мар, старший лейтенант юлташ, — тет вӑл, сӑмахӗсене пӑрҫа сапнӑ пекех васкавлӑн тӑкса.– Ничего, ничего ж, товарищ старший лейтенант, – сыпала она чистые и мелкие, как горох, словечки.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Глазс кӗсьинчен кӗленче кӑларнӑ, ун ӑшне пӗчӗк трубка чикнӗ те, ун витӗр вӗрсе писателӗн питне одеколонпа сапнӑ.Глазе вынул из кармана склянку, сунул в неё трубку и подул писателю в лицо одеколоном.
17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Иксӗмӗрӗн те ҫӳҫсем сарӑ, сӑмсасем каҫӑр, питсем кантӑр вӑрри хуппипе сапнӑ пек кук тӗрриллӗ.Мы оба светловолосые, оба курносые, у обоих веснушки, словно семена конопли на лице.
Математика мыскари // Александр Галкин. https://vulacv.wordpress.com/2017/10/19/ ... %B8%D0%BD/
Паянхи кун тӗлне ҫӗр ӗҫченӗсем кӗрхи тата ҫурхи пӗрчӗллӗ культурӑсем акнӑ лаптӑксене ҫум курӑкран пестицидсемпе гербицидсем сапнӑ, хӑшпӗр хуҫалӑхсем вара асӑннӑ культурӑсене апатлантарма та ӗлкӗрнӗ.
Уй кунӗ чунсене савӑнтарчӗ // А.Исаева. «Каҫал Ен», 09.06.17
Халиччен 300 гектарне минераллӑ удобренисемпе апатлантарнӑ тата гербицидсем сапнӑ.
Комисси хуҫалӑхсен уйӑхсене пахаларӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.05.11
Тӑпрана извеҫ сапнӑ хыҫҫӑн 2-3 ҫултан ҫеҫ кӗл хывма юрать.Только через 2-3 года после разбрасывания извести можно вносить золу.
Ал айӗнчи паха удобрени // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№
Каччӑшӑн ку хыпар ирсӗр вӑрҫӑ «парнеленӗ» тӳрленсе ҫитеймен суранӗсем ҫине тӑвар сапнӑ пекех пулчӗ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Картишне сапнӑ кӗл ҫинче чакаланаҫҫӗ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Станцисенче йывӑҫсем мӗншӗн хӑрнине тӗпчемелли оборудованисемпе тивӗҫтернӗ, лабораторисем тӗрлӗ хурт-кӑпшанкӑпа кӗрешмелли ҫӗнӗ мелсем шыранӑ, чирлӗ вӑрман ҫине самолетсемпе усӑ курса препаратсем сапнӑ.
Вӑрмана ҫур ӗмӗр сыхлаҫҫӗ // Николай КАЗАКОВ. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27
Хӑйне лӑпкӑ тытма тӑрӑшать, анчах ӑна хирӗҫ каласан туххӑмрах хӗрӳленет, шыв сапнӑ вутпуҫҫи пек чашкӑрса илет те тепӗртакран «сивӗнет».
Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01
Пысӑк опытлӑ специалист сӑмахӗсемпе, 2-3 кун каялла ҫум курӑк пӗтерме им-ҫам сапнӑ.По словам специалистов с большим опытом, 2-3 дня назад был опрыскиван препарат от сорняков.
Комисси членӗсем тыр-пул шӑтаслӑхне тӗрӗслерӗҫ // Деомид ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30
Пысӑк опытлӑ специалист сӑмахӗсемпе, 2-3 кун каялла ҫум курӑк пӗтерме им-ҫам сапнӑ.
Комисси членӗсем тыр-пул шӑтаслӑхне тӗрӗслерӗҫ // Деомид ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30