Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Улттӑмӗш сыпӑк

Раздел: Икӗ капитан –> Саккӑрмӗш пай. Саня Григорьев каласа пани. Кӗрешер те шырар

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Источник: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Добавлен: 2019.09.21 14:41

Предложений: 53; Слово: 582

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Военное

Станислав хӗрӗсем

Паҫӑр эпӗ аманнӑ салтаксем помидор илме тухни ҫинчен каланӑччӗ. Ҫавӑ маншӑн чи асаплӑн тӑна кӗнӗ вӑхӑтчӗ. Вара икӗ хӗр — вӗсене эп ҫавӑн чух чи малтанхи хут куртӑм — ҫар формине тӑхӑннӑскерсем, сасартӑк халӑх хушшине пырса тухрӗҫ. Нимӗн те тӑваймарӗҫ-ха вӗсем, кӑмӑллӑ сасӑпа украинла чӗлхепе аманнӑ салтаксене хӑвӑртрах вырнаҫса ларма кӑна хушрӗҫ, лешсем вара вагонсене кӗчӗҫ.

Вӗсем Станиславри педтехникумра вӗреннӗ студентсем иккен — иккӗшӗ те ҫӳлӗ, хура куҫхаршийӗсем анарах тӑраҫҫӗ, сассисем хулӑн, тултан пӑхсан мӑнкӑмӑллӑ хӗрсем пек туйӑнатчӗҫ.

Халӗ ҫеҫ пирӗн пата кӗчӗҫ пулин те, ҫинчех вӗсем шыв йӑтса килчӗҫ, аманнисене кашнине пӗрер крушкӑ шыв парса тухрӗҫ. Таҫтан вӗсем пӗр алтӑр ҫырла тупнӑ, ҫав йӳҫӗ ҫырлана ӗмме питӗ лайӑх та уҫӑ.

Ҫав кунсенче хам умӑмран пиншер ҫын та иртрӗҫ пуль те, мӗншӗн эпӗ ҫав хӗрсем ҫинченех чарӑнса тӑтӑм-ха, вӗсем ҫинчен нимӗн те пӗлместӗп-ҫке, пӗрне ҫеҫ Катя тесе чӗннине пӗлетӗп!

Мӗншӗн тесен… Анчах эпӗ каллех ытла малалла кайрӑм-ха.

Эпӗ чӳрече патӗнче, ҫурӑмпа малалла май ҫаврӑнса выртнӑ. Хамӑртан юлакан уй-хир мана курӑнсах пырать те, ҫавӑнпа иртсе кайсан ҫеҫ виҫӗ танк пуррине курса юлтӑм. Ытлашшийӗ нимӗнех те ҫук, виҫӗ вӑтам танк! Танкистсем, люкӗсене уҫса, пирӗн ҫинелле пӑхрӗҫ. Шлемсӑрччӗ вӗсем, эпир хамӑрӑннисем тесех шутларӑмӑр. Унтан люксем хупӑнчӗҫ. Пин ҫынна яхӑн аманнӑ салтаксемпе пыракан санитарнӑй эшелона сывлӑхлӑ ҫынсем тупӑсемпе перӗҫ тесе шухӑшлама пултарайман та эпир.

Эпир шухӑшламанни пулса тухрӗ те.

Вагонсенчен тимӗр ҫине тимӗр сапнӑ сасӑ янрарӗ. Мана сиктерчӗ те, эпӗ аманнӑ ура ҫине ӳксе ирӗксӗрех йынӑшса ятӑм. Пӗри, костылӗсене танкӑртаттарса, вагон тӑрах мӗкӗрсе васкарӗ, ӑна тӗртрӗҫ те вӑл ман умри кӗтесе юнашарах пырса ӳкрӗ. Теплушкӑсенчен чи малтан сиксе тухнӑ аманнӑ ҫынсем чупнӑ май тӑрӑна-тӑрӑна ӳкнине курсах тӑратӑп эпӗ, танксенчен вӗсем ҫине шрапнельпе переҫҫӗ.

Манӑн Симаков кӳршӗм хампа пӗрле чӳречерен пӑхрӗ. Пӗр-пӗрне куҫран пӑхса илнӗ чух унӑн пичӗ шурса кайнине асӑрхарӑм.

— Тухмалла пулать!

— Тӗрӗс те пулӗ, — терӗм эпӗ — кӑна тӑвасси йывӑр та мар: урасем кӑна пулччӑр.

Ҫапах та эпир хамӑр койкӑсенчен аран-аран шуса антӑмӑр, вара аманнисен ушкӑнӗ пире площадкӑна илсе тухрӗ.

Суранӑм чӑтма ҫук сурнине шӑла ҫыртса тӳссе, пусма тарӑх анса, вагон айне выртнӑ чухнехи туйӑма эпӗ нихҫан та манас ҫук. Ку ӗнтӗ хамран хам йӗрӗнни, е кунҫулӑмра чи малтанхи хут хама хам курайманниех пулчӗ. Ман таврари ҫынсем аллисене чара-чара пӑрахнӑ. Вӗсем вилӗсем ӗнтӗ. Ыттисем вара чупнӑ май кӑшкӑрсах ӳкеҫҫӗ, эпӗ ҫаплипех вагон айӗнче, суранӑм сурнипе асапланса, ним тума пултараймасӑр ларатӑп.

Пистолетӑма кӑлартӑм — хама хам персе пӑрахас тесе мар, хуть пин-пин шухӑш пӑтрашӑннӑ вӑхӑтра ҫав шухӑш та пырса перӗнчӗ пуль. Такам мана аллӑмран пырса тытрӗ…

Вӑл паҫӑрхи хӗрсенчен пӗриччӗ иккен, шӑпах хурараххи, Катя ятли. Эпӗ ӑна хамран кӑшт аяккарах пичӗпе ҫӗрелле выртакан Симаков енне тӑсса кӑтартрӑм. Вӑл кӑшт ҫеҫ ун ҫине пӑхса илчӗ те пуҫне сулкаларӗ. Симаков вилнӗ иккен.

— Ҫӑва патне, ниҫта та каймастӑп эпӗ! — терӗм иккӗмӗш хӗрне, вӑл сасартӑк таҫтан килсе тухрӗ. Тупӑсемпе персе тӑнӑ вӑхӑтра та калама ҫук васкамарӗ. — Хӑварӑр мана! Манӑн пистолет пур, чӗррӗн пурпӗрех мана вӗсем илеймӗҫ.

Анчах хӗрсем мана тытрӗҫ, вара виҫсӗмӗр пурте ҫул сӑрчӗ айне шуса антӑмӑр.

Шуса пыракан Ромашов, китаец пек сарӑхса кайнӑскер, ҫав минутра таҫта пирӗн умра мӗлтлетрӗ. Вӑл эпир шӑвакан канав тӑрӑхах шӑватчӗ. Тӑмлӑ йӗпе канав чугун ҫулӗпе юнашар тӑсӑлать, аяккинерех шурлӑх пуҫланать.

Хӗрсене йывӑрччӗ ӗнтӗ, эпӗ темиҫе хутчен те хама хӑварӑр терӗм. Катя Ромашова пулӑштарасшӑн пулса: кӗтсе тӑр, тесе те кӑшкӑрчӗ пулас, анчах вӑл ҫаврӑнса ҫеҫ пӑхрӗ, унтан каллех упӑте пек, тӑватӑ уран упаленсе кайрӗ.

Ҫакӑн пек пулчӗ ку, анчах хам каланинчен пин хут майӗперех пулса иртрӗ.

Аран-аран шурлӑх урлӑ каҫса, эпир пӗчӗк ӑвӑс катине ҫитсе выртрӑмӑр. Эпир тетӗп — хӗрсем те эпӗ, тата ҫула май пирӗнпе пӗрлешнӗ Ромашовпа икӗ салтак. Салтаксем ҫӑмӑл аманнӑччӗ, пӗрин сулахай алли, теприн сылтӑмми аманнӑччӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней