Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сӑртлӑхсем текех курӑнмаҫҫӗ ӗнтӗ, пур ҫӗрте те, ӑҫта кӑна ан пӑх, вӗҫсӗр-хӗрсӗр хӑмӑр тӳремлӗх кичеммӗн сарӑлса выртать; хӑшпӗр ҫӗрте кӑна Улӑп тӑприсем тӗл пулкалаҫҫӗ, тата ӗнерхи кураксем вӗҫеҫҫӗ.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Хӑмӑр тӗслӗ талпиҫен тӑпкисем кичеммӗн ҫӗр ҫумнелле усӑннӑ, тӗмеске аяккисем тӑрӑх, чӑн тӳпинчен пуҫласа аяла ҫитичченех, сап-сарӑ мамӑклӑ кӑлкан тӗмӗсем сарӑмӑн-сарӑмӑн сарӑлса выртнӑ.
34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Кассӑн-кассӑн ҫил вашлатса вӗрнипе таткаланса илтӗнекен йытӑ сассисем хутор тӑрӑх кичеммӗн те чарӑна пӗлмесӗр янӑрашаҫҫӗ, Давыдов юр тытса хӑварасси ҫинчен Яков Лукич каласа панине аса илчӗ та ассӑн сывласа ячӗ:
16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Унӑн витӗр курӑнакан ҫурчӗсен йӑлтӑрти эрешмен картийӗ тӑрӑх, ыйткалакан ҫӗтӗк-ҫурӑкӗнчи пыйтӑсем пек, тӗссӗр куҫлӑ кӑвак ҫынсем вуншар пинӗн кичеммӗн шӑвӑнаҫҫӗ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Пуҫне ерипен пӑркаласа, тӗссӗр куҫӗсемпе вӑл пӗр сылтӑма, пӗр сулахая кичеммӗн пӑхкаласа илет.Скучно бесцветными глазами смотрит направо и налево, медленно повертывая голову.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Ҫав тӑваткал йывӑр ҫуртсем, илемлӗ пулас ӗмӗтне ҫухатнӑскерсем, кичеммӗн те салхуллӑн ҫӳлелле кармашаҫҫӗ.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Хачӑ юпписем пек урисемпе кичеммӗн акӑлчан утать, — Пепе, ун умӗнче пырса, е вилнӗ ҫынна пытарнӑ чухне юрлакан юрра е пӗр-пӗр урӑхла хурлӑхлӑ юрӑ юрлать:
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Ку сӑрӑ тумлӑ салтаксен кичеммӗн курӑнакан ретне ывӑннӑ сӑн, салху сӑн ҫапнӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Хӑшӗ ҫӳлте, кичеммӗн курӑнакан крепость тӗлӗнче йӑлтӑртатакан ылтӑн ангел ҫине пӑхкаланӑ, хӑшӗ кулкаланӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Пуҫ ҫинче пӗр вӗҫӗмӗн, ерипен, кичеммӗн пӗлӗтсем шӑватчӗҫ…
III сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Ольга кичеммӗн йӑлкӑшса кулчӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫав ҫулӑм кайран Ольга куҫӗсенче йӑлкӑшнине, хӑйӗн шухӑшӗ Ольга сӑмахӗсенче палӑрнине, хӑйӗн шухӑшӗсене Ольга ӑнланса илнине курсан, Штольц мӑнкӑмӑллӑн та телейлӗн савӑнать; Штольц кӗскен те кичеммӗн калани, вӑл каланинчен мӗн те пулин асра юлни кайран Ольга хӗрарӑмла илемлӗ каланӑран пушшех илӗртӳллӗ пек туйӑнать.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кӗр, ҫу, хӗл сӳрӗккӗн, кичеммӗн иртрӗҫ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл тата хулленрех утрӗ, Обломов хулпуҫҫийӗ ҫумне пӑчӑртанса, ҫывӑхран ун питӗнчен пӑхкаларӗ; анчах Обломов ӑна мӗн ӗҫ тума тивӗҫлине, мӗн тума тивӗҫлӗ маррине йывӑррӑн та кичеммӗн вӗрентсе каларӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сывӑ пул! — кичеммӗн те хурлӑхлӑн каларӗ вӑл, вара, пуҫне усса, сукмакпа кайма тӑчӗ.Прощай! — сухо, с горечью, прибавила она и, склонив голову, пошла было по дорожке.
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Халь ӗнтӗ кӑнтӑрла та, ҫӗрле те, ирхинепе каҫхине кирек мӗнле сехетре те хӑй сӑнарланӑ сӑнара аса илсе, е хавхаланнипе кулкаласа тӑрать, е тӗссӗрленсе кичемленет, ҫав сехет Ольгӑпа пӗрле иртсен — хавхаланать, унсӑрӑн иртсен — кичемленет, паллах, вӑхӑт унсӑрӑн сӳрӗккӗн те кичеммӗн иртет.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Мӗншӗн пурӑннине пӗлмесен, мӗнле май килнӗ ҫапла пурӑнатӑн, кун хыҫҫӑн кун иртет; кун иртсе кайрӗ-ха, каҫ пулчӗ, тесе савӑнатӑн; тӗлӗкре те, паян мӗншӗн пурӑнтӑм, ыран мӗншӗн пурӑнатӑп, тесе кичеммӗн шухӑшлатӑн.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— «Ухмах!» — терӗ вӑл хӑйне хӑй кичеммӗн, — ӑнлантарма кирлӗччӗ вара!«Дурак», — сказал он сам себе уныло, — нужно было объясниться!
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл итлерӗ, кичеммӗн, шарламасӑр ларчӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Канцеляринче хутсем ҫырса ларнӑ вӑхӑтра сӳнме пуҫланӑ; унтан кӗнекесем ҫинче пурнӑҫра мӗн тума кирлине пӗлмен чӑнлӑхсене вуланипе сӳнсе пытӑм; пӗлӗшсемпе чухне сӑмах-юмахсем, элексем, йӗкӗлтенисене, усал та сивӗ шапӑлтатӑва, ниме тӑман калаҫусене итленипе, ним тӗллевсӗр, кӑмӑл туртӑмӗсӗр пурӑннипе ҫыхӑнса тӑракан туслӑха курнипе сӳнсе пытӑм; Мина пирки сӳнсе пытӑм тата вӑя пӗтертӗм: хам илекен тупӑшӑн ҫуррине ытла ӑна тӳлесе пытӑм, ӑна юрататӑп, тесе вӗҫкӗнлентӗм; Невски проспекчӗ тӑрӑх, енот тирӗнчен ҫӗлетнӗ кӗрӗкпе хӑнтӑр ҫухаллӑ ҫынсем хушшинче кичеммӗн те кахаллӑн утса ҫӳренӗ чухне, вечерсенче, хӑнара, хама юрӑхлӑ кӗрӳ вырӑнне хурса хавас кӑмӑлпа йышӑннӑ ҫӗрте, сӳнсе пытӑм; хуларан дачӑна, дачӑран Гороховӑй урамне куҫса ҫӳренипе, устрицӑсем тата омарсем тиесе килнинчен ҫуркунне пулнине уйӑрса илнипе, кӗркуннепе хӗллене — йӑлана кӗнӗ уяв кунӗсемпе, ҫуллана — уҫӑлса ҫӳренипе пӗлтӗм, мӗнпур пурнӑҫа — ыттисем пекех, кахаллӑн та канлӗн тӗлӗрсе ирттернипе сӳнсе пытӑм тата пурнӑҫӑмпа ӑсӑма ҫак вак-тӗвексемшӗн сапаласа пӗтертӗм…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956