Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Ӑҫта та пулин йӳнӗ ҫӗрте виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер шыраса тупмалла.— Нужно квартиру приискать где-нибудь в дешевой местности, три комнаты.
XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Минтер пичӗ валли Ешӗл Йӑмраллӑра миҫе ҫипрен пир тӗртни, мунча мӗнле кӗни, виҫҫӗмӗш хут ача ҫуратнӑ чух Ваҫиле мӗнле турткаланни, тем каласан та, илемлӗ хайлавра йӳнӗ ҫумҫакки кӑна.
«Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман тавра // Виталий Станьял. https://chuvash.org/blogs/comments/4943.html
Эп сиксе чӗтретӗп, ӑвӑс ҫулҫи пек чӗтретӗп! — тӑрӑхласа тавӑрнӑ Половцев; крыльца ҫинче чарӑннӑ та йӳнӗ пирус тивертсе янӑ.
XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Юланутпа хӑвӑрт чуптарса килнипе тӑртаннӑ урисене юлхавлӑн хуҫлатса, Давыдов йывӑррӑн, шӑпах Нестеренко вырнаҫнӑ креслона хирӗҫле кивӗ пукан ҫине пырса ларчӗ, ҫак хӑваран ҫыхнӑ йӳнӗ тӑракан креслон лутӑрканса пӗтнӗ айккисем ҫине ним шутламасӑр пӑхса илчӗ, унтан, акаци тӗмӗсенчи ҫерҫисем пӗр чарӑнмасӑр чӗвӗлтетнине итленӗ май, Нестеренкӑн сарӑ пичӗ ҫине, унӑн тирпейлӗ сапланӑ ҫанӑллӑ кивӗ гимнастерки ҫине пӑхса, ҫапла каларӗ:
XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Кантӑксемпе алӑксене яри уҫса пӑрахнӑ пулин те, пур классене те килти табак, спирт пекех хӑватлӑ арҫын тарӗн шӑрши тата йӳнӗ помадӑпа супӑнь шӑрши сарӑлнӑ, — ку шӑрша ӑна пӗр кӗтессе пухӑнса тӑнӑ капӑр тумлӑ хӗрсемпе хӗрарӑмсем сараҫҫӗ.
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Тӗп-тӗрӗс, вӑтӑр ҫичӗ сысна илтӗмӗр, йӳнӗ хакпах тата.— Совершенно верно, тридцать семь свиней приобрели, и по сходной цене.
XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Колхоз председателӗн кабинечӗ Давыдова тӗлӗнтерчӗ: самаях пысӑк пӳлӗме сарӑ каткасемпе тӑм чӳлмексенче ӳсекен тусанлӑ чечексем лартса тултарнӑ, вӗсен хушшине хӑваран авса тунӑ кивӗ пукансемпе вараланчӑк тенкелсем хӗсӗннӗ; алӑк патӗнче сӑранӗ ҫӗтӗлсе-ҫурӑлса пӗтнипе тутӑхнӑ пружинисем курӑнакан пулнӑ темле элес-мелес диван ларать; стенасем ҫине «Нива» журналтан касса илнӗ ӳкерчӗксемпе йӳнӗ литографисем ҫыпӑҫтарса тултарнӑ.
XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Йӳнӗ тӳленӗ тесе шутлатӑп.
XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пурӗ те пӗрне, сан юратӑвушӑн ытла йӳнӗ тӳленине ҫеҫ шеллӗп эпӗ.Я буду только жалеть, что слишком малой ценой заплатил за твою любовь.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Хӗҫпӑшал таврашне вӗсем кӳрсе парӗҫ-ха, вӑл йӳнӗ тӑракан япала, анчах вӗсем хӑйсем те пирӗн ҫӗр ҫинчех юлсан?Оружию-то они привезут, это добро дешевое, но, гляди, они и сами на нашу землю слезут?
27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Патша коронине юрӑхлӑ ахаха тинӗс тӗпӗнчен тупса кӑлариччен шыв айне анаканӑн малтан Перс заливӗнче пушӑ рак хуранӗсемпе йӳнӗ ӗнчӗсене нумай-нумай карҫинкка тултарма тивет, эпӗ те сана ҫавнашкалах тупрӑм.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Йӳнӗ те ҫирӗп тумалла пултӑр, э?
14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Ҫул ҫинченех пулсан, — терӗ вӑл, — офицерсен столовӑйӗнче командировкӑпа йӳнӗ хакпах ҫӑкӑр та, лайӑх апат та илме пулать.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Шхунӑна хатӗрлесе яракан сутуҫӑсем хушшинче епле кӑна ирсӗр хирӗҫӳсем хускалаҫҫӗ, тишкӗрсе шавлаҫҫӗ, ҫавӑнтах тем-тем сутаҫҫӗ — хӑшпӗр хатӗрсемпе ӗҫме-ҫимесене ирӗксӗрех хӑварма тивнӗ те вӗсене ҫавӑнтах йӳнӗ хакпа сута-сута янӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951