Поиск
Шырав ĕçĕ:
1. Ӳкӗнӗҫ парнийӗн йӗрки акӑ ҫакӑ: вӑл — аслӑ сӑваплӑ япала; 2. ӳкӗнӗҫ парнине пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнене пуснӑ вырӑнта пусас пулать, унӑн юнӗпе парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те сирпӗтсе тухмалла; 3. парне кӳрекенӗ парне ӑшӗнчи мӗнпур ҫӑвне, хӳре чикки ҫӑвне, вар ӳчӗ ҫинчи ҫӑвне, 4. икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне, пӗҫҫи ҫинчи ҫӑвне тата пӗвер ҫинчи ҫу ҫурхахне илсе пымалла; ҫаксене вӑл пӳрисемпе пӗрле уйӑрса илтӗр; 5. вара священник ҫакна Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ярӗ; ку вӑл — ӳкӗнӗҫ парни.
Лев 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ҫылӑх парнине вӑл сурӑх кӗтӗвӗнчен кӳрес тесессӗн, айӑпсӑр ама выльӑх кӳтӗр, 33. аллине ҫылӑхшӑн кӳрекен парне выльӑхӗн пуҫӗ ҫине хутӑр, вара ӑна ҫылӑх парни памашкӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесене пусакан ҫӗрте пусса пӑрахтӑр; 34. священник ҫак ҫылӑх парнийӗн юнӗ ҫине пӳрнипе пуҫса илсе пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗн мӑйракисене сӗртӗр, юлашки юнне парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне тӑктӑр; 35. тӑнӑҫлӑх парнине кӳнӗ сурӑх ҫӑвне уйӑрса илнӗ пек, унӑн мӗнпур ҫӑвне уйӑрса илтӗр, Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн священник ҫакна парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр; священник ӑна ҫылӑхран, ҫылӑха кӗнинчен ҫапла тасатӗ, вара унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.
Лев 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫак ҫӗрти халӑх хушшинчен кам та пулин йӑнӑшпа ҫылӑха кӗрсессӗн, Ҫӳлхуҫа ӳкӗчӗсене хирӗҫ тума юраманнине мӗн те пулин туса айӑпа юлсассӑн, 28. вӑл, хӑй мӗнле ҫылӑх туса ҫылӑха кӗнине ӑнланса илсессӗн, тунӑ ҫылӑхӗшӗн парне кӳме айӑпсӑр качака илсе пытӑр, 29. аллине ҫылӑхшӑн кӳрекен парне выльӑхӗн пуҫӗ ҫине хутӑр, вара ҫылӑхшӑн парне кӳме [качакана] пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесене [пусакан ҫӗрте] пусса пӑрахчӑр; 30. унтан священник унӑн юнӗ ҫине пӳрнипе пуҫса илсе пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗн мӑйракисене сӗртӗр, юлашки юнне парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне тӑктӑр; 31. тӑнӑҫлӑх парнийӗн ҫӑвне уйӑрса илнӗ пек, унӑн мӗнпур ҫӑвне уйӑрса илтӗр, священник ӑна парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр, унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ; священник ӑна ҫапла тасатӗ, вара унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.
Лев 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене кала: кам та пулин йӑнӑшпа Ҫӳлхуҫанӑн хӑш та хӑш ӳкӗтне хирӗҫ ҫылӑх тусассӑн, тума кирлӗ маррине мӗн те пулин тусассӑн, 3. е тата ҫу сӗрсе суйланӑ священник ҫылӑха кӗрсе халӑха айӑплӑ тусассӑн, вӑл хӑй тунӑ ҫылӑхӗшӗн Ҫӳлхуҫана ҫылӑх парни памашкӑн шултӑра выльӑхран айӑпсӑр пӑру кӳтӗр, 4. пӑрӑвне пуху чатӑрӗн алӑкӗ патне, Ҫӳлхуҫа умне, ҫавӑтса пытӑр, аллине пӑру пуҫӗ ҫине хутӑр, вара пӑрӑва Ҫӳлхуҫа умӗнче пусса пӑрахтӑр; 5. [таса йӗрке тӑрӑх священник пулма халалланӑ,] ҫу сӗрсе суйланӑ священник пӑру юнне илтӗр те ӑна пуху чатӑрне илсе кӗтӗр, 6. священник хӑйӗн пӳрнине юн ӑшне чиксе кӑлартӑр та сӑваплӑ пӳлӗмӗн чаршавӗ умӗнче Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫичӗ хут ҫав юнпа сирпӗттӗр; 7. унтан священник Ҫӳлхуҫа умӗнче пуху чатӑрӗнчи ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли парне вырӑнӗн мӑйракисене [пӑру] юнӗпе сӗртӗр, юлашки юнне пуху чатӑрне кӗрекен ҫӗрте ларакан пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне тӑктӑр; 8. ҫылӑхшӑн кӳрекен пӑру ӑшӗнчен вӑл унӑн вар ӳчӗ ҫинчи ҫӑвне, пӗтӗм ӑш-чик ҫӑвне, 9. икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне, пӗҫҫи ҫинчи ҫӑвне тата пӗвер ҫинчи ҫу ҫурхахне кӑларса илтӗр; ҫаксене вӑл пӳрисемпе пӗрле уйӑрса илтӗр, 10. тӑнӑҫлӑх парнине кӳнӗ пӑруран уйӑрса илнӗ пек уйӑртӑр; вара священник ҫакна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр; 11. пӑру тирне, унӑн мӗнпур ашне пуҫӗ-ури-мӗнӗпе, унӑн ӑш-чиккине, тасамарлӑхне, 12. пӗтӗм пӑрӑвне тапӑр тулашӗнчи кӗл тӑкакан вырӑна, таса ҫӗре, илсе тухтӑр, ӑна вутӑ ҫинче вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ятӑр: кӗл тӑкакан вырӑнта ҫунса кайтӑр.
Лев 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Парнине вӑл качака кӳрет пулсассӑн, ӑна Ҫӳлхуҫа умне илсе пытӑр, 13. аллине унӑн пуҫӗ ҫине хутӑр, вара ӑна пуху чатӑрӗ умӗнче пусса пӑрахтӑр, Аарон ывӑлӗсем унӑн юнне парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те сирпӗтсе тухчӑр; 14. ҫак парнинчен вар ӳчӗ ҫумӗнчи ҫӑвне, пӗтӗм ӑш-чик ҫӑвне, 15. икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне, пӗҫҫи ҫинчи ҫӑвне тата пӗверӗ ҫинчи ҫу ҫурхахне Ҫӳлхуҫана парне кӳтӗр; ҫаксене вӑл пӳрисемпе пӗрле уйӑрса илтӗр; 16. вара священник ҫакна парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр: ҫакӑ вут-ҫулӑм апачӗ — [Ҫӳлхуҫашӑн] кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне; пӗтӗм ҫӑвӗ Ҫӳлхуҫана.
Лев 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хӑй парас парнене вӑл сурӑх кӳрет пулсассӑн, ӑна Ҫӳлхуҫа умне илсе пытӑр, 8. аллине парне выльӑхӗн пуҫӗ ҫине хутӑр, вара ӑна пуху чатӑрӗ умӗнче пусса пӑрахтӑр, Аарон ывӑлӗсем унӑн юнне парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те сирпӗтсе тухчӑр; 9. канӑҫлӑх парнинчен вӑл унӑн ҫӑвне, вӗче шӑмми таранах касса кӑларнӑ хӳре чикки ҫӑвне, вар ӳчӗ ҫинчи ҫӑвне, пӗтӗм ӑш-чик ҫӑвне, 10. икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне, пӗҫҫи ҫинчи ҫӑвне тата пӗверӗ ҫинчи ҫу ҫурхахне Ҫӳлхуҫана парне кӳтӗр; ҫаксене вӑл пӳрисемпе пӗрле уйӑрса илтӗр; 11. священник ҫакна парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр; ҫакӑ вут-ҫулӑм апачӗ — Ҫӳлхуҫана кӳмелли парне.
Лев 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Унӑн парни канӑҫлӑх парни пулсассӑн, парнине вӑл шултӑра ар выльӑх е ама выльӑх кӳрет пулсассӑн, Ҫӳлхуҫана айӑпсӑр выльӑх кӳтӗр, 2. аллине парне выльӑхӗн пуҫӗ ҫине хутӑр, ӑна пуху чатӑрӗн алӑкӗ умӗнче пусса пӑрахтӑр; Аарон ывӑлӗсем, священниксем, унӑн юнне парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те сирпӗтсе тухчӑр; 3. канӑҫлӑх парнинчен вӑл вар ӳчӗ ҫинчи ҫӑвне, пӗтӗм ӑш-чик ҫӑвне, 4. икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне, пӗҫҫи ҫинчи ҫӑвне тата пӗверӗ ҫинчи ҫу ҫурхахне Ҫӳлхуҫана парне кӳтӗр; ҫаксене вӑл пӳрисемпе пӗрле уйӑрса илтӗр; 5. вара Аарон ывӑлӗсем ҫакна парне вырӑнӗ ҫинче, вут-ҫулӑм ҫине купаланӑ вутӑ ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнепе пӗрле ҫунтарса ярӗҫ: ку — Ҫӳлхуҫашӑн кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне.
Лев 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Унӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса [Ҫӳлхуҫана] кӳмелли парни вак выльӑх, сурӑх е качака, пулсассӑн, айӑпсӑр ар выльӑх кӳтӗр, [унӑн пуҫӗ ҫине хӑйӗн аллине хутӑр,] 11. ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче парне вырӑнӗн ҫурҫӗр енче пустӑр; Аарон ывӑлӗсем, священниксем, унӑн юнӗпе парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те сирпӗтсе тухчӑр; 12. вара унӑн пуҫне, ӑш ҫӑвне уйӑрса илсе, ӑна пайӑн-пайӑн касса ваклаччӑр; ҫакна священник парне вырӑнӗ ҫинчи вут-ҫулӑм ҫине купаланӑ вутӑ ҫийӗн сарса хутӑр, 13. ӑш-чиккипе урисене шывпа ҫуса тасаттӑр, вара священник ҫакна пурне те илсе пырса парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ярӗ: ҫакӑ — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парне, унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ.
Лев 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран чаршав ту; ун ҫинче ӑстайлӑн тӗртсе тунӑ херувим сӑнӗсем пулччӑр; 32. чаршава ситтим йывӑҫӗнчен тунӑ, ылтӑн сӑрнӑ, ылтӑн ҫекӗллӗ, тӑватӑ кӗмӗл тӗп ҫине лартнӑ тӑватӑ юпаран ҫак; 33. чаршава ҫекӗлсенчен ҫакса яр; унтан чаршав хыҫне саккун арчи кӗртсе ларт; чаршав сӑваплӑ пӳлӗмпе Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме уйӑрса тӑрӗ.
Тух 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вара [хӑйсене] Моисей хушнӑ пек, ир валли уйӑрса хӑварнӑ та, вӑл шӑршланман та, хуртланман та.24. И отложили то до утра, как повелел [им] Моисей, и оно не воссмердело, и червей не было в нем.
Тух 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вара [Моисей] вӗсене каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр акӑ мӗн каларӗ: ыран канӑҫлӑх кунӗ, Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑ шӑмачӗ; мӗн пӗҫермеллине паян пӗҫерӗр, мӗн ӑшаламаллине паян ӑшалӑр, мӗн юлнине уйӑрса хӑварӑр та ир валли пухса хурӑр, тенӗ.
Тух 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫа [Турру] сана Ханаан ҫӗрне — сана тата санӑн аҫусене тупа туса пама пулнӑ ҫӗре — илсе кӗрсессӗн, ӑна сана парсассӑн, 12. вар уҫса ҫуралнӑ [арсене] пурне те Ҫӳлхуҫана уйӑрса пар; санӑн мӗнле выльӑх-чӗрлӗх пулать, ҫавсен хушшинчи малтанхи ар выльӑха та Ҫӳлхуҫана [халалла], 13. [вар] уҫса тухакан кашни ашак вырӑнне путек пар; эхер те улӑштармастӑн пулсассӑн, ӑна тӳлесе ил; хӑвӑн ывӑлусене те, малтан ҫуралнисене, тӳлесе ил.
Тух 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Моисей каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ҫур ҫӗр тӗлӗнче Эпӗ Египет витӗр тухӑп, 5. вара Египет ҫӗрӗнчи малтан ҫуралнӑ пур ывӑл ача та — аслӑ пукан ҫинче ларакан фараонӑн малтанхи ывӑлӗнчен пуҫласа арман чулӗ ҫавӑракан хӑрхӑмӑн ывӑлӗ таранчченех — вилсе пӗтӗ, малтан ҫуралнӑ выльӑх-чӗрлӗх те вилсе пӗтӗ; 6. пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче кӑшкӑрса-уласа йӗрӗҫ, ун пекки пулман, ун пекки урӑх пулас та ҫук; 7. Израиль ывӑлӗсем патӗнче вара йытӑ та чӗлхине хускатмӗ, ҫынна е выльӑха вӗрсе сасӑ памӗ, ҫакӑнтан эсир Ҫӳлхуҫа Израиль халӑхне Египет халӑхӗнчен мӗнле уйӑрса тӑнине курӑр, тет, тенӗ.
Тух 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ вӑл шыв хӗррине кайӗ, эсӗ ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Манӑн халӑхӑма яр, вӑл [пушхирте] Мана кӗлтутӑр; 21. эхер те Манӑн халӑхӑма ямастӑн пулсассӑн, акӑ Эпӗ сан ҫине, санӑн чурусем ҫине, санӑн халӑху ҫине те, санӑн килне-ҫуртна та йытӑ шӑни ярӑп, вара Египет ҫыннисен килӗ-ҫурчӗсене те, вӗсем пурӑнакан ҫӗре те йытӑ шӑни тулӗ; 22. сана Эпӗ [пӗтӗм] ҫӗрӗн Ҫӳлхуҫа [Турри] иккенне пӗлтермешкӗн ҫав кун Хамӑн халӑхӑм пурӑнакан Гесем ҫӗрне уйӑрса хӑварӑп, унта йытӑ шӑни пулмӗ; 23. Эпӗ Хамӑн халӑхӑмпа санӑн халӑхна уйӑрӑп.
Тух 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унтан вӗсем патне пырса вӗсемпе калаҫнӑ; кайран вӗсем хушшинчен Симеона уйӑрса илсе, ӑна вӗсен куҫӗ умӗнчех ҫыхтарнӑ.И возвратился к ним, и говорил с ними, и, взяв из них Симеона, связал его пред глазами их.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Иаков] Лийӑпа Рахиль ачисене тата икӗ хӗрарӑм тарҫин ачисене уйрӑм уйӑрса тӑратнӑ.
Пулт 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Кашни кӗтӗвне уйрӑм уйӑрса хӑйӗн чурисен аллине панӑ та чурисене каланӑ: ман умран пырӑр, кӗтӳпе кӗтӳ хушшине хушӑ хӑварӑр, тенӗ.
Пулт 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Эпӗ паян санӑн мӗнпур сурӑх кӗтӗвне пӑхса тухӑп; эсӗ сурӑхсенчен улисемпе чӑпаррисене тата хурисене уйӑрса ил, качакасенчен те чӑпаррисемпе улисене уйӑрса ил.
Пулт 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хӑйӗн мӗн пуррине пурне те Авраам [хӑйӗн ывӑлне] Исаака панӑ, 6. ҫум-арӑмӗсем ҫуратнӑ ывӑлӗсене Авраам парнесем панӑ та хӑй сывӑ чухнех Исаакран, хӑйӗн ывӑлӗнчен, тухӑҫ енне тухӑҫри ҫӗр ҫине уйӑрса янӑ.
Пулт 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Авимелех вара Авраама каланӑ: эсӗ [сурӑх кӗтӗвӗнчен илсе] уйрӑм уйӑрса тӑратнӑ ҫичӗ путек кунта мӗне кирлӗ? тенӗ.
Пулт 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.