Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Тух 8

Раздел: Библи –> Тухни

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.03.28 10:42

Предложений: 29; Слово: 669

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: фараон патне кай та ӑна кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Манӑн халӑхӑма яр, вӑл Мана кӗлтутӑр; 2. эхер те эсӗ кӑларса яма килӗшместӗн пулсассӑн, акӑ Эпӗ санӑн пӗтӗм тавралӑхна ҫӗр шапи ярса тултарӑп; 3. ҫырмара шапа вӗрӗлтетӗ, вӗсем тухӗҫ те санӑн ҫуртна та, эсӗ ҫывӑракан пӳлӗме те кӗрӗҫ, вырӑну ҫине те хӑпарӗҫ, санӑн чурусен, санӑн халӑхун ҫурчӗсене те, санӑн кӑмакусене те, санӑн кӑвас чӗресӳсене те кӗрсе тулӗҫ, 4. сан ҫине, санӑн халӑху ҫине, санӑн пӗтӗм чуру ҫине шапасем улӑхӗҫ, тет, те. 5. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Аарона [хӑвӑн пиччӳне] кала: туюна тытнӑ аллуна юханшывсем ҫине, юхӑмсем ҫине, кӳлӗсем ҫине тӑс та Египет ҫӗрӗ ҫине шапа кӑлар, те, тенӗ. 6. Аарон хӑйӗн аллине Египет шывӗсем ҫине тӑснӑ [та шапа кӑларнӑ]; шапа тухса тулнӑ та Египет ҫӗрне хупласа илнӗ. 7. [Египет] ӑрӑмҫисем те ӑрӑмласа ҫаплах тунӑ, Египет ҫӗрне шапа кӑларнӑ.

8. Вара фараон Моисейпе Аарона чӗнтерсе илнӗ те каланӑ: [маншӑн] Ҫӳлхуҫана кӗлтӑвӑр, Вӑл ман патӑмран, манӑн халӑхӑм патӗнчен шапасене сиртӗр, вара эпӗ Израиль халӑхне Ҫӳлхуҫана парне кӳме ярӑп, тенӗ. 9. Моисей фараона каланӑ: сан патӑнтан, [санӑн халӑху патӗнчен,] санӑн ҫуртусенчен шапа ҫухалтӑр, ҫырмара анчах юлтӑр тесе, саншӑн, санӑн чурусемшӗн, санӑн халӑхушӑн хӑҫан кӗлтумаллине мана хӑв каласа хур, тенӗ. 10. Вӑл: ыран, тенӗ. Моисей хуравласа каланӑ: сана пирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр евӗрли урӑх никам та ҫуккине пӗлтерме эсӗ каланӑ пек пулӗ; 11. шапасем сан патӑнтан, санӑн килӳ-ҫуртунтан [тата хирӳсенчен], санӑн чурусем патӗнчен те, санӑн халӑху патӗнчен те сирӗлӗҫ; вӗсем ҫырмара анчах юлӗҫ, тенӗ. 12. Моисейпе Аарон фараон патӗнчен тухнӑ та, Моисей вара Ҫӳлхуҫа фараон патне янӑ шапасем тӗлӗшӗнчен Ҫӳлхуҫана чӗнсе кӗлтунӑ. 13. Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ Моисей ыйтнӑ пек тунӑ: [вӗсен] килӗ-ҫурчӗсенчи, картишӗсенчи, хирӗсенчи шапасем вилсе пӗтнӗ; 14. виллисене пухса купаласа хунӑ та, ҫӗр шӑршланса кайнӑ. 15. Фараон ҫӑмӑллӑх ҫитнине курнӑ та, Ҫӳлхуҫа каланӑ пекех, хӑйӗн чӗрине хаярлатнӑ, вӗсене итлемен.

16. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Аарона кала: [аллупа] хӑвӑн туюна тӑс та ҫӗр тусанне ҫап, вара [ҫынсене, выльӑх-чӗрлӗхе, фараона, унӑн кил-ҫуртне, унӑн чурисене ӳпре сӑрса илӗ, пӗтӗм ҫӗр тӑпри] Египет ҫӗрӗнче ӳпре пулса тӑрӗ, те, тенӗ. 17. Вӗсем ҫапла тунӑ та: Аарон хӑйӗн туйине тытнӑ аллине тӑсса ҫӗр тусанне ҫапнӑ та — ҫынсене, выльӑх-чӗрлӗхе ӳпре пусса илнӗ. Пӗтӗм Египет ҫӗрӗнчи тусан ӳпре пулса тӑнӑ. 18. Ӑрӑмҫӑсем те ӑрӑмласа ӳпре кӑларма тӑрӑшнӑ, анчах пултарайман. Ҫапла вара ҫынсем ҫинче, выльӑх-чӗрлӗх ҫинче ӳпре пулнӑ. 19. Ӗнтӗ ӑрӑмҫӑсем фараона каланӑ: ку Турӑ алли, тенӗ. Анчах фараонӑн чӗри хаярланса ҫитнӗ, Ҫӳлхуҫа каланӑ пекех, вӑл вӗсене итлемен.

20. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: ыран ирех тӑр та фараон умне пырса тӑр. Акӑ вӑл шыв хӗррине кайӗ, эсӗ ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Манӑн халӑхӑма яр, вӑл [пушхирте] Мана кӗлтутӑр; 21. эхер те Манӑн халӑхӑма ямастӑн пулсассӑн, акӑ Эпӗ сан ҫине, санӑн чурусем ҫине, санӑн халӑху ҫине те, санӑн килне-ҫуртна та йытӑ шӑни ярӑп, вара Египет ҫыннисен килӗ-ҫурчӗсене те, вӗсем пурӑнакан ҫӗре те йытӑ шӑни тулӗ; 22. сана Эпӗ [пӗтӗм] ҫӗрӗн Ҫӳлхуҫа [Турри] иккенне пӗлтермешкӗн ҫав кун Хамӑн халӑхӑм пурӑнакан Гесем ҫӗрне уйӑрса хӑварӑп, унта йытӑ шӑни пулмӗ; 23. Эпӗ Хамӑн халӑхӑмпа санӑн халӑхна уйӑрӑп. Ҫакӑ паллӑ [ҫӗр ҫинче] ыран пулӗ тесе калать, те, тенӗ. 24. Ҫӳлхуҫа ҫапла тунӑ та: фараон килне-ҫуртне, унӑн чурисен килӗ-ҫурчӗсене те, пӗтӗм Египет ҫӗрне те йытӑ шӑни шутсӑр кӗрсе тулнӑ; йытӑ шӑнине пула ҫӗр пӗтес патнех ҫитнӗ.

25. Вара фараон Моисейпе Аарона чӗнтерсе илсе каланӑ: кайӑр та хӑвӑрӑн [Ҫӳлхуҫа] Туррӑра ҫак ҫӗртех парне кӳрӗр, тенӗ. 26. Анчах Моисей каланӑ: апла тума юрамасть, мӗншӗн тесессӗн эпир Ҫӳлхуҫана, хамӑрӑн Туррӑмӑра, парне кӳни Египет ҫыннисемшӗн йӗрӗнчӗклӗ пулӗ; эхер те эпир Египет ҫыннисемшӗн йӗрӗнчӗклӗ парнене вӗсен куҫӗ умӗнчех кӳре пуҫласассӑн, вӗсем пире чулпа персе вӗлермӗҫ-и? 27. эпир пушхире виҫӗ кунлӑх ҫула кайӑпӑр, хамӑра [Ҫӳлхуҫа] мӗн калӗ, Ҫӳлхуҫана, хамӑрӑн Туррӑмӑра, ҫапла парне кӳрӗпӗр, тенӗ. 28. Фараон каланӑ: эпӗ сире хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑра пушхирте парне кӳме ярӑп, анчах аякка ан кайӑр; [Ҫӳлхуҫана] маншӑн кӗлтӑвӑр, тенӗ. 29. Моисей каланӑ: акӑ эпӗ сан патӑнтан тухӑп та Ҫӳлхуҫа [Туррӑмӑра] кӗлтӑвӑп, вара йытӑ шӑни фараон патӗнчен, унӑн чурисем патӗнчен те, унӑн халӑхӗ патӗнчен те ыранах сирӗлӗ, анчах фараон халӑха Ҫӳлхуҫана парне кӳме ямасӑр тӑрса улталамашкӑн чарӑнтӑр, тенӗ. 30. Вара Моисей фараон патӗнчен тухнӑ та Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ. 31. Ҫӳлхуҫа Моисей каланӑ пекех тунӑ: йытӑ шӑнисене фараон патӗнчен, унӑн чурисем патӗнчен, унӑн халӑхӗ патӗнчен сирсе янӑ, пӗр шӑна та юлман. 32. Анчах фараон хӑйӗн чӗрине хаярлатсах пынӑ та халӑха ку хутӗнче те яман.

Сайт:

 

Статистика

...подробней