Поиск
Шырав ĕçĕ:
Машина каять те каять, ялан сулахая ҫул тытать.А машина все катила и катила, сворачивая то и дело налево, и только налево.
4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Хама питӗ лайӑх туятӑп, ӑшӑ та — урӑх нимӗн те кирлӗ мар пек ӗнтӗ, ҫакӑн пек ялан, пӗтӗм ӗмӗр тӑршшипех ҫуна ҫинче выртса пырасчӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Атте тирпейлӗ ҫӳреме юратать, вӑл пиншакӗ айӗнчен ялан тенӗ пек хура сатин кӗпе тӑхӑнать.Отец ходил чисто, в черной сатиновой косоворотке под пиджак.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
«Мӗнех вара, ялан ҫавнашкал», — терӗҫ пирӗн ачасем.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ялан вӑл, монашка пек, хура кӗпепе ҫӳретчӗ, Медицински институтра вӗренетчӗ.Всегда она ходила в черном платье, как монашка. Она училась в медицинском институте.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Манӑн сире эпӗ хам енчен пӗтӗмпех господин прапорщик шухӑшӗпе килӗшни ҫинчен пӗлтермелле: мӗншӗн тесен, унӑн шухӑшӗ тӗрӗс тактикӑн пӗтӗм правилисем ҫинче тытӑнса тӑрать; наступлении туса вӑрҫассине оборонӑпа хӳтӗленсе тӑрса кӗрешессинчен ялан пекех мала хураҫҫӗ…
Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Симӗс сӗтел хушшинче вӑл пурин ҫинчен те манса каять; ҫитменнине, ялан тенӗ пекех, выляса ярать; анчах выляса яни унӑн выляс кӑмӑлне хӗтӗртет кӑна.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Сана пӗр хутчен юратса тӑнӑ хӗрарӑм ытти арҫынсем ҫине йӗрӗнмесӗр пӑхаймасть, эсӗ вӗсенчен лайӑхрах пулнипе мар, эх, ҫук! анчах сан ӑшӑнта пӗр хӑвна ҫеҫ пӳрнӗ темӗнле уйрӑм хӑват, темӗнле асамлӑх та мӑнаҫлӑх пур; сассӑнта,— ху кирек мӗн каласан та — никам ҫӗнтерейми хӑвату пур; никам та хӑйне ҫавӑн пек ялан юраттарасшӑн тӑрӑшма пултараймасть; никам куҫӗ те ҫав тери ырлӑха ӗмӗтлентереймест; никам та хӑйӗн вӑйлӑ енӗсемпе ҫав тери тасан усӑ курма пултараймасть, тата никам та сан пек ҫав тери чӑн-чӑннипех телейсӗр пулма пултараймасть, мӗншӗн тесен никам та ҫав таран хӑйне телейлӗ тесе ӗнентерме тӑрӑшмасть.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Итле-ха, Бэла, — терӗм ӑна, — арку ҫумне ҫӗлесе янӑ пек, ялан кунта лармалла мар-ҫке унӑн: вӑл ҫамрӑк ҫын, тискер кайӑк хыҫҫӑн ҫӳреме юратать, — ҫӳрет-ҫӳрет те килет акӑ; эсӗ пӗрмаях ҫапла кулянса тӑрсан, ӑна йӑлӑхтарса та ҫитерӗн.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Калама ҫук хаваслӑскерччӗ вара, — ялан мана тӑрӑхлатчӗ…Уж какая, бывало, веселая, и все надо мной, проказница, подшучивала…
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хӑй вӑл яланах кӑвак комбинезон тӑхӑнса ҫӳренӗ; ырхантарах сӑн-пичӗ хаяртарах пулнипе кӑна тата пуҫӗ ҫинчи вӗҫевҫӗ картузӗ капӑртарах пулни тӑрӑх ҫеҫ ӑна техниксен ялан вараланчӑк ҫӳрекен йӑхӗнчен уйӑрса илме май пулнӑ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Мересьев хӑй пурӑнакан «каюра хулине» ялан ҫӳренӗ вӑрман урлӑ мар, тавраран, ҫӑра курӑкпа хупланнӑ уй урлӑ кайрӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тӑшман хӑйӗн пӗтӗм вӑйӗсемпе ҫапӑҫӑва кӗрсе кайсан, аэродромра ялан 2-мӗш номерлӗ хатӗрленӳре пулассине пӑрахӑҫа кӑларчӗҫ.Когда враг всеми силами втянулся в сражение, готовность номер 2 на аэродроме была отменена.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах та унӑн хӗвелпе, ҫилпе пиҫсе ларнӑ сӑнӗ ҫине, куҫ хӗррисем ҫумӗнчи, ҫамки ҫинчи, тутисем хӗрринчи ҫип пек ҫинҫе пӗрмеленчӗк йӗрӗсем ҫине, унӑн хура, ялан шухӑша кайнӑ пек курӑнакан ӗшенчӗкрех куҫӗсем ҫине тинкерсе пӑхсан, ӑна тата тепӗр вунӑ ҫул хушса пама пулнӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Иккӗшӗ тӗл пулсан, вӗсем пӗр фляга трофейлӑ япӑх эрех ӗҫнӗ, ку эрехӗ ӗнтӗ, паллах, ялан запаспа пурӑнакан Степан Ивановичӑн тупӑннӑ, ӗҫнӗ чух пур туссене те аса илнӗ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Юлашкинчен амӑшӗ: Оля ман патра пурӑннӑ чух пӗрмаях ҫывӑратчӗ, ҫывӑрман чухне ялан сан ҫинчен калаҫатчӗ, тесе хушса хунӑ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Атӑл хӗрринчи крепость ҫийӗнчи пӗлӗт пушарсемпе ҫурӑлакан снарядсенчен тухакан тӗтӗмрен пӗртте тасалман, ялан хура-хӑмӑр тӗслӗ пулнӑ, ҫак пӗлӗтре пӗрмай сывлӑшри ҫапӑҫусем пулса пынӑ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл, ялан вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрекен ҫар ҫынни, халӗ каллех ҫул ҫинче пулнӑ; ун пек ҫӳрессине вӑл тахҫанах вӗреннӗ, хӑнӑхнӑ, ҫакӑ ӑна хаваслантарнӑ.Он двигался, переезжал, этот вечный военный странник, он чувствовал себя в своей стихии.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кунпа пӗрлех вӑл Алексей умне пит те ҫирӗп условисем кӑларса тӑратрӗ: унӑн ӑна итлемелле, тӑрӑшмалла, ӑна юратса пӑрахмалла мар, мӗншӗн тесен ку вӑл уроксене кансӗрлет, урӑх кавалерсем ӑна ташлама чӗнсен — кӗвӗҫмелле мар, мӗншӗн тесен, ялан пӗр ҫынпа ташласан, часах квалификацие ҫухатма пулать, тата пӗр ҫынпа ҫеҫ ташлани вӑл — кичем япала.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Утасса сывӑ ҫын пекех утать, куҫӗсем те аван: пысӑк, ялан чӑрлаттарса пӑхаҫҫӗ тата кӑшт кичемрех пек курӑнаҫҫӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950