Поиск
Шырав ĕçĕ:
25. Вӑл Ҫӳлхуҫа ҫулӗн пуҫламӑшне вӗреннӗ ҫын пулнӑ; Иоанн шыва кӗртнине ҫеҫ пӗлнӗ пулсан та, вӑл, чунтан тӑрӑшса, Ҫӳлхуҫа ҫинчен тӗрӗс вӗрентнӗ.
Ап ӗҫс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫапла вара Петра тӗрмере хуралласа усранӑ; ҫав вӑхӑтра ӗненекен ушкӑн уншӑн питӗ тӑрӑшса Турра кӗлтунӑ.5. Итак Петра стерегли в темнице, между тем церковь прилежно молилась о нем Богу.
Ап ӗҫс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Тепӗр кунне вӑл унта вӗсем ҫапӑҫнӑ чухне пынӑ та вӗсене килӗштересшӗн тӑрӑшса каланӑ: «эсир — тӑвансем, мӗншӗн пӗрне-пӗри кӳрентеретӗр?» тенӗ.
Ап ӗҫс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Е тата пӗр-пӗр хӗрарӑм хӑйӗн вунӑ драхма укҫинчен пӗр драхмине ҫухатсан, ҫурта ҫутса, урайне шӑла-шӑла, мӗн тупичченех епле тӑрӑшса шырамӗ ӑна?
Лк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Сирӗнтен пӗри-пӗри тӑрӑшса хӑй пӗвне пӗр чике чухлӗ те пулин ӳстерме пултарайӗ-и?25. Да и кто из вас, заботясь, может прибавить себе роста хотя на один локоть?
Лк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Сирӗнтен пӗри-пӗри тӑрӑшса хӑйӗн ӗмӗрне пӗр сехет те пулин тӑсма пултарайӗ-и?27. Да и кто из вас, заботясь, может прибавить себе росту хотя на один локоть?
Мф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вара куртӑм эпӗ: акӑ сыхланса юлнӑ икӗ пӗчӗк ҫунат та патша пулма тӑрӑшса пӑхрӗ.28. И видел я: вот, два остававшиеся пера покушались также царствовать.
3 Езд 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Халӑха ҫырса тухас ӗҫе питӗ васкаса, хӗвел тухса хӗвел аничченех ҫав тӗрлӗ тӑрӑшса тунӑ пулин те, ӑна хӗрӗх кун хушшинче пӗтӗмпех туса ҫитерме пултарайман.
3 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Сире пурсӑра та Хӑйне хисеплекен, Хӑйӗн ирӗкне пӗтӗм чун-чӗререн тӑрӑшса пурӑнӑҫа килтерекен чӗре патӑр!3. Да даст всем вам сердце, чтобы чтить Его и исполнять волю Его всем сердцем и усердною душею!
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Эхер те малтан Рим ҫыннисен е Римпа туслӑ халӑхсен ӑҫта та пулин вӑрҫӑ тухас пулсассӑн, 25. Иудея халӑхӗ вӗсене пурне те, вӑхӑтне кура, вӑрҫӑра мӗн вӑй ҫитнӗ таран пулӑшма тивӗҫлӗ; 26. Рим ҫыннисемпе вӑрҫӑ вӑрҫакансене вӗсем тырӑ-пулӑ та, кӑрал та, укҫа та, карап та ан паччӑр, илсе те ан пыччӑр — Рим халӑхӗн ирӗкӗ ҫапла; иудейсен хӑйсен тивӗҫне нимӗн илмесӗрех туса тӑмалла. 27. Шӑп ҫавӑн пекех, малтан Иудея халӑхӗн вӑрҫӑ пуҫлансассӑн, Рим ҫыннисем вӗсене вӑрҫӑра, вӑхӑтне кура, чунтан тӑрӑшса пулӑшӗҫ. 28. Иудея халӑхӗпе вӑрҫакансене тырӑ-пулӑ та, кӑрал та, укҫа та, карап та памалла мар — Рим халӑхӗн ирӗкӗ ҫапла; хӑйсен тивӗҫне вӗсен пӗр ултавсӑр пурӑнӑҫламалла» тенӗ.
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Пуян тӑрӑшса мул пухать, ӗҫлет те — кайран канлӗхре хӑй ырӑлӑхӗпе савӑнса пурӑнать; 4. ҫитмен пурӑнӑҫпа пурӑнакан чухӑн ӗҫлет те — кайран та ҫукпах аптӑрать.
Сир 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Мӗн пухнӑ пурлӑхна ҫынна хӑвармӑн-и? эсӗ тӑрӑшса тунине шӑпа ярса уйӑрмӗҫ-и?15. Не другим ли оставишь ты стяжания твои и плоды усилий твоих для раздела по жребию?
Сир 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Тӑрӑшса ӗҫлекен чуруна та, тара тытнӑ ҫынна та, хӑвна чунтан парӑннӑскере, ан кӳрентер.22. Не обижай раба, трудящегося усердно, ни наемника, преданного тебе душею.
Сир 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эй ывӑлӑм! ҫамрӑкранах тӑрӑшса вӗрен, вара ҫӳҫӳ кӑвакаричченех ӑслӑлӑх санпа пӗрле пулӗ.18. Сын мой! от юности твоей предайся учению, и до седин твоих найдешь мудрость.
Сир 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Е тата пӗр-пӗр каскалакан юрӑхлӑ йывӑҫ касса, унӑн пӗтӗм хуппине ӑстайлӑ сӳсе, хитре якатса унран кил-ҫуртра тыткаламалли савӑт тунӑ, 12. турпасӗпе вара апат пӗҫернӗ, тӑраннӑ; 13. пӗр каскаланчӑкне, ниме юрӑхсӑрскере, кукӑр та туратлӑ пуленкене, пушӑ вӑхӑтра тӑрӑшса чутланӑ, ӑста аллипе якатса ӑна этем евӗрлӗ тунӑ 14. е пӗр-пӗр ахаль чӗрчун евӗрлӗ калӑпланӑ, хӗрлӗ сӑрӑпа сӗрсе ҫиелтен каллех сӑрланӑ, пӗтӗм шӑтӑк-путӑкне сӑрласа лартнӑ, 15. вара, ун валли тивӗҫлӗ вырӑн хатӗрлесе, ӑна ҫавӑнта тимӗртен ҫакса хунӑ.
Ӑсл 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Этем темӗн чухлӗ тӑрӑшса тӗпчесессӗн те ҫавна пӗлсе ҫитеймест; эхер пӗр-пӗр ӑсчах «эпӗ пӗлетӗп» тесессӗн те, вӑл ҫавна пӗлсе ҫитереймест.
Еккл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫак ҫӗр ҫинче ҫапла ӗҫлесе, пӗтӗм чӗререн тӑрӑшса тунӑ ӗҫӗнчен мӗн усси-ха ҫав ҫынна?
Еккл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ездра священника, Ҫӳлхуҫа саккунне вӗрентекене, Артаксеркс патшаран ҫыру урлӑ янӑ ҫакӑн пек хушу ҫитнӗ: 9. «Артаксеркс патша Ездра священника, Ҫӳлхуҫа саккунне вӗрентекене, савӑнӑҫ сунать. 10. Шухӑшласа пӑхнӑ хыҫҫӑн, ҫынсене юратнипе эпӗ ҫапла тума хушрӑм: пирӗн патшалӑхра пурӑнакан Иудея халӑхӗн ҫыннисем, священниксемпе левитсем, хӑйсен ирӗкӗпе каяс теекенсем, санпа пӗрле Иерусалима кайччӑр. 11. Эпӗ хамӑн чи ҫывӑх ҫичӗ канашҫӑпа ҫакӑн пек шухӑшларӑм: кайма кӑмӑл тунисем ӗнтӗ пуҫтарӑнччӑр та кайччӑр; 12. Иудейӑпа Иерусалимра Ҫӳлхуҫа саккунӗпе килӗшӳллӗн пурӑннипе пурӑнманнине курччӑр, 13. эпӗ тата манӑн ҫывӑх ҫыннӑмсем Израиль Ҫӳлхуҫине пама пулнӑ парнесене, Иерусалимри Ҫӳлхуҫа валли Вавилон ҫӗршывӗнче тупӑнакан ылтӑн-кӗмӗле, хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррийӗн Ҫурчӗ валли халӑх мӗн панипе пӗрле Иерусалима илсе кайччӑр; 14. ылтӑн-кӗмӗлӗ вӑкӑрсем, сурӑхсем, путексем туянма, ӗнтӗ мӗн кирлине туянма кайтӑр, 15. ҫакӑ вӗсен Иерусалимри Ҫӳлхуҫа Туррийӗн парне вырӑнӗ ҫинче Ҫӳлхуҫана парне кӳме пултӑр. 16. Ҫак ылтӑн-кӗмӗлпе ху тата хӑвӑн тӑванусем мӗн тума шухӑшлатӑр, хӑвӑн Турру ирӗкӗпе ҫавна ту. 17. Сана Иерусалимри хӑвӑн Туррун Ҫуртӗнче тыткалама панӑ Ҫӳлхуҫанӑн таса савӑчӗсене Ҫӳлхуҫа Турру умне ларт. 18. Хӑвӑн Туррун Ҫурчӗ валли мӗн кирлине патша хыснинчен парса тӑр. 19. Акӑ эпӗ, Артаксеркс патша, Сирипе Финикия хысни хуҫисене Ездра священника, Ҫӳлти Турӑ саккунне вӗрентекене, мӗн ыйтнине пӗр тӑхтаса тӑмасӑр, ҫӗр талант кӗмӗл таранах, пама хушрӑм, 20. ҫавӑн пекех ҫӗр кор таран тулӑ, ҫӗр виҫе таран эрех пама хушрӑм. 21. Патшанӑн патшалӑхӗпе унӑн ывӑлӗсене Ҫӳлти Турӑ ан ҫиллентӗр, ҫавӑнпа та, Турӑ саккунӗ тӑрӑх, Ҫӳлти Турӑ валли мӗн тумаллине тимлӗн, тӑрӑшса тӑвӑр. 22. Ҫакна та калатӑп сире: священниксемпе левитсене, юрӑҫсемпе хапха хуралҫисене, Турӑ Ҫурчӗ таврашӗнче ӗҫлекенсемпе Турӑ Ҫурчӗн ҫыруҫисене нимӗнле хырҫӑ та, куланай та хумалла мар, никамӑн та ҫакна тума ирӗк ан пултӑр. 23. Эсӗ вара, Ездра, Турӑ панӑ ӑсупа Сирипе Финикия ҫӗрӗнче хӑвӑн Туррун саккунне пӗлекенсене пуҫлӑх пулма, тӳре пулма лартса тух, пӗлменнисене вӗрент; 24. сан Туррун саккунне е патша саккунне пӑхӑнманнисене пурне те айӑпламалла, вӗлермелле е хӗнемелле, укҫан шыраса илмелле е хӑваласа ямалла» тенӗ Артаксеркс ҫырӑвӗнче.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Акӑ Сисинни Дарие ҫырса янӑ ҫырӑва ӳкерсе илни: «Сирипе Финикия ҫӗрне тытса тӑракан аслӑ пуҫлӑх Сисинни, Сафравузан тата вӗсен юлташӗсем, Сирипе Финикия пуҫлӑхӗсем, Дарий патшана савӑнӑҫ сунаҫҫӗ. 8. Патша хуҫамӑр пӗлсе тӑтӑрччӗ: эпир, Иудея ҫӗрне ҫитсе Иерусалим хулине кӗрсессӗн, Иерусалим хулинче иудейсен тыткӑнран таврӑннӑ аслӑ ҫыннисене куртӑмӑр, 9. вӗсем Ҫӳлхуҫа валли чутласа якатнӑ хаклӑ чулсенчен, стенисене йывӑҫ хывса, ҫӗнӗ пысӑк Ҫурт тӑваҫҫӗ; 10. ку ӗҫе тӑрӑшса тӑваҫҫӗ, ӑнса пырать ӗҫ вӗсен аллинче, питӗ чаплӑ та тӗплӗ тӑваҫҫӗ. 11. Вара эпир ҫак аслӑ ҫынсенчен: «ҫак Ҫурта, ҫак ӗҫе эсир кам хушнипе тӑватӑр?» тесе ыйтрӑмӑр.
2 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ун ҫумӗнчи сыпӑка Забвай ывӑлӗ Варух юсарӗ, вӑл питех те тӑрӑшса ӗҫлерӗ — кӗтесрен пуҫласа аслӑ священник Елияшив ҫурчӗн алӑкӗ патне ҫитиччен юсаса тухрӗ.
Неем 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.