Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 2 Езд 8

Раздел: Библи –> Ездрӑн иккӗмӗш кӗнеки

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.05 19:27

Предложений: 44; Слово: 1617

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Ҫак ӗҫсем пулса иртнӗ хыҫҫӑн, Перси патшинче Артаксеркс ларнӑ чухне, Ездра таврӑннӑ; Ездра вӑл — Азария ывӑлӗ, Азария — Зехрий ывӑлӗ, Зехрий — Хелкия ывӑлӗ, Хелкия — Шаллум ывӑлӗ, 2. Шаллум — Садок ывӑлӗ, Садок — Ахитув ывӑлӗ, Ахитув — Амария ывӑлӗ, Амария — Озия ывӑлӗ, Озия — Мерайоф ывӑлӗ, Мерайоф — Зарей ывӑлӗ, Зарей — Сауй ывӑлӗ, Сауй — Буккий ывӑлӗ, Буккий — Авишуй ывӑлӗ, Авишуй — Финеес ывӑлӗ, Финеес — Елеазар ывӑлӗ, Елеазар — аслӑ священникӑн Ааронӑн ывӑлӗ. 3. Ҫак Ездра Вавилонран таврӑннӑ. Вӑл Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри Моисее панӑ саккуна лайӑх пӗлекен, пысӑк вӗреннӗ ҫын пулнӑ, 4. патша ӑна Иерусалима кайма ирӗк парса чыс тунӑ, мӗншӗн тесессӗн ӗнтӗ кирек мӗн ыйтсассӑн та патша ӑна кӑмӑл курнӑ. 5. Унпа пӗрле Иерусалима Израиль ывӑлӗсен пӗр пайӗ — священниксемпе левитсем, юрӑҫсем, хапха хуралҫисем, Турӑ Ҫурчӗ таврашӗнче ӗҫлекенсем — килнӗ, 6. вӗсем Артаксеркс ҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, ҫав ҫиччӗмӗш ҫулхи пиллӗкӗмӗш уйӑхра, ҫитнӗ; Вавилонран пӗрремӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче тухнӑ та, ҫул ҫинче Турӑ пулӑшса пынипе, Иерусалима пиллӗкӗмӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче килсе ҫитнӗ.

7. Ездра Ҫӳлхуҫа саккунӗпе ӳкӗчӗсенчен нимӗн те манса хӑварас мар, пӗтӗм Израиле Турӑ хунӑ йӗркесене, тӳрӗлӗхе вӗрентес тесе чунтан-вартан тӑрӑшнӑ. 8. Ездра священника, Ҫӳлхуҫа саккунне вӗрентекене, Артаксеркс патшаран ҫыру урлӑ янӑ ҫакӑн пек хушу ҫитнӗ: 9. «Артаксеркс патша Ездра священника, Ҫӳлхуҫа саккунне вӗрентекене, савӑнӑҫ сунать. 10. Шухӑшласа пӑхнӑ хыҫҫӑн, ҫынсене юратнипе эпӗ ҫапла тума хушрӑм: пирӗн патшалӑхра пурӑнакан Иудея халӑхӗн ҫыннисем, священниксемпе левитсем, хӑйсен ирӗкӗпе каяс теекенсем, санпа пӗрле Иерусалима кайччӑр. 11. Эпӗ хамӑн чи ҫывӑх ҫичӗ канашҫӑпа ҫакӑн пек шухӑшларӑм: кайма кӑмӑл тунисем ӗнтӗ пуҫтарӑнччӑр та кайччӑр; 12. Иудейӑпа Иерусалимра Ҫӳлхуҫа саккунӗпе килӗшӳллӗн пурӑннипе пурӑнманнине курччӑр, 13. эпӗ тата манӑн ҫывӑх ҫыннӑмсем Израиль Ҫӳлхуҫине пама пулнӑ парнесене, Иерусалимри Ҫӳлхуҫа валли Вавилон ҫӗршывӗнче тупӑнакан ылтӑн-кӗмӗле, хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррийӗн Ҫурчӗ валли халӑх мӗн панипе пӗрле Иерусалима илсе кайччӑр; 14. ылтӑн-кӗмӗлӗ вӑкӑрсем, сурӑхсем, путексем туянма, ӗнтӗ мӗн кирлине туянма кайтӑр, 15. ҫакӑ вӗсен Иерусалимри Ҫӳлхуҫа Туррийӗн парне вырӑнӗ ҫинче Ҫӳлхуҫана парне кӳме пултӑр. 16. Ҫак ылтӑн-кӗмӗлпе ху тата хӑвӑн тӑванусем мӗн тума шухӑшлатӑр, хӑвӑн Турру ирӗкӗпе ҫавна ту. 17. Сана Иерусалимри хӑвӑн Туррун Ҫуртӗнче тыткалама панӑ Ҫӳлхуҫанӑн таса савӑчӗсене Ҫӳлхуҫа Турру умне ларт. 18. Хӑвӑн Туррун Ҫурчӗ валли мӗн кирлине патша хыснинчен парса тӑр. 19. Акӑ эпӗ, Артаксеркс патша, Сирипе Финикия хысни хуҫисене Ездра священника, Ҫӳлти Турӑ саккунне вӗрентекене, мӗн ыйтнине пӗр тӑхтаса тӑмасӑр, ҫӗр талант кӗмӗл таранах, пама хушрӑм, 20. ҫавӑн пекех ҫӗр кор таран тулӑ, ҫӗр виҫе таран эрех пама хушрӑм. 21. Патшанӑн патшалӑхӗпе унӑн ывӑлӗсене Ҫӳлти Турӑ ан ҫиллентӗр, ҫавӑнпа та, Турӑ саккунӗ тӑрӑх, Ҫӳлти Турӑ валли мӗн тумаллине тимлӗн, тӑрӑшса тӑвӑр. 22. Ҫакна та калатӑп сире: священниксемпе левитсене, юрӑҫсемпе хапха хуралҫисене, Турӑ Ҫурчӗ таврашӗнче ӗҫлекенсемпе Турӑ Ҫурчӗн ҫыруҫисене нимӗнле хырҫӑ та, куланай та хумалла мар, никамӑн та ҫакна тума ирӗк ан пултӑр. 23. Эсӗ вара, Ездра, Турӑ панӑ ӑсупа Сирипе Финикия ҫӗрӗнче хӑвӑн Туррун саккунне пӗлекенсене пуҫлӑх пулма, тӳре пулма лартса тух, пӗлменнисене вӗрент; 24. сан Туррун саккунне е патша саккунне пӑхӑнманнисене пурне те айӑпламалла, вӗлермелле е хӗнемелле, укҫан шыраса илмелле е хӑваласа ямалла» тенӗ Артаксеркс ҫырӑвӗнче.

25. Вара Ездра ӑсчах каланӑ: аттемсен пӗртен-пӗр Ҫӳлхуҫа Турри мухтавлӑ, Вӑл патша чӗрине Хӑйӗн Иерусалимри Ҫуртне чапа кӑларас шухӑш хыврӗ; 26. мана та патшапа унӑн канашҫисем умӗнче, мӗнпур ҫывӑх ҫыннисемпе аслӑ улпучӗсем умӗнче хисеп турӗ. 27. Ҫӳлхуҫа Туррӑм пулӑшнипе кӑмӑлӑм ҫӗкленчӗ, эпӗ вара Израиль арӗсене хампа пӗрле кайма пуҫтартӑм.

28. Артаксеркс патшара ларнӑ чухне манпа пӗрле Вавилонран тухнӑ ӑру пуҫлӑхӗсемпе аслӑ ҫыннисем акӑ ҫаксем: 29. Финеес ывӑлӗсенчен — Гирсон; Ифамар ывӑлӗсенчен — Гамалиил; Давид ывӑлӗсенчен — Сехений ывӑлӗ Латтус; 30. Форос ывӑлӗсенчен — Захария, унпа пӗрле ҫӗр аллӑ ҫын ҫырӑннӑ; 31. Фаафмоав ывӑлӗсенчен — Зарей ывӑлӗ Елиаония, унпа пӗрле икҫӗр ҫын; 32. Зафой ывӑлӗсенчен — Иезил ывӑлӗ Сехения, унпа пӗрле виҫҫӗр ҫын; Адин ывӑлӗсенчен — Ионаф ывӑлӗ Овиф, унпа пӗрле икҫӗр аллӑ ҫын; 33. Илам ывӑлӗсенчен — Гофолий ывӑлӗ Иесия, унпа пӗрле ҫитмӗл ҫын; 34. Сафатия ывӑлӗсенчен — Михаил ывӑлӗ Зараия, унпа пӗрле ҫитмӗл ҫын; 35. Иоав ывӑлӗсенчен — Иезил ывӑлӗ Авадия, унпа пӗрле икҫӗр вуникӗ ҫын; 36. Ваний ывӑлӗсенчен — Иосафий ывӑлӗ Асалимоф, унпа пӗрле ҫӗр утмӑл ҫын; 37. Вавий ывӑлӗсенчен — Вивай ывӑлӗ Захария, унпа пӗрле ҫирӗм сакӑр ҫын; 38. Астаф ывӑлӗсенчен — Акатан ывӑлӗ Иоанн, унпа пӗрле ҫӗр вунӑ ҫын; 39. Адоникам ывӑлӗсенчен — юлашкисем, акӑ вӗсен ячӗсем: Иеуил ывӑлӗ Елифала тата Самей, вӗсемпе пӗрле ҫитмӗл ҫын; 40. Вагой ывӑлӗсенчен — Исталкур ывӑлӗ Уфий, унпа пӗрле ҫитмӗл ҫын. 41. Эпӗ вӗсене Феран ятлӑ юханшыв хӗррине пуҫтартӑм, эпир унта виҫӗ кун тӑтӑмӑр, эпӗ вӗсене пӑхса ҫаврӑнтӑм. 42. Анчах унта священниксемпе левитсенчен никама та курмарӑм, 43. эпӗ вара Елеазар, Идуил, Маасман, Алнафан, Мамей, Самей, Иоривон, Нафан, Еннатан, Захария, Мосоллам пуҫлӑхсемпе ӑсчахсем патне ҫынсем ятӑм, 44. вӗсене Касифье теекен вырӑнта пуҫлӑхра тӑракан Доддей патне кайма каларӑм, 45. Доддейпе унӑн ҫав Касифье теекен вырӑнта пурӑнакан тӑванӗсене Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр Ҫурчӗ валли священниксем ярса паччӑр тесе калама хушрӑм. 46. Вӗсем вара пирӗн пата, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн хӑватлӑ аллипе, Асевивее, ӑслӑ ҫынна, Мооли ывӑлне, — Мооли вӑл — Левий ывӑлӗ, Левий — Израиль ывӑлӗ, — тата унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене вунсакӑр ҫын, 47. тата Хануней ывӑлӗсене Асевияна, Аннуя, вӗсен тӑванне Осея тата вӗсен ывӑлӗсене ҫирӗм ҫын илсе килчӗҫ; 48. тата левитсене пулӑшакансем, — вӗсен йӑхне хӑй вӑхӑтӗнче Давидпа унӑн пуҫлӑхӗсем левитсене пулӑшса тӑма уйӑрнӑ пулнӑ, — икҫӗр вӑтӑрӑн, кашнийӗн ятне ҫырнӑ хутпа килчӗҫ. 49-50. Вара Турӑран хамӑршӑн, хамӑрпа пӗрле пыракансемшӗн, хамӑр ачасемшӗн, выльӑх-чӗрлӗхшӗн ӑнӑҫлӑ ҫул ыйтмашкӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр умӗнче типӗ тытмалли ҫинчен пӗлтертӗм: 51. ӗнтӗ хамӑра тӑшмансенчен сыхласа пыма эпӗ патшаран ҫуран ҫарпа утлӑ ҫар, ҫул кӑтартакансем ыйтма иментӗм; 52. эпир патшана ҫапла каланӑччӗ: «Ҫӳлхуҫамӑр хӑвачӗ кирек мӗнле ырӑ ӗҫре те Хӑйне шыракансемпе пӗрле пулать» тенӗччӗ.

53. Эпир вара ҫакна ыйтса каллех Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра кӗлтурӑмӑр та Унран аслӑ ырӑлӑх илтӗмӗр. 54. Эпӗ ӑру пуҫлӑхӗсемпе священниксем хушшинчен вуникӗ ҫын — Есеревияна, Самияна тата вӗсемпе пӗрле вӗсен вунӑ тӑванне — уйӑрса илтӗм. 55. Вӗсем умӗнче эпӗ патшапа унӑн канашҫисем, аслӑ улпучӗсем, Израиль ҫыннисем парнелесе панӑ ылтӑнпа кӗмӗле, Ҫӳлхуҫамӑр Ҫурчӗн таса савӑчӗсене виҫепе тайтарса виҫрӗм. 56. Виҫсе тухса, вӗсене ултҫӗр аллӑ талант кӗмӗл, ҫӗр талант кӗмӗл савӑт, ҫӗр талант ылтӑн, ҫирӗм ылтӑн савӑт, чи паха пӑхӑртан тунӑ, ылтӑн пекех йӑлтӑртатакан савӑтсем вуниккӗ патӑм. 57. Вара вӗсене каларӑм: эсир те Турӑшӑн таса, ҫак савӑтсем те таса, ҫавӑн пекех аттемӗрсен Ҫӳлхуҫа Туррине тупа тунипе панӑ ылтӑнпа кӗмӗл те таса, терӗм. 58. Тимлӗ пулӑр, ҫакна Иерусалима аслӑ сваященниксемпе левитсене, Израилӗн ӑру пуҫлӑхӗсене Туррӑмӑр Ҫуртӗнче упрама ҫитерсе паричченех сыхлӑр, терӗм. 59. Иерусалим валли ылтӑн-кӗмӗл тата савӑтсем йышӑннӑ священниксемпе левитсем вӗсене Ҫӳлхуҫа Ҫуртне ҫитерсе пачӗҫ.

60. Эпир Феран шывӗ хӗрринчен пӗрремӗш уйӑхӑн вуниккӗмӗш кунӗнче тапранса тухрӑмӑр, Иерусалима кайнӑ чухне эпир Ҫӳлхуҫанӑн хӑватлӑ аллине туйсах пытӑмӑр, ҫул пуҫламӑшӗнченех Вӑл пире тӗрлӗрен тӑшманран хӑтарса пычӗ, ҫапла эпир Иерусалима ҫитрӗмӗр. 61. Кунта, виҫӗ кун иртсессӗн, тӑваттӑмӗш кунхине виҫнӗ ылтӑнпа кӗмӗле Ҫӳлхуҫамӑр Ҫуртне Мармоф священника, Урия ывӑлне, патӑмӑр. 62. Унпа пӗрле Финеес ывӑлӗ Елеазар пулчӗ; ҫавӑн пекех Иисус ывӑлӗ Иосавдос, Саванн ывӑлӗ Моеф тата левитсем пулчӗҫ; пурне те шута илсе, виҫсе патӑмӑр; пурин виҫине те ҫавӑн чухнех ҫырса хунӑ. 63. Тыткӑнран килнисем ҫавӑн чухне Израиль Туррине парнесем кӳчӗҫ: мӗнпур Израиль ҫыннишӗн вуникӗ вӑкӑр, ҫӑлӑнӑҫ парнисем тӑхӑрвун ултӑ сурӑх, ҫитмӗл икӗ путек, вуникӗ качака таки — ҫакна пурне те Ҫӳлхуҫана кӳтӗмӗр. 64. Эпир патша мӗн хушса ҫырнине патшанӑн вырӑнти пуҫлӑхӗсене, Келе-Сирипе Финикия пуҫлӑхӗсене патӑмӑр, вӗсем вара халӑха тата Ҫӳлхуҫа Ҫуртне чыс турӗҫ.

65. Ҫак ӗҫсене туса пӗтерсессӗн, ман патӑма пуҫлӑхсем пычӗҫ те каларӗҫ: 66. Израиль халӑхӗ, пуҫлӑхсем, священниксемпе левитсем ҫӗр ҫинчи ют халӑхсенчен, вӗсен ирсӗрлӗхӗнчен, ханаансенчен, хетсенчен, ферезейсенчен, евусейсенчен, моавсенчен, египетсенчен, идумейсенчен хӑпман: 67. ӗнтӗ хӑйсем те, ывӑлӗсем те вӗсен хӗрӗсемпе мӑшӑрланнӑ, таса вӑрлӑх ют халӑх йӑхӗсемпе хутӑшса кайнӑ, вӗсенӗн ертсе пыраканӗсемпе улпучӗсем ҫак йӗркесӗр ӗҫе чи пуҫламӑшӗнченех хутшӑннӑ, терӗҫ. 68. Ҫакӑн ҫинчен илтсессӗнех, эпӗ ҫири тумтирӗме, священник тумне, туртса ҫуртӑм, ҫӳҫӗмпе сухалӑма тӑпӑлтартӑм, шухӑша кайса хурланса лартӑм. 69. Эпӗ ҫак йӗркесӗр ӗҫ пирки вӑйӑрханса ларнӑ чухне ман патӑма Израиль Турри сӑмахӗпе хавхаланнисем пурте пуҫтарӑнчӗҫ, эпӗ ӗнтӗ каҫхи парне вӑхӑчӗ ҫитичченех хуйхӑрса лартӑм.

70. Ҫавӑн чухне эпӗ хам кулянса ларнӑ вырӑнтан тӑтӑм та туртса ҫурнӑ тумтирӗм вӗҫҫӗнех, ҫурса антарнӑ священник тумӗпех, чӗркуҫлентӗм те аллӑмсене Ҫӳлхуҫа еннелле ҫӗклесе ҫапла каларӑм: 71. эй Ҫӳлхуҫамӑм! Сан умӑнта тӑма намӑсланатӑп, хӑратӑп эпӗ: 72. пирӗн ҫылӑхӑмӑрсем пуҫ тӳпинчен те ҫӳлерех ҫӗкленнӗ, пирӗн ӑссӑрлӑхӑмӑр тӳпенех ҫитнӗ; 73. аттемӗрсен вӑхӑтӗнчен пуҫласа мӗн паянхи кунчченех эпир тӳсме ҫук пысӑк ҫылӑх ӑшӗнче пурӑнатпӑр, 74. хамӑр ҫылӑхсемшӗн, аттесен ҫылӑхӗсемшӗн пире хамӑр тӑвансемпе, хамӑр патшасемпе, хамӑр священниксемпе пӗрле ют ҫӗрсен патшисен аллине панӑ, хӗҫ айне тунӑ, тыткӑна ӑсатнӑ, ҫаратнӑ, эпир паянхи кунчченех намӑс курса пурӑнатпӑр. 75. Анчах халӗ, эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, Санран пысӑкран та пысӑк ырӑлӑх илтӗмӗр: Эсӗ Хӑвӑн сӑваплӑ вырӑнунта пирӗн тымарӑмӑрпа ятӑмӑра сыхласа хӑвартӑн, 76. Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр Ҫуртӗнче пире ҫутӑ ҫутса патӑн, эпир чура пулса пурӑннӑ чухне пире тӑрантарса усрарӑн! Чура пулса пурӑннӑ чухне пире Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр пӑрахмарӗ; 77. Вӑл Перси патшисен кӑмӑлне пирӗн енне ҫавӑрчӗ те, лешӗсем пире тӑрантарса усрарӗҫ, 78. пирӗн Ҫӳлхуҫамӑр Ҫуртне мухтава кӑларчӗҫ, пире пушанса юлнӑ Сиона ҫӗнӗрен ҫӗклеме, Иудейӑпа Иерусалимра хӳттӗн пурӑнма май пачӗҫ. 79. Эй Ҫӳлхуҫамӑр, халӗ ӗнтӗ, пирӗншӗн ҫакна пӗтӗмпе тунине кура тӑркач, эпир мӗн калама пултарайӑпӑр? Эпир Эсӗ хушнӑ йӗркесене пӑсрӑмӑр, Эсӗ вӗсене Хӑвӑн чурусем, пророксем, урлӑ панӑ, Эсӗ каланӑ: 80. эсир еткерлӗхе илме пырса кӗрекен ҫӗр ют халӑхсен йӗрӗнчӗкӗсемпе ирсӗрленнӗ, вӗсен тасамарлӑхӗпе тулнӑ, тенӗ. 81. Халӗ вара хӑвӑр хӗрӗрсене вӗсен ывӑлӗсене качча ан парӑр, вӗсен хӗрӗсене те ывӑлӑрсем валли качча ан илӗр, 82. ҫакӑ ҫӗр ҫинче тӗпленсе, унӑн ырӑлӑхӗпе пурӑнса ӑна хӑвӑр ачӑрсене еткерлӗхе хӑварас тесессӗн, нихӑҫан та вӗсемпе килӗшӳ ан шырӑр, тенӗ. 83. Пирӗн тӗллӗн мӗн килсе тухать, пурте усал ӗҫӗмӗрсемшӗн, пысӑк ҫылӑхӑмӑрсемшӗн пулать. Эй Ҫӳлхуҫамӑр, Эсӗ пирӗн ҫылӑхсене ҫӑмӑллатрӑн, 84. пирӗн валли тымара сыхласа хӑварсам; анчах эпир, ют халӑхсен тасамарлӑхӗпе хутшӑнса, каллех Санӑн саккунна пӑсас енне сулӑнтӑмӑр. 85. Ӗнтӗ Эсӗ пире тӗппипех пӗтермелле, пирӗн тымара та, вӑрлӑха та, ята та пӗтермеллех ҫилленмерӗн-ши? 86. Эй Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, Эсӗ ырӑ! эпир ӗнтӗ ҫак кунчченех тымар пулса юлтӑмӑр. 87. Акӑ эпир халӗ Сан умӑнта хамӑрӑн ҫылӑхӑмӑрсемпе тӑратпӑр; пирӗн ӗнтӗ ҫав ҫылӑхсемпе Сан умна курӑнмалла та мар, терӗм эпӗ.

88. Ездра ҫапла Турӑ Ҫурчӗ умӗнче ӳпне ӳксе, йӗре-йӗре ӳкӗнсе кӗлтунӑ хушӑра ун патне Иерусалим ҫыннисем — арҫынсем, хӗрарӑмсем, ачасем — питех те нумаййӑн пуҫтарӑннӑ; ӗнтӗ пӗтӗм халӑх татӑлса макӑрнӑ. 89. Вара Иехония — Израиль йӑхӗнчен тухнӑ Иоиль ывӑлӗ — кӑшкӑрса ярса каланӑ: эй Ездра! эпир, ҫак вырӑнти ют халӑхсен хӗрӗсене качча илсе, Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗтӗмӗр; акӑ кунта халӗ пӗтӗм Израиль: 90. Ҫӳлхуҫа умӗнче тупа тӑвар: санӑн тата Турӑ саккунне пӑхӑнса тӑракансенӗн шухӑшӗпе пӗр килсе, эпир хамӑрӑн ют халӑхсенчен илнӗ арӑмсене пурне те ачисемпе пӗрле каялла ярӑпӑр. 91. Тӑр та ту ҫакна! мӗншӗн тесессӗн ку вӑл — санӑн ӗҫӳ, эпир те санпа пӗрле ҫакна тума вӑй ҫитерӗпӗр, тенӗ. 92. Ездра ӗнтӗ ура ҫине тӑнӑ, вӑл пӗтӗм Израиль священникӗсемпе левичӗсен пуҫлӑхӗсене ҫапла тупа тума хушнӑ, лешӗсем тупа тунӑ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней