Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Ап ӗҫс 7

Раздел: Библи –> Сӑваплӑ апостолсен ӗҫӗсем

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.18 12:37

Предложений: 56; Слово: 986

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Ҫавӑн чухне аслӑ священник каланӑ: ҫапла-и ку? тенӗ. 2. Стефан каланӑ: эй тӑван ҫыннӑмӑрсем, аттесем! итлӗр-ха. Мухтав Турри пирӗн Авраам аттемӗре вӑл Месопотамире пурӑннӑ чухнех, Харрана куҫса кайичченех, курӑннӑ та 3. каланӑ ӑна: «хӑвӑн ҫӗрӳнтен, тӑвану-хурӑнташу хушшинчен, аҫу килӗнчен тух та Эпӗ сана кӑтартас ҫӗре кай» тенӗ. 4. Вара вӑл Халдея ҫӗрӗнчен тухса кайнӑ та Харрана пырса вырӑнаҫнӑ; ашшӗ вилсессӗн Турӑ ӑна унтан ҫак халӗ хӑвӑр пурӑнакан ҫӗре куҫарнӑ. 5. Кунта ӑна Турӑ ура лаппи пусӑмлӑх та еткер ҫӗр паман; анчах ҫак ҫӗре ӑна, ун хыҫҫӑн пулас тӑхӑмӗсене пама пулнӑ — ун чухне Авраамӑн ача-пӑча та пулман-ха. 6. Турӑ ӑна ҫапла каланӑ: «санӑн тӑхӑмусем ют ҫӗре куҫса кайӗҫ, тӑватҫӗр ҫула яхӑн чура пулса, хӗсӗрленине тӳссе пурӑнӗҫ» тенӗ. 7. Турӑ тата каланӑ: «анчах Эпӗ вӗсене чура туса пурӑннӑ халӑха сут тӑвӑп; ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем унтан тухӗҫ те ҫак вырӑнта Мана пуҫҫапса пурӑнӗҫ» тенӗ. 8. Унтан ӑна ӳт кастарма хушса халал хывнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн унӑн Исаак ҫуралнӑ, саккӑрмӗш кун унӑн ӳтне каснӑ; Исаакран Иаков ҫуралнӑ, Иаковран вуникӗ патриарх ҫуралнӑ. 9. Кӗвӗҫсе, патриархсем Иосифа Египета сутса янӑ; анчах Турӑ унпа пӗрле пулнӑ, 10. ӑна мӗнпур хӗн-хурлӑхӗнчен хӑтарнӑ, ӑна пысӑк ӑс панӑ, уншӑн Египет патшийӗн, фараонӑн, кӑмӑлне те ҫавӑрнӑ. Фараон вара ӑна Египет ҫӗрӗпе хӑйӗн пӗтӗм кил-ҫурчӗн пуҫлӑхӗ туса хунӑ. 11. Пӗтӗм Египет ҫӗрӗпе Ханаан ҫӗрӗ ҫине выҫлӑхпа тем тӗрлӗ асап ҫитнӗ; пирӗн аттемӗрсем апат-ҫимӗҫ тупайман. 12. Египетра тырӑ пур тенине илтсе, Иаков пирӗн аттемӗрсене унта янӑ. Ку пӗрремӗш хут пулнӑ-ха. 13. Вӗсем иккӗмӗш хут пырсассӑн, Иосиф хӑйӗн ҫинчен тӑванӗсене каласа панӑ; вара Иосиф йӑхӗ ҫинчен фараон та пӗлнӗ. 14. Иосиф хушса янӑ та, хӑйӗн ашшӗне Иакова, хӑйӗн тӑванӗсене — мӗнпурӗ ҫитмӗл пилӗк чун — чӗнтерсе пынӑ. 15. Ҫапла Иаков Египета куҫса килнӗ, ӗнтӗ хӑй те, пирӗн аттемӗрсем те ҫавӑнта вилнӗ; 16. кайран вӗсене, Сихем хулине илсе кайса, Авраам Сихемра Еммор ывӑлӗсенчен кӗмӗл тӳлесе туяннӑ тупӑклӑха пытарнӑ. 17. Турӑ Авраама тупа туса хывнӑ сӑмах пуласси ҫывӑхарнӑҫемӗн халӑх Египетра йышлӑлансах пынӑ, 18. Иосифа пӗлмен урӑх патша ларичченех ҫапла пулнӑ. 19. Ку патши вара, пирӗн йӑх тӗлӗшӗнчен усал шухӑш тытса, пирӗн аттемӗрсене хаяррӑн хӗсӗрленӗ: вӗсен ачисем чӗрӗ ан юлччӑр тесе, ҫуралнӑ ачисене кӑларса пӑрахма ирӗксӗрленӗ. 20. Ҫав вӑхӑтра Моисей ҫуралнӑ; вӑл илемлӗ те Турра юрӑхлӑ пулнӑ. Ӑна ашшӗ килӗнче виҫӗ уйӑх пӑхса усранӑ. 21. Кайса пӑрахсассӑн ӑна фараон хӗрӗ илнӗ те хӑй ывӑлне пӑхнӑ пек пӑхса ӳстернӗ. 22. Моисее Египетри пӗтӗм ӑслӑлӑха вӗрентнӗ: вӑл сӑмахӗпе те, ӗҫӗпе те хӑватлӑ пулнӑ. 23. Хӗрӗх ҫул тултарсан вӑл хӑйӗн тӑванӗсене, Израиль ывӑлӗсене, кайса курас шухӑш тытнӑ. 24. Вӑл пӗр тӑванне кӳрентернине курнӑ та, ун хутне кӗрсе, Египет ҫыннине вӗлерсе, хур тунӑшӑн тавӑрнӑ. 25. Вӑл тӑванӗсем унӑн аллипе Турӑ вӗсене ҫӑлӑнӑҫ панине ӑнланса илӗҫ тесе шухӑшланӑ; анчах та вӗсем ӑнланайман. 26. Тепӗр кунне вӑл унта вӗсем ҫапӑҫнӑ чухне пынӑ та вӗсене килӗштересшӗн тӑрӑшса каланӑ: «эсир — тӑвансем, мӗншӗн пӗрне-пӗри кӳрентеретӗр?» тенӗ. 27. Анчах та юлташне кӳрентерекенни ӑна тӗртсе ярса каланӑ: «сана кам пирӗн пуҫлӑх, пирӗн тӳре туса лартрӗ? 28. Ӗнер Египет ҫыннине вӗлернӗ пек, эсӗ мана та вӗлересшӗн мар-и?» тенӗ. 29. Моисей ҫак сӑмахсене пула тухса тарнӑ, ютран пынӑ ҫын пулса Мадиан ҫӗрӗнче пурӑннӑ; унта унӑн икӗ ывӑл ҫуралнӑ. 30. Хӗрӗх ҫул иртсессӗн Синай тӑвӗн пушхирӗнче, ҫунакан йӗплӗ тӗм ҫулӑмӗ ӑшӗнче, ӑна Ҫӳлхуҫа Ангелӗ курӑннӑ. 31. Ҫавна курсассӑн Моисей тӗлӗнсе тӑнӑ; лайӑхрах курасшӑн ҫывӑхарах пырсассӑн, ӑна Ҫӳлхуҫа сасси илтӗннӗ: 32. «Эпӗ — аҫусенӗн Турри, Авраам Турри, Исаак Турри, Иаков Турри». Чӗтрене ернӗ Моисей пӑхма та хӑяйман. 33. Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: «уру сыррине салтса пӑрах: эсӗ тӑракан вырӑн — сӑваплӑ ҫӗр. 34. Египетра Хамӑн халӑхӑма хӗсӗрленине Эпӗ куратӑп, вӑл йынӑшнине илтетӗп: акӑ ӑна хӑтарма антӑм; халӗ ӗнтӗ кай, Эпӗ сана Египета яратӑп» тенӗ. 35. Ҫав «сана кам пирӗн пуҫлӑх, пирӗн тӳре туса лартрӗ?» тесе хӑйсем йышӑнман Моисее, йӗплӗ тӗм ӑшӗнче курӑннӑ Ангел урлӑ, Турӑ пуҫлӑх та, хӑтаракан та туса янӑ. 36. Египет ҫӗрӗнче, Хӗрлӗ тинӗсре тата хӗрӗх ҫул хушши пушхирте хӑватсем, паллӑсем тӑва-тӑва вӗсене ӗнтӗ ҫавӑ илсе тухнӑ. 37. Ҫав Моисей ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсене ҫапла каланӑ: «Ҫӳлхуҫа Туррӑр сирӗн валли хӑвӑр хушшӑртанах, мана кӑларса панӑ пек, Пророк кӑларса парӗ: Ҫавна итлӗр» тенӗ. 38. Вӑл пушхирте Синай тӑвӗ ҫинче Ангелпа калаҫнӑ, пирӗн аттемӗрсемпе пӗрле пулнӑ, шӑпах ҫавӑ ӗнтӗ пире каласа памашкӑн пурӑнӑҫ сӑмахне илнӗ. 39. Анчах пирӗн аттемӗрсем ӑна итлесшӗн пулман, унран пӑрӑннӑ, чӗрипеле Египет енне сулӑнса, 40. Аарона ҫапла каланӑ: «пире турӑ туса пар, вӑл пирӗн умран пытӑрччӗ: хамӑра Египет ҫӗрӗнчен ертсе тухнӑ ҫакӑ ҫынна, Моисее, мӗн пулнине пӗлместпӗр» тенӗ. 41. Вара ҫав кунсенче пӑру кӗлетки шӑратса тунӑ та йӗрӗхе парне кӳнӗ, хӑйсен алли тунӑскерӗ умӗнче савӑннӑ. 42. Турӑ вара вӗсенчен пӑрӑннӑ, вӗсене тӳпери ҫара пуҫҫапма чарман, ҫакӑн ҫинчен пророксен кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: «эй Израиль килӗ! пушхирте хӗрӗх ҫул хушшинче эсир Мана парне кӳрсе тӑтӑр-им? 43. Эсир Молох чатӑрӗпе Ремфан туррӑр ҫӑлтӑрне, хӑвӑр валли пуҫҫапма тунӑ йӗрӗхӗрсене йӑтса ҫӳрерӗр: Эпӗ сире Вавилон леш енне каҫарса ярӑп» тенӗ. 44. Пушхирте пирӗн аттемӗрсенӗн пӗрле пухӑнса кӗлтумалли кӗлӗ чатӑрӗ пулнӑ. Чатӑрне, Моисее Калаканӗ хушнӑ пек, ӑна кӑтартнӑ ӗлке евӗрлӗ тунӑ. 45. Иисус Навинпа пирӗн аттемӗрсем ҫав чатӑра Турӑ пирӗн аттемӗрсен умӗнчен хӑваласа янӑ халӑхсен ҫӗрне илсе кӗнӗ; Давид пурӑннӑ вӑхӑтченех ҫапла тӑнӑ; 46. Давид, Турӑ тивлетне илнӗскер, Иаков Турри валли Ҫурт тӑвасшӑн кӗлтунӑ. 47. Ун валли Соломон Ҫурт туса лартнӑ. 48. Анчах Ҫӳлти Турӑ алӑпа тунӑ ҫуртра пурӑнмасть, ун ҫинчен пророк ҫапла калать: 49. «тӳпе — Манӑн аслӑ пуканӑм, ҫӗр — Манӑн ура саккийӗ; Ман валли эсир ӑҫта ҫурт лартӑр-ши, Манӑн канлӗхӗмӗн вырӑнӗ ӑҫта-ши? 50. Ҫакна пӗтӗмпех Манӑн аллӑм пултарман-и?» тет. 51. Эй чурӑсскерсем! чӗрӗре, хӑлхӑра кастарманскерсем! эсир ялан Таса Сывлӑша хирӗҫ пыратӑр, аҫӑрсем епле пулнӑ, эсир те ҫаплах. 52. Сирӗн аҫӑрсем пророксенчен хӑшне хӗсӗрлемен? Вӗсем Тӳрри килессине малтанах пӗлтернисене вӗлернӗ; халӗ Ӑна тытса паракансем, вӗлерекенсем эсир пултӑр, 53. эсир ангелсем урлӑ илнӗ саккуна та пӑхӑнмарӑр, тенӗ.

54. Ҫакна илтсе тӑнӑ чухне вӗсен ӑшчикӗ ҫурӑлас пек тулса ҫитнӗ, ҫилленсе-тарӑхса вӗсем шӑлӗсене шатӑртаттарнӑ. 55. Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланнӑ Стефан вара ҫӳлелле пӑхнӑ та Туррӑн мухтавлӑхне тата Туррӑн сылтӑм енче тӑракан Иисуса курнӑ та 56. ҫапла каланӑ: «акӑ эпӗ тӳпе уҫӑлса кайнине, Туррӑн сылтӑм енче тӑракан Этем Ывӑлне куратӑп» тенӗ. 57. Вӗсем хыттӑн кӑшкӑрса ярса, хӑлхине хупласа пурте харӑссӑн Стефана тапӑннӑ; 58. ӗнтӗ ӑна хула тулашне илсе тухса чулпа пеме пуҫланӑ; ӑна хирӗҫ кӳнтелекенсем хӑйсен тумтирне Савл ятлӑ ҫамрӑк ҫын ури умне хывса хунӑ та 59. Стефана чулпа пеме тытӑннӑ, вӑл вара: «эй Иисус Ҫӳлхуҫамӑм, ман чунӑма йышӑнсамччӗ!» тесе кӗлтунӑ. 60. Унтан чӗркуҫленсе ларса хыттӑн кӑшкӑрса каланӑ: «эй Ҫӳлхуҫамӑм, вӗсен ҫак ҫылӑхне шута ан хурсамччӗ» тенӗ. Ҫакна каланӑ та — вилнӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней