Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тытӑнмалла (тĕпĕ: тытӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чи малтан тырӑ акакан ҫӗр лаптӑкне ӳстермелле, ытларах тырӑ акма тытӑнмалла, терӗм эпӗ.

Прежде всего необходимо было увеличить пашню и сеять больше зерна.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ун хыҫҫӑн ҫийӗнчех тепӗр ӗҫе тытӑнмалла пулчӗ.

И сейчас же пришлось взяться за новую работу.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

— Анчах ҫак ӗҫсене пӗтӗмпе тӗттӗм пулнӑ чухне кӑна тума тытӑнмалла, хушса хучӗ Заманов.

— Но все это нужно начать не раньше чем стемнеет, — добавил Заманов.

V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эппин ҫӗҫӗпе-мӗнпе аппаланма май ҫук, уҫҫӑн ҫапӑҫма тытӑнмалла.

Значит,действовать открыто, и пускать в ход ножи невозможно.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӗҫне тытӑнасса тытӑнмалла та, анчах кунта сутаканӗ кам пулнине ҫынсем пӗлччӗр.

И он решил действовать, но так, чтобы люди не догадались, кто предатель.

XXI. Хур кӑтартма хӑтланни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫавӑнтанпа вара эпӗ ҫакна пӗлме пуҫларӑм: вӑйлӑ пушартан хӑрасан, яланах ҫавӑнта чупмалла та ӗҫлеме тытӑнмалла, вара пӗрре те хӑрушӑ пулмасть.

С той поры я уж и знал, что если страшно от сильного пожара, то надобно бежать туда и работать, и вовсе не будет страшно.

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ку вӑл Кирсанова ҫеҫ ҫапла туйӑнать, анчах мӗншӗн ун пек ҫыхланни Лопуховсене питӗ лайӑх курӑнать: Кирсанов паллӑ та кирлӗ ҫын пулса пырать, ҫавӑнпа вара ӑна пӗлес текенсем те йышланнӑҫем йышланса пыраҫҫӗ; ӗҫне те хӑварма юрамасть ун, ахалех кахалланма пуҫлать вӑл, — мӗн пуҫлать тетпӗр ҫакӑ, иртнӗ уйӑхсенче йӑлтах кахалланса кайрӗ вӑл, ҫавӑнпа халӗ ӗҫе тытӑнма кичем те ӑна: — «Тытӑнас пулать, Александр тусӑм» — «Тытӑнмалла, Александр Матвеич!»

Это Кирсанову так кажется, а Лопуховым очень видно, почему так: он входит в известность, вот и является все больше и больше людей, которым он нужен; и работою нельзя ему пренебрегать, напрасно он начинает полениваться, — да чего, он вовсе изленился в предыдущие месяцы, вот ему и скучно приниматься за нее: «А надобно, брат Александр» — «Пора, Александр Матвеич!»

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Ташӑ ӑстисем яланах кӑмака умӗнчен тытӑнаҫҫӗ, пирӗн те, иксӗмӗрӗн, шырама стена ҫумӗнчен тытӑнмалла, — терӗ ватӑ тимӗрҫ хулӑн сасӑпа.

— Хорошие плясуны танцуют всегда от печки, а нам с тобой начинать поиск надо от стенки, — пробасил старый кузнец.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Халӗ ӗнтӗ ҫине тӑрсах сӳрелеме тытӑнмалла.

Теперь надо навалиться на волочбу.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Яла… лайӑхрах пулать пуль: унта ҫитес кунсенчех ҫӗнӗ ҫуртсем лартма тытӑнмалла.

— В деревню… хорошо, пожалуй: там же стройка начнется скоро,

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл калать: пӳрт лартма тытӑнмалла, унтан ҫул тумалла, шкулсем уҫмалла, тет…

Он говорит, что надо начать строить дом, потом дорогу, школы заводить…

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ура тӗрӗс мар сыпӑнать, тесе кӑтартрӗ рентген, халӗ ӗнтӗ гипса сӳсе, тата темле шӑмӑсене хуҫмалла иккен, пӗр сӑмахпа каласан, ҫӗнӗрен сипленме тытӑнмалла — ку пӗрремӗшӗ.

Во-первых, рентген показал, что нога неправильно срослась и нужно снимать гипс и ломать какие-то кости, — словом, начинать лечение сначала.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫапла вара манӑн эшелонри хуҫалӑх ӗҫне тытӑнмалла пулчӗ.

— И вот мне пришлось заняться хозяйством нашего эшелона.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӑмӑлӗ пурччӗ-ши ӗнтӗ, ҫукчӗ-ши, Нина Капитоновнӑн пикенсех ӗҫе тытӑнмалла пулчӗ.

Хочешь — не хочешь, а Нине Капитоновне пришлось серьезно браться за дело.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ вара, шӳрпе ан сивӗнтӗр тесе, пурте пӗр харӑс ҫиме тытӑнмалла пулать иккен, кам ӗлкӗрӗ унта.

А теперь будем наваливаться все сразу, пока суп не остыл, и кто скорее.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ вӑл пӗлчӗ: нимӗҫ пӗчченех, ҫавӑнпа ҫӑлӑнма та май пур; сыхлануллӑн та сасартӑк сиксе тӑрса ӑна карланкинчен ярса илмелле, вара, пӑшалпа аппаланса тӑмасӑр, ҫапӑҫма тытӑнмалла — кам кама…

Теперь он знал, что немец один, и в этом была возможность спастись: если подстеречь его, внезапно вскочить, вцепиться ему в горло и, не дав пустить в ход оружие, завязать борьбу на равных…

2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

— Перессе пуриншӗн те панӑ сигнал тӑрӑх харӑс пеме тытӑнмалла, — терӗ капитан Енакиев.

– Открывать огонь сразу, по общему сигналу, – сказал капитан Енакиев.

25 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

вара хӑйне: «Тархасшӑн, ҫи-ха тата», — тесе виҫӗ хут ыйтмасӑр та ҫиме тытӑнмалла пулман.

и не приступал к продолжению еды раньше, чем его трижды не попросят: «Милости просим, кушайте ещё».

4-мӗш сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Пӗтӗм задача халӗ ҫакӑн пек пулнӑ: ҫапӑҫӑвӑн чи юлашки, ӗҫе татса паракан тапхӑрӗнче кӗтмен ҫӗртен тата пуринчен те сахалтарах кӗтнӗ вырӑна пеме тытӑнмалла.

Вся же задача заключалась именно в том, чтобы ударить совершенно неожиданно, в самый последний, решающий момент боя, и ударить туда, где этого меньше всего ожидают.

3 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Часрах ӗҫе тытӑнмалла.

Надо срочно браться за работу.

26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней