Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мӗнешкел лайӑх супӑнь, — терӗ Сы-мин арӑмӗ, ҫав симӗсрех япалана, ачана тытнӑ пек, ик аллипе сӑмси патне илсе пырса шӑршланӑ май.
Супӑнь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.
Пуян хӗрарӑмсем хӑйсем валли ҫӗнӗ тумтир ҫӗлетеҫҫӗ, чухӑннисем, пасарта ҫӑм тавраш сутса, тӑварпа супӑнь илес укҫипе спектакль курма билет туянаҫҫӗ.
XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Кантӑксемпе алӑксене яри уҫса пӑрахнӑ пулин те, пур классене те килти табак, спирт пекех хӑватлӑ арҫын тарӗн шӑрши тата йӳнӗ помадӑпа супӑнь шӑрши сарӑлнӑ, — ку шӑрша ӑна пӗр кӗтессе пухӑнса тӑнӑ капӑр тумлӑ хӗрсемпе хӗрарӑмсем сараҫҫӗ.
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл темиҫе хут касӑлма та ӗлкӗрнӗ, ҫавӑнпа ун пит ҫӑмартипе мӑйӗнчи шӗвӗ супӑнь кӑпӑкӗ халӗ ӗнтӗ шурӑ мар, тӗл-тӗл кӗренленсе кайнӑ.
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Кӗпе ҫумалли супӑнь ярса пама ыйтса юлташсем патне ҫыру ҫырса ярас-ха.
15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Ҫав укҫапа эпӗ урана тӑхӑнма, ҫие тумланма, краҫҫын, шӑрпӑк, супӑнь туянма пултаратӑп-и-ха?— Можно мне на эти деньги обуться, одеться, гасу, серников, мыла купить?
9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Сарӑ ҫутӑсем нумайлансах пыраҫҫӗ — сӑра, виски, супӑнь, ҫӗнӗ бритва, сигара, театр ҫинчен ҫырнӑ сӑмахсем стенасем тӑршшӗпе ялкӑшма тытӑнаҫҫӗ.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Таси те таса, супӑнь та сахал пӗтет.
12-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Супӑнь кӑпӑкӗ пур еннелле те вӗҫрӗ, хӗвел ҫути ҫинче симӗсӗн-кӑвакӑн курӑнчӗҫ вӗсем.Хлопья мыльной пены летели во все стороны, лопались радужные пузыри.
12-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унтан хӑйӗн кивелнӗ гимнастеркине шывпа йӗпетрӗ, ӑна крыльца умӗнче выртакан лаптак чул ҫине, ухмалли хӑма ҫине сарса хунӑ пек, сарса хучӗ, хӑйӑр сапрӗ, кӑшт супӑнь сӗрчӗ, вара мунчалапа пикенсе сӑтӑрма пуҫларӗ.
12-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Чейрен супӑнь шӑрши ӑн кӗтӗр, терем, — йӑвашшӑн тавӑрать Анисья.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Шкап ҫӳлӗкӗ ҫинче унӑн: чей, сахӑр, лимон, кӗмӗл кашӑксем, ҫавӑнтах тата вакса, щеткӑсем, супӑнь пӗрлеччӗ.На полке шкафа лежали у него вместе чай, сахар, лимон, серебро, тут же вакса, щетки и мыло.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ун уйрӑмӗсене кӗнекесемпе тетрадьсем, ҫырмалли хатӗрсем, супӑнь, шӑл тасатмалли щетка хунӑ.В отделениях конторки сложены книги, тетради, разные письменные принадлежности, мыло и зубная щетка.
Ҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ун йӗри-тавра сывлӑшра супӑнь кӑпӑкӗсем вӗҫеҫҫӗ .
XLIII. Парус // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Лапсӑркка хура калпак тӑхӑннӑ шатра питлӗ Порт-Артур салтакӗ, аттисене хӑвӑрт хывса пӑрахса, супӑнь сӗрнӗ юпа тӑрӑх хӑпарма тытӑнчӗ.
XLII. Куликово уйӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Амӑшне те кӑшт ҫеҫ астӑвать: темӗнле шӳсе кайнӑ такана, хӗрелнӗ алӑсем, яка пӳрни ҫинче Киевра тунӑ ҫӗрӗ, такана таврашӗнче темӗн чухлӗ йӑлтӑртатакан супӑнь хӑмписем вӗҫеҫҫӗ.
XI. Гаврик // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Хӑй ертсе пыракан Петров ун хыҫҫӑн сылтӑм енӗпе пынӑ, вӑл шурӑ супӑнь кӑпӑкӗ евӗрлӗ пӗлӗтсенчен ҫӳлерех, виҫесӗр аслӑ сенкер тӳпере ҫакӑнса тӑнӑ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӑйӗн япаласене чикмелли миххи ӑҫта тӑрать, супӑнь коробкипе шӑлне тасатмалли щётки ӑҫта выртать — ҫав вырӑна вӑл хӑйӗн тӑван килӗ тесе шутланӑ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Койка ҫине вырнаҫсан, вӑл ҫавӑнтах одеял ҫине пододеяльник хӗррине тикӗссӗн тавӑрса хучӗ, хӑй хыҫҫӑн илсе пырса панӑ кӗнекисемпе блокнотсене тумбочка ҫине купаласа вырнаҫтарчӗ, аялти полка ҫине паста, одеколон, хырӑнмалли хатӗрсене, супӑнь коробкине йӗркеллӗн хурса тухрӗ, унтан хӑйӗн ҫак пур ӗҫӗсем ҫине хуҫа куҫӗпе пӑхса илчӗ те, ҫавӑнтах, хӑй килне пырса вырнаҫнӑ пек туйса, тарӑн та янравлӑ хулӑн сасӑпа каласа хучӗ:
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл алӑран праҫник ячӗпе ҫунӑ тутлӑ супӑнь шӑрши кӗрет.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950