Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑш чух Володя хӑйӗн самолет моделӗ ҫине пӑхса савӑнма та хатӗр пулнӑ — алтупанӗ ҫинче ҫав тери ҫӑмӑл, ҫӳлелле вӗҫсе каяссӑн курӑнса тӑнӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Мероприятие уҫса район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин чи малтанах куракансене Театр ҫулталӑкӗпе саламларӗ, кӑҫал кашни куракан ҫӳллӗ шайри театр искусствипе киленме, ырӑ туйӑмсемпе савӑнма пултарасса шаннине палӑртрӗ.
Театр — асамлӑ тӗнче // В.Смирнова. «Елчӗк Ен», 2019.02.06
Хӗре ӑна юратма, ун ҫине пӑхса савӑнма ҫуратса янӑ.
XII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Хытӑ чӗреллӗ тискер этем ашшӗне тӗл пулсан ҫавӑн пек савӑнма пултарасси ҫинчен эпӗ нихҫан та шухӑшламанччӗ.Никогда я не думал, что грубый дикарь может быть так потрясен и обрадован встречей с отцом.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Эпӗ тӑр-пӗччен, никампа пӗр сӑмах хушмасӑр пурӑннӑскер, халӗ ӗнтӗ пӗтӗм иртнӗ вӑхӑтшӑн калаҫса савӑнма пултартӑм.И я мог теперь с избытком вознаградить себя за долгие годы вынужденного молчания.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ӑшаланӑ аша ҫисе пӑхсан, вӑл тем пекех савӑнма тытӑнчӗ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Эпӗ тӗлӗнсе кайрӑм, савӑнма пуҫларӑм.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Эпӗ ҫавӑнтах лӑплантӑм та савӑнма тытӑнтӑм.
Иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Туссем малалла утрӗҫ, вӗсем хӗллехи ту илемне пӑхса савӑнма вӑхӑтран вӑхӑта чарӑнкаларӗҫ, анчах сӑмах-юмах пулмарӗ.
XXXIV. Ҫил-тӑман // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хӑй майлӑ савӑнма пӗлет вӑл.
XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Манол мучи хӑй ывӑлӗпе савӑнма пултарать, тесе шухӑшларӗ вӑл.
IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Н. Г. Чернышевский тӑшманӗсем савӑнма пуҫланӑ; ӑна тӗрмене хупнӑ май революци юхӑмӗ пӗтсе ларӗ тесе шутланӑ, анчах патша правительствин Чернышевский «айӑпне» кӑтартса паракан документсем пулман.
«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.
Савниҫем, пӗр шиксӗр Шан хӑв шӑпуна! — Пӗтӗмпех уҫӑлса кайрӑм, савӑнма пуҫларӑм эпӗ кунта сирӗнпе, — ӑҫта савӑнӑҫ, унта вара ӗҫес пулать, Гей, хупахҫӑ, ярса пар Симпылна та эрехне.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӗсен питҫӑмартисем, куҫӗсем мӗнле ҫиҫсе тӑнине куртӑн вӗт-ха эсӗ залра; вӗсем тухса кайнине, каялла килнине куртӑн вӗт-ха; вӗсем тухса кайрӗҫ — эпӗ илсе тухрӑм вӗсене, кунта кашни пӳлӗмех, — арҫыннӑн-и, хӗрарӑмӑн-и вӑл, — ман хӳтлӗхӗм, унта ман вӑрттӑнлӑха никам та пӗлмест, алӑк каррисем, сас-чӗве пытаракан чаплӑ кавирсем, унта шӑп, унта вӑрттӑнлӑх; вӗсем таврӑнчӗҫ — вӗсене хам вӑрттӑнлӑхӑмсен патшалӑхӗнчен ҫӑмӑл савӑнӑҫпа савӑнма эпӗ илсе килтӗм.
10 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӗр ҫавӑн пек ҫынсем ҫеҫ кирлӗ пек савӑнма, киленӗвӗн пӗтӗм хаваслӑхне пӗлме пултараҫҫӗ!Только такие люди могут вполне веселиться и знать весь восторг наслажденья!
10 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Халӗ вара ҫак ахаль ҫынсен савӑнӑҫӗ, савӑнма май килнӗ чухне, пирӗн савӑнӑҫран чылай пысӑкрах, чӗрӗрех, ҫӗнӗрех; анчах пирӗн, ахаль ҫынсен, савӑнӑҫ валли укҫа-тенкӗсем кӑртрах, кунта вара ку тӗлӗшпе пуянрах, пирӗнни пек мар; ҫитменнине тата пирӗн ахаль ҫынсен савӑнӑҫӗ канӑҫсӑрлӑхпа ҫитменлӗхе, инкек-синкекпе тӗрлӗрен хӗн-асапа аса илнипе тата вӗсем малашне те пулсах пырассине пӗлсе тӑнипе тӗксӗмленет, — вӑл инкек-синкеке, хуйха-суйха самантлӑха манса кайнӑ вӑхӑт ҫеҫ, — нушапа хуйха пачах манса кайма май пур-и ара?
10 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кам кӑмӑлӗ туличчен ӗҫлеймен, вӑл ҫапла савӑнма, ҫак савӑнӑҫа туйма та пултараймасть.Кто не наработался вдоволь, тот не приготовил нерв, чтобы чувствовать полноту веселья.
10 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫакна вӑл, яланхи пекех кашнинчех сахал сӑмахсемпе, анчах витмелле каларӗ, улттӑмӗш стакан чей тултарчӗ, унта юлашки хӑймана ячӗ, юлнӑ печенине илчӗ, — дамӑсем паҫӑрах чей ӗҫсе тӑраннӑ ӗнтӗ, — пуҫ тайрӗ те, ҫав япаласене илсе, ҫисе киленме каллех кабинета кайрӗ, кунта вӑл кӑштах диван ҫине выртса савӑнма та шутларӗ, — кун пек диван ҫинче кашниех ҫывӑрать ӗнтӗ, анчах та вӑл Рахметовшӑн питех те киленмелли япала пулнӑ.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эгоистсемпе материалистсем вӗсем пурне те хӑйсене ырӑ курса савӑнма анчах тӑваҫҫӗ вӗт.Эгоисты и материалисты, ведь они всё делают, собственно, только в удовольствие себе.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Уйрӑм туйӑма пусарма пулать, вара кӑшт вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн эпӗ лӑпланатӑп та каллех хамӑн пурнӑҫпа савӑнма пуҫлатӑп.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.