Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Театр — асамлӑ тӗнче

Автор: В.Смирнова

Источник: «Елчӗк Ен», 2019.02.06

Добавлен: 2019.12.20 01:30

Предложений: 48; Слово: 676

Тип текста: Публицистика

По-русски Тема: Культура

Пурте пӗлетпӗр, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Владимир Путинӑн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн кӑҫал пирӗн ҫӗршывӑмӑрта Театр ҫулталӑкӗ иртет. Иртнӗ эрнекун районта Театр ҫулталӑкне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ.

Театр афишӑран пуҫланать тенӗрен, районти централизациленӗ клуб тытӑмӗ умӗнчи пӗлтерӳ хӑми ҫинчи вырӑсла ҫырнӑ йыхрава иртен-ҫӳрен пит асӑрхасах та каймарӗ пулӗ. Район центрӗн ҫыннисем уявра йышлӑн курӑнмарӗҫ.

Фойене кӗрсен вара уяв сӑнне тӳрех асӑрхатӑн. Елчӗкри халӑх музейӗн ӗҫченӗсен сӑн ӳкерчӗксенчен йӗркеленӗ куравне тишкермесӗр иртме ҫуках. Унта хамӑр тӑрӑхран тухнӑ искусство ҫыннисемпе, вӗсен ӗҫӗсемпе тӗплӗн паллашма пулать. Кунтах Елчӗкри искусство шкулӗнчи Римма Парферьева педагог ертсе пыракан ҫамрӑк ӳнерҫӗсем — Елизавета Мурзакаева, Ксения Агеева тата Екатерина Архипова мастер-класс кӑтартаҫҫӗ. Алла киҫтӗк тытас текенсем те часах тупӑнчӗҫ.

Районти тӗп библиотека ӗҫченӗсем йӗркеленӗ кӗнеке выставки те ҫӗршыври театрсен историйӗпе паллашма хистерӗ.

Фойерех куракансене юмахри ырӑ сӑнарсем ӑшпиллӗн кӗтсе илчӗҫ. Кунтах Буратино тата Мальвина, Золушка, клоун, хӗвелтухӑҫӗнчи чиперуксемпе султан… та пур. Лаш Таяпари «Сударушки» ушкӑнӑн илемлӗ пикисем савӑк юрӑ-кӗвӗ шӑрантараҫҫӗ. Уяв хаваслӑхпа кӗрлесе тӑрать. Кӑҫал сысна ҫулталӑкӗ пулнӑран, виҫӗ йӑрӑ та асамлӑ «сысна ҫурисем» чупкаласа ҫӳрени те пысӑк пӗлтерӗшлӗ мероприятие хӑйне евӗрлӗ хаваслӑхпа илӗртӳлӗх кӳчӗ.

«Театр вешалкӑран пуҫланать» текен афоризм халӑхра анлӑ сарӑлнине шута хуни ҫийӗнчех курӑнчӗ. Райцентрти керменӗн юлашки ҫулсенче ӗҫе кӗртнӗ ҫӗнӗлӗхӗ вӑл — фойере ҫаккӑчсем вырнаҫтарни. Ҫавӑнпа та тӗрлӗ халӑх юмахӗсенчи сӑнарсен тумӗсене тӑхӑннӑ гардеробщик-тирпейлӳҫӗсем пурне те ӑшӑ та ҫутӑ залти ҫемҫе пукансене йышӑниччен салтӑнма сӗнчӗҫ.

Малтанах 215 ҫын вырнаҫмалӑх зал пушӑ пулни шиклентерчӗ-ха. Унтан районти ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, ытти яваплӑ ҫынсем малти вырӑнсене йышӑнчӗҫ. Каярах районти ял тӑрӑхӗсенчи культура ӗҫченӗсем, хӑйсем паян пире савӑнтаракан сӑнарсен ҫи-пуҫӗсене тӑхӑннӑскерсем, зала тултарчӗҫ. Ахаль куракан культура ҫуртне сахаллӑн ҫӳренинчен тӗлӗнместпӗр ӗнтӗ. Ҫак ӳкерчӗк культработниксенчен ҫулран-ҫул пысӑк тимлӗх ыйтать.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев кӑҫал Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑвӗнче Театр ҫулталӑкӗнче кашни пысӑк тата пӗчӗк ялта спектакльсем кӑтартассине йӗркелеме тӗллев лартнине, Театр ҫулталӑкӗ чӑн-чӑн культура марафонне пуҫарса ямаллине уҫҫӑн палӑртрӗ. Апла пулсан ялти культура вучахӗсене сӳнме парас мар, ял ҫыннине унта кӑчӑк туртас тесен культура ӗҫченӗн ҫӗнӗлле вӑй хума, ҫанӑ тавӑрма тиветех.

Мероприятие уҫса район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин чи малтанах куракансене Театр ҫулталӑкӗпе саламларӗ, кӑҫал кашни куракан ҫӳллӗ шайри театр искусствипе киленме, ырӑ туйӑмсемпе савӑнма пултарасса шаннине палӑртрӗ.

Районта культура отраслӗ ҫине яланах пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ тата уйӑраҫҫӗ те. Ҫулсеренех культура ҫурчӗсенче тӗрлӗ юсав ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ, ҫӗнӗ оборудованисемпе пуянлатаҫҫӗ. Юлашки вӑхӑтра кӑна Кӗҫӗн Таяпари, Лаш Таяпари, маларах Вырӑскассинчи культура ҫурчӗсене ҫӗнӗ сӑн «ҫапрӗ». Тӳскелӗнче вара информаципе культура центрӗ ҫӗкленсе ларни ял халӑхне ҫӗнӗ варкӑш илсе кӗчӗ.

Николай Петрович культура сферинче чылай ҫул тӑрӑшса пысӑк тӳпе хывакан Патреккел халӑх хорӗн хормейстерне Геннадий Борисова, Ҫӗнӗ Пӑвари, Тӑрӑмри культура ҫурчӗсен ертӳҫисене Владимир Доброхотовпа Евдокия Каширинана, Елчӗкри централизациленӗ клуб тытӑмӗнчи методика центрӗн заведующине Валентина Портновӑна, Елчӗкри централизациленӗ библиотека тытӑмӗн ача-пӑча уйрӑмӗн заведующине Лариса Кудряшовӑна район администрацийӗн Тав хучӗсемпе чысларӗ.

Уявра Канаш епархийӗн 4 округӗн благочиннӑйӗ, Елчӗкри Александр Невский чиркӳн настоятелӗ Александр Сенькин протоиерей саламларӗ, пурне те тӑнӑҫлӑхра тата килӗшӳре ӗҫлесе пурӑнма сунчӗ.

Унтан сцена ҫине юрӑ-ташӑ ӑстисем, сӑвӑ вулакансем пӗрин хыҫҫӑн тепри тухса хӑйсен пултарулӑхӗпе тыткӑнларӗҫ. Ҫавах та «Театр — асамлӑ тӗнче» тенӗрен хальхинче ытларах вырӑнти драма коллективӗсен хӑйне евӗрлӗ воспитани паракан, ыррипе усаллине уйӑрма, кирек мӗнле лару-тӑрӑва та тивӗҫлипе хак пама вӗрентекен сценкӑсем е спектакль сыпӑкӗсем курас килчӗ. Куракансен шухӑшне тӗпе хунӑ пулинех йӗркелӳҫӗсем, култаракан сценкӑсемпе, шухӑша яракан сӑнарсемпе кӑмӑллӑн паллашрӑмӑр. Культура ҫурчӗсен ҫумӗнчи драма кружокӗсен членӗсем кӑна мар, шкулсенчи ҫамрӑк артистсем те ӑсталӑхӗпе тыткӑнлани чун-чӗрене ӑшӑлӑх кӳчӗ. Апла пулсан районти вӗренӳ организацийӗсенче драма кружокӗсем начар мар ӗҫлеҫҫӗ. Хӑшӗсен чӑн-чӑн артист пултарулӑхӗ пурри тӳрех сисӗнчӗ.

Театр — чун апачӗ, пирӗн пурнӑҫ, унта вылякансем эпир хамӑрах. Районта ҫулсеренех «Юмах патӗнче хӑнара», «Театр тӗнчинче» конкурссем иртеҫҫӗ. Елчӗкри халӑх театрӗ те куракансене ҫулсерен ҫӗнӗ спектакльсем курма йыхравлать. Хальхинче халӑх театрӗн артисчӗсем Елена Федорован «Шӑпчӑк килчӗ пахчана» пьесӑн сыпӑкӗсене кӑтартрӗҫ. 44 ҫул хушшинче халӑх театрӗ сцена ҫине кӑларнӑ вун-вун спектакльте вылянӑ пултаруллӑ ҫынсем ҫинчен, халӑх ятне илнӗ театрӑн историйӗпе эпир кӑҫал хамӑр хаҫат страницисенче сахал мар ҫутатӑпӑр.

Театр ҫулталӑкӗ — Куракансен ҫулталӑкӗ те. Ҫавна май кӑҫал уйрӑмах культура ҫурчӗсенче халӑх хӗвӗшессе, хамӑр тӑрӑхри артистсем кӑна мар, хуларисем те пире хӑйсен спектаклӗсемпе тыткӑнласса шанас килет. Ӑс-хакӑла, чун-чӗрене пуянлатакан мероприятисем ытларах пулсан пирӗн тӑрӑшарах ӗҫлес, асамлӑ тӗнчере килӗшӳпе юратура пурӑнас килӗ. Театр этем чунӗнче ырӑлӑха вӑратать, кӑмӑл-туйӑма лайӑхлатать тесе ахальтен каламан. Уявран кашниех тулли кӑмӑлпа саланчӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней