Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ятлаҫни вӗсене савӑнма, хӑратма, хӗрхенме пулӑшать.
32 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫав вӑхӑтра тем пек хӗпӗртесе ӳкнӗ Вавжон киле васканӑ; ун пек савӑнма турӑ панӑ ырлӑха хӑйсен куҫӗпе курнӑ питӗ чухӑн ҫынсем ҫеҫ пултараҫҫӗ.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Хама аялта ларса савӑнма май паманшӑн эпӗ Дмитрие те, Безобедова та хытӑ ҫилентӗм; Безобедов тухса каясса питӗ кӗтрӗм, вӗсен калаҫӑвне ним шарламасӑр итлесе, Безобедов ҫине те, Дмитрий ҫине те тарӑхрӑм.
ХLI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Сан хыпарунта лайӑххи нимӗн те ҫук, — терӗ ӑна Володя, унпа пӗрле савӑнма пачах шутламасӑр, — эхер эсӗ мӗн ҫинчен те пулин тӗплӗн шухӑшлама пултарсан, ку питӗ япӑххине хӑвах ӑнланӑттӑн.
XXXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл гувернер е ачасен ырӑ ашшӗ евӗрлӗ: ку ҫын, хӑйӗн ачисемпе хӗпӗртекенскер, ӗҫсе-ҫисе хавасланса кайнӑ та ачисене те йӑпатасшӑн, ҫакӑнпа пӗрлех вӑрттӑн-хӗрттӗн хӑтланмасӑр та чиперех савӑнма пулнине кӑтартса парасшӑн, теме пулать; апла пулин те, ҫак кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ савӑклӑх маншӑн та, ыттисемшӗн те илӗртӳллӗ, ҫакна та шута илес пулать-и пире кашнинех ҫуршар бутылкӑна яхӑн шампански тивнӗ.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑна пӳлӗмӗпе зал майӗпенех хӑнасемпе тулчӗҫ; вӗсем шутӗнче, ачасен вечерӗнче ялан пулнӑ пекех, темиҫе пысӑк ача та пур, хӑйсене вӗсем кил хуҫи арӑмӗн кӑмӑлне хӑварас мар тесе ҫеҫ ташласа савӑнма килнӗ пек тытаҫҫӗ.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Пӗчӗк тусӑм, ан тунсӑхла эсӗ ман патӑмра, — терӗ кукамай, ӑна янахӗнчен ҫупӑрласа, — савӑнма тата май пур таран ытларах ташлама сӗнетӗп.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ман ҫине Липучка мӗнле пӑхнинчен эпӗ ҫакна ӑнлантӑм: вӑл хӗпӗртесе савӑнма ҫеҫ мар, хӑйӗн чапа тухнӑ «эй» сӑмахне те тӗрлӗрен калама пултарать иккен.
Белогорка шывӗ хӗрринче // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Анчах хавас кӑмӑлӗ каллех пусӑрӑнать унӑн, пулкалать ҫав ун пекки Чочойӑн, халӗ вӑл хӑйшӗн ҫывӑх ҫынсем хӑйпе пӗрле савӑнма пултарайманшӑн кулянать.Но чувство радости Чочоя омрачалось сознанием того, что эту радость не могли ощутить его близкие.
Хуҫи кам? // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Тепӗр тесен, савӑнма иртерех-ха: кам пӗлет, ыран темле пулать?Впрочем, радоваться рано: кто знает, как-то оно будет завтра?
14 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Хамӑр ялти ҫынсемшӗн хӗпӗртетӗп, ҫавӑнпа ярангӑран тухса кунта килтӗм те ӗнтӗ, ҫынсемпе пӗрле савӑнма.
Хӗл хӑрарӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн вӑйӑ кӗвви-илемле манӑҫа кӑларса пынӑҫемӗн, савӑнма — юрӑ юрлама тӑватӑ ял лапамне пухӑнма кӑна мар, кӑнтӑр ҫутипе Анат Сӑрмӑшла Тури Сӑрмӑш пӗрлешнӗ хушша та тухма пӑрахнӑ ял яш-кӗрӗмӗ питрав кунӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Савӑнма кансӗрлетпӗр, тепӗр тесен, савнӑҫӗ ҫӗр ҫинче ахаль те ытлашши нумаях мар…Лишаем радости, которой и так нам на земле отпускается в общем-то не так уж много…
Турат ҫинчи сливӑсем // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 184–189 с.
Ҫавна пула ҫывӑх ҫынсене те, хамӑра та савӑнма кансӗрлетпӗр.И в конечном счете лишаем радости и этих близких нам людей, и самих себя.
Турат ҫинчи сливӑсем // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 184–189 с.
Ӳстернӗ, ӳстернӗ, тӑрантнӑ, тирпейленӗ, хӑвна савӑнма пӑхса ӳстернӗ — халӗ ак пӗтер те хур.Растил, растил, кормил, холил, вырастил себе на радость — и тут ему конец.
Раштав каҫӗ // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 156–171 с.
Анчах та чи кирли уншӑн вӑл пулман-ха: инкеклӗ пурнӑҫра та савӑнма пӗлекен хӗвеллӗ Францирен килнӗ хыҫҫӑн хӑйӗн батальонӗпе пилӗк уйӑх хушши тӗксӗм те сивӗ вӑрманта пурӑнса, вӑл хӑйӗн шалти темле туйӑмӗпе ҫак ӑнланса илмелле мар совет ҫыннисенчен, ҫак сивӗ те тискер ҫанталӑкран, ҫак никам та пурӑнман вӗҫӗ-хӗррисӗр вӑрмантан хӑрама пуҫланӑ; кунта кашни кӗрт хӳнӗ вырӑнтан, кашни тӗм, кашни тунката хыҫӗнчен кӗтмен ҫӗртен пӑшал сасси илтӗнме пултарнӑ; кунта, фронтран аякра, шалти тылра пӗр салтӑнмасӑр, авӑрланӑ револьвере пуҫ айне хурса ҫывӑрма тивнӗ.
Матвей Кузьминӑн юлашки кунӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 5–13 с.
Вӗри ҫил тата шевле выляни ку танлаштарӑва тата ытларах вӑйлӑлатрӗҫ, вара манӑн чӗре малашне хама пурӑнма, е хуйхӑрма е савӑнма пӳрнӗ ҫӗнӗ ҫӗрпе килӗштерме те хатӗр пулчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Анчах халӗ савӑнма вӑхӑт ҫитмен пулас…
XXIV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вара эпир ӑна редколлегие художнике суйларӑмӑр, пурте савӑнтӑмӑр, эпӗ те савӑнтӑм, анчах, тӳррипе калас пулсан, манӑн савӑнма кирлӗ пулман, мӗншӗнне каласа парам.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Аванах анса ларнӑшӑн ҫынсем савӑнма та ӗлкӗреймен, самантрах хӗрарӑм сасси янӑраса кайнӑ:Не успели люди порадоваться благополучной посадке, как раздался женский голос:
Пӑтӑрмах // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.