Поиск
Шырав ĕçĕ:
1. Эй савнӑ тӑванӑмсем! пур сывлӑша та ан ӗненӗр, сывлӑшсене сӑнаса пӑхӑр — Турӑран-и вӗсем: тӗнчене халӗ нумай суя пророк тухнӑ.
1 Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Эй савнӑ тӑванӑмсем! пире хамӑр чӗре айӑпламасть пулсассӑн, Турӑ умӗнче эпир хӑюллӑ пулӑпӑр, 22. Унран кирек мӗн ыйтсан та илӗпӗр, мӗншӗн тесессӗн эпир Унӑн ӳкӗчӗсене уяса тӑратпӑр, Ун умӗнче Ӑна юрӑхлине тӑватпӑр.
1 Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эй тӑванӑмсем, эсир тӗнче хӑвӑра курайманнинчен ан тӗлӗнӗр.
1 Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эй савнӑ тӑванӑмсем! эпир ӗнтӗ — Турӑ ачисем; анчах пире мӗн пуласси паллӑ мар-ха.2. Возлюбленные! мы теперь дети Божии; но еще не открылось, что будем.
1 Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эй савнӑ тӑванӑмсем! эпӗ мӗн ҫырни сирӗншӗн ҫӗнӗ ӳкӗт мар вӑл, авалхи ӳкӗтех, ӑна сире малтанах панӑ.7. Возлюбленные! пишу вам не новую заповедь, но заповедь древнюю, которую вы имели от начала.
1 Ин 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эй савнӑ тӑванӑмсем, эсир ӗнтӗ ҫакӑн ҫинчен малтанах пӗлсе тӑратӑр, эппин, сыхӑ тӑрӑр, йӗркесӗр ҫынсем аташни хыҫҫӑн кайса ҫирӗп тӗрексӗр тӑрса юлмалла ан пулӑр, 18. тивлетпе хӑватлӑланнӑҫемӗн хӑватлӑланӑр, хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра пӗлнӗҫемӗн пӗлсе пырӑр.
2 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эй савнӑ тӑванӑмсем, ӗнтӗ ҫавна кӗтсе тӑрса, Унӑн умне ирсӗрленмен халлӗн, пӗр айӑпсӑр халлӗн, канӑҫлӑн пырса тӑма тӑрӑшӑр; 15. Ҫӳлхуҫамӑр вӑрах тӳснине ҫӑлӑнӑҫ вырӑнне хурса хисеплӗр, савнӑ Павел тӑванӑмӑр та хӑйне панӑ ӑслӑлӑхӗпе сире ҫапла ҫырса янӑ, 16. ун ҫинчен вӑл пур ҫырӑвӗнче те ҫавнах калать; ун ҫырӑвӗсенче ӑнласа илме йывӑртарах тӗлсем те пур; пӗлмен ҫынсем тата ҫирӗпех ӗненмен ҫынсем хӑйсене хӑйсем пӗтермешкӗн ҫав тӗлсене те, ытти Ҫырусене те пӑсса улӑштараҫҫӗ.
2 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эй савнӑ тӑванӑмсем, сирӗн акӑ ҫакна пӗлсе тӑмалла: Ҫӳлхуҫашӑн пӗр кун та — пин ҫул пек, пин ҫул та — пӗр кун пек.
2 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй савнӑ тӑванӑмсем, эпӗ ӗнтӗ сирӗн патӑра иккӗмӗш ҫыру ҫыратӑп; ҫак ҫырусемпе астутарса, эпӗ сирӗн таса шухӑшӑра вӑрататӑп, 2. эсир ӗлӗк сӑваплӑ пророксем каланӑ сӑмахсене, хӑвӑр апостолӑрсем каласа панӑ Ҫӑлакан Ҫӳлхуҫамӑр ӳкӗтне асра тытчӑр тетӗп.
2 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эй тӑванӑмсем, ҫавӑнпа ӗнтӗ эсир хӑвӑра чӗнсе-суйласа илнине тивӗҫлӗ пулнине тӑрӑшнӑҫемӗн тӑрӑшса ҫирӗплетсе парӑр, ҫапла туса пырсассӑн нихӑҫан та такӑнмӑр, 11. вара хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн ӗмӗрлӗх Патшалӑхне кӗмелли алӑк сирӗншӗн ирӗккӗн уҫӑлса тӑрӗ.
2 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эй савнӑ тӑванӑмсем! хӑвӑра сӑнасшӑн янӑ ҫунтаракан асапа нехекрен ҫакланчӗ пире тесе ан калӑр; 13. Христос асапӗсене курмалла пулнӑшӑн савӑнӑр, вара Унӑн мухтавӗ килнӗ чухне эсир савӑнатӑр, хӗпӗртенетӗр.
1 Пет 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эй савнӑ тӑванӑмсем! сире эпӗ ют ҫӗртен килнӗ ҫынсем вырӑнне, ҫул ҫӳрекен ҫынсем вырӑнне хурса тархаслатӑп: чуна тапӑнакан ӳт аскӑнлӑхӗнчен пӑрӑнӑр, 12. суя тӗнлисем хушшинче ырӑ ӗҫ туса пурӑнӑр, вара вӗсем халӗ сире усал ҫынсем вырӑнне хурса хурлаҫҫӗ пулин те, сирӗн ырӑ ӗҫӗрсене курса, Турӑ килнӗ кун Ӑна мухтавлӗҫ.
1 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эй савнӑ тӑванӑмсем, ҫавӑнпа ӗнтӗ ӑсӑр пилӗкне ҫыхса сыхӑ тӑрса, Иисус Христос килсен хӑвӑра парас тивлете ҫирӗп шанса тӑрӑр.
1 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эй тӑванӑмсем! сирӗнтен хӑшӗ те пулин чӑнлӑх ҫулӗнчен пӑрӑнса кайсан, ӑна кам та пулин каялла ҫавӑрсан, 20. ҫавӑ вара пӗлсех тӑтӑр: ҫылӑхлӑ ҫынна йӑнӑш ҫул ҫинчен каялла ҫавӑраканӗ чуна вилӗмрен хӑтарать, хӑйӗн те темӗн чухлӗ ҫылӑхӗ каҫарӑнать.
Иак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эй тӑванӑмсем, пуринчен ытла тӳпепе ҫӗре асӑнса тупа ан тӑвӑр, мӗне те пулин урӑххине асӑнса та тупа ан тӑвӑр; айӑпа юлас мар тесен, сирӗн «ҫапла, ҫапла», «ҫук, ҫук» тени анчах пултӑр.
Иак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эй тӑванӑмсем, йывӑр асапа чӑтмашкӑн, вӑрах тӳсӗмлӗ пулмашкӑн Ҫӳлхуҫа ятӗнчен калаҫнӑ пророксенчен курса вӗренӗр.
Иак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эй тӑванӑмсем, смоква йывӑҫӗ ҫу йывӑҫӗн ҫимӗҫне ҫитӗнтереймест; иҫӗм йывӑҫӗ те смоква ҫимӗҫне тӑваймасть; ҫавӑн пекех пӗр ҫӑлтанах тӑварлӑ шыв та, тутлӑ шыв та юхса выртаймасть.
Иак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эй тӑванӑмсем, апла пулмалла мар вӑл.
Иак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй тӑванӑмсем! пире, вӗрентекенсене, ытларах айӑплӗҫ, ҫакна пӗлсе пурсӑр та вӗрентекен пулма ан тӑрӑшӑр: 2. эпир пурсӑмӑр та ҫылӑха ахаль те нумай кӗретпӗр.
Иак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эй тӑванӑмсем, кам та пулин: «ӗненетӗп» тесессӗн, хӑйӗн ырӑ ӗҫӗ пулмасан мӗн усси? унашкал ӗненни ҫӑлайӗ-и ӑна?
Иак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.