Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Иак 3

Раздел: Библи –> Сӑваплӑ Иаков апостолӑн мӗнпур ӗненекене янӑ ҫырӑвӗ

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.18 14:57

Предложений: 15; Слово: 294

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Эй тӑванӑмсем! пире, вӗрентекенсене, ытларах айӑплӗҫ, ҫакна пӗлсе пурсӑр та вӗрентекен пулма ан тӑрӑшӑр: 2. эпир пурсӑмӑр та ҫылӑха ахаль те нумай кӗретпӗр. Сӑмахпа ҫылӑха кӗмен ҫын — пур тӗлӗшрен те ырӑ ҫын, вӑл пӗтӗм ӳтне те чарма пултарать. 3. Акӑ эпир лашана хамӑра итлеттерес тесе ҫӑварлӑхлатпӑр та унӑн пӗтӗм тӑлпӑвне хамӑра пӑхӑнтаратпӑр. 4. Акӑ тата карапа та — вӑл темӗн пек пысӑк пулсан та, ӑна темӗн тӗрлӗ вӑйлӑ ҫил хӑваласассӑн та — хӳре тытса пыракан ҫын пӗчӗкҫеҫҫӗ хӳрепех хӑй ӑҫталла каяс тенӗ, ҫавӑнталла ярать. 5. Чӗлхе те ҫавӑн пекех: хӑй пӗчӗкҫеҫҫӗ пулсах нумай ӗҫ тӑвать. Асту-ха, пӗчӗкҫеҫҫӗ хӗлхемех мӗн чухлӗ япалана ҫунтарса ярать; 6. чӗлхе те — вут-ҫулӑм, суя сӑмах тӗнчи; пирӗн ӳтре ытти пайсем хушшине вырӑнаҫнӑскер, вӑл пӗтӗм ӳте ирсӗрлетет, пурӑнан пурӑнӑҫа ҫунтарса тӑрать, хӑйне вара тамӑк вучӗ хӗртсе тӑрать. 7. Этем тӗрлӗ тискер кайӑка, вӗҫен кайӑка, ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекеннисене, тинӗс чӗрчунӗсене пӑхӑнтарма пултарать, пӑхӑнтарнӑ та ӗнтӗ, 8. чӗлхене вара пӗр этем те пӑхӑнтарма-чарма пултараймасть: вӑл — тытса чарайми усаллӑх; унра — вӗлерекен наркӑмӑш туп-тулли. 9. Эпир чӗлхепе Турра, Аттемӗре, мухтатпӑр, Турӑ евӗрлӗ пултарнӑ этеме те чӗлхепех ылханатпӑр; 10. мухтасси те, ылханасси те ҫав чӗлхе-ҫӑвартанах тухать. Эй тӑванӑмсем, апла пулмалла мар вӑл. 11. Пӗр ҫӑлкуҫӗнченех тутлӑ шыв та, йӳҫӗ шыв та юхать-и? 12. Эй тӑванӑмсем, смоква йывӑҫӗ ҫу йывӑҫӗн ҫимӗҫне ҫитӗнтереймест; иҫӗм йывӑҫӗ те смоква ҫимӗҫне тӑваймасть; ҫавӑн пекех пӗр ҫӑлтанах тӑварлӑ шыв та, тутлӑ шыв та юхса выртаймасть.

13. Сирӗн хушшӑрта кам ӑслӑ, тӑнлӑ-пуҫлӑ? ҫакна вӑл хӑйӗн ырӑ пурӑнӑҫӗпе, ӑслӑлӑха тивӗҫлӗ йӑвашлӑхпа тунӑ ӗҫӗпе кӑтарттӑр. 14. Хӑвӑр ӑшӑрта кураймасӑр кӗвӗҫсе-хирӗлсе тӑратӑр пулсан, ан мухтанӑр, чӑнлӑх ҫинчен ан суеҫтерӗр: 15. ку вӑл — ҫӳлтен анакан ӑслӑлӑх мар, ҫӗр ҫинчи ӑс, пурӑнӑҫ ӑсӗ, шуйттан ӑсӗ; 16. кураймасӑр хирӗлсе тӑнӑ ҫӗрте йӗрке ҫук, пӗр усалли анчах. 17. Ҫӳлтен анакан ӑслӑлӑх вӑл таса, тата вӑл лӑпкӑ, сӑпайлӑ, кӳнтем, вӑл питӗ хӗрхенет, ырӑ ӗҫ нумай тӑвать, тӳррипе пырать, икӗ питлӗ хӑтланмасть. 18. Килӗштерсе пурӑнакансем акакан вӑрлӑхран тӗнчере тӳрӗлӗх ҫимӗҫӗ ӳсет.

Сайт:

 

Статистика

...подробней