Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ҫакӑнта (тĕпĕ: ҫакӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Акӑ, ҫавна тарӑхтарассишӗнех, Назанский патне каятӑп, — кӗтмен ҫӗртенех шут турӗ те ҫийӗнчех ҫакӑнта темле тавӑру киленӗҫӗ пуррине туйса илчӗ.

«Вот, назло ей , пойду к Назанскому, — решил он внезапно и сразу почувствовал в этом какое-то мстительное удовлетворение.

V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Касассин тӗп вӑйӗ хулпуҫҫире мар, чавсара та мар, ак ҫакӑнта, ал лаппи хутламӗнче.

Главная суть удара не в плече и не в локте, а вот здесь, в сгибе кисти.

I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ирхине тӑххӑртан пуҫласа каҫхине улттӑччен пурӗ те ҫакӑнта супса тӑрасса ҫех пӗлетӗн.

С девяти утра до шести вечера только и знаешь, что торчишь здесь.

I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ҫакӑнта ҫитсен, вӗсем чарӑнчӗҫ те хытӑ кӑшкӑрма пуҫларӗҫ.

Добравшись сюда, они остановились и снова принялись громко кричать.

Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эсир тӑвас тени пурнӑҫа кӗреймесен, эпӗ сирӗнпе пӗрле ҫакӑнта юлатӑп, вара хамӑн чунӑм тухичченех сире пулӑшакан ҫын пулса пурӑнӑп.

Если же ваш замысел вам не удастся, я останусь тут вместе с вами и буду до конца моих дней вашим усердным помощником.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Кашни минутрах мана килсе тапӑнма пултаракан тискер этемсенчен хӑрамасан, эпӗ хамӑн мӗнпур юлашки кунсене ҫакӑнта тӑр пӗчченех ирттерме те килӗшнӗ пулӑттӑм.

Если бы я не боялся дикарей, которые могли каждую минуту нагрянуть сюда, я охотно согласился бы провести здесь в заточении весь остаток моих дней.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫакӑнта ҫав тискер этемсем, пухӑнса ларса, ҫынсене вӗлерсе ҫинӗ пулмалла.

Тут-то, вероятно, и сидели эти дикие люди, когда пожирали тела своих пленников.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

«Кашни ҫапӑҫу хыҫҫӑнах ҫӗнтерекеннисем тыткӑна илнӗ тӑшманӗсене ҫакӑнта илсе килеҫҫӗ те, хӑйсен йӑли тӑрӑх, вӗсене вӗлерсе ҫиеҫҫӗ пулмалла, мӗншӗн тесен вӗсем пурте тискер ҫынсем», — тесе шухӑшларӑм эпӗ.

«Должно быть, — думал я, — после каждого боя победители привозят своих военнопленных сюда и здесь, по своему бесчеловечному обычаю, убивают и съедают их, так как они все людоеды».

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Апла пулсан, ҫакӑнта, ҫын пурӑнман утрав ҫине, лекнӗшӗн ман савӑнмалла кӑна.

Значит, я должен радоваться, что живу здесь, на моем необитаемом острове.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Шӑпах ҫакӑнта ӗнтӗ, ҫӗр хӑвӑлне хирӗҫ, симӗс уҫланкӑра эпӗ палатка карса лартма шутларӑм.

Вот тут-то, прямо против этого углубления, на зеленой полянке я и решил разбить палатку.

Улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

— Тен, ҫакӑнта пытарнӑ купса хир тӑрӑх ҫӳрет? — терӗ Дымов.

— А может, это по степи гуляет купец, что тут похоронен, — сказал Дымов.

VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Хӗрлӗ кӗпе тӗсӗ ӑна ачашласа хӑй патнелле туртать, кӳмепе ун айӗнче ҫывӑракан ҫынсем вара пӗлес килнипе канӑҫсӑрлантараҫҫӗ; ахӑртнех, кӗпен илемлӗ тӗсне курса тата унта камсем пуррине пӗлесшӗн пулса, хӑй те сисеймен пулӗ вӑл, ялтан ҫакӑнта ҫити аннӑ та халь акӑ хӑйӗн хӑюлӑхӗнчен хӑй тӗлӗнсе тӑрать.

Красный цвет рубахи манил и ласкал его, а бричка и спавшие под ней люди возбуждали его любопытство; быть может, он и сам не заметил, как приятный красный цвет и любопытство притянули его из поселка вниз, и, вероятно, теперь удивлялся своей смелости.

II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

йытӑсем тата ытларах урса кайрӗҫ, лашасем малалла тапса сикрӗҫ; Егорушка вара, ларкӑч ҫинче аран-аран ларса пыраканскер, йытӑсен куҫӗсемпе шӑлӗсене курса, лайӑх ӑнланчӗ: ӳксе юл ҫеҫ ҫакӑнта, ӑна самантрах ним юлми татӑкӑн-кӗсӗкӗн вакласа-ҫурса пӗтернӗ пулӗччӗҫ.

Псы пуще захрипели, лошади понесли; и Егорушка, еле державшийся на передке, глядя на глаза и зубы собак, понимал, что, свались он, его моментально разнесут в клочья.

I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

— Мӗн пулса тӑрӗ вара вӗсем сана ҫакӑнта пӗчченех курсан?

— Что, если они найдут тебя одну в этих диких местах?

XV. Курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Суккӑр Колчо хӑй ҫинчи тумтирне хывса пӗтӗмпех ҫакӑнта ҫыхнӑ иккен: фески те, вӑрӑм сюртукӗпе сӑрӑ шӑлаварӗ те паҫӑр хӑй ҫинчехчӗ-ха.

Слепой увязал в этот узел фес, длинный сюртук и брюки из серой грубошерстной ткани, две-три минуты назад все эти вещи были на нем.

X. Юрату вӑл — паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Кӑштах кӗтсе тӑр-ха ҫакӑнта.

— Постой здесь минуточку.

X. Юрату вӑл — паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Турӑ хӑех кӳрсе тӑратрӗ пуль Колчона ҫакӑнта.

Сам бог, видно, послал сюда Колчо.

X. Юрату вӑл — паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Юрдан ҫеҫ хӑйӗн кил-йышӗпе ҫакӑнта тухса ҫӳреме хӑять.

На это дерзал только Юрдан со своими домочадцами.

VIII. Ҫаран // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак хӗрача ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн ҫакӑнта ӗҫлекен йыснӑшӗ патӗнче пурӑннине асне илчӗ.

Он вспомнил, что девочка после смерти отца жила в мастерской у своего дяди.

VI. Хыпарҫӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Каҫ пуличчен выртасчӗ тесе нумай вӑхӑт ирттерчӗ вӑл ҫакӑнта.

Много часов пролежал он там, терпеливо ожидая наступления ночи.

IV. Ялав // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней