Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑй парса хӑй сыхлакан пурнӑҫшӑн тӑрас пулсан, амӑшсем ӑслӑ, ниме хӗрхенми, ҫаплах нимрен хӑрами тискер кайӑк пек пулса тӑнине те пӗлмен вӑл.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Ҫӗр ҫинче йӗркелӗх тумаллине, ҫынсен куҫне уҫмаллине ниушлӗ ӑслӑ ҫынсем ӑнланмаҫҫӗ?..Неужто умные люди не понимают, что нужно на земле устроить порядок и в ясность людей привести?..
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Вӑл, аллипе питҫӑмартине тӗрелесе, мана хирӗҫ ларчӗ, унӑн пысӑк куҫӗсем, шухӑшлӑ, ӑслӑ куҫсем, ерипен-ерипен ҫӑмӑл тӗтрепе хупланнӑн туйӑнчӗ, ҫамки ҫинчи йӗрсем ытларах палӑракан пулчӗҫ, вӑл, ман сӑмаха ҫав тери ӑнланса илес тесе, сывлама чарӑнчӗ тейӗн.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
— А-ала-ах а-акбар! — тет шӑппӑн Надыр-Рагим-Оглы, Крымри ватӑ чабан, ҫӳлӗ, кӑвакарнӑ, кӑнтӑр хӗвелӗпе хӑмӑрланса кайнӑ типшӗм те ӑслӑ старик.
Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.
Вӑрахчен калаҫнӑ вӗсем, акӑ тинех, пайтахчен шухӑшласа тӑнӑ хыҫҫӑн, пӗр ӑслӑ ватӑ ҫын: — Ҫав тискер ӗҫе вӑл мӗншӗн тунине хӑйӗнчен ыйтса пӑхар, — тенӗ.Долго говорили они, и вот один мудрец сказал, подумав долго: — Спросим его, почему он сделал это?
I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
— Итле, тӑван, ухмаха персе ан тӑр эс ман умра, этем ӑслӑ калаҫ.— Послушай, братец, не прикидывайся ты мне идиотом, а говори толком.
Усал шухӑшлӑ ҫын // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 63–70 стр.
Сӳне пуҫланӑ вут хӗррине утсем пӗрин хыҫҫӑн тепри утса пыраҫҫӗ те, пирӗн ҫине пысӑк та ӑслӑ куҫӗсемпе пӑха-пӑха илсе, пире йӗри-тавра ункӑ пек хупӑрласа, вут хӗрринче чарӑна-чарӑна тӑраҫҫӗ.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Радда аяккалла ҫаврӑнса тӑчӗ, анасласа илсе, ҫапла каларӗ: — Эсӗ, Зобар, ӑслӑ та маттурскер, тетчӗҫ, — авӑ епле суяҫҫӗ иккен ҫынсем!» — терӗ те аяккалла утрӗ.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Пур енчен те аван эсӗ ман: ӑсли те ӑслӑ, хитри те хитре, купецран та купец, анчах чӑн-чӑн этем пек мар эсӗ!Всем ты у меня хорош: и умен, и красавец, и из купцов купец, но не похож ты на настоящего человека!
Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.
— Эпир ҫӗршыва юрататпӑр, унӑн нумай ӗмӗрлӗ историйӗпе, культурипе мухтанатпӑр, ӑслӑ йӑхташӑмӑрсен еткерне тирпейлӗн упратпӑр.
Ҫак ӑнтӑлу халӗ те пӗрремӗш вырӑнта // Юрий Михайлов. «Хыпар», 2015.06.16
Анчах юратупа е эрехпе, е влаҫ пылаклӑхӗпе ӳсӗрӗлнӗ, е вырӑнлӑ каланӑ ӑслӑ та илемлӗ сӑмахпа киленсе чӗререн хавхаланнӑ самантсем те пулкаланӑ патшан.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Юратнӑ вӑл шурӑ питлӗ, хура куҫлӑ, хӗрлӗ туталлӑ хеттей хӗрӗсене ялт-ҫутӑ та самантрах хыпса ялкӑшакан илемӗшӗн, — ҫак илем, нарцисс чечекӗ пек, питӗ ир хӳхӗммӗн ҫуралать те ҫавнашкалах хӑвӑрттӑн шанса сӳнет; пӗтреке хытӑ ҫӳҫлӗ, ал тунисене чӑнкӑрти ылттӑн сулӑсем, хулпуҫҫийӗсене ылттӑн кӑшӑлсем, ура пакӑлчакӗсене, пӗр-пӗринпе ҫинҫе вӑчӑра вӗҫҫӗн ҫыхӑнтарса, сарлака браслетсем тӑхӑннӑ, кӗре, ҫӳллӗ, вӗри филистим пикисене; ҫепӗҫ, пӗчӗк, пиҫӗ, ним ӳпкевсӗр амморей хӗрупраҫӗсене, — юратури шанӑҫлӑхпа пӑхӑнулӑхӗ вӗсен каларӑшсене кӗрсе юлнӑ; хӑйсен куҫӗсене сӑрсемпе вӑрӑмлатакан та ҫамкипе питҫӑмартасем ҫине кӑвак ҫӑлтӑрсем шӑтӑклакан Ассири хӗрарӑмӗсене; Сидонӑн лайӑх юрлама, ташлама, ҫаплах хӑнкӑрмаллӑ параппан аккомпанеменчӗ майӑн арфӑпа, лютньӑпа тата флейтӑпа выляма пултаракан, пӗлӳ илнӗ, хаваслӑ та ҫивӗч ӑслӑ хӗрӗсене; юратура ывӑнма пӗлмен те ухмаха тухсах кӗвӗҫекен сарӑ ӳтлӗ египтянкӑсене; хӗрӳлӗх тути-масине пит лайӑх чухлакан вавилонянкӑсене, — тум айӗнчи ӳчӗ вӗсен мрамор пекех яп-яка, мӗншӗн тесен вӗсем ун ҫинчи ҫӑм пӗрчисене хӑйне уйрӑм пастӑпа пӗтерсе тӑраҫҫӗ; ҫӳҫӗсемпе чӗрнисене вут пек хӗрлӗ сӑрлакан та шальварпа ҫӳрекен Бактри пикисене; чӗмсӗр, вӑтанкӑҫ маовитянкӑсене, — вӗсен тулли кӑкӑрӗсем ҫуллахи чи шӑрӑх каҫ та сулхӑн; вутла ҫунса тӑракан ҫӳҫлӗ, тӗттӗмре ҫутатакан ҫав тери шурӑ ӳтлӗ тимсӗртерех те перекетсӗртерех аммонитянкӑсене; йӗтӗн ҫӳҫлӗ, сенкер куҫлӑ, ӳт-тирӗнчен ачашлӑх шӑрши ҫапса тӑракан черченкӗ хӗрарӑмсене, — вӗсене Баальбек урлӑ ҫурҫӗртен турттара-турттара килнӗ, чӗлхине те вӗсенне Палестинӑра пурӑнакансенчен никам ӑнланакан пулман.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Катерина, вырӑн ҫинче выртнӑ май, уҫӑ алӑк витӗр, лешсем ҫав тери вӑрахчен ӗне сунине, Санька ӗнепе ҫемҫен калаҫнине: «маттур та эсӗ», «ӑслӑ» тесе чӗннине, унӑн варланнӑ урисене ырланине, кайран вара, ӗнепе килӗштереймесӗр, ҫиленсе кӑшкӑрса тӑкнине, ӑна «усал», сана тахҫанах чӗрӗлле тир сӗвекен ҫӗре ямалла, тесе ятлаҫнине итлесе выртрӗ.
34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Санька хирелле чупрӗ, анчах та Лиска чее те усал ӑслӑ пулнӑ.
14-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Амӑшӗ ӑна ҫаксемшӗн ятламасть, кӳршӗ-аршисемпе калаҫнӑ чухне: «Петя питӗ ӑслӑ, пурнӑҫра вӑл хӑйне хӑй хур кӑтартмӗ», тет.
5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Каярах галерейӑсен карлӑкӗсемпе пусмисене, музыка инструменчӗсемпе тӗн кӗнекисен хуплашкисене тунӑ ҫӗре кайнӑ хӗрлӗ йывӑҫа вара Соломона, ҫунтармалли техӗмлӗ курӑксемпе, ырӑ шӑршӑллӑ ҫусемпе те хаклӑ йышши духисемпе пӗрле, Сав майра-патши, ӑслӑ та калама ҫук хӳхӗм Балкис, парнелесе панӑ, унашкал парнене Израильте ҫак тарана ҫитсе те курман пулнӑ-ха.
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ольга Штольцӑн кумирӗ — чӗресӗр, нимпе ҫырлахман хытӑ ӑслӑ хӗрарӑм!Она, его кумир — без сердца, с черствым, ничем не довольным умом!
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Светри хӗвӗшӳ ӑна кӑшт ҫеҫ сӗртӗнчӗ, вӑл вара, унти мӗнле те пулин йывӑр, ют япаласене манас тесе, каллех хӑй кӗтесне васкарӗ, каллех килти пурнӑҫӑн вак-тӗвек чӑрмавӗсемпе аппаланчӗ, кунӗ-кунӗпе ачасен пӳлӗмӗнчен тухмарӗ, ачасемшӗн амӑшӗ те, няня та пулчӗ е Андрейпе пӗрле тимлесе вуларӗ, «ӑслӑ тата кичем» япаласем ҫинчен калаҫрӗ, иккӗшӗ поэтсене вуларӗҫ, Италие каясси ҫинчен калаҫкаларӗҫ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӑславҫӑ евӗр те, художник евӗр те Штольц Ольгӑна ӑслӑ пурӑнма вӗрентет; вӑл вӗреннӗ чухне те, пурнӑҫпа кӗрешсе ҫирӗпленнӗ йывӑр кунсенче те хальхи пек тимлӗ пулман; халӗ ӑна хӑйӗн тусӗн лӑпланма пӗлмен ӑс-хакӑлӗ пӑшӑрхантарсах тӑнӑ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга пӗр-пер япалана пӗлменнине палӑртсан, Штольц сахалрах именнӗ пулӗччӗ, анчах Ольга «ӑслӑ арӑм» пулма тӑрӑшнине кӑшт палӑртсанах, Штольц хытӑ хӗрелнӗ пулӗччӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956