Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑй пӑхнине асӑрхаттарасшӑн мар пулса, Данилов, «юлташне сутнӑ» Тёмӑн шурхан та асаплӑ сӑнӗ-пичӗ ҫине нумайччен пӑхса ларать, ҫав вӑхӑтрах Тёма епле асапланнине те чунӗпе ҫывӑх туять вӑл.
Америкӑна кайни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Анчах чунӗпе сывални курӑнсах тӑрать.
X // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Пӗр енчен илсен, ача пӗтӗм чунӗпе музыка патнелле туртӑнни ку тӗлӗшпе ун пултарулӑхӗ пысӑк пулнине пӗлтерет, ҫапла вара, унӑн малашнехи пуласлӑхне те самаях палӑртать.
XI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Паллах, кунашкал вӑхӑтсенче вӑл чӑн-чӑн ача амӑшӗ пек, ывӑлӗн асапне чунӗпе ӑнланса, малашне ӑна тӳсейми йывӑр пуласлӑх кӗтнине туйса, хурланса асапланнӑ; ҫак туйӑмсемсӗр пуҫне ҫамрӑк хӗрарӑмӑн чӗри тӗпӗнче тепӗр шухӑш та амаланнӑ: тен, инкекӗн сӑлтавӗ ӑна пурнӑҫ паракансен никам ӑнланайми хӑрушӑ пулма пултараслӑхӗнче мар-ши?..
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Хатӗрленмелли мӗнпур ӗҫсене маркиз хӑй ертсе пычӗ, — приказсем пачӗ, йӗркелерӗ, хавхалантарчӗ, пӗтӗм ӗҫсен чунӗпе чӗри пулчӗ — хаяр та ҫирӗп чӗре.Всеми работами руководил сам маркиз, вдохновитель, начальник, глава и вождь, Лантенак был страшен!
XIII. Маркиз мӗн тӑвать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ҫӗр ҫинче ҫавнашкал ҫынсем пур: вӗсене хӑйсен пуҫ мимийӗ шучӗпе пурӑнма, пурнӑҫри пур ырлӑхшӑн таса ылтӑнпа — хӑйсен юнӗпе те чунӗпе тӳлеме пӳрнӗ.
Ылтӑн пуҫ мимиллӗ ҫын // Александр Артемьев. Тӑван Атӑл. 1960, 3№ — 71–72 с.
Пичче ӗмӗрӗнче хӑйӗн ӗҫне яланах пӗтӗм чунӗпе туса пынӑскер, аллине факел тытса тӑпра сийӗсене тишкерсе сӑнать.
XLII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Халӗ ӗнтӗ, яланхи пекех, унран Воропаев ҫинчен ыйтма тытӑнаҫҫӗ, анчах ҫак минутра вӑл ӑна кураймасть, мӗнпур чунӗпе тарӑхать, ун ҫинчен вӑл пӗр ырӑ сӑмах та кӑлармӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Вӑл ӑна шухӑшсем пачӗ, ҫав шухӑшсене Лена хӑйӗн шухӑшӗсене йышӑннӑ пекех йышӑнчӗ те чунӗпе пуянланчӗ.Он дал ей мысли, и она приняла их как свои собственные и обогатилась.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Чунӗпе хӗрӳленсе кайнӑскер, вӑл каллех сӗтел патне ларчӗ, сӗтел ҫине чавсаланчӗ те, юлташӗсем ҫине кӑштах тӗтреллӗ куҫӗпе йӑл кулса пӑхса, ытларах шухӑшласа, малалла хуллентерех каларӗ:
XI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Унӑн чунӗпе пурнӑҫне Василий хӑйпе пӗрле илсе кайнӑ пек, вӑл хӑй те халь чӗрӗ мар пулса тӑнӑ; килте Авдотьйӑн мӗлки ҫеҫ, ӗмӗтленмесӗр, кӑмӑл-туйӑмсӑр, пуласлӑхсӑр, ҫитменнине тата асапланма та пултарайман чӗрӗ мар япала ҫеҫ юлнӑ.
4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Тӑхта пӑртак, кун пеккине ҫеҫ мар курӑн-ха», — пӗтӗм чунӗпе савӑнса шухӑшларӗ капитан Могелницки ҫинчен.Подожди, не то еще будет», — с каким-то удовольствием подумал капитан.
Улттӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Вӑл пӗтӗм чунӗпе, уяр кун пек ҫутӑ та таса хӗр ҫинчен шухӑшлать, анчах ҫакӑн чухне те хӑй умӗнчен кайма пӗлмен сӑн-сӑпата хӑваласа яма пултараймасть.
XXXVIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Чӑваш каччи-хӗрӗсем кӑмӑлӗпе ҫирӗп, чунӗпе тусӗмлӗ пулнине роман тӑршшӗпех асӑрхатпӑр.
«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Гарри Грант хӑйӗн чӗринче шӑнӑҫайман хӗрӳ сӑмахӗсене ӑнланмалла та ырӑ чунӗпе каласа пачӗ, унӑн хӗн-хурлӑ пичӗ ҫинче таса чун-чӗререн хумханса ҫӗкленнӗ туйӑмсем ҫуталчӗҫ, вара пурте мӗнпур асапсене чӑтса ирттерни ахаль пулманнишӗн хытах савӑнчӗҫ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Эпӗ вӗт француз, кашни француз — чунӗпе пӑртакҫӑ повар.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Элен Гленарван чунӗпе йӑваш, ырӑ тата харсӑр хӗрарӑм пулнӑ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Амӑшӗ ҫӗрле ухтару пулни ҫинчен, Артёма шырани ҫинчен каласа парсан, вӑл хӑйӗн пиччӗшӗшӗн пӗтӗм чунӗпе куляна пуҫланӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Старик чунӗпе ҫӳҫенсе илчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вара йытӑ, Энтип пиччен уҫӑ сӑмахӗсенче темӗскерле шанчӑклах мар енӗсем пуррине хӑйӗн таса чунӗпе туйса, чарӑна-чарӑна шуса пынӑ.
XI // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.