Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: «Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ

Автор: Николай Григорьев

Источник: Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Год: 1989; Добавлен: 2020.07.02 09:56

Предложений: 197; Слово: 2971

Тип текста: Научная статья

По-русски Тема: Не указано

Пилӗк кӗнекеллӗ «Ӗмӗр сакки сарлака» романпа йышлӑ пьесӑсен, калавсен авторӗ Никифор Федорович Мранька литература ӗҫне ҫирӗммӗш ҫулсен вӗҫнеллех пуҫӑннӑ. Малтанхи вӑхӑтра тӗрлӗ корреспонденцисемпе очерксем, фельетонсемпе калавсем ҫырнӑ, каярах пьесӑсем калӑплама тытӑннӑ.

Куславкка районӗнчи Пилешкасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗскер, вӑл ӗлӗкхи кунҫул нушине мӗн ачаран тутанса курнӑ. Ялти шкултан вӗренсе тухсанах ӗҫе пуҫӑннӑ: чайнӑйра булка пӗҫернӗ, пулӑпа сутӑ тунӑ, юханшыв тӑрӑх сулӑ юхтарнӑ, баржа ҫинче тертленнӗ. Вунҫичӗ ҫула ҫитсен, хӑй ирӗкӗпе граждан вӑрҫине кайнӑ, Колчак эшкерӗпе ҫапӑҫнӑ, аманнӑ хыҫҫӑн тӑван ялне таврӑннӑ. Суранӗ сиплене пуҫласанах Элнет юханшывӗ ҫинче сулӑ юхтарнӑ. Кӗҫех ӑна Пилешкасси ял Совечӗн председательне суйланӑ. Ҫавӑнтанпа чӗрӗк ӗмӗр ытла вӑл Советсен тӗрлӗ органӗсенче, райхаҫатра, КПСС райкомӗнче ӗҫленӗ. 1942—1945 ҫулсенче ҫарта пулнӑ.

Хӑйӗн малтанхи произведенийӗсенче Н. Мранька класс тӑшманӗсен сиенлӗ ӗҫӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларассине малти вырӑна хунӑ. Ҫамрӑк чух юханшыв ҫинче ӗҫленине асра тытса, писатель «Элнет» драмӑра мул хуҫисем сулӑ юхтаракансен ҫичӗ хут тирне сӳсе пурӑннине, юрлӑ ҫынсен ӗмӗртен килекен асапне ҫырса кӑтартнӑ, «хура халӑх» хушшинче социаллӑ килӗшӳлӗх нихӑҫан та пулманнине, чухӑнсем пусмӑрҫӑсене мӗн авалтан курайманнине палӑртнӑ. Шӑпах ҫак курайманлӑх хӑватне ҫирӗплетет те Элнет юханшывӗ ҫинчи чӑвашсемпе мари бурлакӗсен 1905 ҫулхи революциллӗ пӑлхавӗ.

Ялсенче колхозсем йӗркелес, класс тӑшманӗсемпе кӗрешес ӗҫе пӗтӗм хастарлӑхӗпе хутшӑннӑ Н. Мранькашӑн ялпа коллективизаци теми уйрӑмах ҫывӑх. Хӑйӗн чылай произведенийӗнче ҫӗклет вӑл ҫав ыйтӑва. Ялти коммунистсемпе комсомолецсем тата тӳрӗ чунлӑ ытти ҫамрӑксем пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсене тӗреклетессишӗн пӗтӗм вӑйне хураҫҫӗ. Ҫав хушӑрах вӗсен хаяр класс тӑшманӗсемпе те, ултавлӑ майпа пӗр-пӗр меллӗ вырӑна лексе, колхоза шалтан кишӗклекен сатарҫӑсемпе те ҫине тӑрса кӗрешме тивет. Сӑтӑрҫисем вара нимле намӑс-симӗсе те пӗлмен: малта пыракан ӗҫченсемпе активистсене вӑрттӑн инкек кӳме те, выльӑх-чӗрлӗхне вӗлерсе сӑтӑр тума та именсе тӑман. Шӑпах ҫакнашкал ӗҫсене куратпӑр та писателӗн «Аван пурӑнатпӑр» пьесипе ытти хӑшпӗр калавӗсенче. Ҫав ҫулсенчех ҫырнӑ «Итлӗр!» вара тырӑ хатӗрлессипе колхоз йӗркелесси тавра пынӑ кӗрешӗве сӑнлать.

«Ялсенче ҫӗнӗ йӗрке ҫирӗпленсе пынӑ май ӗҫҫыннисем хуҫалӑх енӗпе тӗреклене пуҫларӗҫ. Анчах хӑшпӗр этемсем, тинтерех ҫеҫ хӑрӑмлӑ хура пӳртсенче пӑнчӑхса пурӑннӑскерсем ӗҫре пӗчӗк чӑрмав тупӑнсанах, вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑччӗ тенешкел, ӗлӗкхи пурнӑҫа ырӑпа асӑнма пӑхатчӗҫ. Халӑхра ҫавнашкал кӑмӑл палӑрни кулаксемпе кӗрешме самай чӑрмантаратчӗ. Шӑпах ҫак ӑҫтиҫуксене питлесе, вӗсен йӑнӑшне тарӑ шыв ҫине кӑларма тӑрӑшрӑм та эпӗ хамӑн малтанхи произведенисенче»,— каласа паратчӗ Никифор Федорович, ҫыравҫӑн йывӑр та пархатарлӑ ҫулӗ ҫине епле тӑнине аса илсе.

Малтанхи хӑюллӑ утӑмсемпе хавхаланнӑ ҫамрӑк писатель ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ пьесӑсем калӑплать. «Сунтал» журналпа «Тракотор», «Илемлӗ литература» альманахсенче е уйрӑмшар кӗнекен тухса пынипе пӗрлех вӗсене Чӑваш академи театрӗ те лартнӑ. Писателӗн театр репертуарне кӗнӗ ҫирӗм ытла пьесинчен уйрӑмах ҫаксене палӑртас килет: «Элнет», «Тӳнтерлене хирӗҫ», «Аван пурӑнатпӑр», «Пӗрремӗш категори», «Капкӑн хутаҫҫи», «Атӑл ҫинчи Шупашкар», «Тупа», «Тӑван ҫӗршыв чӗнет», «Сержант Ванюшин». Куракансемпе театра ҫӳреме юратакансем вӗсене паян кун та ырӑпа асӑнаҫҫӗ.

Н. Мранька тӑшманла элементсем Совета хирӗҫле ӗҫсем тунине кӑтартакан, ҫавӑнпа пӗрлех вӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларакан «Хатӗрленетпӗр», каппай та сӗмсӗр ҫынсене питлекен «Виҫҫӗшӗ те пӗр калӑпран», чӑваш ҫамрӑкӗсен граждан вӑрҫинчи паттӑрлӑхне мухтакан «Салют», совет саманинче хӗрарӑм пурнӑҫӗ те лайӑхланни ҫинчен калакан «Улшӑннӑ самана», ирсӗр фашистсем чӗртнӗ вӑрҫӑ вут-ҫулӑмӗ пирӗн ҫӗршыв ҫине сиксе ӳкес хӑрушлӑха асӑрхаттаракан «Тӑван ҫӗршыв чӗнет», иртнӗ вӑрҫӑра пурнӑҫне шеллемесӗр ҫапӑҫнӑ ентешӗмӗрсене мухтакан «Юншӑн — юн», «Амӑшӗн ҫырӑвӗ», «Амӑшӗ ылханни», «Юратакан чӗресем» пьесисемпе «Кӳршӗ хӗрӗ», «Урӑхла калама пултарайман эпӗ» калавӗсем те малтан ҫӳлерех асӑннӑ журналсенче кун ҫути курнӑ.

Н. Мранька — граждан вӑрҫипе Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ветеранӗ. Челябинск хулине шуррисенчен ирӗке кӑларассишӗн пынӑ ҫапӑҫура вӑл йывӑр аманнӑ. Ҫав ахӑрсамана вӑхӑтӗнче хӑй мӗн курса-тӳссе ирттернине писатель «Салют» драмӑра ӑнӑҫлӑ ӳкерсе кӑтартать. Ҫӗнӗ власть панӑ ирӗклӗхпе усӑ курса, ял ӗҫченӗсем ҫӗре хуҫасенчен туртса илсе валеҫеҫҫӗ. Унччен те пулмасть — контрреволюциллӗ вӑрҫӑ хыпарӗ персе ҫитет. Ытти ҫамрӑксемпе пӗрлех хуҫа патӗнче пилӗкне авнӑ Гришӑпа Йӑкӑнат та ҫамрӑк совет республикине хӳтӗлеме тухса каяҫҫӗ, пысӑк хастарлӑх кӑтартса ҫапӑҫаҫҫӗ. Хамӑр енчи ҫухатусем те пӗчӗк мар, ҫав хушӑрах шуррисен ҫар тытӑмӗ йӑшса арканма пуҫлани драмӑра уҫҫӑн сисӗнет. Акӑ Урал рабочийӗ Кузнецов, йӑнӑшпа Колчак ҫарне лекнӗскер, хӗрлисен енне куҫать, хӑй хыҫҫӑн пыма ыттисене те ҫул уҫса парать.

Фронтри йывӑрлӑхсене пӗр пӗчӗклетмесӗр кӑтартнӑ хушӑрах писатель вулакана ялти лару-тӑрупа та паллаштарать. Орхулкапа унӑн ҫӑткӑн арӑмӗ чухӑнсене халичченхинчен те ытларах хӗсӗрлеҫҫӗ иккен. «Эпӗ икӗ ҫул окопра стратал» теме юратакан Хватей йышши таркӑнсемпе ытти путсӗрсем фронтри паттӑрсен ҫураҫнӑ хӗрӗсемпе арӑмӗсенчен мӑшкӑлласа пурӑнаҫҫӗ. Ваҫлипе Кӗтерук йышши ырӑ кӑмӑллӑ ҫамрӑксем вара Хӗрлӗ Ҫара вӑй ҫитнӗ таран пулӑшма, ҫӗнтерӗве ҫывхартма тӑрӑшаҫҫӗ.

Уйрӑмах иртнӗ вӑрҫӑ ҫинчен нумай ҫырнӑ Н. Мранька. Нимӗҫ фашисчӗсем пирӗн ҫӗршыва тапӑнса кӗрсенех, граждан вӑрҫи ветеранӗ Ҫтаппан Куропаткин ывӑлӗпе пӗрле фронта тухса каять («Тӑван ҫӗршыв чӗнет»), ҫамрӑксемпе ҫума-ҫумӑн тӑрса, тӑшмана тустарать. Ҫтаппан паттӑрлӑхӗпе эпир «Юншӑн—юн» пьесӑра та паллашатпӑр, ӑна тата ҫывӑхрах куратпӑр. Урса килекен тӑшман атакине пӗр-пӗччен тенӗ пек путлантарса лартать вӑл. Тепрехинче паттӑррӑн пуҫ хунӑ отряд командирӗн вырӑнне йышӑнать, хавша пуҫланӑ салтаксене хавхалантарса, тӑшман ҫине ертсе каять.

Ҫак пьесӑра писатель фашист чуниллисен ирсӗрлӗхӗпе этемсӗрлӗхне питлет, ҫавӑнпа пӗрлех Тӑван ҫӗршыв чысӗпе никама пӑхӑнманлӑхӗшӗн юлашки юн тумламӗччен ҫапӑҫма хатӗр совет салтакӗсемпе партизанӗсем хушшинчи тӑванла туслӑха витӗмлӗ уҫса кӑтартать. Совет халӑхӗ чура тума килнӗ ҫичӗ юта хирӗҫ мӗнпур курайманлӑхӗпе ҫӗкленнине пула фюрер салтакӗсем, хӗрӗх кун хушшинче Раҫҫей витӗр тухма ӗмӗтленнӗскерсем, «пуҫа каялла тӗрӗс илсе кайсан та тӗм пекехчӗ» тени те ӗненмелле илтӗнет.

Иртнӗ вӑрҫӑ йывӑрлӑхӗ тыла юлнӑ хӗрарӑмсен ӗнси ҫине те нихҫан пулманла тиеннӗ. «Ҫӑлтӑр» колхоз председательне лартнӑ Нина Орлован колхоз пурлӑхне хапсӑнакан ханттарсемпе кӗрешнипе пӗрлех Хӗрлӗ Ҫар хӑватне ӳстерессишӗн, ӑна май пур таран пулӑшассишӗн те нумай вӑй хума тивет.

«Юншӑн — юн» пьесӑрн харсӑр Анук сӑнарӗ те куҫ умӗнчех. Вӑрманта тӑшман аэродромӗ вырнаҫнине вӑл хамӑрӑннисене вӑхӑтра систермен пулсан, совет партизанӗсем пысӑк инкеке кӗрсе ӳкетчӗҫ. Ҫавӑн пекех Ҫтаппана тӑшман мӑшкӑлӗнчен ҫӑлса хӑварнӑшӑн та пысӑк чыса тивӗҫ Анук ентешӗмӗр. «Амӑшӗн сӑмахӗ» калаври ват хӗрарӑм сӑнарӗнче совет патриочӗсен шухӑш-ӗмӗтне, вӗсем фашист ҫынҫиенӗсене тӗпрен аркатса тӑкмасӑр та ҫапӑҫу хирӗнчен тухмасса куратпӑр, ӗненетпӗр те. Амӑшӗ иртнӗ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи совет хӗрарӑмӗсен чи лайӑх енӗсене пӗтӗҫтерекен пархатарлӑ сӑнарсенчен пӗри тесен те йӑнӑш мар.

Совет халӑхӗ пӗтӗм тӗнче умӗнче хӑйӗн иксӗлми хӑватне кӑтартрӗ, ылханлӑ вӑрҫа аслӑ Ҫӗнтерӳпе вӗҫлерӗ. Тарпа та юнпа исленнӗ шинельне хывсан та, вӑл канӑҫлӑх шырамарӗ, юхӑннӑ ялхуҫалӑхне юсаса малалла аталантарас, ҫӗнӗ пилӗк-ҫуллӑхра палӑртнисене пурнӑҫлас ӗҫе пикенчӗ. «Урӑхла калама пултарайман эпӗ» калаври ҫӗнтерӳҫӗ-салтак та колхоз тӗрекӗшӗн ҫӗнӗ вӑй-халпа кӗрешме тытӑнать, япӑх ӗҫлекенсене (ҫав шутрах хӑй арӑмне те) тивӗҫлипе питлесе, хастар чӗреллисене хавхалантармалли майсем тупать.

Хӑйӗн произведенийӗсенче писатель ҫӗршывӑмӑр чапӗпе тӗрекӗшӗн ӗҫпе те кӗрешӳпе мала тухнӑ коммунистсемпе комсомолецсен асра юлакан йышлӑ сӑнарӗсене ҫырса кӑтартрӗ. Ку тӗлӗшпе уйрӑмах Морева («Элнет»), Ваҫлипе Илюша («Итлӗр!»), Гришӑпа Санюка («Аван пурӑнатпӑр»), Гришӑпа Йӑкӑната («Салют»), Нина Орлована («Тӑван ҫӗршыв чӗнет»), Анюкпа Митюка («Юратакан чӗресем») ырӑпа асӑнмалла. Витӗмлӗ те ӗненмелле пулса тухнӑ чӑн-чӑн совет патриочӗсем вӗсем.

Хӑй вӑхӑтӗнче ытларах калавсемпе пьесасем ҫырнӑ пулин те, паянхи вулаканшӑн Н. Мранька халӑх хушшине анлӑ сарӑлнӑ «Ӗмӗр сакки сарлака» романӗпе палӑрса юлчӗ. Чӑваш кӗнеке издательствинче асӑннӑ романӑн пилӗк кӗнеки (пӗрремӗшӗ — 1959, 1965, иккӗмӗшӗ — 1960, 1967, виҫҫӗмӗшӗ — 1961, 1970, тӑваттӑмӗшӗ — 1971, пиллӗкмӗшӗ — 1980 ҫулсенче) пичетленсе тухрӗ. Писатель архивӗнче улттӑмӗш кӗнекен ҫырса пӗтермен сыпӑкӗсем 140 страницӑна яхӑн упранаҫҫӗ.

«Ӗмӗр сакки сарлака» роман автор пултарулӑхӗшӗн кӑна мар, пӗтӗм чӑваш литературишӗн пысӑк ҫитӗнӳ. Ку вӑл — хамӑр тӑрӑхри политикӑлла событисене иртнӗ ӗмӗрӗн сакӑрвуннӑмӗш ҫулӗсенчен пуҫласа Октябрьти социализмлӑ Аслӑ революци тапхӑрне ҫити анлӑн сӑнласа паракан пысӑк калӑплӑ произведени. Унта эпир патша саманинчи ӗҫхресченӗн тертлӗ те асаплӑ пурнӑҫне, ял куштанӗсемпе ҫӗрме пуянсем чухӑнсене вӑрӑ-хурахла пусмӑрланине, ҫав мӑшкӑлпа йывӑрлӑха тӳҫеймесӗр халӑх ҫилли тулса тӑвӑлнине, ҫапла чӑвашсем те революци ҫуле ҫине анлан тухнрине куратпар. Пусмарҫӑсем хӑярланса та сӗмсӗрленсе пынӑ май ӗҫхресченӗсен нациллӗ ӑнланулӑхӗ те ӳсет, вӗсем хӑйсен терчӗ-асапӗшӗн кам айӑплине ӑнкарма тытӑнаҫҫӗ, революционерсем ертсе пынипе тӗрӗслӗхшӗн кӗрешӗве тухма хатӗрленеҫҫӗ.

Атӑл тӑрӑхӗнчи Энӗшкасси ялӗнче ҫӗр ҫемьерен пӗри кӑна шурӑ пӳртре пурӑнать, ыттисем ӗмӗр тӑршшӗпех хура хӑрӑмлӑ чалӑш пӳртсенче пӑнчӑхаҫҫӗ. Хӑйӗн ирӗкӗнчен иртекен ҫуккипе иртӗхсе кайнӑ ҫӗрме пуян Михха пӗррехинче ҫимӗкрен хурланса таврӑнакан ял ҫыннисене юланутпа таптатма хӑтланать. Анчах ял хисепӗнче тӑракан чухӑн Ҫтаппан халӑха хур тума памасть — чарусӑр куштана учӗ-мӗнӗпех чышса йӑвантарать. Ҫакӑнтан тапранса каять те вӗсен хушшинче ҫураҫайми хирӗҫӳ-тытӑҫу. Ҫулне пӳлме хӑйнӑ ҫынна асаплантарса кӗлмӗҫе кӑларас шутпа Михха Ҫтаппана тӗрлӗ майпа тавӑрма тытӑнать: икӗ хутчен лашине вӑрлаттарать, ӗнипе пӑрӑвне вӗлерттерет, килне-ҫуртне салатать, икӗ ят ҫӗрне туртса илет.

Улӑп пек вӑйлӑ та ача евӗр таса чунлӑ Ҫтаппан ним тӑвайман енне хуҫа кил-ҫуртне кайса тустарать. Анчах мӗнех тӑвай-тӑр чухӑн этем ҫӗрме пуяна? Саккунӗ те, сучӗ те йӑлтах мул ирӗкӗнче вӗт. Ку саманара тӗрӗслӗх ҫуккине майӗпен Ҫтаппан хӑй те тӗшмӗртекен пулать. Турӑран пил е каҫару ыйтмасӑр утӑм та тума шикленсе пурӑнаканскер, вӑл пуянсем чухӑнсен юнне ӗмсе шыҫӑннине тавҫӑрать.

Ашшӗн ӑнлануллӑ кӗрешӗвне малалла тӑсаканӗ—Микула, тӳрӗ кӑмӑллӑ та таса чун-чӗреллӗ ҫамрӑк, малтанлӑха тус-юлташӗсенчен нимпех те уйрӑлса тӑманскер. Сулӑсем юхтарнӑ ҫӗрте чылай хушӑ ӗҫленӗ май Микула самана тытӑмӗн тӗрлӗ енӗсене, пур ҫӗрте те тӗрӗсмарлӑх хуҫаланнине асӑрхать. «Пӗрисем тӳсмелле мар йывӑр ӗҫпе суха хӑми пек авӑннӑ, теприсем ырлӑхпа савӑнса каҫӑрӑлнӑ. Пурнӑҫра мӗншӗн ҫавнашкал-ши?» — шухӑшлать вӑл, ҫак инкек мӗнрен килнине тата ӑна епле пӗтермеллине тавҫӑрма тӑрӑшса. Вырӑс революционерӗпе, Кузнецов рабочипе, паллашни ӑна канӑҫ памӑн шухӑшсен тупсӑмне тупма пулӑшать. «Ерӗхнӗ лаша пек тӗрлеттерсе кайнипе тӑшмана нумаях тавӑраймӑн, — вӗрентсе калать ӑна Хусан большевикӗ, ӗҫхалӑхӗн тӗп тӑшманӗ уйрӑм ҫынра мар, ултав-па пусмӑр тӗнчинче пулнине палӑртса. — Ӑна тивӗҫлипе тавӑрас тесен, тӑнӑҫ кӑмӑллӑ пулмалла, кашни ӗҫех шутласа тумалла. Эпир ҫак ӗҫсем сирӗн ялти Миххаран ҫеҫ мар, пиншер ытти Миххасемпе обществӑллӑ стройран, влаҫа ҫӗр улпучӗсемпе капиталистсем тытса тӑнинчен килнине аван пӗлетпӗр. Миххана тавӑрас тесен, ӗҫхалӑхӗ курайман обществӑлла строя ҫапса аркатмалла. Ҫавна хӑвӑртрах ҫывхартма миллионшар ӗҫҫыннисене кӗрешӗве хутшӑнтармалла».

Вырӑс революционерӗн ӑсархаттарӑйӗсене ӑша хывни тата пурнӑҫри тӗрӗсмарлӑхсемпе куҫкӗрет тӗл пулни Микулана кӗрешӳре пиҫӗхсе пыма пулӑшаҫҫӗ. Кирек мӗнле пулсан та, чи малтан, пусмӑр тӗнчине тӗп тума кирлине ӑнкарса, вӑл ирӗк шухӑш-кӑмӑллӑ паттӑрсене хӑй тавра пӗтӗҫтерет, вӗсене Раҫҫейри лару-тӑру, рабочи класӑн политикӑлла юхӑмӗ ҫинчен кала-кала кӑтартать. Ленин вӗрентӗвӗсемпе паллаштарать.

Михха ҫӑткӑнлӑхӗн вара виҫи те ҫук. «Ҫут тӗнчене сутӑн илме май пулсан, хӗвеле те хӑй ҫине ҫеҫ пӑхтарӗччӗ вӑл… Уйӑх ҫине хӑпарса, каҫ сулхӑнӗнчи тӳпере хӑй ҫеҫ ярӑнса ҫӳрӗччӗ. Тӗнчери мӗнпур ӳсентӑрантан, чӗрчунтан кӗвенте авса пасара кайса сутӗччӗ,— хуҫа ӗмӗтсӗрлӗхне палӑртса ҫырать писатель.— Тӗнчери пур ырлӑх-пурлӑхпа хӑй ҫеҫ усӑ курӗччӗ, ыттисене шӑл хушшине хумалӑх та ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗ памӗччӗ». Ял халӑхне пусмӑрта усранипе кӑна ҫырлахмасть-ха Михха,. Ӗнелпе Пиш ушкӑнне кӗрекен ялсене пӗр-пӗринпе хирӗҫтерсе ярса, вӗсен тавлашуллӑ утравне туртса илет. Таса мар ӗҫсенче хӑйне парӑннӑ вӑрӑ-хурахсен киревсӗрлӗхӗсемпе усӑ курать т. ыт. те.

Пурнӑҫри тӗрӗсмарлӑхсен тупсӑмне ыттисенчен ытларах чухлакан Микула, ҫак йывӑр вӑхӑтра халӑхсен интересӗсене хутӗлесе, Михха чеелӗхне тӑрӑ шыв ҫине кӑларать. Ҫавна пула иккӗшин хушшинчи хирӗҫ пӗр-пӗрне килӗштерме пултарайман икӗ вӑй хушшинчи кӗрешӗве куҫать. Пӗр енче — Миххапа ытти пуян-куштансем, тӳре-шара, халӑха выльӑх вырӑнне шутлакан исправниксем, саламатпа сехрене хӑпартакан уретниксем, турӑ ылханӗпе хӑратакан пуп таврашӗсем, ялти «ятлӑ» ҫынсем. Тепӗр енче — пусмӑрҫӑсене хирӗҫ ҫӗкленнӗ кӗрешӳре вӑй илсе пыракан ӗҫхресченӗсем: Ҫтаппан, Микулапа Анук, Ваҫлипе Кӗтерук, Прахӑрпа Натюш, Уҫкапа Марье, вырӑс тимӗрҫи Саначин, тутар ҫынини Ганият, мари хресченӗсем тата вӗсене вӗрентсе те ҫул кӑтартса пыракан Кузнецов профессионал-революционер.

Хуҫа мӑшкӑлне тӳссе йӑлӑхнӑ бурлаксем пӗррехинче нихӑше те ӗҫе тухмаҫҫӗ. Вӗсен кӑмӑлне кура хӑма ҫуракансем те ӗҫе пӑрахаҫҫӗ. Пӑлхав сарӑлнӑҫем сарӑлать. Ҫынна ним вырӑнне хуман Михха тинех хӑй вӗсен аллине ҫакланнине тавҫӑрать. Патша йӗркин сыхлавҫисем те хыпӑнса ӳкеҫҫӗ. Энӗшкассине утлӑ казаксем персе ҫитеҫҫӗ… Ҫак хӗрӳ ҫапӑҫура ирӗклехшӗн кӗрешекенсенчен чылайӑшӗ пуҫ хураҫҫӗ пулин те, хӗрсе ҫитнӗ халӑх пӑлхавне пусарма ҫӑмӑл мар-ха…

Кӗрешӳре пуҫ хунӑ паттӑрсем вуншарӑн, чылайӑшне Ҫӗпӗре ӑсатнӑ. Вулакансем юратса пӑрахнӑ Анукпа Кӗтерук та ҫук ӗнтӗ. Ҫтаппан арӑмӗ Татьяна пӳлӗхҫӗрен иртеймен, пурнӑҫри хӗрӳ ӗҫсене хутшӑнайман пулсан, Анукпа Кӗтерук иккӗшӗ те чӑн-чӑн кӗрешӳҫӗ-революционерсем, вилессе те этем тивӗҫне упраҫа, сӑхӑ тӑшманпа куҫа-куҫӑн кӗрешсе вилеҫҫӗ. Романти ытти пархатарлӑ сӑнарсем те хастар чун-чӗреллӗ, пысӑк ӗмӗт-тӗллевлӗ, вулакансен кӑмӑлӗпе килӗшӳллӗ. Тӗрӗслӗхшӗн кӗрешсе, вӗсем никам умӗнче те пуҫ пӗкмеҫҫӗ, ҫирӗп те хӑюллӑ, патвар.

Михха тарҫи Трифун та — революци хумӗпе хавхаланнӑ ҫын. Пӗрремӗш революци тапхӑрӗнче сехметсене ҫӗнтерессе вӑл та шаннӑччӗ-ӗмӗтленнӗччӗ. Микулапа тус-юлташӗсене пуҫтарса кайнӑ хыҫҫӑн Трифун тамӑкри пек ҫунса пурӑнать. Юрать, кӗтни-тӗмсӗлни харама каймасть. Патшана вырӑнтан сирпӗтнӗ текен хыпар кӗҫех ун хӑлхине те ҫитсе кӗрет. «Ку хыпар ун чӗрине ӑшӑ туйӑм кӗртрӗ. Сивӗнме хӑтланнӑ юнӗ тепӗр хут вӗриленчӗ», — тет писатель, хуҫан «чи шанчӑклӑ» тарҫин кӑмӑл-туйӑмне палӑртса. Малашне вӑл та хӑйне хӳтӗлесе сӑмах хушма пултарӗ ӗнтӗ, чӗмсӗре персе ҫӳремӗ. Пӗррехинче, пуп патӗнче стрепкере тӑракан Варварие хӳтӗлесе, вӑл Миххана ҫапла калать: «Ман арӑма тапӑнма ан хӑтланӑр! Тур сыхлатӑр, тем туса ҫылӑха кӗрӗп… Халь ӗлӗкхи мар, казак-стражниксене чӗнсе хӑратаймӑр…»

Ҫӗршывра революци хумӗ ҫӗнӗ вӑйпа хӑватлӑн ҫӗкленет. Малтанхинчен темиҫе хут пуйма ӗлкӗрнӗ Михха сехри хӑпнипе тарҫисене пӗчӗк ҫӑмӑллӑхсем парса улталасшӑн, вӗсемпе кӑмӑллӑрах пулма тӑрӑшать. Патшана сирпӗтнӗ хыҫҫӑн чухӑнсем вӑрҫӑ чарӑнасса, хӑйсене ҫӗр тивессе кӗтеҫҫӗ. Анчах кӗтнӗ йӑвара кайӑкӗ ҫук-мӗн — ӗҫҫыннисене мир те, ҫӗр те, ирӗклӗх те лекмест. Ҫавӑнпа кӑмӑлсӑрланнӑ халӑх ҫӗнӗрен пӑлханма тытӑнать. Кӗҫех вунӑ ҫул каярах пуҫиле янӑ «пӑлхавҫӑсем» те персе ҫитеҫҫӗ. Микулапа Натюш та таврӑннӑ-таврӑнман хӑйсен ӗҫне пуҫӑнаҫҫӗ.

Иртнӗ революци вӑхӑтӗнче вилнисемпе Ҫӗпӗр ссылкинчен таврӑнайманнисемсӗр пуҫне, роман вӗҫӗнче пуринпе те тенӗ пекех тӗл пулатпӑр. Чӑваш каччи-хӗрӗсем кӑмӑлӗпе ҫирӗп, чунӗпе тусӗмлӗ пулнине роман тӑршшӗпех асӑрхатпӑр. Ҫакнах эпир Кольӑпа Анахвис, Гришӑпа Ванюк ҫӑнарӗсенче те куратпӑр. Вӗсем, Микулапа Натюша шутламасан, юлашки кӗнекери тӗп геройсем. Ванюк—Микула ывӑлӗ, ашшӗ пекех хӑюллӑ та патвар, вӑйлӑ та илемлӗ, тӗрӗслӗхшӗн ҫунакан ӗҫчен каччӑ. Атӑл ҫинче ӗҫленӗ вӑхӑтра вырӑс хӗрӗпе Зинӑпа паллашать те ӑна ӗмӗрлӗхе юратса пӑрахать. Анчах хӗрӗн ашшӗ-амӑшӗ пуянлӑха хапсӑннипе телейлӗ мӑшӑрӑн вӑхӑтлӑха уйрӑлма тивет.

Пиллӗкмӗш кӗнеке Зина савнӑ упӑшкине Ванюка шырама тухса кайнипе вӗҫленет. Шел, роман та ҫакӑнпах пӗтет. Апла пулин те пирӗн вӗҫем пӗр-пӗринпе тӗл пуласса, хӗмленсе килекен социализмлӑ революци ӗҫне ытти ҫамрӑксемпе пӗрлех хастар хутшӑнасса шанас килет, шанатпӑр та. Ҫавӑн пекех пурнӑҫри киревсӗрлӗхсене ытлашшипех курма ӗлкӗрнӗ Клавье те (Лукарье хӗрӗ), мӑнастиртех ирӗк шухӑшлӑ манашкӑсемпе пӗр чӗлхе тупнӑскер, Михха йышши сӗлӗхсемпе вӗсен сыхлавҫисене хирӗҫ тарассӑн туйӑнать. Туйӑнать ҫеҫ мар, шӑпах ҫапла ҫырса кӑтартас ӗмӗтпе хавхаланса ӗҫлетчӗ писатель. Ҫавна эпир ҫырма тытӑннӑ улттӑмӗш кӗнеке сыпӑкӗсенчен те курма пултаратпӑр. Эппин, вулакансен кӑмӑлне тивӗҫтерсе, ҫырӑнаймасӑр юлнӑ кӗнекен хӑшпӗр сыпӑкӗсемпе кӗскен паллаштарам.

Марсельеза юрласа, Атӑлкасси вулӑсӗнчи Советсен пӗрремӗш сьезчӗ уҫӑлать. Президиумра вулӗҫтӑвком председателӗпе, Микулапа, юнашар Натюшпа Наум тата ытти делегатсем. Хӑйӗн кӗске сӑмахӗнче Микула пухӑннисене Раҫҫейри лару-тӑрупа паллаштарать, рабочисемпе чухӑн хресченсене пусмӑрта усракан мул хуҫисен влаҫӗ арканни ҫинчен, ҫӗршывра Совет правительстви туса хуни, халӑх комиссарӗсен председателӗ пулма Ленин юлташа суйласа лартни ҫинчен каласа парать, ҫӗнӗ правительство ӗҫҫыннисем валли кӑларнӑ малтанхи декретсемпе паллаштарать, ҫӗр кӗҫех сухаҫӑсен аллине куҫасса хыпарлать.

Делегатсем пӗрин хыҫҫӑн тепри тухса калаҫаҫҫӗ, кив пурнӑҫа хурласа, ҫӗнни ҫитнишӗн савӑннине палӑртаҫҫӗ. Михха патӗнче ӗҫлекен тыткӑнри салтаксем те хӑйсен тертлӗ пурнӑҫӗ ҫинчен кала-кала параҫҫӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн сьезда пухӑннисем, ҫӗнӗ власть панӑ ирӗклӗхпе усӑ курса, Миххапа ытти пуянсен ытлашши ҫурчӗ-йӗрӗпе пурлӑх-пуянлӑхне туртса илме йышӑнаҫҫӗ. Вӗсен ҫӗрӗпе те пуянлӑхӗпе мӗнле усӑ курмалли пирки ҫӗр комиссийӗ йӗркелеҫҫӗ. Платун Павӑлӗпе Сантӑр хуҫасем хирӗҫлеме хӑтланаҫҫӗ те, ыттисемпе пӗр чӗлхе тупаймасӑр, упӑшкине вӑрҫӑра ҫухатнӑ Наталипе ытти салтак арӑмӗсен кулли пулса тӑраҫҫӗ. Ӗлӗкхи саманара ҫӑвар уҫма именнӗ хӗрарӑмсем пуян-куштансене питлеме хӑюлӑх ҫитерни, вӗсен чеелӗхне тӑрӑ шыв ҫине кӑларни ҫӗнӗ самана тивлечӗпе вӗсем те этем шутне кӗме пуҫланине палӑртакан тӗслӗх мар-и вара! Улитинпа ытти ятлӑ ҫынсем пӑтратма тӑрӑшнине пӑхмасӑрах большевиксем сьездра хӑйсен шухӑшне ҫиеле кӑлараҫҫӗ.

Ҫичӗ уйӑх нушаланса пурӑннӑ хыҫҫӑн Клавье мӑнастиртен тарса тухать, Михха килне пырса амӑшӗ вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнине пӗлет. Кӗҫех вӑл «пурне те ӑнланакан ырӑ кӑмӑллӑ» Микула ссылкӑран сывах ҫаврӑнса килнине те пӗлет. Вара, амӑшӗн сӑмахне аса илсе (йывӑр килсен, унран пулӑшу ыйт), ун патне ҫул тытать. Чӑн ашшӗпе калаҫса ларнӑ ҫӗре тем самантра Михха пырса кӗрет. «Сан ирӗкре шутланнӑ мул чӑннипех хуҫин ирӗкне куҫать»,— сьезд йышӑнӑвне пӗлтерет ӑна вулӗҫтӑвком председателӗ. Кӑтӑрса кайнӑ Михха ним тӑвайман енне револьверне кӑларать те Микулана перет, анчах Клавье ӑна хӑй ӳчӗпе хӳтӗлеме ӗлкӗрет. Тухса тарнӑ чух ун хыҫҫӑн йӗрлеме тӑнӑ Кольӑна та амантать хуҫа.

Ак ӗнтӗ Кольӑпа Клавье пӗр палатӑра сывалса выртаҫҫӗ, хӑйсен тантӑшне Ванюка аса илеҫҫӗ. «Ҫапах та Клавье кама качча тухӗ-ши?» — теттӗм те, Н. Мранька шухӑшласа тӑмасӑрах хуравлатчӗ: «Кольӑна». Иккӗшин шӑпине ниепле те пӗр тӗвве ҫыхма пулассӑн туйӑнмастчӗ мана. Ак ӗнтӗ урлӑ та пирлӗ турткаласа, апла та капла вариантсем туса хӑтланнӑ алҫырӑвӗпе паллашатӑп та писатель кашни сӑнар пуласлӑхне чылай маларах курса тӑнинчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗнетӗп. Вӗсем пачах та урӑхла шухӑш-кӑмӑллӑ ҫынсем пек туйӑнатчӗҫ-ҫке. Ан тив, халлӗхе Клавье яла юлмасть-ха, Кольӑпа пӗрлешесси те паллах мар. Суранӗ тӳрленсенех вӑл Хусана тухса каять. Сестрасен курсӗнче вӗреннӗ хыҫҫӑн пӗр хушӑ госпитальте аманнисене сыватса пурӑннӑскере, ӑна медицина институтне кӗресси йывӑрах та пулассӑн туйӑнмасть. Ӗмӗчӗ-тӗллевӗ ҫаплаччӗ ҫак пирӗшти евӗр чипер те мӑнаҫлӑрах кӑмӑллӑ хӗрӗн.

Пуянсен пурлӑхне конфискациленӗ май Наума Платун Павӑлӗн арманӗнче ӗҫлеме хушаҫҫӗ. Йывӑр ҫулсенче пӗр-пӗрне пулӑшса пурӑннипех ҫырлахнӑ Наумпа Уляна (революци ӗҫӗшӗн пуҫ хунӑ Прахӑр арӑмӗ) ҫӗнӗ саманана пӗр-пӗрин шӑпине тӗвӗленипе кӗтсе илесшӗн. Анчах савнӑ ҫыннипе ыр курса пурӑнма ӗлкӗреймест Уляна — арман ҫаратма пынӑ Аманикри Урапа Ҫемукӗ ертсе пынӑ кулак хӳрешкисен аллинчен асап тӳссе вилет Наум.

Анахвис ялти чи хисеплӗ ҫын ӗнтӗ. Ял Совет секретарӗ вӑл, ҫав хушӑрах шкул ачисене вӗрентме те вӑхӑт тупать. Шкул валли Микула хӑйӗн ҫуртне панӑ имӗш.

Кӗҫех яла Ванюк арӑмӗ Зина килсе ҫитет. Савнӑ каччине туртса илнӗшӗн ӑшра кӑмӑлсӑр пулин те, Анахвис ӑна хӑйсем патне чӗнсе хӑналать, вӑхӑтлӑх пурӑнма кӗтес тупса парать. Тепӗр тесен, кӳлешме те кирлӗ мар: Анахвисӗн хӑйӗн шанчӑклӑ каччӑ пур, Гриша пулеметчик уншӑн вута та шыва кӗме хатӗр.

Ҫакӑ кӑна. Ҫапах та шел Н. Мранька геройӗсемпе сывпуллашма. Пилӗк кӗнекеллӗ романӑн кирек хӑш страницине уҫсан та, вӑл е ку сӑнара тӗл пулатӑн. Шутласа каятӑн вара вӗсен иртнӗ йывӑрлӑхӗ ҫинчен те, ҫитсе тӑнӑ ырлӑхӗ ҫинчен те.

Ҫапах та ялти класс кӗрешӗвӗ лӑпланман-ха.

Вӑхӑтсӑр вилӗм писателе хӑй ӗмӗтне туллин пурнӑҫлама памарӗ. Пӗтӗм ӗҫ-пуҫа, пӗтӗм лару-тӑрӑва ҫывӑхах илсе ҫитерчӗ пулин те, социализмлӑ революци тӑвӑлӗ кивӗ саманана тӗппипе аркатса тӑкнине, ӗҫҫыннисемшӗн чӑн-чӑн ирӗклӗ те телейлӗ пурнӑҫ туса панине кӑтартаймарӗ вӑл. Ҫапах пилӗк кӗнекеллӗ «Ӗмӗр сакки сарлака» роман чӑваш халӑхӗн революцичченхи йывӑр пурнӑҫӗпе кӗрешӗвне ӗненмелле сӑнласа паракан паллӑ произведенисенчен пӗри пулса юлчӗ.

«Ӗмӗр сакки сарлака» роман вулакансене те, историксемпе литература тишкерӳҫисене те нумай калаҫтарчӗ. Хӑшпӗрисем ӑна чӑваш халӑхӗн революцичченхи пурнӑҫӗн тӗкӗрӗ теме те пӑхнӑччӗ, теприсем вара чӑнлӑха пӑссах чӑваш историне пуянлатма тӑрӑшнӑшӑн питленӗччӗ. Ҫав хушӑрах вӗсем те, кусем те писатель чӑвашсен иртнӗ пурнӑҫӗпе вӗсен йӑли-йӗркине тӗлӗнмелле лайӑх пӗлнине, чиркӳпе тӗн пусмӑрӗ, кулаксемпе ял куштанӗсем ӗҫ хресченӗн ҫичӗ хут тирне сӳнине пысӑк ӑсталӑхпа ҫырса кӑтартма пултарнине палӑртнӑччӗ. Романист сюжета ӑста калӑплама, кӑткӑс та хумхантаракан лару-тӑрӑва ҫутатма, вулакан чунне хускатакан тӗлпулусемпе хутшӑнусем тата асра юлакан сӑнарсем тума пӗлнине те манса хӑварманччӗ.

Кӑтартнӑ ҫитменлӗхсене тӳреммӗнех шута илесшӗн марччӗ пулин те, вӗсене асрах тытатчӗ писатель, кӑмӑлӗ ҫырлахнӑ таран юсаса йӗркелеме тӑрӑшатчӗ. Алҫырӑвӗсене издательствӑна пырса париччен те, редакциленӗ хыҫҫӑн та тимлӗн пӑхса тухатчӗ. Ҫӗрне-кунне уямасӑр ҫыру сӗтелӗ хушшинчеччӗ вӑл. Юнашарах ҫыххи-ҫыххипе вулакансен ҫырӑвӗсем выртатчӗҫ.

Н. Мранька ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ тӗле Чӑваш кӗнеке издательстви пилӗк кӗнекеллӗ «Ӗмӗр сакки сарлака» романа виҫӗ тома пӗрлештерсе кӑларма йышӑнчӗ. I-мӗш томра пӗрремӗшпе иккӗмӗш кӗнекесем пулмалла, II-мӗш томра — виҫҫӗмӗш кӗнеке тата тӑваттӑмӗш кӗнекен пӗрремӗш пайӗ, III-мӗш томра—тӑваттӑмӗш кӗнекен иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш пайӗсем тата пиллӗкмӗш кӗнеке. Тен, ҫырса пӗтереймен улттӑмӗш кӗнеке сыпӑкӗсене те кунтах вырнаҫтарма тивӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней