Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чунӗпе лӑпланса, Пантелей Прокофьевич малалла утрӗ, каҫ пулнӑ тӗле Татарски хуторӗ патне ҫитрӗ.Успокоившись, Пантелей Прокофьевич продолжал путь и к вечеру подошел к Татарскому.
XXII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӗрарӑм чунӗпе сисрӗ вӑл унӑн кӑмӑлне, чӗри ун патне темле туртӑнакан та, ҫакна вӑхӑт ҫитмесӗр, асӑрханусӑр палӑртсан, Григорий ӑна курайми пуласса, иккӗшӗн хушшинчи юрату ҫине тӗксӗм мӗлке ӳкме пултарасса тавҫӑрса ӑнланчӗ.
XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кунпа пӗрлех вӑл Наталья тӑван амӑшӗн черчен те пӑлханчӑк чунӗпе ачисемшӗн ытлашши хыпӑнса ӳкнинчен те иккӗленсе те пулин тӗлӗнетчӗ.
XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Пӗтӗмпех ашшӗ, чунӗпе ҫеҫ ӑна хывман, ҫемҫерех… — халсӑррӑн кулса илчӗ Наталья, пуҫне каҫӑртнӑ тата утияла урисем ҫинелле туртса витнӗ май.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Дуняшка Мишка Кошевоя — хӑй пӗтӗм хӗр чунӗпе парӑнса юратакан пӗртен-пӗр савнине — хӑҫан та пулин качча тухас шанчӑксӑр хӑварнӑшӑн ашшӗ-амӑшне ҫилленчӗ; Наталья Григорий каллех Аксиньйӑпа сыпӑҫса кайнӑшӑн шӑппӑн, пӗтӗм чӗререн, яланхилле вӑрттӑн кулянчӗ.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унӑн лутака пӳллӗ тапчам кӗлеткинче, уҫӑ кӑмӑллӑ сӑн-питӗнче, вӑл хӗҫе майсӑртарах ҫакса ҫӳренинче, чин енчен хӑйӗнчен кӗҫӗннисемпе тараватлӑн калаҫнинче темле йӑвашлӑх, чунӗпе хӑй йӑлтах штатски ҫын пулни сисӗнсе тӑрать.
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Темиҫе ҫул хушшинче Корней хӑй те хулана темӗнле чунӗпе хӑнӑхма, ун васкаварлӑ пурнӑҫне вӗренсе ҫитме пултарайман.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Анчах шел, Константин хӑйӗншӗн ҫеҫ тӑрӑшакан ҫын тесе шутланисӗр пуҫне, ҫавна чунӗпе туйса тӑнисӗр пуҫне, Ксенин ҫакна ҫирӗплетсе пама нимӗн те ҫук.
17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Дон хӗрринче ҫӑвӑнса илнӗ хыҫҫӑн Иван Алексеевич чунӗпе кӑштах ҫирӗпленчӗ.Иван Алексеевич, после того как обмылся в Дону, потвердел духом.
LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Штокман тараватсӑррӑн кулса Мишка патне пычӗ, темле йывӑр инкеке чунӗпе сиссе аппаланнӑ пек, ӑна хыттӑн ыталаса илчӗ, чӗтрекен сивӗ тутипе вӑйпах чуптурӗ.
XLVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пӗр-икӗ эрне стройра, ҫапӑҫусемпе тытӑҫусенче пулса курӗ, чунӗпе хытӗ те, унтан, кур ав, тыткӑна илнӗ хӗрлӗармеец патне пырса тӑрӗ, урисене чармакласа, аяккалла чӑртлаттарса сурса, пӗр-пӗр кӑйӑк чӗреллӗ вахмистр пек, сӑмахӗсене шӑл витӗр сӑрхӑнтарма, улшӑнчӑклӑ хулӑн сасӑпа ыйтма пуҫлӗ:
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Григорий каллех Вешенскинчи канашлупа Хопертан пынӑ хыпарҫӑ сӑмахӗсем пирки шухӑшлама пуҫларӗ, каллех полковника, вӑл хӑйне пачах урӑхла, интеллигентла тыткаласа калаҫнине аса илчӗ те чунӗпе йывӑррӑн тӑвӑнса пӑлханма тытӑнчӗ.
XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унтан каллех вара малтан курнӑ майлӑ, Вешенскине кӗтмен ҫӗртен килсе тухнӑ ҫак офицерпа пӗрремӗш хут тӗл пулнӑ чухнехи пек, Григорий чунӗпе темле пӑлханса ӳкрӗ, сӑлтав ҫук ҫӗртенех тарӑхса кайрӗ.
XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫакна вӑл тӑшман вӑйлине курсан е чунӗпе сиссен е тата мӗнле пулсан та ӑна тӳрех, пӗрре кассах вӗлерсе пӑрахас тенӗ чух ӗҫе ярать.
XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Чӗлпӗре пушатса утне сикӗпе янӑ самантран пуҫласа тӑшман патне ҫитсе тухнӑ хушӑра чунӗпе вӑл сиссе юлмалла мар хӑвӑрт улшӑнать.
XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Григорий вара чунӗпе лӑпланса пычӗ, хӑйне ҫирӗпрех, шанчӑклӑрах туйма тытӑнчӗ.
XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Генералсем нушапа алӑ панӑ, кусем — чунӗпе.
XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Капан айӗнчен тимӗр ҫекӗл туртса кӑларчӗ, кунтан пурпӗр кайма тивнине чунӗпе туймасӑр, начартарах, хытхураллӑ утта (лайӑхраххине вӑл яланах ҫурхи ака-суха ӗҫӗсем валли упраса хӑваратчӗ) туртма пуҫларӗ, анчах шухӑшласа пӑхрӗ те, хӑйне хӑй тарӑхса, тепӗр капан патне пычӗ.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вара кашниех, пуҫтарса кӗртмен тулӑ паккусӗсем, ут чӗрнисемпе таптанса пӗтнӗ ҫулман тырӑ пуссисем, пушӑ ларакан анкартисем ҫине пӑхса, хӗрарӑмсем йывӑр ӗҫре хӑшкӑлтатса тертленекен хӑйӗн теҫеттинӗсене аса илчӗ, чунӗпе хытрӗ, тискерленсе талӑрчӗ.
IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл пӗтӗм чунӗпе пӑлханса, сӑнран ӳкрӗ, шӑллӗнчен уйрӑлчӗ.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.