Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чунӗпе (тĕпĕ: чун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чунӗпе ял пурнӑҫне парӑннӑ Арапуҫӗнчи Петровсен ҫемйи ӗҫченлӗхӗпе уйрӑмах палӑрса тӑрать.

Помоги переводом

Ҫемьепе – пӗр тӗллевпе // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9777-cemepe- ... r-t-llevpe

Чунӗпе, чӗрипе лайӑх туяҫҫӗ Тукайпа Сарри: Булат Ширин вӗсене Пӑлапа Карлӑ таврашне ахаль хӑваласа ямарӗ.

Помоги переводом

5. Ҫеҫен хир // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Темиҫе эрне хушши ҫеҫ курман ҫак йӗкӗтсем Атӑла, чунӗпе унталлах туртӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Васкаман ҫын вара вӑрман ҫулӗпе киленсе ҫеҫ пырать, вӑл ҫак вӑхӑтра пӗтӗм чунӗпе канать.

Помоги переводом

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем тӑван ҫӗр-шывне пӑрахса килнӗ вырӑс ҫынни чунӗпе мӗнле асапланнине лайӑх курчӗҫ.

Помоги переводом

2. Тунсӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пулнӑ-мӗн ҫак мӑрсан пӗр тӑшман Ҫамрӑк каччӑ, элккен утаман, — Улпут мар вӑл, мулран пуян мар, Чунӗпе ҫеҫ маттур, пит хастар.

Помоги переводом

19. Чалӑм ҫинчен хунӑ легенда // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Танук-нойона та кайма вӑхӑт, анчах та чунӗпе сисрӗ пӑлхар ҫӗрӗнчен пӑрахса кайсан ун ҫинчен шурӑ шуйттанран хӑраса тарчӗ тесе калӗҫ.

Помоги переводом

Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вӑл чунӗпе инҫетре.

Помоги переводом

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Анчах та ҫыннӑн чунӗпе ӳчӗ ҫирӗп ҫыхӑнсан, вӑл тимӗртен ҫирӗпрех пулать.

Помоги переводом

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Чунӗпе хӑйне кайӑк пек вӗҫсе ҫӳренӗн туйӑнчӗ.

Помоги переводом

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пӗтӗм чунӗпе музыка тӗнчине парӑннӑскер, вӑл пӳлӗме хӑнасем кӗрсе тӑнине те сисмерӗ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ӑна-кӑна чухлакан ҫын чунӗпе сисмесӗр тӑма пултараймарӗ: Чураппана килте питӗрӗнсе ларма самаях кичем, тунсӑхланипе вӑл вӑхӑтне ниҫта хураймасть, ҫавӑнпа алманчӑпа ӑҫти ҫук ҫинчен кун каҫиччен калаҫса ларма хатӗр.

Помоги переводом

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чунӗпе вӑл сисрӗ: ку чӑн-чӑн вӑрҫӑ мар-ха, анчах вӗсен йӗрӗпе ӗнтӗ вӑрман сӗмӗпе вӑрҫӑ мӗлки сӗтӗрӗнсе пырать.

Помоги переводом

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Куҫӗпе курмасан та, ҫак вӑхӑтра урамра мӗн пулса иртнине чунӗпе лайӑх туять ҫамрӑк хан: Казанкӑпа Булак еннелле ӗнтӗ халь пур ҫӗртен те шыв юххисем кӗрлесе анаҫҫӗ, хуралтӑсемпе йывӑҫсем хушшинче унта та кунта шӑнкӑрчсем пӑр та пӑр-р! вӗҫсе иртеҫҫӗ, посадра кашни кил умӗнче ҫынсем шыв валли ҫул уҫса канав чаваҫҫӗ, пӑр катаҫҫӗ.

Помоги переводом

11. Кӑнтӑр енчи хапха // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Алӑра Ахтупай ҫӑп-ҫӑмӑл сӗрме купӑс тытса пычӗ, анчах чунӗпе сисрӗ: ун аллинче халь кӗвӗ калама юрӑхлӑ хатӗр ҫеҫ мар, унтан темиҫе хут кирлӗрех, Иливан вилнӗ хыҫҫӑн хӑй нумайранпа шыранӑ хаклӑран та хаклӑ япала.

Помоги переводом

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эрнепи чунӗпе лӑпланнӑ ӗнтӗ, вӑл хӑйӗн хуйхи-суйхине маннӑ пек пулнӑ.

Помоги переводом

17. Эрнепи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах чунӗпе сисрӗ: Чураппа ун ывӑлӗ пирки те хӑйне евӗр шутлать.

Помоги переводом

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Турхан ҫакна историк виҫипе хаклать, художник чунӗпе туйса тӑрать.

Помоги переводом

Иртнӗ кун ҫути // Аристарх Дмитриев. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 5–8 с.

Эрех шӑрши кӳ-ӳ кӗни йӗклентерет, кунтан та ытларах чунӗпе йӑлтах сивӗннӗ вӑл тахҫан ҫывӑх ҫынах пулнӑ, ачисен тӑван ашшӗ шутланакан арҫынран.

Помоги переводом

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Сирӗн лавккӑрпа хирӗҫле ҫуртпа тата мӗскӗн Тергенс чунӗпе тупа тӑватӑп, — мана сирӗн вӑрттӑн, сарлака сӑн-сӑпатӑр килӗшет.

Клянусь этим зданием, что напротив вашей лавки, и душой бедняги Тергенса, — мне нравится ваше таинственное, широкое лицо.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней