Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑрарӑм (тĕпĕ: хӑра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ хам, тӳррипе каласан, старик Яков вилсе каясран хӑрарӑм, мӗншӗн тесен, ун пек пулсассӑн, эпир хамӑр мӗн тӑвассине пӗлмерӗм.

Я же, по правде сказать, испугался, как бы старик Яков не умер, потому что я не знал, что же мы тогда будем делать.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Килтен пӑрахса кайма хатӗрленнине чухласа илсе, сыхласа тӑрасран хӑрарӑм.

Боюсь — догадаешься и стеречь будешь.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Эпӗ ун ҫине урӑх пӑхма хӑрарӑм, куҫӑм алӑк тӑрринчи сӑн ӳкерчӗк ҫине куҫрӗ.

Я побоялся ещё раз взглянуть на него, и глаза сами собой скользнули на портрет над входной дверью.

Тӗнче хӗрри шырама тухса кайни // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 119–126 с.

Сӑвви тарса пытанасран хӑрарӑм

Побоялся, что стихотворение убежит и спрячется…

Партизан йысна // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 57–62 с.

Хӑрарӑм.

— Риск.

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӑрарӑм.

Сробел.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Эп, ав, Иван Алексеевича Усть-Хоперта тыткӑна илсен, питӗ хыпаланнӑччӗ, эсӗ те унта та, казаксем вӗлерсе пӑрахӗҫ тесе хӑрарӑм

— А я, когда Ивана Алексеевича в Усть-Хопре в плен забрали, спешил, боялся, что и ты там, боялся, что убьют тебя казаки…

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пӗлчӗ те атте вилни ҫинчен, эпӗ ӗнтӗ ҫурӑлсах тухать пуль чӗри тенӗччӗ, ҫав тери хӑрарӑм, вӑл, ав, куҫҫуль те кӑлармарӗ.

Услыхала она про отца, я думала, что сердце у нее зайдется, испужалась страшно, а она и слезинки не выронила.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӑрарӑм ҫав! — терӗ лешӗ.

— Ага!.. — промычал тот.

Курман-илтмен кайӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–28 с.

Тен, кӗт-кӗт хӑрарӑм пуль те, хытах мар!

Может, так трошки-трошки страшно, а то ничуть!

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Эсӗ вӑрҫасран хӑрарӑм

— Боялся, что ты ругаться будешь…

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӑрарӑм тӗрӗссине пӗлме…

— Боялась правду узнать…

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пӳртнех кӗрсе пӑхма хӑрарӑм

В хату-то я побоялась идти…

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Эпӗ тин ҫеҫ кӗтӗм те сире кансӗрлесрен хӑрарӑм, — терӗ Коробин васкавлӑн.

— Я только что вошел и боялся вас потревожить, — поспешно сказал Коробин.

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эпӗ килесшӗн марччӗ, кайран, тӗрӗссипе каласан, хӑрарӑм.

Я не хотел идтить, а потом, признаться, спужался.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эпӗ лӑпкӑ ҫӗре пытанатӑп, терӗн эсӗ, хӑвӑрт юхан шывран хӑрарӑм, терӗн, эпӗ ҫапӑҫӑва кӗресшӗн мар, обозра ларатӑп иккен?

Вот ты говоришь, что я прячусь в затишек, что я испугался быстрины, что я не рвусь в бой, а отсиживаюсь в обозе?

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӑрарӑм эпӗ, Гриша…

— Я робела, Гриша…

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ҫав тери хӑрарӑм вара!

Спужалась до смерти!

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Питӗ тӗлӗнтӗм, питӗ хӑрарӑм эпӗ ҫапла каланине илтсен», терӗ Катерина, тутӑр кӑларса, ҫав тутӑрпа хӑйӗн алли ҫинче ҫывӑракан ачин питне шӑлса.

Мне чудно, мне страшно было, когда я слушала эти рассказы, — говорила Катерина, вынимая платок и вытирая им лицо спавшего на руках дитяти.

II // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Ҫапла, тӳррипех калатӑп, кунӗпех ҫывӑрни ҫинчен пӗлсен, эпӗ ҫав тери хӑрарӑм.

— Да, сознаюсь, я очень испугался, когда понял, что проспал весь день.

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней