Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӑрӑссем, хӑмасем, чулсем ҫӳлелле вӑркӑнчӗҫ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Эпӗ вӗсене иртнӗ ҫулсенче пысӑк йывӑҫсенчен мӗнле майпа хӑмасем тунине кӑтартса патӑм Халӗ ӗнтӗ тӑваттӑн пӗрле хӑмасем хатӗрлеме тытӑнтӑмӑр.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Хӑмасем манӑн сахал юлчӗҫ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Малтан икӗ юпине ҫирӗплетрӗм, унтан тата темиҫе юпа лартрӑм, ҫӳле малтанхи пекех хӑмасем хутӑм.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫӳхе хӑмасем ҫапса тунӑ сцена ҫинче икӗ партӑна вӗҫе-вӗҫӗн лартнӑ.На сцене, сбитой из шалевок, стояли две сдвинутые ученические парты.
9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӳме патӗнче тӑракансем хӑмасем чӗтресе кайнине илтнӗ, — тахӑшӗн курӑнман шӑлӗсем хӑмасене ҫилленсе ҫыртнӑ пек пулнӑ.Стоявшие у забора слышали, как дрогнули доски, — точно чьи-то невидимые зубы злобно кусали их.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Унта-кунта пӑрахкаланӑ авӑнчӑк хӑмасем тӑрӑх, чул тиенӗ тачкӑсем ҫинелле пӗшкӗнсе, ерипен, умлӑн-хыҫлӑн ҫынсем мекӗрленсе утаҫҫӗ, вӗсене хирӗҫ ыттисем, пӗр минутлӑх канӑва икӗ минута тӑсас тесе, ерипен, пушӑ тачкисене тӗксе пыраҫҫӗ…
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Ку кимме юман хӑмасем тиенӗ паруслӑ баркӑсем, пальмӑпа, сандалпа тата хулӑн кипарис кӗрешӗсемпе тултарнӑ тӗрӗк фелюгисем кӗпӗрленсе тӑнӑ ҫӗрте, пӗр баркӑран кӑкарса хунӑ пулнӑ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Пӳлӗмре шӑпӑр, хӑмасем, икӗ кирпӗч, пичке тӗпӗ тата икӗ пуленкке пирки каласан, Захар хуҫалӑхӗнче вӗсем питӗ кирлӗ, мӗншӗнне — каламасть; малалла, тусанпа эрешменсем ӑна чӑрмантармаҫҫӗ; пӗр сӑмахпа каласан, Захар хӗрарӑмсем патне кухньӑна сӑмсине чикмест, апла пулсан, хӑйне чӑрмантаракансене те кӑмӑлламасть вӑл.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ҫут тӗнчере пӗр-пӗччен пекех ӗнтӗ; вӑл, чӗрне вӗҫҫӗн пусса, нянинчен тарать, кам ӑҫта ҫывӑрнине пурне те пӑхса тухать; чарӑнса тӑрса, кам вӑраннине, ҫӗре сурнине е ыйхӑ тӗлӗшпе мӑкӑртатнине тинкерсе пӑхать; унтан, сывлама хӑраса, галерея ҫине хӑпарса каять, чӗриклетсе тӑракан хӑмасем тӑрӑх чупса ҫаврӑнать, кӑвакарчӑн йӑвине улӑхса анать, сад пахчине кӗрет, нӑрӑ сӗрленине итлет, таҫта ҫитиех вӗҫсе кайнине сӑнать, курӑк ӑшӗнче темӗн чӑрклатнине итлет, ҫак шӑплӑха сирекенсене шыраса тупать; шӑрчӑк тытать, унӑн ҫуначӗсене татса пӑрахать те малалла мӗн пулнине пӑхать, е ӑна улӑм пӗрчипе витӗрех тирсе, вӑл ҫак ытлашши япалапа мӗнле вӗҫсе кайнине сӑнать; эрешмен шӑна тытса ун юнне ӗмнине киленсе кайсах, сывлӑш ҫавӑрмасӑр пӑхса тӑрать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах ку хыр хӑмасем, ҫавӑнпа вӗсен шӑрши те йӳҫех мар — скипидар шӑрши пек пулнӑ.Но так как это была сосна, то запах казался не кислым, а, наоборот, сухим, ароматным, скипидарным.
XXII. Ҫывӑхри армансем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пӑрахутран анмалли хӑмасем тӑрӑх матрос пӗр бензинлӑ пичке кустарса анчӗ, эпӗ ӑна капитана чӗнсе килме сӗнтӗм те, тепӗр минут иртсен палуба ҫине, кӑвак спецовка тӑхӑннӑ пӗр чипер сӑн-питлӗ ҫирӗм пилӗк ҫулхи каччӑ, ҫупа вараланнӑ аллисене ҫӗтӗк-ҫурӑкпа шӑлкаласа, тухса тӑчӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Выртрӑм та, куҫӑма хупсанах пӗтӗмпе ҫӗнӗрен хускалчӗ: йывӑр тӑмлӑ наҫилкке йӑтнӑ хӗрсем, хӑмасем тӑрӑх васкамасӑр пыракан тачкӑсем, чӳрече кантӑкӗсем ҫине ӳксе ҫиҫекен хӗвел те, — пурте арпашӑнчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Таҫтан хулӑм хӑмасем йӑтса килчӗҫ, пирӗн вагон ҫумне тайлӑкӑн тӗкӗнтерчӗҫ, вара вӗсем тӑрӑх асӑрханса пусакан лашасене кӑларма пикенчӗҫ.
19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫурӑлса хӑйпӑннӑ хӑмасем витӗр матери лӑстӑкӗсем курӑнса тӑраҫҫӗ.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл кун эпир хамӑр кил хушшинче, противовоздушнӑй оборона штабӗ хушнӑ тӑрӑх, хӑмасем ҫине шурӑ извеҫпе «бомбоубежище», «хӑйӑр», «шыв», «хӳтлӗх алӑкӗ» текен стрелкӑсем лартса тухрӑмӑр.
9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ку вӑл Мускавра метро тума пуҫланӑ ҫулхине пулса иртнӗ, лайӑх пӗлсе тӑнӑ вырӑнсенчех урам урлӑ хӳмесем пӳле-пӳле хунӑччӗ, ҫав хӳмесен хӗррипе ура айӗнче авӑнса тӑракан хӑмасем тӑрӑх утмалла пулчӗ пирӗн, унтан вара каялла ҫаврӑнмалла пулчӗ, мӗншӗн тесен хӳме шӑпах пӗр-пӗр шӑтӑк тӗлне ҫитсен хупӑнать, пӗтет, унччен пӗр кун малтан ҫеҫ ҫав шӑтӑк ҫукчӗ-ха, халӗ унта ҫын сасси те, ҫӗр айӗнче ӗҫлени те кӗрлесе кӑна тӑрать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Акӑ люстрӑсем майӗпен сӳнчӗҫ, алӑксене кӑтартакан хӑмасем йӑваш хӗрлӗ ҫутӑпа ҫутӑлчӗҫ, сӗт тӗслӗ ҫутӑ пайӑрка будкӑран тапса тухрӗ.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Грузчиксем «Эй, пӑрӑнӑр» тесе ҫав хӑмасем тӑрӑх тачкӑсемпе тавар турттаратчӗҫ.и грузчики с криком: «Эй, поберегись!» – катили по нам заваленные товарами тачки.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах та эпӗ хамӑн атте патне пӗчӗк чӳлмекпе купӑста шӳрпи, ҫӗрулми илсе кайнӑ чухне ҫав бульвар тӗлӗнче рабочисене валли тунӑ хӳшӗсем ларатчӗҫ, крепость стени ҫумӗнче тырӑ тултарнӑ михӗсем купаланса тӑратчӗҫ, баржа ҫинчен ҫыран хӗррине сарлака хӑмасем хунӑччӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951