Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

уҫӑмсӑр (тĕпĕ: уҫӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрсе кайнӑ асфальт, бензин, ҫывӑхри тинӗсӗн тӑварлӑ шӑрши сарӑлнӑ; хӗрарӑмсем сапӑнакан духисен черченкӗ те уҫӑмсӑр шӑршипе пӗрле халӑх йышлӑ пурӑнакан кашни хулари евӗрлех уйӑрса илмелле мар тем тӗрлӗ шӑршӑсен хутӑшӗ сӑмсана кӑтӑклантарать.

Пахло нагретым асфальтом, перегаром бензина, близким морем, волнующим невнятным запахом дамских духов и еще какой-то разнородной неделимой смесью запахов, присущей всякому многолюдному городу.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чӗлпӗрне карӑнтарса тытса, пӗр хушӑ сотньӑсем ҫине пӑхса тӑрать те, хайӗн иккӗленчӗк те уҫӑмсӑр сӑмахӗсене ҫара аллипе тӗрткелесе кӑларнӑ пек, пӳлӗнчӗклӗн калаҫма пуҫлать:

Натянув поводья, оглядел сотни, заговорил, словно отталкивая обнаженной рукой свои неуверенные, глухие слова:

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫырӑва ҫиелтен вуланӑ хушӑра старик тем пирки «кӑмӑл» сӑмах тӗлӗнче чарӑнчӗ те, унӑн уҫӑмсӑр пӗлтерӗшне ӑнкарма хӑтланса, чылайччен шухӑша путса ларчӗ.

Старик невнимательно прочел письмо, почему-то остановился на слове «настроение» и долго думал, доискиваясь в нем непонятного смысла.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тепӗр ик-виҫӗ минутран операци пӳлӗмӗнчен урмӑш сасӑпа юрлани илтӗнчӗ: аманнӑ ҫынна хлороформпа ҫывӑратса янӑ пулнӑ, вӑл хӑйӗн осколка тивнипе юхса тухнӑ куҫӗн юлашкине касса кӑларнӑ чухне юрласа тата уҫӑмсӑр ятлаҫса выртнӑ иккен.

Спустя несколько минут оттуда послышалась приглушенная песня: пока раненому удаляли остаток глаза, выбитого осколком, он, усыпленный хлороформом, пел и невнятно ругался.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑш-хӑш чухне ӑна хӗрачи хӑйпе юнашарах ҫывӑрнӑ пек туйӑнать те, вӑл хыҫаларах шуса выртса, вырӑна хыпашлама тытӑнать, тата хӑш-хӑш чухне ачи ӑна уҫӑмсӑр саспала: «Анне, шыв», тесе пӑшӑлтатнӑн туйӑнать.

Ей то казалось, что дочь ее спит рядом с ней, и она отодвигалась, шарила по постели рукой, — то слышался невнятный шепот: «Мама, пить».

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Пӗчӗк чӗппӗм, савнӑ хӗрӗм! — уҫӑмсӑр сасӑпа чӗвӗлтетет амӑшӗ, — хитре чечекӗм, ан вил, Танюша!

— Зернышко мое, дочушка! — приглушенно звенела мать, — цветочек мой, не уходи, Танюшка!

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫулла хӗвел тухса хӗвел аничченех пӳрт умӗнчи тӑпрас ҫинче ларнӑ, туйипе ҫӗре чӗркеленӗ, пуҫне чиксе уҫӑмсӑр сӑнлӑхсем, шухӑш татӑкӗсем, манӑҫлӑх тӗттӗмлӗхӗ витӗр тӗксӗммӗн кӑна ҫуталса килекен асаилӳсем ҫинчен шухӑшланӑ…

Летом с восхода до заката солнца сиживал на завалинке, чертил костылем землю, угнув голову, думал неясными образами, обрывками мыслей, плывущими сквозь мглу забвения тусклыми отсветами воспоминаний…

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Ҫакӑнта!» уҫӑмсӑр сассипе хӑрӑлтатрӗ карчӑк; Басаврюкӗ вара, Петро аллине кӗреҫе тыттарса, хушса хучӗ:

«Здесь!» — глухо прохрипела старуха; а Басаврюк, подавая ему заступ, примолвил:

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Шухӑшсем килсе тухрӗҫ пулсан та, хӑй ӗлӗк аса илмен пӗчӗк ӑпӑр-тапӑрсем ҫинчен кӑна пулчӗҫ, вӗсем те тӗлли-паллисӗр, уҫӑмсӑр пулчӗҫ…

Если же ему и думалось, то о пустяках и мелочах, никогда прежде не заслуживавших его внимания, да и то как-то неопределенно, смутно…

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Халь вара Ерофей Кузьмич чӗринче темле уҫӑмсӑр паллӑ пуррине чухласа илчӗ.

Теперь он почувствовал что на сердце у Ерофея Кузьмича есть какие-то скрытые мысли.

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хулпуҫҫийӗсене хускатса илмесӗрех, вӑл тискер кайӑкла хыпаланса йӗри-тавра пӑхкаларӗ, уҫӑмсӑр сасӑпа ыйтрӗ:

Но расправив плечи, он глянул по сторонам, совсем глуховатым голосом спросил:

XXVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ромашов чунӗнче вара, лӑпкӑ, шухӑшлӑ салхулӑхпа пӗрлех, ӑнланма ҫук тӗтреленчӗк асаилӳсемпе нихӑҫан пулман телее тата иртсе кайнӑ ҫуркуннесене, пушшех те хитререхскерсене, шеллес, хӗрхенес килнисем ҫурала-ҫурала тӑчӗҫ, чӗринче — таҫта амаланакан юратӑвӑн уҫӑмсӑр та пылак сисӗмӗ йӑшӑлтатрӗ…

И вместе с тихой, задумчивой грустью в душе Ромашова рождались странные, смутные воспоминания и сожаления о никогда не бывшем счастье и о прошлых, еще более прекрасных веснах, а в сердце шевелилось неясное и сладкое предчувствие грядущей любви…

VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

— Хушӑра уҫӑмсӑр япала ан юлтӑр тесе, мана пӗр-ик сӑмах кӑна калама парӑр-ха.

— Позвольте сказать несколько слов, чтобы не оставалось между нами недоразумений.

XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫамрӑк хӗрарӑм сасси уҫӑмсӑр, анчах ҫирӗп, — Чунӑмҫӑм, пирӗн уйрӑлас пулать.

Голос молодой женщины был глух, но тверд, — Милый мой, мы должны расстаться.

II. Ухмахла ӗҫе пӗрремӗш хут йӗрлени // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Чэнӗн ывӑннӑ пуҫӗнче темле уҫӑмсӑр асаилӳ мӗлтлетрӗ: кӑнтӑрлах, урамра чухнех, илтӗннӗччӗ ӑна ку сӑмахсем.

Эти слова он как будто слышал еще днем, на улице.

Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.

Хӑйне тахҫантанпах аптратса ҫитернӗ нимле мар туйӑмпа Половцев сасартӑк тӗлӗнмелле уҫӑмсӑр сасӑпа ҫапла каласа хучӗ:

Со странным равнодушием, которое давно уже одолевало Половцева, тот вдруг сказал удивительно бесцветным голосом:

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл ӗнтӗ шӳтлеме те пӑрахрӗ, такӑр ҫӗртех ҫине-ҫине такӑнкала пуҫларӗ, час-часах пуҫне тыта-тыта тӑрать, тата сӑнран шуралса, уҫӑмсӑр сассипе йӑлӑнать:

Он уже не шутил, а все чаще спотыкался на ровном, все чаще хватался за голову и, бледнея, глухо просил:

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Нагульнов чӗтрекен аллисемпе сӗтел ҫинчи списока тӳрлетсе хучӗ те уҫӑмсӑр сассипе: — Лар, Григорий Матвеич, — терӗ.

Нагульнов дрожащими руками расправил на столе список, глухо сказал: — Садись, Григорий Матвеич.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Шӑпланать, унтан каллех ҫӑматӑ тӑхӑннӑ урисене ҫемҫен пускаласа утса ҫӳреме тытӑнать, пӳрнисемпе ҫан-ҫурӑмне кӑтӑртаттарни, яланхи хӑнӑхупа кӑкрине хыҫкалани илтӗнет, вара каллех уҫӑмсӑр сассипе: — Касса вакламалла! Касса вакламалла!.. — тесе тулашкалать те, ҫавӑнтах йӑвашраххӑн, карланкине уҫӑмсӑррӑн лӑкӑртаттарса, тархаслама тытӑнать:

Умолкнет, снова пойдет, мягко ставя ступни обутых в валенки ног, слышно, как он скребет пальцами тело, чешет по привычке грудь и снова — глухо: — Рубить! Рубить!.. — И мягче, с глухим клекотом в гортани:

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ман килте нимӗнле офицер та ҫук, — тесе хучӗ уҫӑмсӑр сассипе Яков Лукич.

— Никакого офицера у меня нету, — глухо сказал Яков Лукич.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней