Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах Ксени ӑна пурпӗрех канӑҫ памӗ, ан та шухӑшлатӑр, ан та шантӑр, — вӑл Мажаровпа мӗн вӗҫне ҫитиччен, вӑл икӗ питлӗ, сӗмсӗр ҫын пулнине пурин умӗнче те тӑрӑ шыв ҫине кӑлариччен кӗрешӗ!
17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Чи сӗмсӗр ҫынна каллех малти вырӑна лартасшӑн мӗн пур вӑйна хуратӑн.Все силы кладешь, чтобы самого подлого человека на первое место опять посадить.
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Епле путсӗр те сӗмсӗр пулса кайнӑ эсӗ, Аникей! — терӗ вӑл юлашкинчен, ун ҫине пытарайми курайманлӑхпа тулнӑ куҫӗсене ҫӗклесе.
11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пӗтмен-ха тӗнчере сӗмсӗр граждӑнсем, вӗсене ним тӑнлантарса тӑмасӑр хӑлха чикки тыттарас пулать.Есть нахальные гражданы, их надо без словесности в морду бить.
LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Сӗмсӗр сутӑнчӑксен пуҫӗсене лапчӑтса тӑкма вӑй пуҫтарса ҫитернӗ.Сосредоточены достаточные силы, чтобы обрушить их на головы изменников и предателей.
LXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Контрреволюцилле сӗмсӗр пӑлхава хирӗҫ кӗрешекен экспедициллӗ ҫарсене пулӑшма вӑйлӑ подкрепленисем килсе ҫитрӗҫ, вӗсем малашне те килсех тӑрӗҫ.
LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Паянтан эсир сӗмсӗр коммунистсемпе вӗсен ҫарӗсене хирӗҫ ҫапӑҫма пуҫлатӑр.Вы с нонешнего дня будете биться с злодеями-коммунистами и ихними войсками.
LII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Сӗмсӗр халӑх, мур хирсе кайманскерсем!
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Отрядра вӑрӑ-хурахла ҫынсем йышланса кайнӑ; вӗсене кура пӑсӑлса кайма ӗлкӗрнӗ хӗрлӗ гвардеецсем ҫул ҫинче сӗмсӗр ӗҫсем туса пыраҫҫӗ.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хулара ҫынсене вӗлересси, вӑрӑ-хурахла ҫаратасси, сӗмсӗр реквизици тапранса каять.
XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хӑй вӑл пӗтӗм кӗлеткипе тӑвӑнса чӗтрерӗ, мӑчлатман куҫӗсене юр ҫийӗн шутарса ҫӗклерӗ те, хаяр курайманлӑхӑн пӗтӗм йывӑрӑшӗпе тирӗнсе, Чернецовӑн сӗмсӗр хӑюлӑх та йӗрӗнсе пӑхакан куҫӗсене аяккалла тартрӗ.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пуринчен мала тухса тӑнӑ Чернецов ун ҫине сӗмсӗр куҫӗсене хӗстерсе пӑхать.Стоявший впереди всех Чернецов глядел на него, презрительно щуря светлые отчаянные глаза.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Шӑпах вӑл пулчӗ те ӗнтӗ, Голубов, шыҫмак сӑн-питлӗ, сӗмсӗр куҫлӑ кӳпшек офицер, станцире пуйӑс ҫине тиенме васкаман казаксене хӗҫпе юна-юна хӑтӑраканни:
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑл пуринчен ытларах Подтелков ҫине, тӗрӗсрех каласан, ун ҫийӗнчи офицер пиншакӗ ҫине, сӗмсӗр куҫӗсемпе тӗллесе пӑхрӗ; хальхинче хӑйӗн тӑшманла кураймайлӑхне юри палӑртса, хыттӑн команда пачӗ:
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Анчах большевиксенчен ытларахӑшӗ — киревсӗр, пӑсӑк, сӗмсӗр субъектсем.Но преобладающее большинство большевиков — разнузданные, безнравственные субъекты.
VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Ав мӗне пӗлтерет иккен санӑн сивӗ ванна, сӗмсӗр хӑравҫӑ! — кӑшкӑрса янӑ вӑл.— Так вот что за холодные ванны, подлый трус! — закричал он.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Мӗнле-ха вӑл ҫавӑн пекех сӗмсӗр…
XXV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Анчах нимӗҫсем ҫав тери сӗмсӗр, усал та кӑмӑлсӑр пулни Лозневоя кӳрентерчӗ.Но все же Лозневого обижало, что гитлеровцы так наглы, грубы и невнимательны.
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— «Тӑшман хаяр та сӗмсӗр.
XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Нимӗҫ вӑл, ют ҫӗре тытса илес тесен, кирек хӑҫан та сӗмсӗр.
VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.