Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шухӑшланӑ шухӑша ҫитер, ӗмӗтленнӗ ӗмӗте ҫитер, шухӑшланӑ шухӑша ан тат, ӗмӗтленнӗ ӗмӗте ан тат, усал шухӑш ҫине ан кӳрт, ҫын хурри ан ту, куҫҫуль вӗҫне ан хӑвар, ан юсӑнтар.
Кил пуҫӗн кӗлли (14) // халӑх пултарулӑхӗ. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 13-14 с.
Эсӗ мана калатӑн: ача пӑхакан хӗрарӑм ачине алӑ ҫинче ҫӗклесе ҫӳренӗ пек, эсӗ ӑна хӑвӑн аллу ҫинче ҫӗклесе Эпӗ унӑн ашшӗсене тупа туса пама пулнӑ ҫӗре илсе кай, тетӗн; 13. ҫакӑ пӗтӗм халӑха ҫитермелӗх аш эпӗ ӑҫтан тупам? вӗсем авӑ ман умра йӗреҫҫӗ: пире аш ҫитер, теҫҫӗ.
Йыш 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑвӑртрах илсе ҫитер, кунта уҫӑлса, чей ӗҫсе выртма вӑхӑт мар халь», — тенӗ вӑл.Так и вези поскорее, нечего тут прохлаждаться, чаи распивать!»
7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Мӗнле эпӗ вӑхӑтра, шӑп апатланнӑ тӗле ҫитрӗм! — терӗ Штольц, — Ҫитер мана; эпӗ выҫса ҫитрӗм.— Как я кстати, к самому обеду! — сказал Штольц, — накорми меня; я голоден.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Санӑн кӑмӑлу кӑрарах, эс ан аптратса ҫитер ӑна».
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗрре тытӑннӑ пекех туса ҫитер ӗнтӗ ӗҫе: мана ҫак мӗскӗн тӑлӑхпа пӗрле, турӑ пире ӑҫта кӑтартать — ҫавӑнта кайма ирӗк пар.Доверши как начал: отпусти меня с бедной сиротою, куда нам бог путь укажет.
Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
«Атя кайрӑмӑр, тусӑм, тем чӗре йӑшса илчӗ-ха. Атя киле ҫитер хӑвӑртрах, эмел ӗҫсе ярасчӗ хуть», — терӗ вӑл айванланакан, ӑшне путса килекен сассипе.
Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html
Курайми тӑшманӑн урине ан уттар, курайми тӑшманӑн аллине ан ҫитер, курайми тӑшманӑн куҫне ан кӑтарт, курайми тӑшманӑн сывлӑшне ан яр, Турӑ, сыхласа тӑр.
Кил пуҫӗн кӗлли (15) // халӑх пултарулӑхӗ. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 16 с.
17. Архипа калӑр: «асту, эсӗ Ҫӳлхуҫа хушнӑ ӗҫе туса ҫитер» тейӗр.17. Скажите Архиппу: смотри, чтобы тебе исполнить служение, которое ты принял в Господе.
Кол 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эй ырӑ кӑмӑлтан тӑрантараканӗ, ывӑлусене ҫитер, шанчӑклӑ вырӑнта усра вӗсене.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй Патшамӑр, эй мӗн пуррийӗн Турри, хӗрхенсем пире, ан пӑрахсам пире, 2. Хӑвӑнтан хӑрассине пур халӑхсене те ҫитер.1. Помилуй нас, Владыко, Боже всех, и призри, 2. и наведи на все народы страх Твой.
Сир 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫын патӗнчен ҫын патне куҫса ҫӳресси — япӑх пурӑнӑҫ, вырӑнаҫнӑ вырӑнта ҫӑвар уҫма та хӑяймастӑн; 28. ӗҫме-ҫиме парса тӑрӑн — тав тӑваканӗ пулмӗ, ҫийӗнчен тата ҫакӑн пек йывӑр сӑмах илтӗн: 29. «эй ютран килнӗскер, кил-ха кунта, сӗтел ҫине хатӗрле, аллунта мӗн пуррине мана пар, мана ҫитер»; 30. «эй ютран килнӗскер, каях, ман патӑма чыслӑ ҫын килчӗ, тӑванӑм хӑнана килчӗ, ун валли вырӑн кирлӗ».
Сир 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Тӑшману выҫӑ пулсассӑн — ӑна ҫӑкӑр ҫитер; унӑн ӗҫесси килет пулсассӑн — шыв ӗҫтер: 22. [ҫапла туса,] эсӗ унӑн пуҫӗ ҫине шӗл-кӑвар пуҫтарӑн, уншӑн сана Ҫӳлхуҫа тавӑрса парӗ.
Ытар 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Хӑйсен ӗҫми-ҫими вӗсене серепене ҫаклатаканни пултӑр, чипер ӗҫнӗ-ҫинӗ чухнех танатана ҫакланччӑр; 24. куҫӗсем тӗттӗмленччӗр, курми пулччӑр, вӗсене ӗмӗрлӗхе вӗчесӗр ту; 25. вӗсем ҫине хаярлӑхна ҫитер, вӗсене ҫиллӳн ҫулӑмӗ ҫавӑрса илтӗр; 26. вӗсенӗн ҫурчӗ-йӗрӗ пушанса юлтӑр, чатӑрӗсенче пурӑнакан ан пултӑр, 27. мӗншӗн тесессӗн вӗсем Эсӗ хӗн кӑтартнӑ ҫыннах хӗсӗрлеҫҫӗ, Эсӗ суранлатнисенӗн асапне ӳстереҫҫӗ.
Пс 68 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хӑвӑн чӑнлӑху енне яр мана, вӗрентсе ҫитер мана: Эсӗ — мана ҫӑлакан Турӑ; кирек хӑҫан та Сана шанса тӑратӑп.5. Направь меня на истину Твою и научи меня, ибо Ты Бог спасения моего; на Тебя надеюсь всякий день.
Пс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эй Патша, вӗсемшӗн ырӑлӑхна туса ҫитер: вӗсен кунҫулне сывлӑхлӑ, савӑнса, ырӑ кӑмӑллӑн пурӑнса ирттермелле ту, тенӗ.
Тов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа Моисее тата ҫапла тесе каланӑ: 6. Израиль ывӑлӗсем хушшинчен левитсене ил те вӗсене тасат; 7. тасатасса вӗсене ҫапла тасат: вӗсене тасатмалли шывпа сирпӗт, вӗсем пӗтӗм ӳтне ҫӳҫ касмалли ҫӗҫӗпе хырччӑр, тумтирӗсене ҫуса тасатчӑр, вара таса пулӗҫ; 8. унтан пӑру илччӗр, унпа пӗрле тата тырӑ-пулӑ парни — йывӑҫ ҫӑвӗ хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ — илччӗр; ҫылӑх парни кӳме тата тепӗр пӑру ил; 9. вара левитсене пуху чатӑрӗ умне илсе пыр; Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне пуҫтар та 10. вӗсен левичӗсене Ҫӳлхуҫа умне тӑрат, Израиль ывӑлӗсем хӑйсен аллисене левитсем ҫине хуччӑр; 11. Аарон вара левитсене Ҫӳлхуҫана халаллатӑр: вӗсем Израиль ывӑлӗсем вырӑнне Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе тӑччӑр; 12. левитсем хӑйсен аллисене пӑрусен пуҫӗ ҫине хуччӑр, вара пӗр пӑрӑвне ҫылӑх парни кӳр, теприне левитсене тасатмашкӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳр; 13. унтан левитсене Ааронпа унӑн ывӑлӗсем умне тӑрат, вӗсене Ҫӳлхуҫана халаллас йӗркене туса ҫитер.
Йыш 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
— Ме, ме, ҫитер, тӑрантар.
Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Пире ан кӗтӗр, тӳрех электричкӑпа ларӑр та Хусан вокзалне ҫитер, унта тӗл пулӑпӑр.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Ҫырла ҫитер, вара пӗр лайӑх япалакка каласа кӑтартап.
1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.