Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Йыш 11

Раздел: Библи –> Йыша шутлани

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.03.29 12:04

Предложений: 30; Слово: 723

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Халӑх сасӑпах Ҫӳлхуҫана ӳпкелеме пуҫланӑ; Ҫӳлхуҫа илтнӗ те, Унӑн ҫилли тулса ҫитнӗ, вара вӗсем патӗнче Ҫӳлхуҫа вучӗ хыпса илнӗ, вӑл тапӑрӑн пӗр хӗррине пӗтере пуҫланӑ. 2. Халӑх ӗнтӗ Моисее тилмӗрсе йӑлӑннӑ; Моисей Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ та, вут-ҫулӑм чарӑннӑ. 3. Хӑйсем патӗнче Ҫӳлхуҫа вучӗ тивсе кайнӑран ҫав вырӑна вӗсем Тавера# тесе ят панӑ.

4. Вӗсем хушшинчи ютран килнӗ ҫынсем хӑйсен пилне чарайманнине палӑрта пуҫланӑ; вӗсемпе пӗрле Израиль ывӑлӗсем те йӗрсе ларнӑ: пире кам аш ҫитерӗ? 5. Эпир Египетра нимӗн тӳлемесӗрех ҫинӗ пулла астӑватпӑр, хӑярпа дыня тата ешӗл сухан, пуҫлӑ суханпа ыхра ҫинине те астӑватпӑр; 6. халӗ акӑ пирӗн чун хавшаса ҫитрӗ; нимӗн те ҫук, пирӗн куҫ умӗнче пӗр манна анчах, тенӗ.

7. Манна вӑл кориандр вӑрри майлӑ пулнӑ, пӑхма бдолах евӗрлӗскер пулнӑ; 8. халӑх ӑна пуҫтарса ҫӳренӗ, ал арманне ярса авӑртнӑ е килӗре тӳнӗ, кайран хуранта пӗҫернӗ, унран пашалу тунӑ; унӑн тути йывӑҫ ҫӑвӗпе пӗҫернӗ пашалу тути евӗрлӗ пулнӑ. 9. Тапӑр ларнӑ вырӑна ҫӗрле сывлӑм ӳкнӗ чухне тапӑр ҫине манна та ҫунӑ.

10. Кил-йышсерен йӗнине, кашнийӗ хӑйӗн чатӑрӗ умӗнче йӗнине Моисей илтнӗ; ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа ҫилли тулса ҫитнӗ, Моисей питӗ куляннӑ. 11. Моисей Ҫӳлхуҫана каланӑ: мӗншӗн Эсӗ Хӑвӑн чуруна асаплантаратӑн? Санӑн куҫу умӗнче эпӗ мӗншӗн кӑмӑл тупмарӑм-ши, ҫак пӗтӗм халӑх йывӑрлӑхне мӗншӗн Эсӗ ман ҫине тиерӗн-ши? 12. ҫак халӑха эпӗ хамӑн варӑмра йӑтса ҫӳрерӗм-и? ӑна эпӗ ҫуратрӑм-и? Эсӗ мана калатӑн: ача пӑхакан хӗрарӑм ачине алӑ ҫинче ҫӗклесе ҫӳренӗ пек, эсӗ ӑна хӑвӑн аллу ҫинче ҫӗклесе Эпӗ унӑн ашшӗсене тупа туса пама пулнӑ ҫӗре илсе кай, тетӗн; 13. ҫакӑ пӗтӗм халӑха ҫитермелӗх аш эпӗ ӑҫтан тупам? вӗсем авӑ ман умра йӗреҫҫӗ: пире аш ҫитер, теҫҫӗ. 14. Ҫакӑ пӗтӗм халӑха эпӗ пӗччен йӑтса ҫӳрейместӗп, мӗншӗн тесессӗн маншӑн йывӑр вӑл; 15. Санӑн куҫу умӗнче кӑмӑл тупрӑм пулсассӑн, ҫапла тӑвиччен вӗлер мана, ку маншӑн аванрах пулӗччӗ, эпӗ хамӑн асапӑма курмӑттӑм, тенӗ.

16. Вара Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Израиль пуҫлӑхӗсем хушшинчен эсӗ Ман валли ху пӗлекен, халӑха пӑхса-тӗрӗслесе тӑракан ҫитмӗл ҫын суйласа ил, вӗсене пуху чатӑрӗ патне илсе пыр, вӗсем унта санпа пӗрле тӑччӑр; 17. Эпӗ ҫавӑнта анӑп та санпа калаҫӑп, сан ҫинчи Сывлӑшӑн хӑватне илсе вӗсем ҫине хурӑп: санпа пӗрле вӗсем халӑхӑн йывӑрлӑхне тӳсчӗр, санӑн пӗччен тӳсмелле ан пултӑр. 18. Халӑха кала: ыранхи кун тӗлне тасалса тӑрӑр, вара аш ҫийӗр, мӗншӗн тесессӗн эсир Ҫӳлхуҫана илтӗнмеллех йӗтӗр: пире кам аш ҫитерӗ? пире Египетрах аванччӗ, терӗр, ҫавӑнпа ӗнтӗ сире Ҫӳлхуҫа аш парӗ, вара [аш] ҫийӗр: 19. пӗр кун кӑна мар ҫийӗр, икӗ кун мар, пилӗк кун мар, вунӑ кун мар, ҫирӗм кун та мар, 20. уйӑхӗпех аш [ҫийӗр] — сӑмсӑр шӑтӑкӗнчен тухичченех, хӑвӑра йӗрӗнтерсе ҫитеричченех ҫийӗр; хӑвӑр хушшӑрти Ҫӳлхуҫана вырӑна хуманшӑн, Ун умӗнче: пирӗн Египетран мӗншӗн тухмаллаччӗ-ха? тесе йӗнӗшӗн ҫапла пулӗ, те, тенӗ. 21. Моисей каланӑ: эпӗ пурӑнакан ҫакӑ халӑх хушшинче ҫуран пыраканнисем ултҫӗр пин ҫын; Эсӗ вара: вӗсене Эпӗ аш парӑп, вӗсем уйӑхӗпех аш ҫийӗҫ! тетӗн; 22. вӗсене ҫителӗклӗ пултӑр тесе, мӗнпур сурӑха, вӑкӑра пусса пӗтерес-и? е вӗсене тивӗҫтермешкӗн тинӗсри мӗнпур пулӑ пухӑнӗ-и? тенӗ. 23. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Ҫӳлхуҫанӑн алли кӗске-им? Манӑн сана каланӑ сӑмахӑм вырӑна килессипе килмессине эсӗ паян курӑн, тенӗ.

24. Моисей тухнӑ та халӑха Ҫӳлхуҫа сӑмахне каласа панӑ, унтан, халӑх пуҫлӑхӗсенчен ҫитмӗл ҫын суйласа илсе, вӗсене кӗлӗ чатӑрӗ патне тӑратнӑ. 25. Вара Ҫӳлхуҫа пӗлӗт ӑшӗнче аннӑ та Моисейпе калаҫнӑ, ун ҫинчи Сывлӑшран хӑват илсе ҫитмӗл пуҫлӑха панӑ. Хӑйсем ҫине Сывлӑш хӑвачӗ куҫсанах, вӗсем пророкла калаҫа пуҫланӑ, кайран калаҫма чарӑннӑ.

26. Икӗ ҫынни тапӑртах юлнӑ: пӗри — Елдад, тепӗри Модад ятлӑ пулнӑ; Сывлӑш хӑвачӗ вӗсем ҫине те куҫнӑ [вӗсем суйласа илнӗ ҫитмӗл ҫын шутӗнчех пулнӑ, кӗлӗ чатӑрӗ патне ҫеҫ пыман], вӗсем те тапӑрта пророкла калаҫнӑ. 27. Пӗр ача чупса ҫитнӗ те Моисее пӗлтернӗ: Елдадпа Модад тапӑрта пророкла калаҫаҫҫӗ, тенӗ. 28. Ҫакна хирӗҫ Иисус — Нав ывӑлӗ, Моисей патӗнче ӗҫлесе тӑраканскер, Моисей суйласа илнӗ ҫынсенчен пӗри — каланӑ: эй Моисей хуҫамӑм! чар вӗсене, тенӗ. 29. Моисей ӑна каланӑ: эсӗ маншӑн кӗвӗҫместӗн-и? эх, Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхӗ ҫине Хӑйӗн Сывлӑшне яринччӗ, Ҫӳлхуҫа халӑхӗн пур ҫынни те пророк пулинччӗ! тенӗ. 30. Вара Моисей хӑй те, Израиль пуҫлӑхӗсем те тапӑра таврӑннӑ.

31. Акӑ Ҫӳлхуҫа хушнипе вӑйлӑ ҫил тухнӑ, ҫил тинӗс енчен путенесем вӗҫтерсе килнӗ, вӗсене тапӑр таврашне, тапӑрӑн пӗр енне — пӗр кун каяс ҫул тӑршшӗ, тепӗр енне те пӗр кун каяс ҫул тӑршшӗ сапаласа пӑрахнӑ, путене сийӗ хулӑн, икӗ чикене яхӑн пулнӑ. 32. Халӑх тӑнӑ та ҫав кун кунӗпе, ҫӗрӗпе, тепӗр кун та кунӗпех путене пуҫтарнӑ; сахал пухаканӗ те вунӑ хомер пуҫтарнӑ; ӑна вӗсем хӑйсем валли тапӑр тавра купаласа хунӑ. 33. Ашӗ вӗсен ҫӑварӗнче чухнех, ӑна ҫисе пӗтеричченех, Ҫӳлхуҫа ҫилли халӑх ҫине тулса ҫитнӗ, вара Вӑл питӗ йывӑр чир ярса халӑха хирсе тухнӑ. 34. Пилне чарайман халӑха ҫавӑнта пытарнӑран ҫак вырӑна вара Киброт-Гаттаава# теме тытӑннӑ. 35. Киброт-Гаттаавӑран халӑх Асирофа тапранса кайнӑ, унтан Асирофра чарӑнса тӑнӑ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней