Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Кил пуҫӗн кӗлли (14)

Автор: халӑх пултарулӑхӗ

Источник: Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 13-14 с.

Добавлен: 2016.07.04 14:49

Предложений: 7; Слово: 112

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

Эй, ырӑ Турӑ, Ҫӳлти Турӑ, пире пулӑшакан Турӑ, пирӗн хута кӗрекен Турӑ, пире шеллекен Турӑ, пире ҫылӑхран ҫӑлакан Турӑ! Йывӑр чирӗнтен-чӗрӗнтен, инкекӗнчен-синкекӗнчен, курайми тӑшманӑнтан, Турӑ ашшӗ, Турӑ амӑшӗ, инкек-синкеке сирсе тӑр, курайми тӑшмана сыхласа тӑр.

Эй, ырӑ Турӑ, Ҫӳлти Турӑ, пире пулӑшакан Турӑ, пирӗн хута кӗрекен Турӑ, пире шеллекен Турӑ, пире ҫылӑхран ҫӑлакан Турӑ! Шухӑшланӑ шухӑша ҫитер, ӗмӗтленнӗ ӗмӗте ҫитер, шухӑшланӑ шухӑша ан тат, ӗмӗтленнӗ ӗмӗте ан тат, усал шухӑш ҫине ан кӳрт, ҫын хурри ан ту, куҫҫуль вӗҫне ан хӑвар, ан юсӑнтар.

Эй ырӑ Турӑ, Ҫӳлти Турӑ, пире пулӑшакан Турӑ, пире хута кӗрекен Турӑ, пире шеллекен Турӑ, пире ҫылӑхран ҫӑлакан Турӑ! Ытла сӑмаха, Турӑ, каҫар, йывӑр сӑмаха, Турӑ, ҫӗкле! Аминь, Турӑ!

Сайт:

 

Статистика

...подробней