Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Пс 68

Раздел: Библи –> Псалтирь

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.16 21:31

Предложений: 25; Слово: 441

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Шошанним теекен сӑпрайпа. Давид псаломӗ.

2. Эй Турӑ, ҫӑлсамччӗ мана:
шывсем чунӑм патнех ҫитрӗҫ.

3. Эпӗ тарӑн шурлӑха путса лартӑм,
урана та пусма ҫук;
тарӑн ҫӗрех кӗтӗм,
вӑйкӑн юхӑм мана хӑй хыҫҫӑн сӗтӗрет.

4. Кӑшкӑра-кӑшкӑра халран кайрӑм,
пыр тӗпӗ типсе ларчӗ,
Туррӑма кӗте-кӗте
куҫӑм та ӗшенсе ҫитрӗ.

5. Мана пӗр айӑпсӑрах курайманнисем
пуҫӑм ҫинчи ҫӳҫ пӗрчинчен те йышлӑрах;
мана кӑлӑхах йӗрлекен тӑшманӑмсем
вӑйлӑланчӗҫ;
манӑн вӗсене
хам илменнинех памалла-мӗн.

6. Эй Турӑ! Эсӗ манӑн ӑссӑрлӑхӑма пӗлетӗн,
ҫылӑхӑмсем те Сана курӑнмасӑр тӑмаҫҫӗ.

7. Эй Ҫӳлхуҫа, ҫӳлти ҫарсенӗн Турри,
Сана шанакансем мана пула ан намӑсланччӑр.

Эй Израиль Турри,
Сана шыракансем мана пула намӑс ан курччӑр:
8. эпӗ Саншӑн хурлӑх куратӑп,
манӑн питӗме мӑшкӑлпа хуплаҫҫӗ.

9. Тӑванӑмсемшӗн ют пулса тӑтӑм,
аннем ывӑлӗсемшӗн палламан ҫын пултӑм:
10. Санӑн Ҫуртушӑн ҫунни асаплантарчӗ мана,
Сана хурлакансенӗн усал сӑмахӗ тиврӗ мана;
11. чунӑмпа типӗ тытса йӗтӗм,
мана уншӑн та мӑшкӑлларӗҫ;
12. ҫийӗме ырӑ тумтир вырӑнне хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнтӑм та —
ман ҫинчен юптару ярса кулчӗҫ;
13. хапха умӗнче ларакансем ман ҫинчен халап ҫапаҫҫӗ,
эрех ӗҫекенсем манран тӑрӑхласа юрлаҫҫӗ.

14. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, эпӗ вара кӗллӗмпе Сан умна пыратӑп;
эй Турӑҫӑм, кӑмӑллӑ вӑхӑтра,
ырӑлӑху пысӑк пулнӑран илтсем мана.

Ҫӑлӑнӑҫу шанчӑклӑ пулнӑран
15. юшкӑн ӑшӗнчен туртса кӑларсам мана —
путсах анмӑпинччӗ;
хама курайманнисенчен,
тарӑн шывсенчен хӑтӑлӑпинччӗ;
16. шыв юхӑмӗ сӗтӗрсе ан кайтӑрччӗ мана,
тарӑн авӑр ҫӑтса ан ятӑрччӗ мана,
карланкине туртса кӗрсе хупса ан хутӑрччӗ мана.

17. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, илтсем мана: Эсӗ ырӑ кӑмӑллӑ;
иксӗлми ырӑлӑхупа хӗрхенсе пӑхсам ман ҫине;
18. Хӑвӑн сӑнна чурунтан ан пытарсамччӗ:
эпӗ хуйхӑратӑп; часрах илтсем мана;
19. чунӑм патне ҫывӑхарсам, хӑтарсам ӑна;
тӑшманӑмсене кура ҫӑл мана.

20. Мана мӑшкӑлланине,
мана намӑс кӑтартнине, мана хур тунине Эсӗ пӗлетӗн:
тӑшманӑмсем пурте Санӑн умӑнта.

21. Мӑшкӑл курни чӗреме халсӑрлатрӗ,
эпӗ пӗтсе ҫитрӗм;
хӗрхенессе кӗтрӗм — пулмарӗ,
лӑплантаракансем шырарӑм — тупаймарӑм.

22. Апат вырӑнне мана ват пачӗҫ,
ӗҫессӗм килнӗ чухне сӗрхе ӗҫтерчӗҫ.

23. Хӑйсен ӗҫми-ҫими вӗсене серепене ҫаклатаканни пултӑр,
чипер ӗҫнӗ-ҫинӗ чухнех танатана ҫакланччӑр;
24. куҫӗсем тӗттӗмленччӗр, курми пулччӑр,
вӗсене ӗмӗрлӗхе вӗчесӗр ту;
25. вӗсем ҫине хаярлӑхна ҫитер,
вӗсене ҫиллӳн ҫулӑмӗ ҫавӑрса илтӗр;
26. вӗсенӗн ҫурчӗ-йӗрӗ пушанса юлтӑр,
чатӑрӗсенче пурӑнакан ан пултӑр,
27. мӗншӗн тесессӗн вӗсем Эсӗ хӗн кӑтартнӑ ҫыннах хӗсӗрлеҫҫӗ,
Эсӗ суранлатнисенӗн асапне ӳстереҫҫӗ.

28. Вӗсенӗн йӗркесӗр ӗҫӗ ҫумне йӗркесӗр ӗҫ хуш,
вӗсем Сан умӑнта тӳрре ан тухайччӑр;
29. вӗсем чӗррисенӗн кӗнекинчен ҫухалччӑр,
вӗсем тӳрӗ ҫынсемпе пӗрле ан ҫырӑнайччӑр.

30. Эпӗ — мӗскӗн, асапланатӑп;
эй Турӑҫӑм, Эсӗ пулӑшни вӑй патӑрччӗ мана.

31. Эпӗ Туррӑмӑн ятне юрӑ юрласа мухтӑп,
Ӑна темӗн тӗрлӗ ырӑласа аслӑлӑп;
32. ҫакӑ вара Ҫӳлхуҫашӑн вӑкӑртан та,
мӑйракаллӑ, йӗкӗр чӗрнеллӗ пӑруран та кӑмӑллӑрах пулӗ.

33. Асапланакансем ҫакна курӗҫ те — савӑнӗҫ.

Эй Турра шыракансем, сирӗн чӗрӗрсем те чӗрӗлӗҫ:
34. Ҫӳлхуҫа мӗскӗнсене илтет,
Хӑйӗн сӑнчӑрланӑ ҫыннисене пӑрахмасть.

35. Тӳпе те, ҫӗр те,
тинӗссем те, унта мӗн ҫӳрекенни те — пурте Ӑна мухтаччӑр;
36. Турӑ Сиона ҫӑлӗ,
Иуда хулисене ҫӗнӗрен туса лартӗ,
унта вырӑнаҫӗҫ, Сион вӗсен еткерӗ пулӗ,
37. Унӑн чурисенӗн ӑрӑвӗ ӑна еткерлӗхе илӗ,
унта Унӑн ятне юратакансем вырӑнаҫӗҫ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней