Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Кил пуҫӗн кӗлли (15)

Автор: халӑх пултарулӑхӗ

Источник: Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 16 с.

Добавлен: 2016.07.04 14:50

Предложений: 10; Слово: 144

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

Эй, ырӑ Турӑ, Ҫӳлти Турӑ! Пире пулӑшакан Турӑ, пирӗн хута кӗрекен Турӑ, пире шеллекен Турӑ, пире ҫылӑхран ҫӑлакан Турӑ! Хам телейрен пулсан та, ачасен телейӗнчен пулсан та, выльӑх-чӗрлӗхрен пулсан та, Турӑ ашшӗ, Турӑ амӑшӗ, иксӗлми тивлет пар. Турӑ, ирттерсе пар, Турӑ, илме пар. Пире пулӑшакан Турӑ, пирӗн хута кӗрекен Турӑ, пире шеллекен Турӑ, пире ҫылӑхран хӑтаракан Турӑ! Ҫӳлте вӗҫсе ҫӳрекен инкек-синкекрен, чупса ҫӳрекен инкек-синкекрен, утса ҫӳрекен инкек-синкекрен, ларса тӑракан инкек-синкекрен, выртса тӑракан инкек-синкекрен, Турӑ ашшӗ, Турӑ амӑшӗ, инкек-синкеке сирсе тӑр, курайман тӑшмана сыхласа тӑр.

Пире пулӑшакан Турӑ, пирӗн хута кӗрекен Турӑ, пире шеллекен Турӑ, пире ҫылӑхран ҫӑлакан Турӑ! Курайми тӑшманӑн урине ан уттар, курайми тӑшманӑн аллине ан ҫитер, курайми тӑшманӑн куҫне ан кӑтарт, курайми тӑшманӑн сывлӑшне ан яр, Турӑ, сыхласа тӑр.

Пире пулӑшакан Турӑ, пирӗн хута кӗрекен Турӑ, пире шеллекен Турӑ, пире ҫылӑхран ҫӑлакан Турӑ! Ытла сӑмаха, Турӑ, каҫар, йывӑр сӑмаха, Турӑ, ҫӗкле! Аминь!

Сайт:

 

Статистика

...подробней