Короткие
Ҫапла, Ҫӗрӗн ҫурҫӗр ҫурчӑмӑрӗнче ҫурҫӗр енчен экватор патнелле, урӑхла каласан, пӗчӗк линиллӗ хӑвӑртлӑхлӑ вырӑнсенчен пысӑкрах линиллӗ хӑвӑртлӑхлӑ вырӑнсем патнелле юхакан юханшывсенчи шыв, ҫакӑн пекех тата куҫакан сывлӑш массисем те, пысӑк линиллӗ хӑвӑртлӑхлӑ вырӑнсенчен юлса пыраҫҫӗ, вӗсем хӗвеланӑҫ еннелле чакаҫҫӗ (Ҫӗр чӑмӑрӗ хӗвеланӑҫӗнчен хӗвелтухӑҫ еннелле ҫавӑрӑнать) урӑхла каласан, хӑш еннелле куҫни майлӑ пӑхсан, вӗсем сылтӑмалла пӑрӑнаҫҫӗ.
IV. Ҫавӑрӑнса куҫни // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Ача чухнех амӑшӗпе пӗрле нухайсем вӑрласа кайнӑ ӑна, Хусан тутарӗсене сутнӑ; нумай ҫул тыткӑнра, чуралӑхра пурӑннӑ вӑл, вӑй питти ҫынсемпе пӗрле тамӑкран тухса тарма вӑй ҫитернӗ; ҫул ҫинче те аташса кайман, выҫӑ вилмен, чиперех киле таврӑннӑ, ыттисем пек килте те ашшӗ-амӑшӗ ҫуначӗ айӗнче ачашланса ларман, турхан патӗнче тарҫӑра ӗҫленӗ; ватӑ тӗкӗрҫӗсемпе тан, ашшӗпе тан Хусан патӗнче ҫапӑҫнӑ тата; ак Тукай килӗнче те ытти тарҫӑсенчен нимрен те кая мар йӗкӗт.
9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
«Сире ырӑ кӑмӑлӑршӑн, юратӑвӑршӑн тата хӑвӑр ертсе пыракан коллектива ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарнӑшӑн тав, - палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Правительствин вице-премьерӗ Алла Салаева хӑйӗн салам сӑмахӗнче. - Паян кунта пухӑннӑ кашни хӗрарӑмра мӗн те пулсан пӗр-пӗринчен уйӑрса тӑраканни пур. Эсир пирӗн республикӑри социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшатӑр, ҫавна кура ачасен, республикӑра пурӑнакансен пурнӑҫне интереслӗрех те лайӑхрах тӑватӑр».
Хӗрарӑм ертӳҫӗсене чысланӑ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11
Ҫамрӑксене патриотла воспитани парас ӗҫе пысӑк пай кӗртнӗшӗн тата ҫар юхӑмӗн ветеранӗсен обществӑлла организацийӗн ӗҫ-хӗлне хастар хутшӑннӑшӑн Владимир Ринатович Биктудина район пуҫлӑхӗн Хисеп грамотине, Сергей Михайлович Жирнова, Петр Николаевич Мискина — район пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвне, Петр Сергеевич Арсентьева, Замир Забихуллович Юсупова, Юрий Терентьевич Кузьмина, Зиханур Хаджиалиевич Залаллова «Район йӗркеленнӗренпе 90 ҫул» юбилей медальне пачӗҫ.
Митинга ҫар юхӑмӗн ветеранӗсене халалланӑччӗ // Римма Мавлютова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... alallanacc
«Ир-ирех асӑннӑ объект ҫинче ӗҫлекенсем ҫук. Ку паллӑ, подрядчик хӑй ҫине шанса илнӗ ӗҫе яваплӑха туйса пурнӑҫламанни. Ирхине транспорт сахал чухне, шӑпах та ӗҫлеме аван. Вӗсем вара каярах юлса ӗҫе кӳлӗнни, тепре чухне транспорта чӑрмав кӳни те часах. Икӗ сменӑпа ӗҫлесен вырӑнлӑ. Тепӗр тесен, ҫуллахи тапхӑрта виҫӗ сменӑпа та тен ӗҫлеме ирӗк илме юрӗ. Кирлӗ пулсан, кирек-епле ыйтӑва та уҫӑмлатса пама май пур», — тесе каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче республика Пуҫлӑхӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Граждански урамӗнчи ӗҫсен производствин графикне пӑхӑнассине тивӗҫтерме ыйтнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/05/16/chav ... ecsen-proi
Ҫтаппан мучи, икӗ хут инфаркт ҫапнӑкер, пӑрахнӑ ҫӗр ҫинчи типнӗ таллӑ пиҫен мамӑкӗ пек чалланнӑ, яшӑрка, кӑптӑк ҫӳҫ-сухаллӑскер, тӗп сакайӗнче кирлӗ вӑхӑтра уҫӑлтараймасӑр пахалӑхне ҫухатнӑ паранкӑ пек ҫухӑнчӑк питлӗскер, тутӑх тивнӗ тимӗр тӗслӗ, тӗрексӗрленнӗ, саланчӑк куҫӗпе маччаналла тирӗнсе, вырӑнӗ ҫинче хевтесӗррӗн ахлаткаласа, анрашса выртать, хушшӑн-хушшӑн ун ӑшчиккинчен хавшак, анчах хаяр ҫилӗ те хытнӑ, пӑвӑнчӑк сасӑпа паклата-паклата хӑпарать:
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Комсомольскисене Ӗҫпе юрӑ тата спорт уявӗпе, ҫурхи ака ӗҫӗсене вӗҫленӗ ятпа муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов, депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, Чӑваш Республикин вӗрентӳ министрӗ Дмитрий Захаров, Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов, округри Обществӑлла палатӑн председателӗ Кияметдин Мифтахутдинов, «Комплекс» стройфирмӑн генеральнӑй директорӗ Валерий Гордеев тата «Кӗтне» ентешлӗх председателӗ Валери Туркай саламларӗҫ.
Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/
Иван Ивановичпа Хамитов, парторганизаци секретарӗ, судран Анатоли пирки ҫӑмӑлрах приговор йышӑнма, ӑна хальччен тӳрӗ кӑмӑлпа, чунне парса ӗҫленӗ инженера, — ҫаплах каларӗҫ, — каялла колхоза яма ыйтрӗҫ, пушар тунӑ инкеке вӑл лайӑх ӗҫӗпе тавӑрӗ, терӗҫ, анчах ҫиллесрех те ялан тулли ресторансен алӑкӗсем умӗнче тӑракан кутӑн швейцар сӑнлӑрах судья вӗсене «преступника хӳтӗленӗшӗн» питлесе илчӗ, «хӑйӗн айӑпне йышӑнман кутӑн ҫамрӑк ҫынна» ӑса кӗртме шутларӗ…
Пӗрремӗш сыпӑк // Владимир Садай. В. Л. Садай. Ҫӗр ҫалкуҫ: повеҫсемпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 184 с. — 3–101 с.
Мероприятие полици полковникӗ Чӑваш Республикин шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ Д.Н.Андреев, республикӑри ветерансен совечӗн председателӗ М.Ф.Киселев, районти муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрӑмӗн начальникӗ Р.С.Зайнуллин, Комсомольски ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ М.А.Илларионова, районти шалти ӗҫсен пайӗн ветерансен канашӗн председателӗ П.В.Лапшин, ветерансем, полици сотрудникӗсем, Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн вӗренекенӗсемпе педагогӗсем хутшӑнчӗҫ.
Асӑну хӑми уҫрӗҫ // А.Антонова. http://kasalen.ru/2022/11/11/%d0%b0%d1%8 ... d1%80ec-2/
Уява килнӗ хӑнасене, ял-йыша саламлама районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, Ульяновск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн ҫумӗ Александр Карли, Ульяновск облаҫӗн Ӗҫ тӑвакан комитетӑн членӗсем, чӑваш наципе культура автономийӗн центрӗн представителӗсем Юрий Волоницков тата Артем Федоров, Анат Чакӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Артем Солдатов, Архангел Михаил ячӗллӗ храмӗн настоятелӗ, протоиерей Олег атте, ветерансен совечӗн ертӳҫи Николай Кузьмин килнӗччӗ.
Чакӑ енӗ ҫутҫанталӑкӑн хӑйне евӗрлӗ илемӗпе мӑнаҫлӑ // Таисия Игнатьева. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... pe-manacla
Унпа пӗрле ӗҫленӗ председатель ҫумӗсем С.А.Алиуллов («Дружба»), С.И.Зубарев (электроподстанци), П.А.Баринов (Комсомольски ялӗ), райсовет секретарӗсем М.В.Орлов, М.Г.Дерягина, В.И.Ласточкина (пурте Комсомольски), президиум членӗсем Т.П.Казаков («Красный Октябрь»), Т.Г.Краснова («Эмитрон»), В.В.Лаврова (райбольница), М.М.Гибатдинов («Алга»), В.Г. Краснов («Комсомольский» совхоз), Н.Д.Краснов («Россия») тата ыттисем те организаци ӗҫӗ-хӗлне лайӑхлатас енӗпе нумай тӑрӑшрӗҫ.
Ветерансем паян та стройра // Ю.Тимофеев. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%b2%d0%b ... %80%d0%b0/
Ку, ӗнтӗ «качтакине», юлташӗсене ҫеҫ мар, пӗтӗм тӗнчене те ҫилӗ хыва-хыва, сӗмленкеле-сӗмленкеле, мекӗшлеткелесе, аллипе ҫӗртен тӗренкелесе, упалене-упалене ури ҫине тӑчӗ, пӑтранчӑк, саланчӑк куҫне «качтаки» ларнӑ еннелле тӗттӗммӗн тӗллерӗ, пӗр супка тӳлек ҫилпех лӑнкӑртатакан ҫӗрӗк тивнӗ йывӑҫ пек сулӑнкаласа тӑчӗ, вара ал пӳрнисене икшеррӗн пӗр-пӗринпе пӗтӗҫтерсе ҫӑварне чиккелерӗ те пӗтӗм шалти сывлӑша хӑлтӑркка, тутӑх тивнӗ саспа вӗртерсе, шӑхӑрса ячӗ:
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ун сӑмахӗ тӗлнех вӗсем патне Усанов пырса тӑчӗ; Вера ятарласах сӑнарӗ ӑна: ҫаврака питлӗ, шлепкине чалӑшрах лартнӑ, шурӑ хӑмӑртарах плащпа; шӗп-шӗвӗр вӗҫлӗ хӗрлӗ хӑмӑр пушмакӗ, ҫӳллӗ кӗлеллӗскер, йӑл-ял йӑлтӑртатать; лутрарах пӳллӗскер, вӗҫкӗн хусах пек, хӗр суйлама тухнӑ ват каччӑ пек курӑнчӗ вӑл — хӑй ваттине палӑртасранах шукӑль тумланма тӑрӑшнӑ ӗнтӗ, кӗҫех вӑл темле вӗҫкӗннӗн пӑхса йӑл кулчӗ те: — Тем, парткома пырса ҫӳреместӗр эсир, Вера Ивановна, — терӗ.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
«Ольдеевская» агрофирма» АХО директорӗсен канашӗн председатетелӗ Евгения Беликова ял хуҫалӑх ҫыравӗ мӗнле пынипе интересленекен хӑнасене — Чӑваш Ен Пуҫлӑхне Михаил Игнатьева, Федерацин статистика патшалӑх службин ертӳҫине Александр Суринова, ЧР ял хуҫалӑх министрне Сергей Артамонова тата Чӑвашстат пуҫлӑхне Эльвира Максимовӑна — теплицӑсене кӑтартса ҫӳренӗ, производство калӑпӑшне ӳстерме тата тӑкаксене чакарма май паракан ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарнӑ.
Патшалӑх ҫӗр ӗҫченне пулӑшасшӑн // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№
«Эпӗ спортпа яланах туслӑ пулнӑ, мана футбол, волейбол вӑййисем килӗшеҫҫӗ. ГТО нормативӗсене пурнӑҫласа хамӑн вӑя тӗрӗслес терӗм. Йӗлтӗрпе 5 км чупса тухасси маншӑн ҫӑмӑлах пулмарӗ, 700 грамлӑ снаряд ывӑтассине вара чӑрмавсӑрах пурнӑҫларӑм. ГТО комплексӗн тӗрӗслевӗсем витӗр тухса ылтӑн паллӑна тивӗҫрӗм. Спорт ахаль пурнӑҫра та пулӑшать, сывлӑха та, кӑмӑла та ҫирӗплетет. Пурне те сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма, ГТО юхӑмне хутшӑнма сӗнетӗп. Спорт — вӑл пурнӑҫ!»
Физкультура тата спорт – сывӑ пурнӑҫ никӗсӗ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11860-fizkul ... rn-c-nik-s
Ҫӗнӗ вырӑна вӑл акӑ мӗнлерех ӑнланчӗ: рабочисем стройучастокрах пурӑнаҫҫӗ, малтанхи кунранах йӗркене хытар та, кунпа пӗрлех лайӑх тӳлеме шантар та — ӗҫлеттер мӗн ӗҫлеме пултариччен, мӗскер унта ӗҫ кунне, канмалли кунсене пӑхса тӑмалли; сысна, хур-кӑвакал ӗрчетме пӑрахтармалла, икӗ пин ҫухрӑм таран килсе выльӑх усрани — ял кулли мар-и ӗнтӗ, пысӑк хаҫатри фельетон валли тема вӗт ку, Пантиков йышши журналистсем ҫеҫ унашкал тӳнтерлӗхре ним усаллине те курмаҫҫӗ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Чӗлхепе усӑ куракан тавралӑх (вырӑсла «среда») шутне В. А. Аврорин ҫавсене кӗртет: кил-йышри хутшӑну; производство коллективӗнчи хутшӑну; социаллӑ ушкӑнри (хресченсем, интеллигентсем т. ыт. те) хутшӑну; ял-хулари е пысӑк мар районти-регионти хутшӑну; организациллӗ йӗркепе вӑхӑтлӑха пухӑннӑ ҫынсен хутшӑнӑвӗ (пухусенче, конференцисенче, съездсенче т. ыт. те); пӗр халӑх ҫыннисен пӗтӗмӗшле хутшӑнӑвӗ; тӗрлӗ наци ҫыннисем пӗр-пӗринпе хутшӑнни; пӗтӗм этемлӗх хутшӑнни.
Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.
Халь хурҫӑ кайӑксем куҫа курӑнми ҫӳле улӑхса ярӑнса вӗҫсе ҫӳренӗ чух, вӗсем ҫӗр чӑмри йӗри-тавра урлӑ-пирлӗ, халиччен этемсем пырайман вырӑнсене — пӑрлӑ тинӗссем урлӑ, этем каҫайман ҫуллӗ сӑртсем, вӑрмансем урлӑ вӗҫнӗ чухне, дирижабльсем темиҫе ҫӗршер тонна тиесе, пӗр лармасӑр темиҫе пиншер километр вӗҫме пултарнӑ чухне, стратосферӑна 20 километр ҫӳллӗшне ытла этем улӑхса курнӑ хыҫҫӑн, пирӗн ҫак ӗҫе пуҫласа аталантарса яракан ҫынсен пурнӑҫне пӗлесех пулать.
Умсӑмах // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с. — 3–4 с.
Татах пӗр талккӑм хула тӑрӑх хӑйне лӑш парса, «ярханахланса», Шупашкарӑн паллӑ, иленкӗллӗ вырӑнӗсемпе ҫурчӗсене куҫӗпе ҫепӗҫҫӗн «ытамласа», вӗсемпе туллин киленсе ҫӳренӗ хыҫҫӑн, тавралӑха каҫ сӗмӗ ҫапсан, вӑл укҫа тӳлесе, «симӗс пасартан» ҫул урлӑ ут кӑкаркӑҫӗ тӗлӗнче Етӗрне еннелле каякан «спирт» тесе ҫырнӑ пуш пичкесем тиенӗ полуторка автомашина кузовне ипсӗр ларчӗ те, пилӗкӗ-ҫурӑмӗ кӗрлесе сурнине, алли-ури туртса тӗлкӗшнине ҫӗнкелесе, ялалла ҫул тытрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хвеччис, темиҫе минут тӑршшинчех мӗн курнипе, йӑтӑнса-синкерленниле чунӗ-кӗлеткине йӑлт хавшатса чуллантарнӑскер, нимӗн те ӑнланайманнӑн пӗрре Виталий енне, тепре Бонапарт енне, мӑйне пӑра-пӑра, куҫне-пуҫне тӗлсӗрлетрӗ-тӗлсӗрлетрӗ те, тепӗрҫемӗн, сирсе сирӗлми инкек пуҫ тӑрне лашлатмаллипех лашлатнине ӑнлансан, ерӗшки хушӑвне чӗптӗм те хӑлхине чикмесӗр (тӑрана пӗлми карланкӑ!), ҫекӗлти кӗрӗкне вашт! вӗҫертсе, тухтӑр патне килне пӗтсе те хыпӑнса тухса чупрӗ.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.


