Корпус чувашского языка

Короткие

Турра унччен те шаннӑ-ха, шанӑҫ ҫав тери вӑйлӑ манра, ывӑлӑма Турӑ аллине панӑ эпӗ, шанатӑп, ӑна ангелсем сыхлаҫҫӗ«, — тӑсӑлать малалла калаҫу. Салтак амӑшӗн чунӗнче мӗн пулса иртнине тепӗр салтак амӑшӗ чухлӗ урӑх никам та ӑнланаймасть. Ҫавӑнпа Наталия Николаевна хӑй пекех аннесене Турӑ ҫине шанма сӗнет. Ун шухӑшӗпе, чуна ҫунтарса ямалла мар. «Халь эпир нимӗн те тӑваймастпӑр вӗсемшӗн. Пӗр Турӑ ҫинче кӑна шанчӑк. Эпир ҫирӗп тӑрсан, ачасем те ҫирӗп пыраҫҫӗ», — тет.

Помоги переводом

«Анне, эпӗ хамӑн вырӑна тупрӑм» // Ҫӗпрел тӑрӑхӗ. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... 1718951634

Сӑнӳкерчӗкӗ: администраци пуҫлӑхӗн telegram-каналӗ. https://www.bashinform.ru/news/svo/2024-07-18/boets-svo-iz-bashkirii-poprosil-administratsiyu-rayona-pochinit-most-v-rodnom-sele-3853201 Эсир ҫар службине контрактпа кайма е доброволецсен отрядне ҫырӑнма - ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнма пултаратӑр. Ҫакна тума эсир военкомата пырса ҫар служби иртни ҫинчен е доброволецсен отрядне кӗме контракт тума хатӗрри ҫинчен пӗлтерме пултаратӑр. Военкомата кайма меллӗ вырӑн суйласа илӗр тата «Госуслуги» сервис урлӑ та ҫырӑнма пулать.

Помоги переводом

Пушкӑртра СВОна хутшӑнакан боец район администрацине тӑван ялӗнчи кӗпере юсама ыйтнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... tn-3854395

Тырӑ вырмалли агрегатсене пушар сӳнтермелли хатӗрсемпе комплектланӑ тата комбайнсен корпусӗсенче ҫӗр патне ҫитмелӗх тимӗр сӑнчӑр пулмалла, унсӑр пуҫне аграри промышленноҫӗн объекчӗсене — йӗтем ҫине, трактор станӗсене, ҫунтармалли-сӗрмелли материалсем сыхланакан вырӑнсене, склад пӳлӗмӗсене, кантур зданийӗсене — строительство нормисемпе правилисем хушнӑ тӑрӑх, пушара сӳнтермешкӗн ҫителӗклӗ шайра шывпа тивӗҫтересси кулленхи проблема пулса тӑма тивӗҫлӗ.

Помоги переводом

Ҫу — пушар хӑрушлӑхӗн тапхӑрӗ // Гулия Фаизова. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... laxn-tapxr

1) Урӑх чӗлхерен кӗрекен терминсенчи янӑравлӑ шавлӑ хупӑ сасӑсем, сӑмах пуҫламӑшӗнче е вӗҫӗнче пулсан, чӑваш чӗлхинчи янӑравсӑр хупӑ сасӑсемпе ылмашнӑ, икӗ уҫӑ сасӑ хушшинче е сылтӑм енчен й, л, м, н, р сасӑсенчен пӗри, сулахай енчен уҫӑ сасӑ пулсан, чӑваш чӗлхинчи янӑравлӑ шавлӑ хупӑ сасӑпа пӗрпекленнӗ, танл.: панк (шырӑсла: банк), пилет (билет), кас (газ), темократти (демократия), шнейккӑ (жнейка), сайом (заем), шурнал (журнал), лосунк (лозунг), конкрес (конгресс) т. ыт. те.

Помоги переводом

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Мероприятие Патӑрьел тата Шӑмӑршӑ районӗсен ҫар комиссарӗ В. Семенов, республикӑри «Пограничное братство» общество правленийӗн председателӗ А. Шорников (сӑн ӳкерчӗкре ҫамрӑк кадетсене саламлать), район администрацийӗн социаллӑ аталану, туризм тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ А. Куданова, кадет класӗнче вӗренекенсен ашшӗ-амӑшӗ хутшӑнчӗҫ, пурте ҫамрӑк туссене ҫирӗп вӑй-халлӑ, пултаруллӑ, кӑтартуллӑ кадетсем пулса ҫитӗнме ырӑ сунчӗҫ.

Помоги переводом

Ырӑпа пурӑнакан ырӑ ят хӑварать // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/11294-yr-pa ... t-kh-varat

«Ман патра сипленнӗ пациентсем халӗ те килеҫҫӗ. Манӑн шухӑшӑмпа — чӑн-чӑн тухтӑр пулас тесен участок терапевтӗнче ӗҫлемеллех. Участок врачӗ уйрӑм ҫын сывлӑхӗшӗн яваплӑ. Стационарта чирли сипленет те каять, эсӗ унӑн сывлӑхӗпе тек интересленместӗн. Участокри пациент вара кайран пӗрех сан патнах пырать. 2000 ҫулта поликлиникӑн заведующийӗ Галина Волкова мана кӑнтӑрлахи стационара чӗнчӗ. 16-мӗш ҫул ӗнтӗ заведующире вӑй хуратӑп», — чунне уҫрӗ Валентина Алексеевна.

Помоги переводом

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Мураты», «Луч», К.Маркс ячӗллӗ, «Семеновод» хуҫалӑхсем, «Санары», «Агрохмель» агрофирмӑсем, Ярмушка ял поселенийӗпе кунти шкул, Вӑрнарти хӑйминчен уйӑрнӑ типӗтнӗ сӗт завочӗ, «СантехГазстрой» общество, Чувашкабельмет, «Максимум»тата «ИСА» ТМЯОсем, «Вурнарская» МСО, И.Ехлаков фермер хуҫалӑхӗ, Э.Орешкин, С.Флегентов, В.Перелыгин, А.Крючков, ытти уйрӑм предпринимательсем, Калинино райповӗ, Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗ, Пенси фончӗн управленийӗ сумлӑ пулӑшу кӳнӗ.

Помоги переводом

Чӗнӳ ӗҫпе ҫирӗпленет // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11756-ch ... cir-plenet

Округӑн творчествӑлла пурнӑҫне активлӑн хутшӑнакан, тӗрлӗ шайри конкурссенче палӑрнӑ ачасене Николай Никандрович Тав хучӗсем парса чысланӑ, ҫав шутра: Аслӑ Чурачӑкри структура подразделенийӗн «Тевет» ансамблӗ, хореографи уйрӑмне ҫӳрекен Аделина Архипова, Валерия Григорьева, Татьяна Григорьева, Анастасия Евдокимова, Эвелина Иванова, Кристина Краснова, Ксения Скворцова, Юлия Степанова, Ксения Чернова, ӳнер уйрӑмне ҫӳрекен Дарья Лесницкая, Виктория Потапова.

Помоги переводом

Маттур ачасене чысланӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/06/04/%d0%bc%d0%b ... %bd%d3%91/

Тутарстанри журналистсене саламланӑ май, Ф.Мухаметшин калем ӗҫченӗсене сывлӑх, творчествӑра ҫитӗнӳсем сунчӗ, ТР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ ятӗнчен профессионаллӑ ҫитӗнӳсем тунӑшӑн хӑш-пӗр журналистсене Тав хучӗсем пачӗ: Марина Юдкевича («Вечерняя Казань»), Венера Якуповӑна («Казанские ведомости»), Нина Киркинӑна («Зеленодольская правда»), Владимир Изергина («Бугульминская газета»), Галина Григоренкӑна («Время и деньги»), Юлия Казанцевӑна («Новый век» ТРК).

Помоги переводом

Нурлат хаҫачӗн чи нумай вулакан // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Мероприятие шалти ӗҫсен органӗсен ветеранӗсен Чӑваш Республикинчи обществӑлла организацийӗн председателӗн заместителӗ Юрий Григорьев, Вӑрмар муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Василий Шигильдеев, «Урмарский» уйрӑмӗн начальникӗ Алексей Софронов, Вӑрмарти шалти ӗҫсен органӗсен сотрудникӗсемпе ветеранӗсем, Мӑнҫырмари чиркӳ настоятелӗ Леонид Ермолаев протоиерей, асӑну хӑмине халалланӑ ветерансен тӑванӗсем, Вӑрмарти шкулта вӗренекенсем тата ыттисем те хутшӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа хутшӑннӑ ветерансен ячӗпе // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12911-asl-ot ... en-yach-pe

Акӑ мӗн ҫырнӑччӗ ҫав статьяра: «Учредительнӑй пуху членӗсем: Гаврил Федорович Алюнов (особоуполномоченнӑйӑн помощникӗ), Иван Васильевич Васильев, Семен Николаевич Николаев, вӗсене пулӑшакансем — Алексей Степанович Блинов ҫавӑн пекех е хӑйсен ирӗкӗпе шуррисен ҫарне кайнисем, е ялсенче Совет влаҫне хирӗҫ вӗрентекенсем (пупсем, кулаксем т. ыт. те) ҫавсем пурте РСФСР тата мӗнпур чухӑн, мӗскӗн чӑвашсен тӑншанӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Вӗсене…» — малалла вулаймарӗ Павлуш.

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӗсенчен виҫҫӗшӗ - Ыхра Ҫырминчи вӑтам шкулта вӗренекенсем хатӗрленӗ «Вӑрҫӑпа пиҫнӗ ачасем» (ертӳҫисем Альфия Саберзянова, Райля Вахитова) «Пӗчӗк калӑпӑшлӑ чи лайӑх спектакль», Аслӑ Чементи вӑтам шкулти «Овация» ушкӑн кӑтартнӑ «Француз чӗлхин урокӗ» (Надежда Кошелева) «Пысӑк калӑпӑшлӑ чи лайӑх спектакль», Хирти Пикшикри вӑтам шкул артисчӗсем чӑвашла сцена ҫине кӑларнӑ «Тупалча» спектакль (Людмила Данилова, Лилия Ачамова) пӗрремӗш степеньлӗ лауреатсем пулчӗҫ.

Помоги переводом

Сцена ҫинче - ҫамрӑк артистсем // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51521-stse ... -artistsem

Комисси вӑхӑта йӗм ҫӗтсе ларса ирттермен, тепӗр виҫӗ уйӑх иртсен, 1948 ҫулхи июнӗн 2-мӗшӗнче, куратпӑр ӗнтӗ, СССР Верховнӑй Совечӗн Президиумӗ аслӑ ҫӗршывӑмӑрӑн кашни кӗтесне пырса тивекен «Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫ тивӗҫӗсене хутшӑнассинчен сӗмсӗррӗн пӑрӑнакансене (злостно уклоняющихся) тата халӑха хирӗҫле харам пырла пурнӑҫ йӗркипе пурӑнакансене аякри районсене кӑларса ярасси ҫинчен» ятлӑ Указ йышӑннӑ тата ӑна пурнӑҫа кӗртме май туса паракан документсене ҫирӗплетнӗ.

Помоги переводом

"Общество приговорӗн" хӗн-хурӗ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51522-obsh ... -kh-n-khur

«Медицинӑра чи кирли — яваплӑх, профессионализм, коллективра ӗҫлесе ҫынсене пулӑшма тӑрӑшни. Пирӗн больницӑра ӑнсӑртран лекнӗ ӗҫченсем ҫук. Вӗсем кӑнтӑрла та, ҫӗрле те ҫынсен пурнӑҫне сыхласа хӑварассишӗн сыхӑ тӑраҫҫӗ. Ҫак уяв кунӗсенче вӗсене ҫирӗп сывлӑх, ӗҫре те, пурнӑҫра та ӑнӑҫу сунатӑп. Уйрӑмах сывлӑх сыхлавӗн ветеранӗсене тав сӑмахӗ калатӑп. Вӗсем хӑйсен опытне ҫамрӑксене парса пынӑ, сӗнӳ-канашсемпе пулӑшса тӑнӑ. Пурне те пархатарлӑ ӗҫӗршӗн тав тӑватӑп».

Помоги переводом

Шур халатлӑ ӗҫченсене чысланӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/06/18/%d1%88%d1%8 ... %bd%d3%91/

Зухра Маулитбаевна РБ предпринимательлӗх тата туризм министерствин «Пишпӳлек районӗнче нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн тата предпринимательлӗхе аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн» уйрӑм предпринимательсене Газиз Рифгатович Сирева, Алия Тафкиловна Файзуллинана, Эльнара Тимербаевна Суфьянованана, ҫавӑн пекех Пишпӳлек район администрацийӗн экономика, инвестицисемпе предпринимательлӗх пайӗн начальникне Елена Александровна Захарована Тав ҫырӑвӗсем панӑ.

Помоги переводом

Пишпӳлекре пулӑ фестивалӗ кӗрлесе иртрӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... tr-3848954

Общество приговорӗн докуменчӗсене шыраттарса тупса палӑртнӑ хыҫҫӑн Красноярск ҫумӗнчи Емельяново районӗн халӑх сучӗ Василий Матвеевича 1948 ҫулхи декабрӗн 14-мӗшӗнче икӗ статьяпа - СССР Верховнӑй Совет Президиумӗн 1941 ҫулхи апрелӗн 9-мӗшӗнче кӑларнӑ Указӗпе (тавар поезчӗ ҫинче хӑй тӗллӗн ларса ҫӳренӗшӗн) тата РСФСР уголовлӑ кодексӗн 82-мӗш статйипе (ссылка е спецпоселенисене янӑ ҫӗртен тухса тарнӑшӑн) 7 ҫул та сакӑр уйӑхлӑха ирӗкрен хӑтарма приговор кӑларса парать.

Помоги переводом

"Общество приговорӗн" хӗн-хурӗ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51566-obsh ... h-n-khur-2

Ведомствӑсен ӗҫ укҫине вӑхӑтра тата туллин тӳлес, официаллӑ мар майпа ӗҫлессин тӳпине чакарас енӗпе ӗҫлекен пӗрлехи комиссийӗн Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пынипе иртнӗ ларӑвӗнче, пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк укҫа виҫи шайӗнчен те пӗчӗкрех кӑтартуллисен йышне чакарас тӗллевпе йӗркеленӗ регион программи епле пурнӑҫа кӗрсе пыни ҫинчен, Чӑваш Реcпубликинчи Патшалӑх ӗҫлев инспекцийӗн – тӗп инспекторӗ – ертӳҫӗ Алексей Метелкин тӗплӗн каласа кӑтартнӑ.

Помоги переводом

Чӑваш Енре ӗҫ укҫипе парӑмсен виҫи 26 млн ытла пухӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/30/chva ... -itla-tenk

«Хӑрушлӑхсӑр ҫул» проекта Чулхула, Хусан, Саранск, Шупашкар, Тольятти, Йошкар-Ола, Самар, Пермь, Чӗмпӗр, Ӗпхӳ хулисенче пурнӑҫа кӗртме палӑртнӑ, - пӗлтерчӗ проект авторӗ, «Чӑваш Енри автомобилистсен «АсАвто» ассоциацийӗ» общество организацийӗн президенчӗ Максим Забалуев. - Ӑна ҫул ҫинче аварисен, вилекенсен, сусӑрланакансен шутне чакарас, автомобилистсемпе ҫуран ҫӳрекенсене пӗр-пӗрне хисеплеме вӗрентес, ҫынсен право пӗлӗвне ӳстерме пулӑшас тӗллевпе хатӗрленӗ».

Помоги переводом

Чăваш çамрăкĕсен черетлĕ çитĕнĕвĕ // В.БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Унта ҫапла ҫырнӑ: «Политика репрессийӗсене пула шар курнисен таса ятне тавӑрасси ҫинчен» 1991 ҫулхи октябрӗн 18-мӗшӗнче йышӑннӑ Раҫҫей саккунӗн 3-мӗш статьин «в» пункчӗпе килӗшӳллӗн Василий Матвеевич Прохорова административлӑ йӗркепе ялтан кӑларса яни репресси шутланать, ҫав енӗпе ӑна ребилитациленӗ«. Кӑштах маларах иртсе калас-тӑк, 2009 ҫулта пирӗн республикӑра, ытти регионсемпе пӗрлех, «Политика репрессийӗсене пула шар курнисен Асӑну кӗнекине» икӗ томпа кӑларнӑ.

Помоги переводом

"Общество приговорӗн" хӗн-хурӗ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51566-obsh ... h-n-khur-2

Калаҫу сӑмахӗсем айкаш, виҫҫӗлӗх, вуннӑлӑх, йӑкӑс, йӗлпӗр, ӗнселе, каҫан, кӑльт, кӗрӗплеттер, лӑпӑркка, лапсӑрти, ленкке, лӗркке, лӗрӗлтет, лакӑрти, лӑпӑсти, мӑкӑрти, мӑшӑлтӑк, мӑнттай, нахас, наччас, сӑсӑрлантар, тӑнкӑркка, тӗпӗлтет, тӗрмекле, тунала, усравкка, чӑкӑлти, чумантай, яклашка, яла-пӑла, яшлаттар т. ыт. те (асӑрхӑр, ҫак сӑмахсене 1961 ҫулта тухнӑ словарьте те калаҫу сӑмахӗсем тесе палӑртнӑ) пӗлтерӗш тӗлӗшӗпе ытлашши кӑнттамах мар, вӗсем нейтраллӑ лексикӑна ҫывӑх.

Помоги переводом

Проза чӗлхи типтерлӗ пултӑр // Ю. Ф. Ефимов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 45–62 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней