Короткие
Тутарстан Республикинчи Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗн территорийӗнче халӑхӑн пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерме тата пушарсене вӑхӑтра сӳнтерме пулӑшнӑшӑн Раҫҫей пушар надзорне йӗркеленӗренпе 375 ҫул ҫитнӗ май, Анат Чакӑ ялӗнчи ирӗклӗ пушар надзорӗн шоферӗ Амир Каюмович Низамов, «Фламинго» обществӑн ирӗклӗ пушар надзорӗн шоферӗ Фанис Фиркатович Яруллин Тутарстан Республикин граждан оборонин ӗҫӗсем тата чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин Тав ҫырӑвне тивӗҫлӗ пулчӗҫ.
Ӗҫӗсене хисеплесе // Гулия Фаизова. http://chuprale-online.ru/news/tp-khypar ... 1715165051
Валерий Алексеевичах сӑмах парар-ха: «Ҫакӑнта вӑл хӑйне чи лайӑх енчен кӑна палӑртать. Ӗҫ авӑрне хӑвӑрт кӗрсе каять, хаҫат активӗпе — ялкорсемпе, рабкорсемпе туслашать, хӑй те нумай тата ӗҫе пӗлсе ҫырать. ВЛКСМ райкомӗпе ҫыхӑну тытсах тӑрать, вӑл пулӑшнипе эпир райхаҫатра ҫамрӑксен страницисем кӑлартӑмӑр, вӗсенче ВЛКСМ райкомӗн тата вырӑнти комсомол организацийӗсен ӗҫӗ-хӗлне тӗплӗн ҫутатса пытӑмӑр. Хаҫат производствӑра ҫитӗнӳ тӑвакан ҫамрӑксем пирки нумай ҫырчӗ».
Вӑйне кура вӑй вылять // Владимир ТОЛМАТОВ. http://gazeta1931.ru/gazeta/12856-v-jne- ... v-j-vylyat
Ҫивӗч кӗрешӳре тӗрлӗ виҫеллӗ снаряд йӑтса тата хӑйсен виҫисенче йӑлана кӗнӗ турнир ҫӗнтерӳҫисен ятне Елчӗк районӗнчи ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗнче вӗренекенсем В.Николаева, Д.Соловьев, А.Федоров, В.Семенов, А.Павлов, Хӗрлӗ Чутайӗнчи Д.Козлов, Муркаш районӗнчи А.Морозов, Етӗрне районӗнчи К.Петрова, Шупашкар районӗнчи Е.Градовпа А.Волкова, Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗн студенчӗсем И.Кривовпа О.Николаев тата ӗҫпе спорт ветеранӗ, тӗнче чемпионӗ пулнӑ А.Павлов тивӗҫрӗҫ.
Паттӑр салтак ячӗпе // Хыпар. Хыпар, 2011,01,15
«Форума хутшӑнакансемпе хӑнисем пирӗн культурӑпа, йӑла-йӗркепе паллашма, тутар халӑхӗн Сабантуй уявне хутшӑнма пултарнишӗн те савӑнатпӑр, вӑл паянхи кун халӑхсем тата нацисем хушшинчи пӗлтерӗше йышӑнать, ӑна тӗнчен 14 ҫӗршывӗнче уявлаҫҫӗ, ЮНЕСКОн материаллӑ мар эткерлӗхӗн шедеврӗсен списокне кӗртме палӑртнӑ, – пӗтӗмлетсе каларӗ Тутарстан Президенчӗ. – Сирӗн ӗҫӗр этемлӗхӗн пуян историйӗпе культура эткерлӗхне упраса аталантарассинче пысӑк витӗм парасса шанатӑп».
Тӗнчи аталантӑр, эткерӗ — юлтӑр // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22
Республика Пуҫлӑхӗн 2015 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи 181-мӗш указӗпе республика Пуҫлӑхӗн 2014 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнчи 65-мӗш «Чӑваш Республикинчи муниципалитет йӗркеленӗвӗсенчи граждансен коммуналлӑ пулӑшу тӳлевӗсен чи пысӑк индексӗсем ҫинчен» указне улшӑну кӗртнӗ — республикӑри муниципалитет йӗркеленӗвӗсенчи граждансен коммуналлӑ пулӑшу тӳлевӗсен 2016-2018 ҫулсенчи индексӗсен чи пысӑк виҫине тата 2016 ҫул валли палӑртнӑ чи пысӑк индекссене ӑнлантарса панине ҫирӗплетнӗ.
Коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсем ӳсеҫҫӗ-и? // Альбина ЕГОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Килӗшет ҫамрӑк хӗрарӑма шӳтлӗ калаҫу; вӑл участокри парторга Курмышова юратнине, пӗр вӑхӑтра унпа пӗрлешсех пурӑнма ӗмӗтленнине участокра хӑшӗсем пӗлеҫҫӗ; кайран, унӑн ку ӗмӗте пӑрахма тивсен, вӑхӑтлӑха пусӑрӑннӑ Лукарие шеллекенсем те тупӑнчӗҫ; тӗрӗссипе ӗнтӗ ӑна ҫеҫ мар, строительсем Курмышова та хӗрхенчӗҫ; арӑмӗпе уйрӑлнӑ пулсан та (ку хыпар та ҫитрӗ участока), чипер, ҫамрӑк хӗрарӑмпах ҫемьеленсе пурӑнаймасть, темӗн чараканни пур ӗнтӗ, е, тен, юратӑвӗ урӑх ҫӗрте-и?
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Часах Матвисен килне Кӗсен Петти ывӑлӗ Мишша, ҫатӑлти ашшӗ пек мар чӗмсӗр те лӑпкӑ ҫамрӑк (Телегин унчченрех вӑл Тарьене кӑмӑлланине сиснӗччӗ-ха), каярах Кӗсен Петти хӑй те (тахҫан вӑл Кашкӑр Микули ҫумӗнчен хӑпма пӗлместчӗ, лешне тытса кайсан, ӑна-кӑна тавҫӑрса илчӗ курӑнать те, мул хуҫисемпе халлӗхе ҫыхланмасть-ха), Кӑртти Йӑванӗ, пӗрремӗш тӗнче вӑрҫипе граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче арҫынсӑр юлнӑ кил хуҫи хӗрарӑмсем тата ялти активист, вулӗҫтӑвком членӗ Шикки Ваҫҫи килчӗҫ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
«Паллах, педагогика хутлӑхӗнче, преподаватель хутлӑхӗнче талантлӑ ҫынсем питӗ нумай. Анчах тахҫан эсир хӑвӑршӑн учитель, педагог, наставник пулма ҫакӑн пек йышӑну йышӑннӑ, ку вӑл ырӑ та пархатарлӑ суйлав, ҫӗршывшӑн, обществӑшӑн питӗ кирлӗ. Питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен ҫак ӗҫ-хӗле сӳрӗк кӑмӑллӑ ҫынсем килмеҫҫӗ, вӗсем хӑйсен тивӗҫне суйласа илеҫҫӗ. Вӑт ку питӗ паха япала», - тенӗ Путин Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑк учителӗ» конкурсӑн лауреачӗсемпе тата финалисчӗсемпе тӗл пулсан.
Путин учитель профессине ҫӗршывшӑн пархатарлӑ та пӗлтерӗшлӗ тесе каланӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... an-3956209
Производствӑра суранланнипе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсемпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксемшӗн пуҫиле ӗҫе ытларах чухне РФ Пуҫиле кодексӗн 143-мӗш статйипе (ӗҫ сыхлавӗн правилине пӑснине пула ҫынна йывӑр суранлатнӑшӑн е ҫынна вӗлернӗшӗн), 216-мӗш статйипе (хӑрушсӑрлӑх правилине пӑснине пула ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳнишӗн е пысӑк тӑкак кӑтартнишӗн, е ҫын вилнишӗн) тата 109-мӗш статьяпа (асӑрханманнине пула вилӗм кӳнишӗн) ӗҫ пуҫарнине пӗлтерет асӑннӑ управленин пуҫлӑхӗн пулӑшуҫи Олег Дмитриев.
Ӗҫрен суранланса килеҫҫӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/12252.html
Вӗсен хушшинче «Цильна» обществӑран Рафик Шайдуллов («Класс-Тукано-430»), «Агро Вест» обществӑран Раиль Ахметзянов («Полесье-1218»), «Ҫӗпрел Рассвет Агро» обществӑран Айрат Зялалов («Торум-750»), «Бикчуров Р. А.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗнчен Зульфат Юсупов («Класс-Тукано-570»), «АгроТрансПорт» обществӑран Ильмас Низамов («Класс-Тукано-450), «Низамов А.А.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗнчен Марат Низамов («Полесье-1218»), «Махмутов И.Ф.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗнчен Ильмас Фаизов та пурччӗ.
Тыр ҫи ӗҫӗнче малта пыракансене парнесем // Римма Мавлютова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... e-parnesem
Ноябрӗн 20-мӗшӗнче республикӑра, ҫавӑн пекех Патӑрьел муниципалитет округӗнче те иртнӗ Пӗрлехи информаци кунӗн темисем паянхи ҫивӗч ыйтусемпе ҫыхӑнчӗҫ: пуҫару бюджечӗн проекчӗсене пурнӑҫа кӗртни, Чӑваш Республикинчи пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсене патшалӑх паракан пулӑшу, Пӗтӗм Раҫҫейри физкультурӑпа спортӑн ГТО нормативӗсене Чӑваш Республикинче еплерех пурнӑҫласа пыни, ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленсе ҫурт умӗсемпе урамсене капӑрлатасси.
Тимлӗхре - пӗлтерӗшлӗ ыйтусем // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51798-timl ... -yjtusem-3
Уява хаклӑ хӑнасем — Комсомольски округ пуҫлӑхӗ Н.Н. Раськин, Тутарстан Республикин ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Ф.А. Аглиуллин, Хайпӑҫ муниципаллӑ район пуҫлӑхӗ А.И. Рахматуллин, ЧР физкультурӑпа спорт министрӗн ҫумӗ А.В. Степанов, ЧР проект ӗҫӗпе патшалӑх программисен управленийӗн начальникӗ Д.В. Бельцов, ЧР экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ С.П. Федоров, Комсомольски округӗн депутатсен Пухӑвӗн председателӗ С.Н. Грачева хутшӑнчӗҫ.
Кӗр кӗрлерӗ Сабантуй // Дина АБУЛХАНОВА. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%ba%d3%9 ... %83%d0%b9/
Унчченхи «ҫылӑхӗсене» те аса илнӗ: «кулак ҫемьинчен тухнӑ, ашшӗне Емельян Мнейкина 1930 ҫулта ҫӗр арендаторӗ тесе айӑпланӑ (раскулачен). 1937 ҫулта ҫуралнӑ Вениамин шӑллӗ тарса ҫӳрет, ӑна контрреволюциллӗ ӗҫ-хӗлпе ҫыхӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ. Мнейкина Анна 1943-1944 ҫулсенчен районти финанс пайӗнче финагентра ӗҫленӗ чухне единоличниксен тупӑшӗсене пытарса кӑтартнӑшӑн ӗҫрен хӑтарнӑ. 1946 ҫулта вара спекуляци тунӑшӑн ултӑ уйӑха ӗҫлесе юсанмалла тунӑ. Халӗте спекуляципе тупӑш тӑвать».
"Общество приговорӗн" хӗн-хурӗ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51522-obsh ... -kh-n-khur
«Эпӗ шкулта вӗреннӗ чухнех химипе биологи предмечӗсене кӑмӑллаттӑм. Анне те медицина енӗпе кайма сӗнчӗ. Хама та ку професси килӗшет. Ҫынсене сиплесси - пархатарлӑ ӗҫ. Унсӑр пуҫне физкультурӑна паянхи кун та юрататӑп. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытма кӑмӑллатӑп. Манӑн анне чылай ҫул сывлӑх сыхлавӗнче тӑрӑшать. Халӗ вӑл флюорографи пӳлӗмӗнче тимлет. Пирӗн ҫемье спортпа туслине палӑртмалла. Шкулта вӗреннӗ чухнех районта иртекен пӗр спорт мероприятийӗнчен те юлман», - тет Регина.
Ӗмӗт хыҫҫӑн кайса // А.Васюкова. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/15043 ... cc-n-kajsa
Пирӗн хуйха пирӗнпе пайланисене, йывӑр минутра пирӗнпе пулнисене, пулӑшнисене — тӑвансене, Шланка ялӗнчи уйрӑм фермер хуҫине Гумар Махмутова, унӑн пулӑшаканне Ранис Алеева, Матак ялӗнчи ФАП ӗҫченӗсене Надежда Буланована, Ирина Мердеевана, Матак ял тӑрӑхӗн Советне, мӑшӑрӑмпа пӗрле ӗҫленисене, тус-юлташсене, кӳршӗ-аршӑсене, ял ҫыннисене — пирӗн хаклӑ ҫыннӑмӑра, мӑшӑрӑма, аттене Николай Владимирович Алимасова тирпейлесе пытарма пулӑшнисене пурне те чунтан тав тӑватпӑр.
Тав сӑмахӗ // Ҫӗпрел районӗ. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... /tav-samax
Ватӑ ҫын мӗнле васкать, пачӑшкӑ та ҫавӑн пекех хыпаланса алтаре кӗрсе кайрӗ те хӑйӗн тӗрлӗ-тӗрлӗ тумне майларӗ: стихарь ҫийӗн сулахай хулпуҫҫи урлӑ орарьне ҫакса хӳрисене пӗрне ҫурӑм ҫине, теприне мал енне меллӗн вырттарчӗ, нумай ҫул хушши усӑ курнипе кивелнӗ, анчах ылтӑн эрешне ҫухатман «поручи» текеннипе ал сыппине сӑрса ылтӑн тӗслӗ вӑрӑм кантрапа ҫирӗплетсе пӗтӗрчӗ те пуҫӗ ҫине куфья тӑхӑнса васкамасӑр кадила ӑшӗнчи тӗтӗм кӑларакан катӑксене шӑрпӑкпа чӗрте пуҫларӗ.
Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.
Акимов тухса кайсан, Гаджиев пуҫне пӑркаласа ларчӗ; ҫакӑ ырӑпа пӗтменни паллӑ, кунашкал пӗр-пӗрне шанманни нумая пыни коллектива хавшатӗ ҫеҫ; Курмышовпа Акимов участокра пӗрле пулма пултараймаҫҫӗ, ҫитменнине, иккӗшӗн те хӑйӗншӗн тӑма «право» пур: Курмышов вӑн опыт, районти ят-сум, ӑна Дагестан обкомӗнче те пӗлеҫҫӗ, коммунистсем шанаҫҫӗ; Акимовӑн — нумай пулмасть участока йышӑнни, трестран пысӑк полномочисейпе яни, ун пек чухне ҫӗнӗ пуҫлӑха ытларах итлеҫҫӗ, итлемелле те.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Шупашкарти пӗр сӑра хупахне хӑйсене кӑтьӑр-катьӑр, лӳчӗркенчӗк хура-кӑвак куртка-пиншаксемпе хуплакаласа янӑ икӗ чӑрӑн-чӑрӑн арҫынпа (пуҫӗсем ҫинче — йӗнтнӗ сысна тирӗ тӗслӗ калпаксем) икӗ «сӗтекри» хӗрарӑм (кусем ҫемҫе, кивӗ, сӑрӑ калпакӗсене пуҫӗсем ҫине чалӑшшӑн лӗнчӗр-лӗнчӗр пусаркаласа лартнӑ) хӑлтӑр-халтӑр, тӑнкӑл-танкӑл кӗчӗҫ те, ҫӗтӗк купӑс пек пӑшлаткаласа-сывласа, мӗхлеткелесе, лӑпӑр-лӑпӑр хуранне вӗреткелесе, пушӑ сӗтел хушшине мӑраланкаласа пырса лаклатрӗҫ.
Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.
Каланине ҫирӗплетмешкӗн (1) илемлӗ литература, (2) музыка, (3) спорт терминӗсем илсе кӑтартӑпӑр: (1) вырӑсла, чӑвашла, тутарла романист, очеркист, новеллист; вырӑсла, чӑвашла фельетонист, анчах тутарла фельетончӑ; (2) вырӑсла, чӑвашла баскетболист, анчах тутарла баскетболчӑ; вырӑсла, чӑвашла волейболист, анчах тутарла волейболчӑ; вырӑсла, чӑвашла шахматист, анчах тутарла шахматчӑ; вырӑсла, чӑвашла самбист, анчах тутарла самбочӑ; вырӑсла, чӑвашла фигурист, анчах тутарла фигураччӑ.
Чӗлхемӗрӗн малашлӑхӗ унӑн паянхи пуянлӑхӗнчен килет // М. Р. Федотов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 6–21 с.
Пӗтӗм ҫӗршывӗпе, пур ҫӗрте пулса иртекен ҫав улшӑнусем уйрӑм ҫынсен, сӑмахран, Элкей килйышӗн пурнӑҫӗнче те палӑрмасӑр юлмаҫҫӗ, вӗсем ҫав килйыш ҫыннисене, хӑшӗсене вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗртеҫҫӗ, пӗр-пӗринчен уйӑраҫҫӗ, тӗнче тӑрӑх сапалаҫҫӗ, аслӑ пӑтрашура такампа та тӗл пулма лекет вӗсене, тӗрлӗ партисемпе союзсен программисен чӑн тутине те астивсе пӑхма тивет, каярахпа тин вӗсем, пурнӑҫ шкулӗн хаяр та йывӑр ҫулне утса тухса, кам чӑн тус, кам суя юлташ пулнине ӑнланма тытӑнаҫҫӗ.
Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.


