Корпус чувашского языка

Короткие

«Аслӑ вӗренӳ заведенине вӗренме кӗнӗ чух вӗренме кӗрекенсене тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене нумай ыйту канӑҫ памасть. Шкул вӗренсе пӗтерсе аслӑ пӗлӳ илес текенсен вӗренме кӗмешкӗн вӑхӑтне саккун тӗлӗшӗнчен ҫирӗплетни вӗсен прависене хӳтӗлессин шайне ӳстерет, - тесе каланӑ парламентари. - Ҫакӑ вӗсене малтанах пӗтӗм сӑкӑлтӑксемпе паллашса кирлӗ пӗлӳ пухса хӑйсем малтан палӑртнӑ аслӑ вӗренӳ заведенине тӗплӗн хатӗрленсе пулас тӗрӗслев витӗр тухса унта вӗренме кӗме май парать».

Помоги переводом

А.Аршинова: «Вӗренме кӗмелли экзаменсене улӑштарни килӗшӳсӗр» // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

Чӑваш Республикинче 2003 ҫулччен физкультурӑпа спорта, туризма, санаторипе курорт ӗҫне аталантармалли тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине ҫирӗплетмелли тӗллевлӗ программӑпа тата Чӑваш Республикин «Физкультурӑпа спорт ҫинчен» саккунӗпе килӗшӳллӗн, 2002 ҫулта район администрацийӗн халӑх сывлӑхне ҫирӗплетес тата физкультурӑпа спорт пайӗ чылай ӗҫсем туса ирттернӗ, халӑх сывлӑхне, сывӑ пурнӑҫ йӗркине ҫирӗплетме, кану вӑхӑтне усӑллӑ ирттерме спорт сооруженийӗсемпе ӑнӑҫлӑрах усӑ курнӑ.

Помоги переводом

Физкультурӑпа спорт ӗҫне - пурнӑҫ ыйтнӑ шая // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2002.08.13

Физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетекен мероприятисене ирттерессипе тата спортпа массӑллӑ ӗҫсене халӑх хушшинче анлӑн сарассипе йӗркеленӗ республикӑри смотр-конкурсра 2003, 2022, 2023 ҫулсенче пӗрремӗш, 2014 - иккӗмӗш, 2011 ҫулта виҫҫӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑ. 2013, 2016, 2023 ҫулсенче ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулне сывлӑха ҫирӗплетме ҫӳрекенсен йышӗ пысӑк пулнӑран каллех республикӑра ҫӗнтернӗ. 2014, 2017, 2018 ҫулсенче иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. 2019 ҫулта «Чи лайӑх спорт сооруженийӗ» номинаципе палӑрнӑ.

Помоги переводом

Спорт шкулне - ҫур ӗмӗр // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51874-spor ... ne-cur-m-r

Муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин пайӗн начальникӗ Владимир Николаев ертсе пынӑ комисси тӗрӗсленӗ вӗренӳ учрежденийӗсем — Елчӗкри «Солнышко» ача сачӗпе искусство шкулӗ, Патреккелти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп, Кушкӑри, В.В. Андреев ячӗллӗ Лаш Таяпари, Курнавӑшри, Ҫӗнӗ Пӑвари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулсем тата ҫак вӗренӳ учрежденийӗсен ҫумне ҫирӗплетнӗ ача сачӗсем, пӗтӗмӗшле илсен, пурте ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче ачасене йышӑнма хатӗр.

Помоги переводом

Шкулсем ачасене йышӑнма хатӗр // Светлана АРХИПОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/1 ... 82e%d1%80/

«Ачасемпе пӗрле пулса вӗсене пур енлӗн аталантаракан вӗренӳ центрӗ» Чӑваш Енри инҫет вӗренӳ центрӗнчи чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Любовь Кудрявцева Уйӑп Мишшин «Ҫӗнӗ ҫурт» сӑввине вуларӗ; И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн химипе фармацевтика факультечӗн I курс студентки Юлиана Рубцова – Максим Данилов-Чалдунӑн «34-мӗш атака» калав сыпӑкне; Лариса Петровӑпа Нина Царыгина ҫамрӑк ҫыравҫӑ-журналистсем – Никифор Мранькан «Юншӑн – юн» пьеса сыпӑкне.

Помоги переводом

Варкӑшҫӑсем «Чӑваш ҫыравҫисем – фронтра» кӑларӑма пахаларӗҫ // Ольга АВСТРИЙСКАЯ. https://chuvbook.ru/news/2025/varkashcas ... pakhalarec

Чӑваш Енре пӗр-пӗринпе тупӑшса ӗҫлессине лайӑх витӗм кӳрес тӗллевпе чи малтан аталантармалли социаллӑ пӗлтерӗшлӗ рыноксен шутне - ял хуҫалӑх продукцийӗ туса илекенсемпе ӑна тирпейлекенсен, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ рыноксен йышне шкул ҫулне ҫитичченхи ачасене пӗлӳ парас, эмелпе медицина хатӗрӗсем сутассине ваккӑн йӗркелес ӗҫсен, медицинӑн, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн, вак суту-илӗвӗн, ҫыхӑнӑвӑн, пурӑнмалли ҫурт строительствин пулӑшу ӗҫӗсен рынокӗсене кӗртнӗ.

Помоги переводом

Бизнес-пĕрлĕх: «Тупăшу шайĕ пысăк!» // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

«Маншӑн ку Курск облаҫӗнчи иккӗмӗш мисси, Пушкӑртстанри ытти ҫамрӑксемшӗн – пӗрремӗш. Вӗсем, тем пек йывӑр пулсан та, пӗр-пӗринчен тытӑнса тӑнӑшӑн питӗ савӑнатӑп. Пирӗн пӗр тӗллев – ҫынсене май килнӗ таран пулӑшасси, эпир ӑна пурнӑҫларӑмӑр. Унсӑр пуҫне, икӗ эрне хушшинче пирӗн Пушкӑртсен командине хутшӑнакансенчен кӑна мар, ытти регионсенчен те пӗрлешӳллӗ коллектив пулса тӑчӗ», — каласа панӑ Пушкӑртстанри Халӑх фрончӗн Ҫамрӑксен ҫуначӗн координаторӗ Рустам Салахутдинов.

Помоги переводом

Пушкӑрт волонтерӗсем Курскра гуманитари миссине вӗҫленӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/novosti/2024 ... en-4004323

Ула Тимӗр сиссе те юлаймарӗ — темле асамлӑ вӑй ӑна сулахаялла вашт сулӑнтарчӗ те ячӗ, вара вӑл, ҫурӑмӗ ҫинчи ҫӑкне майлаштарса вырттарса, хӑрӑннӑ курӑкпа хупланнӑ ҫулпа васкасах малалла танкӑшрӗ, кӗтлӗхрен те, ҫамрӑк хурӑнлӑха куҫакан сылтӑмри вӗтлӗхрен (кашни йывӑҫ хӑйӗн ушкӑнӗшӗн ҫеҫ кашласшӑн, теҫҫӗ) те иртрӗ, тин ҫеҫ лартнӑ тата шалкӑм хырлӑха та, пач йывӑҫ-курӑксӑр, хуралса-кӗлленсе выртакан уҫӑ вырӑна та (кунта иртнӗ шӑрӑх кунсенче ама вут алхаснӑ пулас) хыҫала хӑварчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Акимов тума тӑрӑшакан йӗрке ӑна нихӑш енчен те юрӑхлӑ мар; ҫӗкленӳсӗр, хавхаланусӑр, ӑшӑ сӑмахсӑр пурӑнма йывӑр, чуна тӑвӑр, уйрӑмах ҫынсем хайсем те улшӑнма тытӑнни (хӑшӗсем ытла хӑраҫҫӗ, теприсем ҫӗнӗ пуҫлӑха юрама хӑтланни те сисӗнет) кӑмӑла пусрӗ; кӗҫех Лидяк хӑйне начар туя пуҫларӗ, тӗлӗнмелле туйӑм ярса илчӗ ӑна: ҫурт лартнӑ чух та, ӗҫ пӗтерсе будкӑна таврӑнсан та участок кантурӗ енчен чуна шӑнтса чӗтретекен сивӗ пӗрӗхет пек, темле ӑшӑ утиял айӗнче те пытанаймастӑн унран.

Помоги переводом

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Хальхинче ачасене право пулӑшӑвӗ парас тӗллевпе Патӑрьел муниципалитет округӗн администрацийӗн тӗп специалист-эксперчӗ, ҫул ҫитмен ачасен прависене хӳтӗлес тӗлӗшпе тимлекен комиссин секретарӗ Лариса Комиссарова, полицин ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен инспекторӗ Венера Камалетдинова, муниципалитет округӗнчи халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрти ҫемьесемпе тата ачасемпе ӗҫлекен уйрӑм заведующийӗ Ирина Чиркина Патӑрьелӗнчи агротехникум студенчӗсемпе тӗл пулу йӗркеленӗ.

Помоги переводом

Ачасене - право пулӑшӑвӗ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51863-acha ... o-pul-sh-v

Халӗ, ак, йывӑр тиенӗ лав тӑвайккине хӑпарса ҫитсе лачӑрах лашлатса аннӑн, ӗнтӗ ку асаплӑ лава хӑй текех нимӗнле те пулӑшма пултарайманнӑн, хӗв шухӑшне пӑшӑрхантарса тӑчӗ-тӑчӗ те пусӑрӑнчӑк Дина тӑвӑнчӑк вилтӑпри кутӗнче, ир ҫӗре кӗрсе выртнӑ амӑшӗпе те, хӑйӗнчен яланлӑхах писнӗ-ютшӑннӑ темӗнпе те сывпуллашса, вӑйран пуҫӗпех шӗлтӗркесе, масар лаптӑкӗнчен ыттисем паҫӑрах такӑрлатнӑ йӗрпе ун тулашне тухрӗ те укӑлча халхи еннелле авкаланакан сукмак ҫинелле шанчӑклӑн пӑрӑнчӗ…

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сылтӑм юпари терминсем, пирӗн шутпа, хӑйсен пахалӑхӗпе сулахайрисенчен ӑнӑҫсӑртарах, мӗншӗн тесен, пӗрремӗшӗнчен, вӗсенчен хӑшпӗрисем ӑнлава тӗрӗсех тата туллин палӑртаймаҫҫӗ («коцентрация — ӳстерни, контингент — йыш, начет — укҫа тытни, регламент — йӗрке), иккӗмӗшӗнчен, пӗр сӑмахпах икӗ ӑнлава палӑртнӑ (йӗрке — регламент, церемониал), (виҫҫӗмӗшӗнчен, формипе термин картне лараймаҫҫӗ (конспираци — вӑрттӑн ӗҫлени), тӑваттӑмӗшӗнчен, хитре мар илтӗнеҫҫӗ (суйлавҫӑсем хушнисем).

Помоги переводом

1 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Ҫамрӑк армеецсен 48-мӗш (XLVIII) «Зарницӑпа» «Орленок» вӑййисене район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Лидия Никитина, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Чӑвашпотребсоюз Канашӗн председателӗ Валерий Павлов, Мӑн Вылӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Иванов, Ураскилт ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Данилов, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Гурий Терентьев, Чӑваш Республикин Ҫар ӗҫ комиссариачӗн Муркаш тата Элӗк районӗсен пай начальникӗ Владимир Казаков уҫрӗҫ.

Помоги переводом

Пӗри - пуриншӗн, пурте - пӗриншӗн // В.СИВВИ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Ҫӗнтерӳ кунне ҫывхартассишӗн хӑйсен кун-ҫулне шеллемесӗр кӗрешнӗ салтаксен пысӑклатнӑ сӑнӳкерчӗкӗсене йӑтнӑ ҫывӑх ҫыннисем мӑнаҫлӑн акци колоннипе утса иртни, пулас салтаксем - ҫамрӑк армеецсем, кадет класӗнче вӗренекенсем парада хутшӑнни, Николай Петрова асӑнса йӗркелекен ҫӑмӑл атлетсен Елчӗк урамӗнчи чупӑвӗ, концерт программине хатӗрлеме районти культура учрежденийӗсенче ӗҫлекенсем анчах мар, пултарулӑх ушкӑнӗсем те хастар хутшӑнни уяв ят-сумне тата ӳстернӗн туйӑнчӗ.

Помоги переводом

Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Чи малтан вӑл этем кун-ҫулӗн пӗр вӑрттӑнлӑхӗнчен, никам пулӑшмасӑр, хӑй тӗллӗн шыраса тупнӑ вӑрттӑнлӑхран тӗлӗнет: ача ӳснӗҫемӗн ӑсланса пырать, тӗнче, ҫутҫанталӑк ҫинчен, ҫынсем ҫинчен ытларах пӗлекен пулать: эппин, унӑн хӑйне асаплантарнӑ ыйтусем пӗчӗккӗн сахалланмалла пек — ача чухне нумайрах пулмалла тӗлӗнтермӗшсем, каччӑ чухне — кӑшт чакмалла пуль вӗсем, вӑй питти чухне пачах чӑрмантармалла мар, ватӑлса, ӑсланса ҫитсен, пурне те витӗр курса тӑракан пулсан пачах пӗтмелле.

Помоги переводом

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑрнарти 2-мӗш шкулти кӗҫӗн классен учительне Екатерина Аверкинана, Вӑрнарти хутӑш препаратсен завочӗн цех пуҫлӑхӗн заместительне Алексей Матвеева Вӑрнар район администрацийӗн Хисеп грамотипе, унсӑр пуҫне Хапӑс шкулӗн историпе обществознани учительне Евгения Ефремована, кӗҫӗн классен вӗрентекенне Валентина Крючкована, Вӑрнарти 2-мӗш шкулти музыка учительне Ольга Косаревана, Вӑрнарти хутӑш препаратсен завочӗн 180-мӗш цех электромонтерне Дмитрий Матвеева Тавӗпе наградӑланӑ.

Помоги переводом

Ырӑ ӗҫ ырӑпа таврӑнать // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11839-yr ... a-tavr-nat

«Мобилизаци йӗркипе ҫынсене чӗнме пуҫласан мана та алла повестка пачӗҫ. Чун-чӗре кӑштах пӑлханчӗ пулин те, ҫухалса каймарӑм. Манӑн ҫар ӗҫӗн хӑнӑхӑвӗ пур. Чӗнеҫҫӗ, шанаҫҫӗ пулсан хирӗҫлеме юрамасть. Эпӗ ытти салтак пекех ҫӗршыва хӳтӗлеме тивӗҫ. Ҫакӑн пек присягӑна эпир ҫар ретӗнче те тытнӑ. Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме тупа тунӑ. Эпӗ мар пулсан кам-ха тесе ыйтрӑм хамран хам. Чун-чӗрене хытарса шухӑшпа хама салтак тумӗ тӑхӑнтартса алла автомат тыттартӑм», – терӗ вӑл иртнӗ вӑхӑта аса илсе.

Помоги переводом

Ятарлӑ ҫар операцийӗ. «Эпир ҫӗнтеретпӗр!» // Роза ИЛЛАРИОНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/2 ... -nteretp-r

Сывӑ пурнӑҫ йӗркипе туслӑ ҫынсене - ачасемпе ҫамрӑксене, ӗҫ коллективӗсене, спорт ветеранӗсене - Вӑрмар муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Василий Шигильдеев, унӑн пӗрремӗш заместителӗ Николай Павлов, заместителӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлаканӗ Виктор Павлов, культура, социаллӑ аталану тата спорт пайӗн начальникӗ Александр Краснов, А.Ф. Федоров ячӗллӗ Вӑрмарти спорт шкулӗн директорӗ Сергей Архипов, ӑмӑртусен тӗп судйи Александр Ноздрин спорт уявӗ ячӗпе саламласа ӑмӑртусенче ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Помоги переводом

Вӑрмар округӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Наци кросӗ» чупӑва активлӑ хутшӑнчӗ // Вӑрмар тӑрӑхӗ. http://gazeta1931.ru/urmary/12417-v-rmar ... khutsh-nch

«Эпӗ 63 ҫулхи пуҫӑмпа ҫапӑҫу хирне тухса кайнине нумайӑшӗ ӑнланмарӗ, паллах. Пирӗн ӳсӗмри каччӑсем салтак мӗнне пӗлсе ӳснӗ. Эпӗ хам та Германире салтак тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Унтан таврӑнсан Эстонире тинӗс ҫар училищинче вӗрентӗм. Диплом илсен пӗр вӑхӑт мотористра ӗҫлерӗм. Унтанпа пурнӑҫ урапи мана таҫта та илсе ҫитерчӗ. СВО пуҫлансанах унта кайма шухӑшламан. Хамӑр ял каччи, тӑванах вилсен урӑхларах шухӑшлама тытӑнтӑм. Иртнӗ ҫул вӗҫнелле шухӑш тӗвӗленсе ҫитрӗ. «БАРС-1» отряда лекрӗм.

Помоги переводом

Ҫӗршыв йывӑрлӑхра чух айккинче юлман // Валентина ЯКОВЛЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51024-c-rs ... che-yulman

Унта республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗсем Анатолий Аксаковпа Алла Салаева, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн членӗсем, республикӑн Патшалӑх Канашӗн ертӳҫисемпе депутачӗсем, Общество палатин членӗсем, федераллӑ тытӑмсен ертӳҫисем, ветеранӗсем тата ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннисем, наципе культура пӗрлешӗвӗсен, йӑлана кӗнӗ тӗн конфессийӗсен, общество организацийӗсен, администраци представителӗсем тата та ытти ҫынсем хутшӑннӑ.

Помоги переводом

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв чиккисене хӳтӗленӗ салтаксене пуҫ тайса палӑксем умне чӗрӗ чечексем хунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2026/02/24/chav ... ahe-oleg-n

Сайт:

 

Статистика

...подробней