Короткие
Хӑштик-хӑштик сывлаҫҫӗ юлташӑмсем, хӑйсен пурнӑҫӗн юххине ҫавӑрнӑ ача-пӑча ӗҫне-хӗлне, шӗпӗр-шепӗр япаласене пӗрчӗлекелеҫҫӗ, вырӑнлӑ-юравлӑ йӑскӑлтатса, харсӑрланса-сатурланса тунӑ «пуҫсӑрлӑхӗсемпе» мухтанаҫҫӗ: пӗри, арҫурие ҫаврӑнса, пушшӑн янӑраса, юхӑнса ларакан ҫӑм арманӗн маховикне «ҫухӑрта-ҫухӑрта» ҫавӑрнӑ; тепри, хӑйӗн килти качака такинчен тӗслӗх илсе, анкартинчи хӑрӑк ҫатан карти урлӑ шӑчӑпа ялт! кӑна сиксе каҫнӑ; виҫҫӗмӗшӗ хӑрах алӑпа кӑна вастра ишсе пӗве сарлакӑшне ним мар парӑнтарнӑ.
«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.
Ҫул-йӗр ҫинчи транспортпа ҫыхӑннӑ хӑрушлӑхсенчен асӑрханассине профилактикӑлассипе, водительсен культурине ӳстерес тӗллевпе Вӑрмарти Ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗн ӗҫченӗсем, РФ ШӖМӗн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрӑмӗн Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗн начальникӗ Е.Георгиев, Г.Е.Егоров ячӗллӗ Вӑрмарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта 7 «А» класра вӗренекенсемпе вӗсен класс руководителӗ Е.Васильева — пурте пӗрле «Водителе ҫыру» («Письмо водителю») акци йӗркелесе ирттерчӗҫ.
Ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑхшӑн // К.ПУДРИКОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9098-ul-j-r- ... -rl-khsh-n
Лайӑххи ак мӗнпе ҫыхӑннӑ: унӑн арӑмне нихҫан та кӗвӗҫме тивмест, мӗншӗн тесен вӑл енчен еннелле куҫсене ялкӑштарса пӑхмӗ, урӑххипе ҫыхӑнасси ҫинчен аса та илмӗ; Ренӑна вӑл ытлӑ ӑслӑ тесе шутламасть, ӑслӑ-тӑк хӑй пуҫлӑхӗпе — лаборатори заведующийӗпе — урлӑ илес ҫукчӗ, лешӗ йӑнӑшать е тӗрӗс мар хӑтланать пулин те — ку вӑл Рена ӗҫӗ мар, вӑхӑчӗ ҫитсен, куна пысӑкрах пуҫлӑхсем хӑйсемех кӑтартаҫҫӗ; хӑ-ӑ, тупнӑ та урлӑ илмелли, ҫитменлӗхсене кӑтартмалли вӑхӑт — шӑпах пуҫлӑх заместителӗн вырӑнӗ пушаннӑ чух…
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Тӗрӗссипе кунта та изафетпа усӑ курмалла: асфальт-бетон завочӗ (ур. к. ҫак завод асфальтпа бетон тӑвать), автофургон завочӗ, кутлӑ шыв завочӗ, лента фабрики, пахалӑх инспекцийӗ (ур. к. пахалӑха тӗрӗслесе тӑракан инспекци), гражданла оборона инженерӗ, пассажир автотранспорчӗ, судна шлюзӗ, груз лифтерӗ, груз автомобилӗ ковёр цехӗ, снабжени агенчӗ, НОТ инженерӗ, хӑрушсӑрлӑх техникин инженерӗ, пахалӑх инженерӗ, йӑла комбиначӗ, физкультурӑпа спорт комитечӗ, профтехвӗренӳ комитечӗ, пӗтӗмӗшле пӗлӳ шкулӗ т. ыт. те.
2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
Хӗр пуҫне пӑркаларӗ, ҫак самантра унра пӗтӗм пурнӑҫ ҫути, пӗтӗм ырӑ туйӑм-туртӑм лап сӳнчӗ тейӗн ҫав, Валерий чунсӑрлӑхӗпе пӗрле лап сӳнчӗ; чуна ҫӳҫентерсе, ӑш-чике ыраттарса туйса илчӗ вӑл ак: пӳлӗмре текех Валерий Красинов ҫук та, ҫапла-ҫапла, малтанхи Валерий — чипер те ӑслӑ, юратупа ҫиҫекен, сана нимле кинори нимле артисткӑпа улӑштармӑп текен Валерий ҫук; ун вырӑнне халь пачах урӑх Валерий вута кӗнӗ кушак пек кускаларӗ пӳлӗмре — сивӗ те кӑвак сӑнлӑ, чӗтрекен пысӑк туталлӑ, темле нӗрсӗртен-нӗрсӗр арҫын.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Надежда ИВАНОВА, Вӑрмар муниципаллӑ округӗн администрацийӗн вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин пайӗн начальникӗн заместителӗ: «Инаугураци вӑхӑтӗнче Владимир Путин хӑйне чӑн-чӑн лидер, ҫирӗп тӗллевлӗ руководитель пек кӑтартрӗ. Ҫӗршывра пурӑнакан мӗнпур ҫын Владимир Владимировичпа мӑнаҫланать, пӗтӗм ҫӗршыв ун тавра пӗр чӑмӑра пухӑннӑ. Вӑл Раҫҫее ура ҫине тӑратнӑ, социаллӑ тата экономикӑллӑ аталанӑвне тивӗҫтернӗ. Тӑван ҫӗршывӑмӑр малалла та Владимир Путинпа пӗрле ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсем тӑвасса иккӗленместпӗр».
Владимир Путин Раҫҫей Президенчӗн должноҫне официаллӑ йышӑнни — пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм // Хӗрлӗ Ялав. http://gazeta1931.ru/urmary/11943-vladim ... -shl-pul-m
«Паллах, ҫамрӑксене спорта явӑҫтарасси спорт шкулӗн ӗҫӗ-хӗлӗнче тӗп тӗллевсенчен пӗри, анчах аслӑ ӳсӗмри ҫынсене те пысӑк тимлӗх уйӑратпӑр. Акӑ, 55 ҫулхи тата аслӑрах хӗрарӑмсем, 60 ҫулхи тата аслӑрах арҫынсем А.Ф. Федоров ячӗллӗ Вӑрмарти спорт шкулӗн спортзалне тата бассейна ятарлӑ графикпе тӳлевсӗр ҫӳреме пултараҫҫӗ. Тӗп юсав хыҫҫӑн «Илем» физкультурӑпа спорт комплексӗнче те, спорт ҫуртӗнче те сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракансемшӗн сывлӑха ҫирӗплетме, спортпа туслӑ пулма условисем татах лайӑхланнӑ».
Физкультура тата спорт – сывӑ пурнӑҫ никӗсӗ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11860-fizkul ... rn-c-nik-s
Ҫапла-ҫке вӑл савни сӑмахӗ — кӑмӑла сар ҫу пек ирӗлтерет, мӗн пур усал-тӗселе мантарать, чӗрере вӗҫӗмсӗр ырӑ туйӑм ҫуратать; ӗнтӗ хӗр ачана нимле хӑрушлӑх та кӗтмест пек, пурте лайӑх, пурте ырӑ Картишӗнче, вите тӑрринчи кашта ҫинче, автан авӑтать, авӑттӑрах, унӑн яланах пӗр ӗҫ — ҫынсене вӑхӑт пӗлтересси; пӳртре, ҫӗр хута чупса ҫӳретӗн тесе ама ҫури ҫилленсе пӑхать — пӑхтӑрах, ун пек пӑхнине Эрнепи тахҫанах хӑнӑхнӑ; хӑлхара Ахтупайӑн кӑшт мухтанарах каланӑ сӑмахӗ янраса тӑрать: «Шӗкӗр хулара пулса куратӑп».
17. Эрнепи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
«Сирӗн ҫине пысӑк та питӗ яваплӑ ӗҫ фрончӗ хунӑ. Палӑртнӑ задачӑсене татса парасси вырӑнсенче сирӗн тӗплӗ ӗҫӗртен нумай килет. Пиртен, лару-тӑрӑва хальхи вӑхӑтра хаклама, информаципе усӑ курма, кирек мӗнле улшӑнӑва та оперативлӑ татса пама пултарнинчен нумай килет. Паллах, эпир бизнеспа мӗн чухлӗ тухӑҫлӑ ӗҫленинчен, ӑна ансат мар вӑхӑтра пулӑшнинчен, ҫав шутра ӑна ыранхи кун шанӑҫне мораль тӗлӗшӗнчен пулӑшнинчен те килет. Икӗ хут вӑйлӑрах, виҫӗ хут хӑвӑртрах ӗҫлемелле, ӗҫтешсем», - палӑртнӑ Радий Хабиров.
Радий Хабиров Пушкӑртри бизнес-шерифсен институтне хакланӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/novosti/2024 ... an-4007331
Вӗсем хушшинче «Хресчен сасси. Кил» хаҫатӑн тӗп редакторӗ, нумай кӗнеке авторӗ Сергей Павлов, ӑсчах, ҫыравҫӑ Анатолий Кипеч, Чӑваш наци радиовӗпе «Самана таппи» кӑларӑм ертсе пыракан Улькка Эльменӗ ҫыравҫӑ, пирӗн ентешӗмӗрсем — Кӗтеснер ывӑлӗ Михаил Краснов ҫыравҫӑ, Пысӑк Енккассинче ҫуралса ӳснӗ, Чӑваш наци библиотекинче вӑй хуракан Ольга Тимофеева, «Республика» хаҫат журналисчӗ, драматург Владислав Николаев, литературовед, ҫыравҫӑ, шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентмелли учебниксен авторӗ Василий Пушкин.
Ыр ҫын хыҫҫӑн пин ҫын утать // Э. Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2019.10.18
«Чӑваш Енри юхан шывсен тасалӑхӗ ҫӑлкуҫсене тирпейлӗ тытнинчен нумай килет, - тенӗ Чӑваш Республикин Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен министрӗ Эмир Бедертдинов. – Экологи культурин тата ҫут ҫанталӑкпа тирпейлӗ усӑ курмалли ҫулталӑкра ҫакӑн евӗрлӗ мероприятисем йӗркелени питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ку проектсем ҫӑлкуҫсемпе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва уҫӑмлатма май параҫҫӗ. Малашлӑхра «Экологи» наци проекчӗн «Шыв объекчӗсене упрасси» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫивӗч ыйтусене татса памалли ӗҫ-хӗле йӗркелеме пултарӑпӑр.
Ҫӑлкуҫ – ҫут ҫанталӑк еткерлӗхӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/calkuc-%E2%80%93- ... rlexe.html
«Халӗ ӗнтӗ модульллӗ центр Дуван районӗнчи Месягутово ялӗнче тӑваҫҫӗ. Контрактсем тунӑ, Пишпӳлек, Буздяк, Мишкин тата Туймазӑ районӗсенче модульсене инженерипе техника тӗлӗшӗнчен тивӗҫтермелли сетьсене ҫыхӑнтармалли схемӑна хатӗрлесси тата унпа килӗшсе татӑласси пырать. Ҫавӑн пекех ҫӗнӗ ҫуртсенче Иглин, Аургазӑ, Бакалӑ тата Благовар районӗсенче ӗҫпе тивӗҫтерекен служба клиенчӗсене тивӗҫтерӗҫ», — пӗлтернӗ Пушкӑртстанри халӑхӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Ленара Иванова.
Пушкӑртра "Раҫҫей ӗҫӗ" модульлӗ 10 кадр центрӗ туса хурӗҫ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... ur-3956202
Асӑну хӑмине уҫма хутшӑннӑ Елчӗк муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан — вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин пайӗн начальникӗ Владимир Николаев, Ульяновск облаҫӗн правительствин национальность ӗҫӗсен управленийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Паховский, Ульяновскри чӑваш наци-культура автономийӗн ертӳҫи Владимир Бабайкин, Тутарстан чӑвашӗсен ассоциацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Константин Малышев, Пушкӑртстанри «Урал сасси» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Юрий Михайлов ентешӗмӗр ҫинчен нумай-нумай ырӑ сӑмах каланӑ.
Тӑван шкулне «таврӑнчӗ»… // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d1%82a%d0% ... bd%d1%87e/
Чӑваш халӑх поэчӗ, вӑлах конкурс жюри председателӗ Юрий Сементер, поэт Василий Кервен, Шупашкар хулин 10-мӗш шкулӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗ Юлия Анисимова, Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн пуҫлӑхӗ Антонина Андреева, наци вулавӑшӗн пай пуҫлӑхӗ Галина Соловьева, Чӑваш Республикин вӗренӳ министерствин ӗҫтешӗ Ирина Степанова – конкурс ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсене ӳсӗм тӑрӑх, 7–9-мӗш классенче вӗренекенсенчен тата 10–11-мӗш классенче вӗренекенсемпе студентсенчен кашни тӑватӑ номинацире уйрӑм палӑртма йышӑннӑ.
Атӑлтан пуҫласа Хура тинӗс таранах // Сувар. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... s-taranakh
Ҫапах ют ҫын куҫӗ кӑна умрине нимех те асӑрхаймасть, ачаран кунта ӳссе ҫитӗннӗ ҫынсем вара, тӗттӗм пулин те, нумай-нумай япалана кураҫҫӗ, сисеҫҫӗ, илтеҫҫӗ, туяҫҫӗ: унталла-кунталла кукӑрӑлса выртакан урамсене те, кил-ҫуртпа хуралтӑсене тӑр-кӑнтӑрлах тӗтре пек хуплакан кӑтра йӑмрасемпе тирексене те, революциччен темиҫе ҫул маларах кӑна-ха туса лартнӑ ҫутӑ пуҫлӑ чиркӗве те, унран инҫех те мар, тӗрӗсрех каласан, унӑн тӳртумӗнчех тупӑшмалла вырнаҫнӑ шкул ҫуртне те, ял вӗҫӗнчи кантӑр пӗвине те — пурне те, пурне те.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
«Аслисен тӗслӗхӗ шкул ачисене те куҫнӑ, ав,— кӑмӑлтан сӑмах хушрӗ ушкӑн ӗҫне йӗркелесе пыракан Надежда Максимова. Унӑн амӑшӗ Светлана Константинова вӗрентекен ертсе пынипе ачасем клуба васкаҫҫӗ. Вӗсемшӗн окоп ҫуртисем тӑвасси — пӗрлехи пысӑк ӗҫ тата яваплӑх. Шуҫ банкӑсем пухма шкулӗпех явӑҫнӑ. Пӗр килти Дария, Александра, Мария Димитриевасем, Вадим Максимов, Есения Максимова окоп ҫуртисем тӑвассипе пысӑк ӑсталӑхлӑ. «Мӗнпур вӑйран пулӑшмалла пирӗн те ҫар ҫыннисене»,— теҫҫӗ ҫамрӑк волонтерсем ҫӗкленӳллӗн.
Степановнасен ырӑ тӗслӗхӗ // Раиса ШУМОВА. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... -yra-tslh/
Эстрада искусствин талантлӑ представителӗсене, паллӑ творчество коллективӗсене пӗрлештерсе, вӑл Санкт-Петербургра пурӑнакансемпе хӑнасен хисепӗпе усӑ курать«, - тенӗ пӗлтерӳре. Патшалӑх пуҫлӑхӗ концерт площадкисенче хуҫаланакан пуян, интереслӗ программӑшӑн тата уйрӑмах хавхалантаракан атмосферӑшӑн фестивале хакланине палӑртнӑ. «Паянхи фестиваль те музыка чӑн-чӑн уявӗ пуласса, хутшӑнакансемпе хӑнасемшӗн нумайлӑха асра юласса шанатӑп. Сире ырӑ кӑмӑл-туйӑм тата ырӑ кӑмӑл сунатӑп», - хушса хунӑ президент.
Путин "Санкт-Петербургри Шурӑ каҫсем" фестивале хутшӑнакансене саламланӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... an-3854417
Радиовещанипе телевиденири партин подручнӑйӗсем хӑйсен тивӗҫне ҫакӑнта кураҫҫӗ: хӑватлӑ хӗҫ-пӑшалӑн, вӑйлӑ рупӑрӑн, «хутсӑр тата инҫете ҫитекен хаҫатӑн» тата сенкер экранӑн пысӑк майӗсемпе усӑ курса, пӗтӗм пултарулӑхпа ӗҫ ҫыннисене коммунизм строительствинче ҫӗнӗрен ҫӗнӗ ӳсӗмсем тума хавхалантармалла, хальхи вӑхӑтри геройсен ӗҫӗпе пурнӑҫне уҫӑмлӑн та витӗмлӗн кӑтартмалла, Тӑван ҫӗршыва коммунизм патне ҫывхартма пулӑшса пымалла, халӑх ырлӑхӗшӗн парти хушнӑ тата чӗре сӗннӗ пек пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлемелле.
Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.
ФЕВРАЛЬ уйӑхӗнче Тутар Сӑкӑтӗнчи Сейфуллапа Зякия Таракановсем, Чӑваш Ишекӗнчи Геннадийпе Галина Кураковсем, Анат Туҫари Владимирпа Мария Крысовсем, Ишлӗри Павелпа Лидия Казеевсем, Тури Тӑрмӑшри Григорийпе Вера Николаевсем, Шӑнкӑртамри Хайдарпа Нефися Мизаковсем, Ыхра Ҫырминчи Арифуллапа Гельсиня Шариповсем, Хирти Пикшикри Асхатпа Миндания Халитовсем, Патӑрьелӗнчи Рифкатьпа Румия Сафиулловсем, Николайпа Луиза Викторовсем мӑшӑрпа пӗр сукмакпа утма пуҫланӑранпа 50 ҫул ҫитнине, ылтӑн туйне, паллӑ тӑваҫҫӗ.
Пурнӑҫ илемӗ - иккӗнре // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/52516-purn ... em-ikk-nre
- Районти Туктамӑш ялӗнче вырнаҫнӑ пӗр хуҫалӑхра вилнӗ бройлер чӗпсенчен пробӑсем илнӗ хыҫҫӑн кайӑк грипӗн А типӗн H5 подтипӗн ҫӑлкуҫне тупса палӑртнӑ май, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Михаил Игнатьевӑн июлӗн 18-мӗшӗнчи 296-рг № хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, асӑннӑ ялта республикӑри патшалӑх ветеринари службин июлӗн 18-мӗшӗнчи 70 № хушӑвӗпе ҫирӗплетнӗ «Чӑваш Республикинчи Хӗрлӗ Чутай районӗн уйрӑм территорийӗсенче кайӑк грипне пӗтерес тата сарӑлассине пӳлес мероприятисен планне» пурнӑҫланӑ тапхӑрта карантин туса хунӑ.
Туктамӑш ялӗнче карантин туса хунӑ // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1833- ... -tusa-khun


