Короткие
Терминологи икӗ тӗрлӗ сӑмахсене пӗрлештерет: 1) ӑнлавсене палӑртаканнисене, вӗсен хӑйсене тивӗҫлӗ ячӗ пур — термин; 2) пӗр ӑнлавпа ҫыхӑннӑ объектсене палӑртаканнисене, кусен вара тивӗҫлӗ ячӗ ҫук, вӗсене палӑртма номенклатура единицисем (номенклатурные единицы), номенклатурӑллӑ ятсем (номенклатурные наименования) пӗрлешӳсемпе усӑ кураҫҫӗ, анчах вӗсенчен пӗри те термин ӑнлавпа шайлашуллӑ пулса ҫитеймен.
1. Умӗн калани // И. А. Андреев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 71–91 с.
Сана вӑл хӑйӗн вӗҫӗ-вӗҫӗмсӗр, — автобус сиктернипе ниепле те йӗркеллӗ вуласа илме май килмерӗ саспаллисене, — ӗмӗтӗнче, янкӑр тӳпери пин те пин ҫӑлтӑрсем хушшинче куҫа шартса яракан ахах-мерченлӗ патша пуканӗнчи пек, ху тӗлне ҫитнӗ илемӗн ӗмӗрхи мухтавлӑ кӗввипе ҫунат хывнӑ хӑватна ӑшне хыптарса курать, сан ҫиҫсе тӑракан илемӳ умӗнче вӑл, кӗл-тусанпа витӗннӗ пек телейсӗр ҫын, сана хисепе хурса пуҫ таять.
Юншӑх // Михаил Сунтал. М.П. Сунтал. Аҫа ҫапнӑ чун: повеҫсем, калавсем, юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1997. — 188 с. — 107–112 с.
2024 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен Раҫҫей ял хуҫалӑх министерствин приказӗпе килӗшӳллӗн вӑя кӗнӗ саккунпа кил хуҫипе ветеринари йӗркине пӑхӑнмалли пирки калаҫу ирттернӗ, нумай лаша усранӑ чухне саккунпа килӗшӳллӗн выльӑхсен вити кил-ҫуртран миҫе метр аякра пулмаллине, тислӗкне кирлӗ пек купаласа пымаллине, шӑна-пӑван алхасасран йӗркене пӑхӑнмаллине, санитари правилисене ҫирӗп пурнӑҫламаллине ӑнлантарнӑ.
Йӗрке пуриншӗн те пӗрре: ӑна пӑхӑнмаллах! // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51311-j-rk ... h-nmallakh
Кирек ӑҫта пӑхсан та, пур ҫӗрте те — Мускаври Владимир Ильич ячӗпе тӑракан заводӑн цехӗсенче, Атӑл ҫинчи Куйбышевпа Сталинград гидроэлектростанцийӗсен тата Ангара ҫинчи Братски гидроэлектростанцин строительство площадкисенче, Украинӑпа Белорусси колхозӗсенче, ҫерем уҫнӑ ҫӗрти ҫӗнӗ совхозсенче — пӗтӗм ҫӗршывра тӑван ҫӗршыв чапӗшӗн, унӑн вӑй-хӑвачӗпе малаллахи аталанӑвӗшӗн хӗрӳ ӗҫ вӗренине куратпӑр.
Парти массисен активлӑхӗ ӳсет // Коммунизм ялавӗ. Коммунизм ялавӗ. - 1956. - 14 январь (№ 10). - С. 1.
«Ҫитет!» — чӑтаймарӗ Ула Тимӗр, вара чӑшлакан, сӑмсана тутлӑн кӑтӑклакан, пӑсланакан кӑмпасене вут ҫинчен илчӗ те, пырне курак чӗппи пек сассӑр кх-х-х! хыртарса илсе, «шампур» вӗҫӗнчен кӑшӑлт-кӑшӑлт турта-турта хӑтарса, чӗрӗ чӑрӑш тураттисем ҫине сиктерчӗ, ҫӑвара шыв килтерекенскерсене пӳрнисемпе тӗкӗнкелесе пӑхрӗ — исленичченех ӗлкӗреймен иккен-ха, ҫӑваралла алхапӑл ӑсатма та васкамалла мар: пӗҫереҫҫӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Кибернетик, математик, техника наукисен докторӗ, профессор, Тутарстан Республикин наука академийӗн чӑн членӗ, Тутарстан Республикин Писателӗсен союзӗн членӗ, Тутарстан Республикин наукӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, М.Джалиль ячӗллӗ республика премийӗн лауреачӗ, наукӑпа техника облаҫӗнче Тутарстан Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Джавдет Шевкетович Сулейманов (15.03.1955) 70 ҫул каялла Кзыл-Чишмара ҫуралнӑ.
Пирӗн ентешсем // Авангард. https://avangard-21.ru/gazeta/52939-pir- ... teshsem-34
Ҫак тапхӑрта вырӑс чӗлхинчен кӗрекен терминсем чӑваш чӗлхинчи сӑмах пулӑвӗн аффиксӗсене йышӑнасси йӑлана кӗме тытӑнать, тӗслӗхрен, ахтономи (автономи) — ахтономиллӗ (автономиллӗ), сотсиалисӑм (социализм) — сотсиалисӑмлӑ (социализмлӑ) патшалӑх, револьутси (революци) — револьутсиллӗ (революциллӗ), натси (наци) — натсилӗх (нацилӗх), культтур (культура) — культтур[ӑ]лӑх (культурӑлӑх), класс — класлӑх т. ыт. те.
Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.
Округри ЗАГС пайӗн начальникӗ О. В. Федотова культура ӗҫченӗсем ҫемье институтне упрас, ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парас тесе те тӑрӑшнине ҫирӗплетнӗ, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел культура ҫурчӗн заведующине А. И. Любимовӑна, культорганизаторӗсене В. П. Михайловпа А. Д. Родионовӑна, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел ял библиотекарьне Г. Н. Родионовӑна, «Финанс тата хуҫалӑх пулӑшӑвӗ» МКУ ӗҫченне А. Н. Евсеевӑна Хисеп грамотисемпе наградӑланӑ.
Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/
Парти съезчӗн докуменчӗсенче, Н.С. Хрущев тунӑ докладсенче пирӗн ҫӗршыв ӗлӗкхи саманара хӑлтӑр-халтӑр урапа, сухапуҫӗпе кӗнчелеҫҫи ҫӗр-шывӗ пулнӑ пулсан, халӗ вӑл тӗнчери чи малта пыракан техникӑн, хӑватлӑ станоксемпе тӗп-тӗрӗс ӗҫлекен приборсен, автоматла линисен, электронсен вӑйӗпе шутлакан машинӑсемпе тӗнче уҫлӑхне вӗҫтерсе ямалли чаплӑ карапсен ҫӗршывӗ пулса тӑнине уҫҫӑн та витӗмлӗн кӑтартса панӑ.
Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.
Пенза облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Иван Белозерцев Чӑваш Республикипе ҫыхӑнса ӗҫлени ҫинчен каласа кӑтартнӑ: «Эпир Чӑваш Ене килсе унӑн ертӳлӗхӗпе Правительствин ӗҫӗн опытне нумай енӗпе тишкеретпӗр. Шупашкарти хӑтлӑх ҫӳллӗ шайра пулни пире килӗшет. Ҫурт-йӗр хута ярас енӗпе Пенза облаҫӗ япӑх мар ӗҫлет пулин те эсир пӗлтӗр пирӗнтен иртсе кайрӑр. Чӑваш Республики паян ӑнӑҫлӑ аталанать, ҫакӑ пире те савӑнтарать».
Пирӗн республика ӑнӑҫлӑ аталаннине палӑртнӑ // Ирина НИКОЛАЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Лола Сабировна ТЕШАБАЕВА, Ямпайӗнчи культура ҫурчӗн заведующийӗ: «Ямпайсем ҫӗнӗ культура ҫурчӗшӗн ҫав тери савӑнаҫҫӗ. Паянхи кун кунта ачасем валли 3 тӗрлӗ кружок ӗҫлет: ташӑ, декоративлӑ прикладной ӳнер, илемлӗ ӳкерме вӗренмелли кружоксем. Аслӑ ӳсӗмрисем те тӑтӑшах пуҫтарӑнаҫҫӗ, караокепе юрлама юратаҫҫӗ. Аслисем валли шашкӑ-шахмат кружокӗ ӗҫлет. Тӗрлӗ мероприятисем ирттеретпӗр, пуҫтарӑнсах тӑратпӑр».
Культура – ҫын пурнӑҫне хавхалану кӳрекенӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11751-kultur ... nu-k-reken
(ара, кунтах, куҫ умӗнчех, пӳртрехчӗ вӗт-ха амӑшӗн сӑнӗ-пичӗ, кӗлетки; тути ҫинчӗн вӑҫерӗннӗ юлашки сыпкӑм сывлӑшӗ те куҫкӗскине тарлаттармалӑхах ҫывӑх-ҫывӑхчӗ, чун таврашӗнчехчӗ) — халӗ, ак, кӗчӗ те, хупӑнчӗ те Дина ҫурма сӗмлӗхе тӑр-пӗччен — унӑн пуҫӗ тӑрне сасартӑк ту чӑнкӑшӗнчен кӗрлесе; ҫӗмӗрӗлсе анакан юр катрамӑсем евӗр темӗн хӑрушши те темӗн сӑмсӗрри хыттӑн-хыттӑн тӑкӑнма, кӳпкеме-кӳплетме тытӑнчӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
«Раҫҫей аталанать, малалла каять. Кунта шӑпах чугун ҫул транспорчӗ пысӑк вырӑн йышӑнать — рабочисем, инженерсем, чугун ҫул ҫинче ӗҫлекенсем, транспорт строителӗсем, ҫӑкпа пассажир компанийӗсен специалисчӗсем. Тӗп рыноксене уҫни, шалти туризм ӳсни, предприятисен ҫирӗп ӗҫӗ, оборонӑпа промышленноҫ комплексне кӗртнӗ май, — ҫаксем пурте, ҫав шутра, сирӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫ», — тенӗ отрасль ӗҫченӗсене Президент.
Путин Раҫҫей аталанӑвӗнче чугун ҫулсен пӗлтерӗшне палӑртнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... tn-3873206
Ҫынсем ушкӑнпа усӑ куракан вырӑнсенче — урамсемпе тӑкӑрлӑксенче, скверсемпе бульварсенче, шыв объекчӗсен ҫывӑхӗнчи ҫырансен хӗррисенче… килти чӗр чунсене (мӑйракаллӑ шултӑра выльӑхсемпе лаша, сысна, йытӑ, кушак, хур, кӑркка тата килти ытти чӑх-чӗп) никам асӑрхавӗсӗр, хӑйсем тӗллӗн пӑрахса хӑварнӑшӑн хуҫисене административлӑ майпа явап тыттараҫҫӗ — 1000 тенкӗрен пуҫласа 2000 тенкӗ таран штраф тӳлеттереҫҫӗ.
Ҫирӗп йӗрке вӑя кӗнӗ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/0 ... ae%d0%bde/
Унтан тулли кӑмӑлпа, ҫаврӑнӑҫуллӑн, шӳтлӗн-мӗнлӗн калаҫкаласа, мӑшлатса та ухлатса, лӑшлатса та кехлетсе, мӗнпур ӑсталӑхне тан таптарса, ҫурӑмра ҫулӑм хыптара-хыптара, алӑра ҫиҫӗм ҫиҫтере-ҫиҫтере, чикан тарӗпе ҫӑвӑна-ҫӑвӑна, вӑл-ку ҫӗрӗшсе чалӑшнине, хӑйпӑнса тухнине улӑштарса тӳрлетрӗҫ, ҫирӗплетрӗҫ, пӳрт пӗренисен хушӑкӗсене мӑк ҫапса тухрӗҫ, тӗкме юсарӗҫ, карта тытса пачӗҫ, вутӑ татса, ҫурса шаршанларӗҫ.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Концертра тӗп хуларан килнӗ юрӑҫсем — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Алексей Московский, Лариса Пасхина, Инна Мирянка, Дмитрий Московский, Светлана Маркова, Евдокия Егорова, ҫавӑн пекех вырӑнтисем — Юрий Кашкӑр, Ольгӑпа Валерий Архиповсем, Вера Панкратова, Сергей Баранов, Кирилл Петров, Виктория Романова, «Сударушки» ушкӑн патриотла юрӑсемпе кашни ҫынра хавхалану, ҫӗнӗ вӑй-хӑват хушрӗҫ.
«Чӑмӑртан, манӑн халӑх» // Николай ФЕДОРОВ. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d1%87a%d0% ... bba%d1%85/
Уява Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ, территорисене тирпей-илем кӗртес тата аталантарас енӗпе ӗҫлекен управленин начальникӗ Альберт Кузьмин, администрацин вӗренӳ пайӗн начальникӗ Наталия Комиссарова, Элпуҫ территори уйрӑмӗн начальникӗ Расим Асеинов, Комсомольски район больницин тӗп врачӗ Инна Ефремова, округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ Ремис Мансуров тата ытти чӗннӗ хӑнасем хутшӑннӑ.
Кану паркӗ уҫрӗҫ // Наталья МЕДВЕДЕВА. http://kasalen.ru/2024/07/19/%d0%ba%d0%b ... %97%d2%ab/
Ытти хӗрачасенчен сӑн-пуҫ хитрелӗхӗпе е тумтир тирпейлӗхӗпе ҫеҫ мар, ӑстӑн вичкӗнӗшӗпе те уйрӑлса тӑрать: уроксене пӗр такӑнмасӑр шакӑртаттарать: учительницан кирек хӑш ыйтӑвӗ ҫине те пуҫа ытлашши ҫавӑрттармасӑрах, тӗп-тӗрӗсех хуравлать, пӗр йӑнӑшмасӑр, шӑрҫаласа ҫырать; калаҫӑвӗ — саркайӑк чӗппин ҫурхи ҫепӗҫ чӗвӗлтетӗвӗ; ҫинҫе, чанкӑрти юррисем — дискант — ҫамрӑк саркайӑкӑн малтанхи шӑнкӑрти юррисем.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хӑль ку савӑнӑҫ кулӑшла, анчах ун чухне мӑнкуна чӑн-чӑн праҫник тесе шутланӑ вӗт-ха, калӑм кунӗ вара тап-таса пуртенккепе вӗр-ҫӗнӗ ҫӑпата сыратӑн, анне кӗсъене пӗр-икӗ ывӑҫ хӗвелҫаврӑнӑш ярса парать (ӑна, хаклӑ япала евӗр, арчарах тытатчӗҫ), ку кун тата анне кӑмакана лартнӑ вир пӑтти ҫитеретчӗ (ку ӗнтӗ чӑнах та Маринесен килӗнче ҫеҫ мар, ялти нумай ҫемьере ҫулталӑкне темиҫе ҫеҫ тутанса пӑхмалли апат шутланнӑ).
XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Тепӗр автор пулсан, тен, ҫак сӑмахсене тӗкӗнмен те пулӗччӗ-и, анчах Александр Артемьев вара урӑхла тума пултараймасть, мӗншӗн тесен уншӑн кашни шухӑш, кашни сӑмах хӑй вырӑнӗнче пулмалла, повесть содержанине кӑштах та пулин пӑсакан, кӑткӑслатакан, уҫӑмсӑрлатакан пӗр япала та пулмалла мар, ҫавӑнпа вӑл ун пек вырӑнсене юсамасӑр иртсе каймасть, ытлашшине, кирлӗ маррине пӗр шеллемесӗрех кӑлара-кӑлара пӑрахать.
Александр Артемьевӑн чӗлхипе стилӗ ҫинчен // А. Е. Горшков. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 63–87 с.


