Короткие
«Атӑл.Тӑлмач» сайтӗнче эсир куҫарусене хаклама пултаратӑр (хаклавне пусмалла кӑна вӗт!); Common Voice сайтра чӑвашла пуплевӗшсене сасӑлама, е ыттисем сасӑланине хаклама; Google.Translate сервисра чӑвашла куҫарма, е куҫарнӑ тӗслӗхсене хаклама; «Терминсем» онлайн-канашлура чӑваш терминӗсене сӳтсе яма; «Википедин» чӑваш уйрӑмне пуянлатма тата ытти те.
Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html
Следователь е прокурорах пулнӑ пулсан, эпӗ Сергеев Макҫӑм сӑмахӗсене аса илӗттӗм, Петр Ларионыч, ялалла кӗтӳпе аннӑ чух, ҫӗркаҫ сана Пукӑрлӑ ҫырминчи хӑвалӑхра курни тата паян ирхине унта пӗр калушна тупни ҫинчен, ҫав калушу пуҫӗнчен сана, Ҫирӗклӗ Кӳлӗ адресӗпе, темле хӗрарӑм Кустанайран янӑ ҫырӑва туртса кӑларни ҫинчен каласа парӑттӑм.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Владимир Садай. В. Л. Садай. Ҫӗр ҫалкуҫ: повеҫсемпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 184 с. — 3–101 с.
Эсӗ, Абаев кӗҫӗн сержант, «пуск» кнопкӑна пуснӑ хыҫҫӑн мӗн пулса иртнине ӑнлантармалли пӗтӗмӗшле философие хӑв ҫине илетӗн; а эсӗ, Гильманов кӗҫӗн сержант, сутуҫӑсен хӑвӑртлӑхӗпе ӑнкарса пырса, ҫеккунтсемпе минутсем вӗҫленнӗ тӗле ракета системинче ӑҫта мӗн хыпса ҫуннине, хӑш тӗлте мӗн уҫӑлса хупӑннине аса илтерсе тӑрӑн хӑвӑн философна.
5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Макҫӑм парӑнмарӗ, килӗшесле мар сасӑпа: — Эсӗ ҫамрӑк халь, пурнӑҫра нимӗн те курса чухламан. Эпир, аннӳпе иксӗмӗр, аллӑ ҫине пусрӑмӑр. Мӗн тусан хамӑр ачасене лайӑх пуласса та чухлатпӑр. Юлашкинчен ҫакна ҫеҫ калатӑп: сирӗн юратуран телей мар, ҫӗтӗк сӑхман та ҫӗлесе тӑхӑнас ҫук, — терӗ те вӑл, ачи хутне кӗресрен, арӑмӗ ҫине сиввӗн пӑхса илчӗ.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Оля ҫапла ҫырнӑ: хамӑн заключени тӗрӗс пулнине пӗтӗмпех шанатӑп, топливӑна нумаййӑн хатӗрленӗ чух вредительство пулма пултарнӑ тесе шутламастӑп, Арсентий Павлович Соколова совет стройне чунтан парӑннӑ ҫын тетӗп, вӑл мана вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи пурнӑҫра ҫул уҫса пачӗ, пурнӑҫра тӗллев тупма пулӑшрӗ, ҫав тӗллевшӗн пурӑнма та, ӗҫлеме те савӑнӑҫлӑ.
15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Митинга район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, районти Ӗҫ тӑвакан комитетӑн ертӳҫи, кадрти офицер, танк ҫарӗсен капитанӗ Рустам Мухаметзянов, Ӗҫ тӑвакан комитетӑн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов, ӗҫ коллективӗсем, танк ҫарӗсен ветеранӗсем, вӗренекенсем, юнармейцсем, Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗн студенчӗсем тата ыттисем те хутшӑнчӗҫ.
Танкистсен кунӗнче икӗ мероприяти // Римма Мавлютова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... eropriiati
Самана ыйтнине тивӗҫтерсе, кӗске вӑхӑтрах вӑл ҫак ӗҫсене ҫырса кӑларать: «Чӑвашла тӗрӗс ҫырмалли правилӑсем» (Хусан, 1919), «Чӑвашла ҫырма вӗренмелли кӗнеке» (Хусан, 1922), «Чӑваш чӗлхин грамматики. Фонетикӑпа морфологи» (Шупашкар, 1924), «Чӑваш чӗлхин грамматики. Синтаксис тӗпӗсем» (Шупашкар, 1924), «Ҫырура чарӑну паллисем лартасси» (Шупашкар, 1926).
2. Чӗлхе терминӗсем йӗркеленме тытӑнни. Терминологи ӗҫӗн тӗп тапхӑрӗсем // И. А. Андреев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 71–91 с.
Раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкарта «Газпром» ПАО Правленийӗн Председателӗн ҫумӗпе пӗрле Альберт Каримов анлӑ канашлу ирттерме плана кӗртнине те хыпарланӑ калаҫу вӑхӑтӗнче, чӑваш техникипе тивӗҫтересси ыйту кун йӗркинче тӑнине асӑннӑ ертӳҫӗ, «Газпром» Группа компанийӗн производствин территорийӗнче ку ӗҫе пуҫарса ярассине те пӗлтернӗ.
Чӑваш Енӗн промышленноҫ предприятийӗсем Газпрома аталантарса пыма витӗм кӳреҫҫӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/09/chav ... m-gazproma
Каялла таврӑннӑ чухне мӗн разъезда ҫитичченех вӗсем вакунра шӑпӑрт пычӗҫ, унтан пирвай вӑрман хӗррипе, кайран уйпа килелле утнӑ чух та, куҫ ҫӗрлехи тӗттӗме кӑшт хӑнӑхиччен ытахальтен пӗр-ик сӑмах перкелешсе илнине шутламасан, пач пуплешмерӗҫ, ӗнерхи ҫумӑр хыҫҫӑн урапасем иртсе кӑтрашкалантарнӑ хытӑ ҫулпа тӑнкки-танкки пускаласа пычӗҫ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пуҫтарнӑ халӑха ятарласа уйӑрнӑ пуйӑспа… пӗр пус укҫасӗр илсе кайма… тата, ҫав хушӑрах, ҫул ҫинче ӗҫме-ҫиме кашнине алла пӗр уйӑхлӑх укҫа пама; пысӑк хуласенче чарӑна-чарӑна, ҫынсене мунча кӗртме; лере ҫитсен икӗ пин ҫынна хваттере вырнаҫтарма; хӑйсене кирлӗ ҫамрӑксене шкулта вӗрентме сасартӑк миҫе миллион-и е миллиард тенкӗ кирлӗ пуль!
«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html
Сцена ҫинче вырӑнти юрӑ-ташӑ ӑстисем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартаҫҫӗ, ҫаран ҫинче – кашӑксемпе ҫӑмарта йӑтса чупакансем ӑмӑртаҫҫӗ, кӗвентесемпе шыв йӑтса пӗр тумламне тӑкмасӑр утаҫҫӗ, улӑм тултарнӑ михӗсемпе пӗр-пӗрне пӗрене ҫинчен ҫапа-ҫапа антараҫҫӗ, турӑх тултарнӑ турилкке тӗпӗнчен тимӗр укҫа шыраса сӑмсапа хумсем кӑларса «ишеҫҫӗ».
Авалхи йӑлапа суха ӗҫӗ вӗҫленсен // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15
«Производство пӳлӗмӗсене пурне те тӗпрен юсатпӑр, планпа палӑртнӑ тӑрӑх пулса пырсан Вӑрмар районӗнче сӗт-ҫу заводне хута ярас тетпӗр. Сӗте хамӑр районти, тен, ытти районсенчи фермерсенчен те туянӑпӑр. Малтанлӑха 15-20 ҫын валли ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме палӑртатпӑр», - тенӗ хӑйӗн сӑмахӗнче кооператив председателӗ Сергей Вячеславович Михайлов.
Грантсем пурнӑҫланаҫҫӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9121-grantse ... a-08-04-22
Курмышова парти райкомӗнче тӳсӗмлӗ те асӑрхануллӑрах пулма сӗнчӗҫ: вак-тӗвек ыйтусемпех участок пуҫлӑхне Сергей Акимович Акимова тӳрлетмесен те юрать, приказсене умлӑн-хыҫлӑн пӑрахӑҫлани те килӗшӳллех мар, куна трестра тӗрӗс мар ӑнланма пултараҫҫӗ, Курмышов Акимов авторитетне юриех пӗтерсе пырать, коллектива ӑна хирӗҫ тӑратать тейӗҫ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Унта ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Александр Иванов, Конкурент политикипе тарифсем енӗпе ӗҫлекен патшалӑх службин ертӳҫи Альбина Егорова, Ача прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Вячеслав Рафинов, Шупашкар район пуҫлӑхӗ Андрей Николаев, райадминистраци пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Зоя Маслова хутшӑннӑ.
Ӗҫлеме юратакансене пӗрлештерекен уяв // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
«Ӗҫ килӗшетчӗ мана. Вӑл ҫулсенче шкулта ачасем нумайччӗ. Вӗсене пурне те вӗри апатпа тивӗҫтермелле пулнӑ. Ҫӑмӑлах килмен пулсан та кӑмӑлтан вӑй хунӑ. Каҫхи сменӑпа та ӗҫленӗ. Ачасем вӑрӑмлатнӑ йӗркепе вӗреннӗ. Кӳршӗ ялсенчен ҫӳрекенсем хӗллехи сивӗ кунсенче интерната та юлнӑ. Вӗсем валли те апат хатӗрлемеллеччӗ», — аса илет Н.Мельникова.
Юратнӑ ӗҫ хавхалантарнӑ, ҫемье хӑват панӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d1%8e%d1%8 ... 82-%d0%bf/
Ҫакна астӑвас пулать: потенциллӗ энерги вӑл тӗрӗссипе кирек хӑҫан та икӗ япала та пулин пӗрлешсе ҫыхӑнса тӑрсан анчах пулать, сӑмахран — ҫӳле ҫӗкленӗ чулпа ҫӗрӗн е икӗ магнитӑн: хӑпартнӑ чулӑн потенциллӗ энергийӗ ҫинчен ҫӗр тӗлӗшӗнчен илсе, пӗр магнитӑн потенциллӗ энергийӗ ҫинчен тепӗр магнит тӗлӗшӗнчен илсе калама условно анчах юрать.
4. Механикӑлла энерги // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Мерчен Мишши автовокзалта еплерех ахӑлтатса кулнине аса илсен хӑйне тем хӗснӗ пек, тем тӑвӑрлатнӑ пек туйнӑран Таранов шурӑ пӑнчӑллӑ хӗрлӗ галстукне канӑҫсӑррӑн тӳрлеткелерӗ, хӑмӑр плащ тӳмине хыпалансах вӗҫертрӗ, чӗри темле йӗркесӗртерех тапма пуҫланине сиссе пуҫне чӳрече еннелле чалӑштарчӗ, уҫӑ сывлӑша кӑкӑр туллин сывлама тӑрӑшрӗ.
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Пурис хӑйпе мӗн пулса иртнине сиссе те юлаймарӗ — таҫти шалти, тӗпри тӑп-тӑрӑ ӑс-тӑн (тӗрӗссипе Пурисӑн пӗрремӗш, усалли парӑнтарайман сӗмӗ!) ӑна, ҫӑтӑрт тан тапнӑн, «ҫакӑ хӑрушӑ вӑрманта ҫынна ҫын ҫеҫ ҫӑлса хӑварма пултарать», тесе асӑрхаттарнӑн ниҫталла та мар, «качтаки» хыҫҫӑн ҫеҫ тапаҫланма ҫине тӑрсах, хытӑрласах ӑса кӗртрӗ, васкатрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Кун йӗркинчи темӑсем — ку чухнехи хатӗрсемпе усӑ курса тӑвакан контактсӑр ултавран тата граждансен банк карттисенчен укҫа вӑрлассинчен сыхланасси, коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсен тарифӗсене индексацилесси, шкулчченхи тата шкул учрежденийӗсенче ачасен апатланӑвне йӗркелесси, ҫулсене хӗллехи вӑхӑтра пӑхса тӑмалли контрактсене пурнӑҫласси.
Ҫынсемшӗн пӗлтерӗшлӗ // Галина ЕГОРОВА, Иван ГЛАДКОВ. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... -pltershl/
Эсир ҫар службине контрактпа кайма е доброволецсен отрядне ҫырӑнма - ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнма пултаратӑр. Ҫакна тума эсир военкомата пырса ҫар служби иртни ҫинчен е доброволецсен отрядне кӗме контракт тума хатӗрри ҫинчен пӗлтерме пултаратӑр. Военкомата кайма меллӗ вырӑн суйласа илӗр тата «Госуслуги» сервис урлӑ та ҫырӑнма пулать.
Уфари СВОна хутшӑнакансем ҫапӑҫура виҫӗ дрон-камикадзене пӗтернӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/pulsa-irtni/ ... rn-3866956


