Корпус чувашского языка

Короткие

Владимир Аврелькин, Лю Ли тата унпа пӗрле килнӗ ушкӑн /йышра Аньхой университечӗн Раҫҫее тӗпчес тӗлӗшпе ӗҫлекен центрӑн директорӗ Ши Хуншен, Аньхой провинцине аталантарас енӗпе ӗҫлекен комитет директорӗ Чшан Шаочунь, «Вань Шэнь» ООО директорӗ Го Фэн тата ыттисем те/ музей ҫывӑхӗнчи паркри Никита Бичурин палӑкӗ умне чечек ҫыххисем хучӗҫ.

Помоги переводом

Шупашкарпа Аньхой ҫывӑхланаҫҫӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Ҫавна шута хурсах ӗнтӗ 1998 ҫулта Юхма Мишшине «Вилӗмсӗрлӗх» историлле тетралогишӗн (унта «Эткер», «Термен», «Анне ҫӑкӑрӗ», «Атте пахчи» романсем кӗреҫҫӗ) тата чӑваш литературинче историлле хайлавсен жанрне аталантарса ярассишӗн пысӑк та паллӑ, сумлӑ ӗҫсем тунӑшӑн Валентин Пикуль ячӗпе хисепленекен Пӗтӗм тӗнчери литература премине панӑ.

Помоги переводом

Юратнӑ Чӑвашстан сӑнарӗ // Роза Петрова-Ахтимирова. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с. — 3–6 с.

Тӗлӗнмелле янӑравлӑ вӑл: ҫухрӑм-ҫухрӑм ҫурӑра иртсе пыракан тулли ҫуна тупанӗ чӗриклетсе ҫухӑрни те ҫумра хӑйӑ чӗлнӗ чухнехиллех илтӗнет; ҫырма-ҫатра таврашӗнче кашкӑр таврашӗ кӗскен «У-у-а-у» туса илни ҫурӑм тӑрӑх, кӗпе айӗпе, сиввӗн хӑпарса каять; питӗ аякри алӑксем шалтӑртатса хупӑннине те итлеттерет сана хӗллехи ҫӗрӗн асамлӑ шӑплӑхӗ.

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Вара, виҫӗ хут та ҫурӑ йӗксӳлесе илсе, мехле-мехле хӑйӗн вырӑнне урнӑ упамасла кайса ларчӗ те, сулахай аллин ятсӑр пӳрнин чӗрнине сурӑха тулакан кашкӑр ҫӑткӑнлӑхӗпе, чыхӑна-чыхӑна, сӗлекелене-сӗлекелене кӑшла-кӑшла, паянхи «теҫӗл», «кутранах вут пуҫҫипе йӑштакан» ӗҫне, ҫӗнӗрен чӗртсе, «утланса», малалла амалантарса, ӗрӗхтерсе яма пикенчӗ.

Помоги переводом

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Ҫакна курсан, Ула Тимӗре тӑруках тутлӑ «мунча ӑшши» ҫепӗҫҫӗн ҫупӑрласа илчӗ: унӑн ӑршаллӑ хумӗ, пӗчӗк самантлӑха ӑшри шӑн юра йӑштарса, ирӗлтерсе кӑкӑрӗнчи кӑмӑл-туйӑмне ыррӑн-ыррӑн вашкӑртса, ҫӗклентерсе, йӑпатса-ярӑнтарса илчӗ, хыҫҫӑнах вӑл арҫын питне-куҫне янкӑр тӳпери кӗрхи лӗп хӗвел пек ҫемҫе, килпетлӗ, сӑпай кулӑпа эрешленсе тухрӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ачапа амӑшӗн сывлӑхне упрани, садиксемпе яслисем, шкулсем ҫӗклени, ҫемьери иккӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи пепкене кун ҫути парнеленӗ е усрава илнӗ хӗрарӑма амӑшӗн ҫӗршыв пӗлтерӗшлӗ капиталӗн сертификачӗсӗр пуҫне республика Пуҫлӑхӗ ҫирӗплетнипе, пособисемпе, патшалӑх пулӑшӑвӗн ытти мелӗпе тивӗҫтерни Чӑваш хутлӑхӗнчи ҫемьесене шанӑҫ парать.

Помоги переводом

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Унта ҫапла калани пур: «По свидетельству живущих ныне участников обороны, их в Брестскую крепость осенью 1939 года прибыло не менее 800 человек. Шестая рота 125-го стрелкового полка, например, почти вся состояла из уроженцев Чувашии. Немало их было в пятой, седьмой и восьмой ротах, а первая пулеметная (333 полк) на 75 процентов состояла из чувашей».

Помоги переводом

Аттесен ҫулӗпе… аттесен йӗрӗпе… // Надежда Кириллова. https://chuvash.org/blogs/comments/5620.html

Хӑй черечӗпе уҫӑ сассисем те, хупписем те каллех вакрах ушкӑнсем ҫине пайланаҫҫӗ: малти уҫӑ сасӑсем (гласные переднего ряда), кайри уҫӑ сасӑсем (гласные заднего ряда), ҫӳлти уҫӑ сасӑсем (гласные верхнего подъема), аялти уҫӑ сасӑсем (гласные нижнего подъема), хытӑ хупӑ сасӑсем, ҫемҫе хупӑ сасӑсем, вӑрӑм хупӑ сасӑсем, кӗске хупӑ сасӑсем т. ыт. те.

Помоги переводом

1. Умӗн калани // И. А. Андреев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 71–91 с.

Хальхинче унӑн Полинӑпа пурӑнса ирттернӗ ҫичӗ тинӗс, ҫичӗ ту леш енчи сакӑлталлӑ-тумхахлӑ, хурашурлӑ, вачаккипе тутли хутӑш пурнӑҫа ҫак касса уҫӑлми вӑрман пек катаран-катаран пуҫласа, пуҫтарса, анчах кукри-макрине сиктерсе, «алласа хӑварса» унӑн тӗп тапхӑрӗсене — «юпаллӑ ҫулӗсене» — те пулин, йӗркепелен уҫӑмлӑх парса, аса тавӑрас килчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ирхи апата пурте пӗрле пухӑнсан, Благий яланхилле ӗнерхи кун мӗнле иртнине, паян мӗн-мӗн тӑвасси ҫинчен кӗскен пӗлтерчӗ: ҫула юр хӳсе тултарнӑ пирки шоферсем кӑнтӑрла иртмесӗр те рейса каяймӗҫ, ҫавӑнпа пурин те паян стройучасток территорине юртан тасатмалла, ҫулсем уҫмалла, ҫенӗксене те хырсах шӑлмалла, урай ҫумалла, каҫхине вара — мунча.

Помоги переводом

5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Савӑнӑҫлӑ мероприятие Ульяновск область кӗпӗрнаттӑрӗн ӗҫне вӑхӑтлӑха илсе пыракан Сергей Морозов, Саккунсем кӑларакан Пуху депутачӗсем Владимир Камеко тата Игорь Ананьев, «Единая Россия» партин членӗсем, Чӑнлӑ район пуҫлӑхӗ Х.В. Рамазанов, ҫар ҫыннисем, ҫамрӑксен тӗрлӗ организацийӗсенче тӑракансем, ветерансемпе ял ҫыннисем хутшӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑра вилнисене манмаҫҫӗ // Надежда ДАНИЛИНА, Петр РАХМАНОВ. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

«Вак тата вӑтам предпринимательлӗх» тата «Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт» наци проекчӗсен шайӗнче Чӑваш Енри Экспорт пулӑшӑвӗн центрӗ «АРКТО» холодильникӗсене ют ҫӗршывсен рынокӗсенче реализацилеме сертификациленӗ, предприяти сайтне акӑлчанла куҫарнӑ, 2023 ҫулта ҫуркунне Пӗтӗм тӗнчери IntelFood Azerbaijan куравра хутшӑнассине йӗркеленӗ.

Помоги переводом

Канашран продукцие ют ҫӗршывсене те ӑсатаҫҫӗ // Канаш ен. http://gazeta1931.ru/chuvashia/12000-kan ... -te-satacc

Савӑнӑҫлӑ мероприятие Ульяновск область кӗпӗрнаттӑрӗн ӗҫне вӑхӑтлӑха илсе пыракан Сергей Морозов, Саккунсем кӑларакан Пуху депутачӗсем Владимир Камеко тата Игорь Ананьев, «Единая Россия» партин членӗсем, Чӑнлӑ район пуҫлӑхӗ Х.В. Рамазанов, ҫар ҫыннисем, ҫамрӑксен тӗрлӗ организацийӗсенче тӑракансем, ветерансемпе ял ҫыннисем хутшӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑра вилнисене манмаҫҫӗ // Надежда ДАНИЛИНА, Петр РАХМАНОВ. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Чӑваш енӗн Патшалӑх Канашӗн вице-спикерӗ Ольга Петрова, Вӑрмар муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн должноҫне йышӑнмалли кандидатсене суйласа илме хутшӑннӑскер, район администрацийӗн хальхи пуҫлӑхӗ Дмитрий Иванов хӑйӗн кандидатурине тӑратманни ҫинчен пӗлтерчӗ, анчах ҫӗнӗрен суйланнӑ пуҫлӑха пулӑшма хатӗррине палӑртать - ҫапла пулмалла та.

Помоги переводом

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

Вӗрентӳ министерстви сӗнӗвӗпе чӑваш чӗлхине вырӑс чӗлхиллӗ шкулсенче вӗрентмелли программӑсем ҫырать, 7-9-мӗш классем валли вӗренӳ комплекчӗсене хатӗрлесе ҫитерет, «Чӑваш чӗлхин ӳкерчӗклӗ словарӗ», «Урокри телекоммуникаци технологийӗ» кӗнекесем, «И.Я. Яковлев – чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ» видеопрезентаци учительсем патне ҫитеҫҫӗ.

Помоги переводом

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

ЧР Цифра аталанӑвӗпе информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗпе пӗрле массӑллӑ информаци хатӗрӗсем, Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫ тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен пресс-службисем валли видеоконференци мелӗпе «Пӗрле террора хирӗҫ» ятпа вӗрентӳ семинарӗ ирттерчӗҫ.

Помоги переводом

Семинар иртрӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/12634-seminar-irtr

«1969 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗ — манӑн пурнӑҫри чи паллӑ пулӑм. Эпӗ шкула кайрӑм. Унтанпа 55 ҫул иртрӗ. Ҫак кӗрхи илемлӗ кун Сире, Клавдия Алексеевна, пире мӗнпур ыррине панӑшӑн, вулама-ҫырма вӗрентнӗшӗн ӑшӑ сӑмахсем каласа, чун-чӗререн тав сӑмахӗсене пӗлтерес тетӗп. Тавтапуҫ сире юратӑвӑршӑн, чӑтӑмлӑхӑршӑн, ӗҫӗре чунтан парӑннӑшӑн!», — терӗ вӑл.

Помоги переводом

Пӗрремӗш вӗрентекене хисеплесе // Ҫӗпрел районӗ. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... -xiseplese

«Эпӗ сире пурнӑҫра ҫӑмӑл ҫулпа утма сӗнместӗп. Йывӑрлӑхсем ҫынна вӑйлатаҫҫӗ, кӑмӑл-туйӑма ҫирӗплетеҫҫӗ кӑна, — терӗ РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова хӗр-упраҫпа яш-кӗрӗме вӗренӗве ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ ятпа саламланӑ май. — Диплом илни ҫӗнӗ пурнӑҫ пуҫланнине пӗлтерет. Сирӗн кашнин пысӑк ӗмӗт пур. Паянхи ӗҫе нихӑҫан та ырана ан хӑварӑр».

Помоги переводом

Чи лайӑххисем // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ҫапах ун чухне те, сӑмахран, Крапивина большевиксемпе явӑҫтарнӑ Кузюков, халӗ парти обкомӗн секретарӗнче ӗҫлекенскер, Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче Никифоровпа пӗрле вӗреннӗскер, Петр Никифорович тӳрӗ те таса ҫын иккенне ҫирӗп ӗненетчӗ, тӗн хура халӑхшӑн сиенлӗ иккенне курса, хӑй йӑнӑшнине туйса илетех вӑл, вара пӑрахатех ҫав путсӗр ӗҫе тетчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫав хушӑрах ку чипер хӗрарӑмӑн хӑйне майлӑ тӗлӗнтермӗш пур, ҫакӑншӑн вӑл хӑйне хӑй мӗн чухлӗ тиркемест пуль, пӗрех хайхи тӗлӗнтермӗш йӑлана пӑрахаймасть: йӗркеллӗ, килӗшӳллӗ, ӑслӑ-тӑнлӑ арҫын ӑна асӑрхасах каймасан, чунне тем ҫитмест пек туйӑнать, вӑрттӑн тарӑхать ҫав арҫынна, унра кӑлтӑк хыҫҫӑн кӑлтӑк шыраса тупать, ҫынсем умӗнчех тиркет.

Помоги переводом

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней