Корпус чувашского языка

Короткие

Кӑҫалхи кӗр тумӗ чӑн-чӑн ылтӑн тӗслех: сарӑ та йӑм-хӗрлӗ вӗрене ҫулҫисем калама ҫук илемлӗн ҫӗр ҫине пӗрерӗн-пӗрерӗн вӗлкӗшсе ӳкеҫҫӗ, ӑвӑс ҫулҫисем те ылтӑн укҫа пек ушкӑнӑн-ушкӑнӑн вӗлтӗртетсе тӑкӑнаҫҫӗ, эрешмен картисем халӗ те пурҫӑн ҫип пек унталла-кунталла вӗҫеҫҫӗ, улмуҫҫи ҫулҫисем кӑна шухӑша ӳксе вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн чӑштӑртатаҫҫӗ.

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл вӑхӑтри документсене вуласан Хусан хӳтӗлев линийӗн (обвод) тӑршшӗ 434 км (Мари Эл, Чӑваш Ен, Тутарстан ҫӗрӗсем ҫинче) пулни паллӑ, вӑл шутра Чӑваш Республикинче (Сӗнтӗрвӑрри, Куславкка, Вӑрмар, Тӑвай районӗсенче) 103 км танксенчен хӳтӗленмелли тарӑн канав (халӑхра окоп тетпӗр), Тӑвай районӗнче – 30 км (Д.В. Алексеев хатӗрленӗ карта тӑрӑх).

Помоги переводом

Астӑвӑм ӑруран ӑрӑва пытӑр // Владимир Шакров. http://kanashen.ru/2022/02/07/%d0%b0%d1% ... 82a%d1%80/

Кӑҫал турнира уҫнӑ май Аслӑ Чемен территори пайӗн начальникӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Е.Фролова, вӑтам шкул директорӗ Н.Адидатова, Сашӑн аппӑшӗ Светлана, Украинӑри ятарлӑ ҫар операци ветеранӗ, Шупашкарти кадет корпусӗнче (унта Саша та вӗреннӗ) воспитатель пулса ӗҫлекен А.Башмаков офицер паттӑр ҫинчен чи ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ.

Помоги переводом

Саша ячӗпе – турнир // Надежда КОШЕЛЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51756-sash ... -pe-turnir

Ҫав вӑхӑталлах ҫырнӑ тепӗр статйинче критик Н. Мартынов хайлавӗсенчи геройсем пурнӑҫри пек пулнине, писатель ҫынсен хутшӑнӑвӗсене, этем чун-чӗрин вӑрттӑн хусканӑвӗсене тарӑннӑн кӑтартса пама пултарнине, унӑн пысӑках мар хайлавӗсен чуна пырса тивес асамлӑ вӑйӗ пысӑк пулнине, вӗсем ҫамрӑк прозаиксемшӗн лайӑх тӗслӗх пуласса асӑрхать.

Помоги переводом

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Тулашри сӑн-сӑпатӑн динамики театрӑн кивӗ ҫурчӗпе, Кабан кӳлли ҫийӗнчи пӑрпа, минаретсен тӑррисемпе килӗшсе тӑрать. Тулашрипе шалти килле ӑшӑ атмосфера хушшинче контраст пур. Ҫакӑ тутар халӑхӗн ҫирӗплӗхӗпе тараватлӑхне кӑтартса парать», – тесе ӑнлантарать ҫуртӑн архитектура концепцине Wowhaus бюровӗн йӗркелӳҫисенчен пӗри Олег Шапиро.

Помоги переводом

Галиаскар Камал театрӑн ҫӗнӗ ҫуртне уҫнӑ ҫӗре Раҫҫейӗн паллӑ кино тата театр актерӗ Владимир Машков килчӗ // Ирина Трифонова. https://suvargazeta.ru/news/tema-dnya/ga ... askov-kilc

Ӗпхӳ хулинчи чӑваш вырсарни шкулӗнче чӑваш чӗлхине вӗрентекен Ирина Ягодкина хатӗрленӗ сценари тӑрӑх Римма Макарова, Галина Скоробогатова, Мария Гаврилова, Леонид Михайлов «Нарспи» поэмӑри сыпӑксене илемлӗн шӑрантарчӗҫ пулсан, Приютово поселокӗнчен килсе ҫитнӗ педагогика ӗҫӗн ветеранӗ Зоя Смолькина хӑй ҫырнӑ сӑввипе паллаштарчӗ.

Помоги переводом

Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

— Эс мӗн, «пит ӑслӑскер», влаҫсене хирӗҫех чӗвен тӑрасшӑн мар пулӗ те тата? — Вӑл, полици костюмӗн пиншакне йӳле янӑскер, сылтӑм аллипе йӑпӑр-япӑр брюкин вӗче кӗсйи тӗлӗнче пытарнӑ пистолет кобурине ярса тытрӗ, пиҫиххи тӳмисенчен вӗҫертрӗ те (шалтан нимӗн те кӑлармарӗ), урипе тӑрӑст! тутарса, унпа «ҫӗнӗ преступлени ашшӗне» вӑнк тӗллерӗ:

Помоги переводом

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Чи хитре сӑмахсене Пӗр ҫӗре пухасчӗ, Пуҫӑмри шухӑшсене Чӗререн каласчӗ, Ирхи кайӑх юррине Вӑхӑтра итлесчӗ, Пин-пин саслӑ вӑрманне Ман ҫитсе курасчӗ, Ҫулҫӑ вӗҫнӗ самантне Кӑшт тытса чарасчӗ, Кӗрхи чечек пуххине Ӑшшӑн парнелесчӗ, Шурӑ юрӗ ҫунине Кирлӗ пек йышнасчӗ, Сарӑ хӗвел куллине Асӑмрах тытасчӗ, Ҫутҫанталӑк асамне Тав туса пурнасчӗ.

Помоги переводом

Чи хитре сӑмахсене... // Влад Апаш. https://sutasul.ru/articles/literatura/2 ... ne-4095595

Ял ҫыннисем, хӗрӳ точкӑсенчи ҫапӑҫусен ветеранӗсем, район администрацийӗн пуҫлӑхӗн заместителӗсем, военкоматпа шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсем, Аитри вӑтам шкулти юнармеецсемпе педагогсем, Аит мечӗтӗн мулли, Пишпӳлекри Культура керменӗнче ӗҫлекенсем — пурте Анвар Султановӑн ҫемйине тата ҫывӑх ҫыннисене тарӑн хурланнине палӑртнӑ.

Помоги переводом

Ҫар присягине шанчӑклӑ юлнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ln-3814609

Юбилярсене муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, администрацин строительство, ҫул-йӗр хуҫалӑхӗ тата хӑтлӑх управленийӗн начальникӗ Равиль Ямалетдинов, Пӑлапуҫ Пашьел территори пайӗн начальникӗ Владимир Никитинпа Туҫа территори пайӗн начальникӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алена Мальцева, тӑванӗсем, ҫывӑх ҫыннисем саламларӗҫ.

Помоги переводом

Чи хакли пурнӑҫра - кил ӑшши // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52169-chi- ... il-shshi-2

Вӑхӑт вӑрах та иртмерӗ, парк администрацийӗ вырнаҫнӑ симӗс сӑрӑпа сӑрланӑ, чӗренче витнӗ лап йывӑҫ пӳртрен селӗм тӗксӗм кӑвак костюм тӑхӑннӑ, шакла пуҫлӑ чух арҫын тухрӗ те куҫне тӳрех паркри пӗр йывӑҫсӑр вырӑналла вӗҫтерчӗ, сӑнакаласа-тӗпчекелесе тӑркаласан, вичкӗн куҫне Ула Тимӗр ҫине ҫавӑрчӗ, вара хатӑррӑн ун патнелле вашкӑнтарчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эпир пӗлетпӗр — сӗр-шывра каллех ырӑ пурнӑҫ тума, хӑйне телей кӳме совет ҫынни вӑрҫӑ кӳнӗ сурансене хӑвӑрт тӳрлетрӗ, уйрӑм ҫынна ытлашши пысӑка хунӑ чухне пулнӑ инкек-синкеке те пӗтерчӗ, халӗ вара, пӗтӗм чун хавалӗпе, Коммунистсен партийӗн аслӑ Программи тӑрӑх ҫӗршывра чи телейлӗ те ҫутӑ самана — Коммунизм тӑвас ҫулпа паттӑррӑн утать.

Помоги переводом

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Кун валли Федераллӑ налог службин сайтӗнче налог тӳлекенӗн харпӑр кабинетне йӗркелемелле те регистраци иртмелли органа хӑвӑра юридици сӑпачӗллӗ ҫын тени тӗрӗс маррине – Р34001, хӑвӑр тӳрремӗн хутшӑнмасӑр нимӗнле предприниматель, фирма, предприяти ертӳҫи пек те регистрацилемелле марри ҫинчен Р38001 номерсемлӗ формӑсемпе заявка ямалла.

Помоги переводом

Директор пулнине сисмен те... // Ирина Николаева. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... -sismen-te

Республикӑри «Ҫулталӑк ҫемйи-2024» конкурса хутшӑнакансене профессири ҫӗнӗ ҫитӗнӳ тата пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫемье-2024» конкурс тапхӑрне хутшӑнма ӑнӑҫлӑ хатӗрленӗшӗн Пишпӳлек район администрацийӗ Каминкери ял библиотекин библиотекарьне Ирина Сергеевна Николаевана, Каныкай ял библиотекарьне Римма Ришатовна Нафикована тав ҫырӑвӗсем панӑ.

Помоги переводом

Пишпӳлекре пулӑ фестивалӗ кӗрлесе иртрӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... tr-3848954

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов хӑйӗн сӑмахӗнче Геннадий Павловӑн амӑшӗпе кукамӑшне, Вера Геннадьевнӑпа Галина Андреевнӑна, хӑюллӑ та патвар ывӑл, мӑнук ҫитӗнтернӗшӗн тав тунӑ, паянхи лару-тӑрура нацизма ҫӗнтерес тесен пӗрле кар тӑрса тӑрӑшмаллине палӑртнӑ, турнира хутшӑнакан кӗрешӳҫӗсене яланах малти ретре пулма суннӑ.

Помоги переводом

Паттӑра асра тытса – турнир // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d0%bf%d0%b ... %b8%d1%80/

Ҫав робот, пӗлетне, Терен пичче, ҫын пекех: телефон трубкине ҫӗклесе калаҫать; хуҫи патне пыракансене алӑк умне пырсах кӗтсе илет: «Тӗпеле иртӗр, килти пек пулӑр», — тет те, хуҫи ерҫеймен вӑхӑтра пулсан, хӑнана тутлӑ шыв ярса парса ӗҫтерет; лешӗ тухса кайма тӑрсан, алӑк патне маларах ҫитсе, ӑна уҫать те: «Тата килӗр», тесе сӑпайлӑн ӑсатать.

Помоги переводом

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Республика питӗ лайӑх хӑвӑртлӑхпа аталаннине эпӗ ҫирӗп пӗлетӗп. Эпир пурте питӗ туслӑ пурӑнатпӑр, пӗр-пӗрне ӑнланатпӑр, ӗҫлес, аталанас килет. Пӗрле эпир нумай лайӑх ӗҫ тӑватпӑр. Ҫаксем пурте, ҫав шутра ӗҫ ҫыннисен, хӑйсен ӗҫне ниме пӑхмасӑр туса пыракан, халиччен пулман ҫитӗнӳсем тӑвакан, тӑван Пушкӑрт халӑхне мухтакан ҫынсене пула».

Помоги переводом

Тӑван ял ырлӑхӗшӗн яваплӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... pl-3877828

Унтан ачасем, хӑйсен тавҫӑрулӑхӗпе эрудицине уҫа парса, ыйтусем ҫине хуравланӑ, тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене тупнӑ, ҫак темӑпа ваттисен сӑмахӗсене аса илнӗ, ҫавӑн пекех хаваслӑ эстафетӑсене хутшӑннӑ: «Шурӑ, кӑвак, хӗрлӗ » - командӑсене конвертсем ӑшӗнче пазлсем валеҫсе панӑ, Раҫҫей ялавне кам хӑвӑртрах пуҫтарать, «Ялава ӳкерсе пӗтер».

Помоги переводом

Ҫирӗклӗ клубӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх ялавӗн кунне халалланӑ программа иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... tn-3896399

«Паян эпир Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе паттӑррӑн пуҫӗсене хунӑ ҫамрӑк яшсен ячӗсене асра тытса ӑмӑрту ирттеретпӗр. Яланах малта пыракан ҫакӑн пек ҫамрӑксенче пирӗн пуласлӑх. Сирӗн те ҫар ретне тӑма вӑхӑт ҫитӗ. Ҫакна валли вара паянах хатӗрленмелле», – терӗ Александр Степанович шкул ачисене пурнӑҫра, спортра хастар пулма чӗнсе каланӑ май.

Помоги переводом

Улттăн пулнă вĕсем… // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 13-14№, 2016.02.26

Эпир кунта канлӗ ҫывӑрнӑ вӑхӑтра фашист бомбисем пирӗн хуласене, ялсене ишӗлтернӗ, нимӗҫ танкӗсем пирӗн хирсене, вӑрмансене, тырра-пулла таптанӑ, эпир пӗр шухӑшсӑр савӑнса кулнӑ чух пирӗн пограничниксем, пирӗн салтаксем, хаяр тӑшманпа ҫапӑҫса, пуҫӗсене хунӑ, нимӗҫ фашисчӗсем совет ҫӗрӗ ҫинче хуҫаланнӑ, ҫунтарнӑ, асаплантарнӑ, вӗлернӗ.

Помоги переводом

III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней