Корпус чувашского языка

Короткие

Вӑййа сумлӑ лару-тӑрура уҫма муниципалитет округӗн администрацийӗн вӗрентӳ, ҫамрӑксен политики, физкультурӑпа спорт управленийӗн начальникӗ Ирина Рубцова, Патӑрьел территори пайӗн начальникӗ Николай Андреев, спорт шкул директорӗ Анатолий Афанасьев, Виталий Ильич мӑшӑрӗ Любовь Станиславовна тата хӗрӗ Алина, ытти чӗннӗ хӑнасем хутшӑннӑ.

Помоги переводом

Патӑрьелсем иккӗмӗш вырӑнта // А. ИВАНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52465-pat- ... -vyr-nta-2

— Ҫар ҫыннин Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенӗн ятне чыслӑн та тивӗҫлӗн илсе ҫӳреме май паракан пахалӑхсем пулмалла: Тӑван ҫӗршыва, унӑн историне, культурине, халӑха юратмалла, ҫар дисциплини пулмалла, ҫар тивӗҫне парӑнмалла, Тӑван Ҫӗршыва кирек хӑш самантра та хӳтӗлеме хатӗр тӑмалла, — палӑртать Владислав Георгиевич ҫар ҫыннин профессийӗ ҫинчен.

Помоги переводом

Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен професси пур // Неля САБАХОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ur-3494333

Малтанхи партсекретарӗн ят-сум пысӑккине кура, Усанов хӑйӗн ҫӗнӗ вырӑнӗ пирки урӑхларах шутланӑччӗ: Пятин та ӑна пуринчен ытларах хисеплет, стройуправленисен пуҫлӑхӗсем ун ирӗкӗнчен иртеймеҫҫӗ, трестри пайсене ертсе пыракансем унпа ӑшшӑн кӑна калаҫма тӑрӑшаҫҫӗ, секретарьтен хӑраҫҫӗ, калаҫмалли пурччӗ — хӑҫан йышӑнаятӑр-ши тесе ыйтаҫҫӗ.

Помоги переводом

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ҫавӑн пек калавӑн пуҫламӑшне вулатӑн та, — мӗнпе вӗҫленессине ҫийӗнчех пӗлсе, аяккалла хуратӑн: ҫавӑн пек очерксене тытатӑн та, авторӗ хӑҫан ӑҫта пулнине, кампа-кампа курса калаҫнине, вӗсем производство планне миҫешер процент тултарса пынине пӗлнисӗр пуҫне, сан асӑнта нимӗн те юлмасть, эсӗ ҫӗннине чухлаймарӑн, кӑмӑлу ҫӗкленнине туяймарӑн.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Хӑйӗн философилле шухӑшӗсем тӗлӗшпе вӑл, Ленин каларӗшле, «вырӑссен чӑннипех те пӗртен-пӗр аслӑ писателӗ пулнӑ, вӑл 50-мӗш ҫулсенчен пуҫласа 88-мӗш ҫула ҫитичченех пӗр-пӗтӗм философилле материализмӑн шайӗнче тӑнӑ», неокантианецсен, позитивистсен, махистсен тата ытти пӑтранчӑк пуҫлӑ ассӑр-тӗссӗр этемсен анкӑ-минкӗ шухӑшӗсене хирӗҫ кӗрешнӗ.

Помоги переводом

«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.

«Спортсменсене илес пулсан, Чӑваш Енре пурӑнакансем те, Йошкар-Оларан, Рязаньтен килнӗ спортсменсем те вӑйлӑ гонщиксем. Авточупу – интереслӗ спорт тӗсӗ, кашниех кунта ҫӗнтерӳҫӗ ретне лекме пултарать. Паллах тренировкӑсенчен нумай килет, ҫапах та ӑнӑҫу кам енче пулни пӗлтерӗшлӗрех», – пӗлтерчӗ шухӑш-кӑмӑлне гонщик-ентеш Владимир Михайлов.

Помоги переводом

Тусанпа хӑйӑр ӑшӗнче // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Пӗр вӑхӑтрах икӗ тӗрлӗ движенийӗ те пулнӑ чухне йывӑрӑш вӑйӗ, вӑйсем тивни пӗр-пӗринчен килменни законӗ тӑрӑх, ирӗклӗ ӳкнӗ чухнехи чухлех хӑвӑртлатса пырать, анчах япала ӳкекен вертикальлӗ лини халь хӑй те пространствӑра куҫса пырать, 1 секундӑран вӑл В¹А¹ тӗлӗнче пулать, икӗ секундӑран — С¹А² тӗлӗнче, виҫӗ секундӑран — D¹А³ тӗлӗнче пулать.

Помоги переводом

3. Движенисене хушасси // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Мӗн тӗллевпе йӗркеленӗ ҫакӑн пек полксене; Ун пирки истори докуменчӗсенче ҫапла ҫырса кӑтартнӑ: «Дивизия аэростатов заграждения предназначена для борьбы с воздушным противником методом создания зон воздушного заграждения в зоне противовоздушной обороны Москвы и решения боевых задач во взаимодействии с соединениями других родов войск».

Помоги переводом

Мускав пӗлӗтне хӳтӗленӗ хӗр // Алевтина Волкова. http://kanashen.ru/2023/05/05/%d0%bc%d1% ... 85e%d1%80/

Вӗсем: фортепьяно класне ертсе пыракан Клавдия Васильева, Светлана Карамаликова (хореографи класӗ), Римма Парферьева (ӳнерҫӗсен), Наталья Филиппова (декораци ӑсталӑхӗн), Луиза Доброхотова (гитара), Зинаида Павлова (тӑмра), Ольга Архипова (хор), Валерий Архипов (баян, купӑс), Ольга Краснова (баян), Сергей Краснов (купӑс) — чӑн-чӑн профессионалсем.

Помоги переводом

Шкулсем ачасене йышӑнма хатӗр // Светлана АРХИПОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/1 ... 82e%d1%80/

Ыйту кун йӗркинче ҫивӗч тӑнине кура, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикин Вӗренӳ министерствине регионти муниципаллӑ тата хула округӗсенче, ҫула ҫитменнисене валли, енчен те вӗсем наркӑмӑшпа хӑйсен сывлӑхне аптратнӑ пулсан, реабилитаци тухмалли ятарлӑ харпӑр хӑй программине пӑхса тухса йышӑнса хӑварма чӗнсе каланӑ.

Помоги переводом

Чӑваш Республикин наркотиксемпе кӗрешекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/23/chav ... eken-komis

Тухтӑр хӗр ҫине пӗр тӗлӗнсе те савӑнса пӑхрӗ: малтанхи Лида мар ку, малтан килсе ҫӳрекеленӗ Лида пурнӑҫӗ пирки те шанӑҫ сахалтарахчӗ, пӗтмех тапратнӑччӗ ӗнтӗ вӑл, ҫав пӗтнине чарса лартма медицинӑн хӑват ҫукчӗ; халӗ акӑ — урӑх хӗр, сӑнӗ-пуҫӗпе, куҫӗпе, пӑхнипе, кӑмӑлӗпе урӑх хӗр, пӑх-халӗ, вӑтанчӑклӑх та килӗшет шеремете, илемӗ те ҫук мар иккен.

Помоги переводом

4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Сталин юлташ ҫав плана хатӗрленӗ чух Тӑван ҫӗршывӑмӑрӑн материальнӑй вӑй-хӑвачӗпе совет халӑхӗн мораллӗ пӗрлӗхне, ҫавӑн пекех тӑшман вӑй-хӑватне те тӗплӗн шута илнӗ, Совет Союзӗн шалти ӗҫӗсене тата унпа ытти ҫӗршывсен хушшинчи отношенисене, советлӑ общество тата государство стройӗн паха енӗсене марксистла-ленинла тарӑн анализ туса тухнӑ.

Помоги переводом

Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3

Чӑваш совет поэзийӗн никӗсне хываканӗ Ҫеҫпӗл Мишши хӑйӗн «Сӑвӑ ҫырассипе ударени правилисем» статйинче сӑвӑ сӑмахпа пуҫласа «стихотворени» пӗлтерӗшпе усӑ курнӑ, анчах вулакансем ӑна тӗрӗс ӑнланччӑр тесе, сӑвӑ сӑмах ҫумне скобкӑра стихотворени хушса хунӑ: «Хаҫатсем ҫинче, журналсем ҫинче ҫӗнӗрен ҫӗнӗ сӑвӑсем (стихотворенисем) ҫапӑнаҫҫӗ».

Помоги переводом

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

— Ӗнерхи канашлура эпир ҫакна лайӑх ӑнлантӑмӑр: объектсем вӑхӑтра ӗҫе кӗрейменнин тӗп сӑлтавӗ вӑл — ӗҫ вӑйӗпе рессурссене сапалани, объектсене туса ҫитерессипе ҫыхӑннӑ кӑткӑсрах, йывӑртарах ӗҫсенчен пӑрӑнса, ҫӗнӗ вырӑна сике-сике ӳкни, ҫапла вара ансатрах, кал-калрах пулакан ӗҫсенче укҫа-тенкӗпе ытларах усӑ курса, плана ирттерсе тултарни.

Помоги переводом

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Утмӑл ҫултан иртсессӗн, Ҫитмӗл ҫула ҫитсессӗн, Сисӗнтерме пуҫларӗҫ, Сивӗнтерме пуҫларӗ, Ай, апла мар, капла мар, Суя суйма аван мар, Ҫакӑ ырӑ пурнӑҫпа, Пурнӑҫпа мар — канӑҫпа, Ҫӗршыв панӑ хӑватпа, Ялйыш панӑ ыр ятпа, Парти панӑ телейпе, Хамӑр йышпа эртелпе, Ҫитмӗл ҫула ҫитсен те, Сассӑм-кӗррӗм ҫӗтсен те, Ҫитмен ҫӗре ҫитӗпӗр, Кӗтмеллине — кӗтӗпӗр.

Помоги переводом

Юбилей юрри // Антун Мучи. Тӑван Атӑл. — 1958. — № 3. — С. 91-93

Ҫав хушӑрах вӑл чӑвашсем пӗр турӑлӑха (единобожие) кӑна ӗненнине палӑртнӑ: «Это единобожие у язычествующих чувашей создалось под влиянием мусульманской религии, которую когда-то исповедовали их предки, волжско-камские болгары, и которая оставила и до сих пор свои следы в современных нам верованиях народа частью под влиянием христианства».

Помоги переводом

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Пысӑк яваплӑхпа пурнӑҫламалли ӗҫ калӑпӑшӗ пысӑк: 563 ҫыруҫӑн, 95 инструкторӑн тата ытти специалистӑн утӑ уйӑхӗн 1 — ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗсенче ҫырав объекчӗ шутне кӗртнӗ фермерсен тата предпринимательсен — 3,4 пин, ялти ҫынсен килти — 238,9 пин, хуларисен 8,7 пин хуҫалӑхне, граждансен коммерциллӗ мар 746 пӗрлӗхне тата 9,8 пин лаптӑка тишкерсе тухмалла.

Помоги переводом

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Дина Гаврилова ҫыравҫӑпа пӗрлех кунта унӑн ҫывӑх тусӗсем те, Рудольф Павлов ҫыравҫӑ, Лидия Шурҫӑл поэтесса, «Шуратӑл» литература пӗрлешӗвӗн пайташӗ Александр Егоров сӑвӑҫӑ, Ф.Н. Вуколов ячӗллӗ обществӑлла музей ертӳҫи Марина Николаева, Приютово поселокӗнчи «Пилеш» пултарулӑх ушкӑнӗ, юнашар ялсенчи вулавӑш ӗҫченӗсем тата ыт.те килсе ҫитнӗ.

Помоги переводом

«Вулакансемпе тӗл пулни – чи пысӑк уяв» // Надежда РОДИОНОВА. https://ursassi.ru/articles/t-lpulu/2023 ... av-3444388

Ӑмӑртӑва килнӗ спортсменсене Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ А.Г.Кузьмин, Асанкасси территори уйрӑмӗн начальникӗ Н.Н.Карпов, «Кӗтне» ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗн директорӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан В.Х.Денисов, «Асаново» ял хуҫалӑх кооперативӗн председателӗ А.Н.Бахтеров, хӑнасем саламланӑ, тупӑшусенче ӑнӑҫусем суннӑ.

Помоги переводом

Йӑлана кӗнӗ турнир вӑйлисене пуҫтарнӑ // Валерий Денисов. http://kasalen.ru/2023/12/05/%d0%b9%d3%9 ... %80%d0%bd/

«Ялта кирек хӑш мероприятие ирттерме те пуҫаруллӑ, хастар ҫынсем пурри питӗ лайӑх. Вӗсем вӑхӑтне тупма та пӗлеҫҫӗ, кӗмӗлне те сӗнеҫҫӗ, ыттисене те явӑҫтарма пултараҫҫӗ, тӗслӗхлӗ. Тӑван кӗтесе юратнӑран вырӑнтах тӗпленни те кӑмӑллӑ», - тет Первомайски территори пайӗн тӗп специалист эксперчӗ Наталия Ермошкина Секретовсем пирки сӑмах пуҫарса.

Помоги переводом

Ял пурнӑҫне кӑмӑллаҫҫӗ // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/53787-yal- ... -k-m-llacc

Сайт:

 

Статистика

...подробней