Корпус чувашского языка

Короткие

Ҫав вӑхӑтрах пӗр пек положенире (условире, позицире) определени пулакан сӑмахах камӑнлӑх падежӗнче мар, -ри/-ти/-чи сегмента йышӑнтарса каланӑ: Ленин ячӗпе хисепленекен колхозри ферма заведующийӗ, хими заводӗнчи рабочи, чӑлхапа трикотаж фабрикинчи вязальщица, электромеханика заводӗнчи фрезеровщик, «Сура» предприятири тракторист т. ыт. те.

Помоги переводом

Япала ятне вырӑн тата вӑхӑт тӑрӑх ӑнлантаракан определенисем ҫинчен // И. П. Павлов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 22–44 с.

Пуҫтарӑннисене ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, республикӑн пӗрремӗш президенчӗ Николай Федоров, РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем Анатолий Аксаков, Алла Салаева, Николай Владимиров сенатор, Ульяновск облаҫӗн кӗпӗрнатӑрӗ Алексей Русских, Мускав мэрӗн ҫумӗ Александр Горбенко саламланӑ, Акатуй чӑваш халӑхӗшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ уяв пулнине палӑртнӑ.

Помоги переводом

Мускавра Акатуй иртнӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/06/18/%d0%bc%d1%8 ... %bd%d3%97/

Мари Элти Тури Ҫармӑс районӗн централизациленӗ клуб тытӑмӗн методисчӗ Тамара Петрова ентешӗмӗрӗн ҫармӑс халӑхӗн ӑс-хакӑл культурине тӗпчес тӗлӗшпе тунӑ ҫитӗнӗвӗсене палӑртрӗ, Николай Пантелеймонов ҫывӑх тӑванӗпе курнӑҫнӑ самантсене аса илчӗ, Виталий Станьял ӑсчах Никольский пирки: «Вӑл Купӑрлян тӗнче умӗнчи чысӗ тата мухтавӗ», — терӗ.

Помоги переводом

Купӑрля ӑс-хакӑл управҫине пуҫ тайрӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Укахви турткаланса тӑмасть — вӑл хӑех пӗлет ӑшӑ ыйхӑпа рехетленсе выртасси кахал йӑли иккенне, тата хальхи вӑхӑтра — нимӗҫ фашисчӗсемпе хаяр вӑрҫӑ пынӑ тапхӑрта, вӑрҫӑ хирӗнчи тантӑшсем-салтаксем чӑлӑм куҫ хупмасӑр тӑхлан ҫумӑр айӗнче выртнӑ чух — ӑшӑ пӳртре ҫемҫе вырӑн ҫинче ҫывӑрни те ҫут тӗнче умӗнче тем айӑп тунӑн тупӑнтарса тӑрать.

Помоги переводом

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Халӑхпа тӗл пулса калаҫмалли темӑсем ҫаксем пулчӗҫ: ЧР 2016 ҫулхи бюджет политикин тӗп ҫул-йӗрӗсем, экономика аталанӑвне тата халӑх пурнӑҫӗн шайне лайӑхлатассипе йышӑнакан мерисем ҫинчен; ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче Чӑваш Енри ачасемпе ҫамрӑксен ӗҫпе канӑвне йӗркелесси; 2016 ҫулхи ҫурхи-ҫуллахи тапхӑрсенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтересси.

Помоги переводом

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Халӑх тӗрев пани тӑшмана хӑвӑртрах ҫӗнтерме хавхалантарать, - терӗ Тутар Тимешӗнче ҫуралса ӳснӗ ятарлӑ ҫар операцин участникӗ, мотострелоксен 1251 полкӗн командирӗн пӗрремӗш заместителӗ - штаб начальникӗ Руслан Валиуллин подполковник муниципалитет пуҫлӑхне Рудольф Селиванова ҫар операцине хутшӑнакансене тимлӗх уйӑрнӑшӑн ӑшшӑн тав туса.

Помоги переводом

Пӗрлехи вӑйпа Ҫӗнтерӳ пулатех! // Ольга БЕЛЬДЕКОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51746-p-rl ... r-pulatekh

Чистай муниципаллӑ районӗн тата хулин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ольга Владимировна Добронравова та пынӑ чӑвашсене культура уйӑхлӑхӗ вӗҫленнипе саламлама: «Районта сакӑр наципе культура центрӗ, ыттисенчен чӑвашсем хастарлӑхӗпе, ыркӑмӑллӑхӗпе палӑрса тӑраҫҫӗ. Ансамбльсен сцена культури, юрлас ӑсталӑхӗ пысӑк – темиҫе сасӑпа юрлаҫҫӗ», — тесе ырларӗ.

Помоги переводом

Юррисем илемлӗ, чӗлхисем ҫепӗҫ // Татьяна Васильева. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... hisem-cepc

Ҫавна пула вырӑсла чип-чиперех «сложноподчиненное предложение с придаточными времени» е «сложноподчиненное предложение с несколькими придаточными» тенисене ниепле те чӑвашла ҫаврӑнӑҫуллӑ калаймастпӑр: «вӑхӑта пӗлтерекен пӑхӑнуллӑ предложениллӗ пӑхӑнуллӑ хутлӑ предложени» пулса тухать — кашнинчех икӗ сӑмахне икшер хут калама тивет.

Помоги переводом

3. Ку чухнехи чӗлхе терминологийӗ. Унӑн пахалӑхне ӳстересси // И. А. Андреев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 71–91 с.

Эрех кӗленчине тӗппи пушатсан, мӑштӑк-мӑштӑк мӑштӑклакаласа, хӑшӑл-хӑшӑл хӑшӑлтаткаласа, упи-супи сӑмахлакаласа, ҫаксем киле пуҫтарӑнчӗҫ, анчах нихӑшӗ те пуш кӗленчене, усӑ курнӑ стакансене, апат юлашкисене, пуҫтарса, ҫӳп-ҫап бакне кайса пӑрахас тивӗҫе пуҫа илмерӗ (пӳлӗмӗн сулахай енчи стени ҫине «У нас самообслуживание» тесе ҫырса ҫапнӑ).

Помоги переводом

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

«Ку - вӗренӳ тытӑмӗн маларахри ҫулсенчи ӗҫӗн кӑтартӑвӗ, - тенӗ министр, - вӑл вӑхӑтра эпир ялсенче хальхи йышши вӗренӳ тата лаборатори базиллӗ, ӑста педколлективлӑ пысӑк шкулсем йӗркелерӗмӗр, ачасем хӑйсем ӑҫта пурӑннине пӑхмасӑр шкулсенче пахалӑхлӑ пӗлӳ илме, унтан вӗренӗве профвӗренӳ учрежденийӗсенче малалла тӑсма пултарччӑр терӗмӗр».

Помоги переводом

Ачасем пахалăхлă пĕлÿ илме пултарччăр // И.НИКОЛАЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

— Тӗрӗс мар калатӑр, Тихон Евдокимович, тӗрӗс мар! — ун сӑмахӗсенче чуна ҫатӑр чӗпӗтекен чӑнлӑх та ҫук маррине пӗлсех хирӗҫлетӗп эпӗ; чӑнахах та ӑраскалсӑр ачалӑх хурлӑхӗн ӗмӗлки унӑн чунне ҫаплах тӗксӗмлетсе тӑрать пулсассӑн; ҫав хурлӑх ӗмӗлкине сирес шутпа та хыттӑн, тулаштарса ярасран хӑрамасӑр, пач шеллемесӗр хирӗҫлетӗп эпӗ Турунова.

Помоги переводом

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӗренӳ дисциплинине граждан оборонипе, кӑмӑл-сипет ыйтӑвӗсемпе ҫыхӑннӑ темӑсене кӗртнине, обществознани, истори тата литература урокӗсенче коррупцие хирӗҫле ыйтусене те пӑхса тухнине, шкулсенче кашни кӗҫнерникун профориентаци енӗпе занятисем иртнине, урок тулашӗнчи занятисенче тӗрлӗ предприятие экскурсие ҫитсе курнине ырламалла ҫеҫ.

Помоги переводом

Тӑван тӑрӑх чуна ҫывӑх // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d1%82a%d0% ... b2a%d1%85/

Ку шута, сӑмахран, ҫаксем кӗреҫҫӗ: хуҫалӑх ӗҫӗ; обществӑпа политика ӗҫӗ-хӗлӗ; йӑла пурнӑҫӗ; организациллӗ вӗренӳ; илемлӗ литература; массӑллӑ информаци сфери — хаҫат-журнал, радиопа телевидени; эстетика, искусство сфери; халӑхӑн сӑмах пултарулӑхӗ; наука ӗҫӗ-хӗлӗ; тӗрлӗ йышши ӗҫ хучӗсем ҫырасси; ҫыру ҫӳретесси; тӗн йӑли-йӗркисене пурнӑҫласси.

Помоги переводом

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Праски те, Анук шӑртланнине илтмен пек, кӑмӑллӑн курӑнма тӑрӑшса: — Кин, кин… Иксӗр мӑшӑрланса пурӑнма пуҫласан, юрату та килӗ. Эпир те ашшӗпе, хӗрпе каччӑ чухне, пӗр-пӗрне пӗлмен. Мӑшӑрлантӑмӑр та чунтан юратакан пултӑмӑр. Ак ӗнтӗ вӑтӑр ҫула яхӑн килӗштерсе пурӑнатпӑр. Эсир те ҫавах пулӑр. Сӗтел хушшине лар та пирӗн ҫӑкӑра ҫыртса пӑх, — терӗ.

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

…Хваттерте ҫи-пуҫ улӑштарса тӑхӑнса вунӑ сехет тӗлне редакцие ҫитсе кӗрсен унти юлташсем ман ҫине темле куларах пӑхкаланине сисрӗм, анчах вӗсем мӗншӗн ҫавӑн пек хӑтланни пирки нумаях шухӑшласа тӑма вӑхӑт пулмарӗ: хамӑн ӗҫ сӗтелӗ ҫинче кӑвак конверт выртнине асӑрхарӑм та ӑна вӑр-вар уҫса машинкӑпа пичетленӗ шурӑ хут татки туртса кӑлартӑм.

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вулакансем Федоровка тӑрӑхӗнчи нерв чирӗсене сиплекен тухтӑрӑн Аркадий Русаковӑн калавӗсене те, шухӑша яракан статйисене те, Гафури тӑрӑхӗнчи Владимир Лазарев фтизиатӑрӑн усӑллӑ канашӗсене те, Ӗпхӳ хулинче хирург пулса ӗҫленӗ, халӗ тивӗҫлӗ канури Ким Федоровӑн «Хирург ҫырса пынисем» кӗнекинчи кӗске калавӗсене те хапӑл тусах йышӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫӗр варринче те чирлисем патне васканӑ // Вероника ЛЕОНТЬЕВА. «Урал сасси», 2016.06.15

Акӑ вӗсенчен хӑшпӗрисем: плен (тыткӑн), граница (чикӗ), сельсовет (ял Совечӗ), выбор (суйлав), объявлени (пӗлтерӳ), совещани (канашлу), заседани (лару), собрани (пуху), предупреждени (асӑрхаттару), зарплата (ӗҫ укҫи), исполком (ӗҫтӑвком), дом отдыха (кану ҫурчӗ), председатель колхоза (колхоз председателӗ), правление колхоза (колхоз правленийӗ) т. ыт. те.

Помоги переводом

1 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Фестиваль тӗллевӗ - ҫынсен тӗрлӗ енлӗ творчество пултарулӑхне аталантарасси, талантсене тупса палӑртасси, ҫитӗнекен ӑрӑва, ҫамрӑксене патриотла, ӑс-хакӑл тӗлӗшӗнчен воспитани парас тӗлӗшпе ырӑ йӑласене упраса хӑварасси, коллективсен пултарулӑхне, пӗрлӗхне ӳстересси, тӗрлӗ вӑхӑтри кинофильмсенчи юрӑ-кӗвӗпе ҫывӑх паллашасси тата ытти те.

Помоги переводом

Кинофильмсенчи юратнӑ юрӑсемпе ташӑсем - сцена ҫинче // Авангард. https://avangard-21.ru/gazeta/52940-kino ... a-cinche-2

Кнутов ӑшчиккинче хайхи леш хура йытӑ — Дружок «юлташӗ» — тулхӑрса илчӗ тейӗн: шакмакрах куҫӗсем пӑхма хӑрушӑ урмӑшса кайрӗҫ, вӗсенче каллех сивӗ те чӑрсӑр хӗлхем ҫиҫӗмленсе илчӗ, ҫӑра ҫӑмпа витӗннӗ сарлака кӑкӑрне тимӗрҫӗ вӗркӗчи пек талпӑнтара-талпӑнтара, вӑл, кӑтӑрса кайнӑскер, сассине ҫилӗллӗн хӑпартса, калаҫӑва чурӑссӑн туртса илчӗ:

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

«Пӗлтӗр куҫ умӗнчех сурӑха таптаса кайрӗҫ. Водитель ҫӑмӑл машина хӑвӑртлӑхне чакарнине курсан ун патне чупса пытӑм. Кабинӑна уҫса ҫӑрине кӑларса илтӗм. «Вилнӗ сурӑх какайне туян — вара малалла кайма пултаратӑн», — терӗм. Вӑл вӑрах шухӑшламарӗ — 3 пин те 500 тенкӗ кӑларса тыттарчӗ», — аса илет ҫак урамра пурӑнакан Владимир Андреев почтальон.

Помоги переводом

Шухӑ водительсем саккуна уямаҫҫӗ, ҫынсене шеллемеҫҫӗ // Марина ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Сайт:

 

Статистика

...подробней