Корпус чувашского языка

Короткие

Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев, РФ пӗрлештернӗ командин аслӑ тренерӗ Евгений Лукашкин, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов, ЧР спорт министрӗ Сергей Шелтуков, Олимп чемпионкисем Елена Николаевӑпа Валентина Егорова, Раҫҫей спортӑн тава тивӗҫлӗ мастерӗсем Владимир Андреевпа Олимпиада Иванова саламларӗҫ.

Помоги переводом

Чӑвашсемпе мордвасен тупӑшӑвӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

«Таджикистанран хӑнасем пирӗн тӑрӑха йышлӑрах килсен те питӗ аван пулнӑ пулӗччӗ. Тепӗр тесен, вӗсем пирӗн тӑрӑхри мероприятисемпе тӗплӗнрех паллашма пултарайраҫҫӗ, паха ӗҫ опытне хӑйсем патӗнче те усӑ курайраҫҫӗ, пӗрлехи проектсене пурнӑҫа кӗртме хӑш-пӗр плансене туса хӑварсан аван пулнӑ пулӗччӗ», – тенӗ вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май.

Помоги переводом

Чӑваш Республики Таджикистан Республикипе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме палӑртать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/13/chav ... kipe-tacha

Халӗ А.Белова паллӑ журналистӑн статйинчи йӗркесем /ӑна А.И.Хованский каласа панӑ\: «Пӗррехинче эпӗ кӗл пухмалли задание ирттерсе пурнӑҫларӑм. Калиса Хованская, Анна Михайлова, Анна Сорокина, Федор Сапаркин хӑйсен килӗсенчен кӗл нумайрах парса мана пулӑшрӗҫ. Вӗсем ҫинчен районти «Хӗрлӗ ялав» хаҫатра ҫырса кӑтартса хавхалантарас терӗм.

Помоги переводом

Вӑйне кура вӑй вылять // Владимир ТОЛМАТОВ. http://gazeta1931.ru/gazeta/12856-v-jne- ... v-j-vylyat

— Ах, хуланах таврӑнмаллаччӗ, Павӑл, — пӑлханчӑк именӗвне куҫ айне ӳкерчӗ, ҫумӑрпа витӗрех шапарнӑ, хашкана ернӗ хӗр шӑратнӑ кӗмӗл евӗр тумла тумлакан лупас арки айне (унта ҫерҫисем те пӗршӗннӗ) ҫитсе ӳксен, ӳт-кӗлетки ҫумне лаппипех ҫыпӑҫса ларнӑ платйине яртах палӑрса тухнӑ нӑкӑ-нӑкӑ кӑкӑр «пӳскисенчен» пӳрнисемпе чӗпӗткелесе уйӑрса.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Амӑшӗсене тата ачасене медицина пулӑшӑвӗ парассине йӗркелекен пай пуҫлӑхӗ Татьяна Хамзатова, Татьяна Полякова тӗп специалист неонатолог, акушер тата гинекологи ӗҫӗн тӗп специалисчӗ Татьяна Дерипаско Надежда Уркова тӗп тухтӑрпа тата унӑн заместителӗпе Галина Уфуковӑпа тӗл пулнӑ май, уйрӑмах ача ҫуратассипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва мала хучӗҫ.

Помоги переводом

Амӑшӗпе ачасене — тимлӗх // Ирина СМИРНОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/2 ... bbe%d1%85/

Малтан вӗсем пӗр-пӗрне пӳлсе кӑшкӑрашнинчен нимӗн те уйӑрса илме пулмарӗ, тӗплӗрех итлесен тин мӑрсасем вӗсен арӑш-пирӗш сӑмахӗсенчен ҫакна ӑнланса илчӗҫ: ыран шӗкӗр хулара халиччен пулман чаплӑ уяв пулать, хӑй престола ларнӑ ятпа Сафа-Гирей пӗтӗм халӑха кремле ӗҫке чӗнет, ҫав ятпах кашни килте така пусса вӑйлӑ апатлану ирттерме сӗнет.

Помоги переводом

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Ҫакӑн пек операцисенчен пӗри 92 ҫулти пациенткӑн ват хӑмпине касса илесси пулса тӑнӑ, вӑл хырӑмӗ ыратни ҫинчен ӳпкелешсе пынӑ, — каласа панӑ Пушкӑрт Сывлӑх сыхлав министерствинче. — Консервативлӑ терапи хыҫҫӑн ӑна лапароскопи операцийӗ ӑнӑҫлӑ ирттернӗ. Сахал инвазивлӑ меслете пула пациентка хӑвӑрт юсаннӑ та больницӑран халех тухнӑ».

Помоги переводом

Пушкӑрт ял больницинче 92 ҫулти хӗрарӑма ӑнӑҫлӑ операци тунӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... un-3875954

Апла пулин те Леонард Левый хальхи вӑхӑтра Тӑрӑм ял тӑрӑхне кӗрекен мӗн пур ялта вӑрҫӑра вилнисене асӑнса лартнӑ палӑксене тивӗҫлӗ шайра тытса пыма пултарнине, ҫӳп-ҫапа ҫырма пуҫне тӑкакансене «тӑн» кӗртес тӗлӗшпе хӑйсене майлӑ йышӑну ҫирӗплетме пултарнине, масарсене йӗркене кӗртес ӗҫе те, пӗтӗмӗшле илсен, лайӑх йӗркеленине палӑртрӗ.

Помоги переводом

Куҫ пурне те курать // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d0%ba%d1%8 ... %82%d1%8c/

Хан керменӗнчи чаплӑ япаласене — Итали архитекторӗ Алевиз-Фрязин-Новый тунӑ портала, хитре чул ҫине касса тунӑ чечек, шӑрҫа ҫыххи, юман ҫулҫипе йӗкелӗн ӳкерчӗкӗсене, арабла ҫырнӑ эрешлӗ хапхана, шӑнкӑрав сассипе чӑнкӑртатса уҫӑлакан йывӑр алӑка, сад пахчисемпе фонтансене, галерейӑсемпе чул мавзолейсене вӑл пин хут та пырса пӑхрӗ пуль.

Помоги переводом

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн 2018 ҫулхи майӑн 7-мӗшӗнчи 204 номерлӗ Указне пурнӑҫа кӗртессишӗн тӑрӑшса, «Шанчӑклӑ тата пахалӑхлӑ автомобиль ҫулӗсем» наци пооекчӗн картинче Чӑваш Республики регионти 3 проекта — «Ҫул-йӗрсен сечӗ», «Ҫул-йӗр хуҫалӑхне аталантармалли пӗтӗмӗшле ӗҫсем», «Ҫул-йӗр куҫӑмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» — пурнӑҫлама хутшӑнать.

Помоги переводом

Пурнӑҫ ыйтнисене тӗпе хурса // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18

«Дружба» ЯХПК 160 гектар, «Родина» ООО рапс, «Слава картофелю» агрофирма 91 гектар горчица, «Искра» колхоз 70 гектар, «Слава» ЯХПК 53 гектар, «Родина» ООО 80 гектар пӗр ҫул ӳсекен курӑксем, «Дружба» ЯХПК 11 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑксем, «Комсомольские овощи» агрофирма 13 гектар кишӗр, Шарафутдиновӑн фермер хуҫалӑхӗ 15 гектар нимӗҫ пӑрҫи акнӑ.

Помоги переводом

Хирсенче ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2024/05/07/%d1%85%d0%b ... b%d3%97-2/

Савӑпӑр сана ӗмӗр-ӗмӗрех…» — ӗнтӗ пӗр кун, икӗ кун, виҫӗ кун кӑна мар, тахҫан-тахҫанах туятчӗ чухлатчӗ пулин те амӑшӗ сывалаймаслах чирленине, инкекӗ ҫапах та ӑнсӑрт ҫил-тӑвӑлла шатӑрт! килсе ӳпленчӗ те Никонавсен килйышӗ ҫине — Дина, ку таранччен теме, асама, кӗтсе шанӑҫланнӑскер, тӑрук лӗштӗрр! арканса йӑшрӗ ҫак тӗлли-паллисӗр вӑхӑтра.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Спорт терминологийӗн тӗпчевҫи Ф. Г. Шалгин ҫапла палӑртать: «Халех ӗнтӗ пирӗн ҫӗршыври халӑхсен спорт терминологийӗн аталанӑвӗнчи пӗтӗмӗшле закономерноҫсем ҫинчен, наци чӗлхисен фонетикинче, морфологийӗпе синтаксисӗнче питӗ пысӑк уйрӑмлӑхсем пур пулин те, пӗр пӗтӗм физкультурӑпа спорт терминологийӗ йӗркеленни ҫинчен калама пулать».

Помоги переводом

Спорт терминологине йӗркелес ыйтусем // Л. Г. Улангин, М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 126–131 с.

«Палӑртса хӑваратӑп: Раҫҫей сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗ унӑн йӑли-йӗркипе тата хаклӑхӗпе тӗнчери пысӑк авторитетлӑ, ҫулсеренех активлӑ аталанать. Регионсенче медицина учрежденийӗсем ҫӗнелеҫҫӗ тата йӗркеленеҫҫӗ, малта пыракан технологисемпе сиплев практикисене ӗҫе кӗртеҫҫӗ», - тенӗ Путин медицина ӗҫченӗсене професси уявӗпе саламланӑ май.

Помоги переводом

Путин сывлӑх сыхлав тытӑмӗн активлӑ аталанӑвне палӑртнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... tn-3811897

«Атӑл.Тӑлмач» сайтӗнче эсир куҫарусене хаклама пултаратӑр (хаклавне пусмалла кӑна вӗт!); Common Voice сайтра чӑвашла пуплевӗшсене сасӑлама, е ыттисем сасӑланине хаклама; Google.Translate сервисра чӑвашла куҫарма, е куҫарнӑ тӗслӗхсене хаклама; «Терминсем» онлайн-канашлура чӑваш терминӗсене сӳтсе яма; «Википедин» чӑваш уйрӑмне пуянлатма тата ытти те.

Помоги переводом

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Следователь е прокурорах пулнӑ пулсан, эпӗ Сергеев Макҫӑм сӑмахӗсене аса илӗттӗм, Петр Ларионыч, ялалла кӗтӳпе аннӑ чух, ҫӗркаҫ сана Пукӑрлӑ ҫырминчи хӑвалӑхра курни тата паян ирхине унта пӗр калушна тупни ҫинчен, ҫав калушу пуҫӗнчен сана, Ҫирӗклӗ Кӳлӗ адресӗпе, темле хӗрарӑм Кустанайран янӑ ҫырӑва туртса кӑларни ҫинчен каласа парӑттӑм.

Помоги переводом

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Владимир Садай. В. Л. Садай. Ҫӗр ҫалкуҫ: повеҫсемпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 184 с. — 3–101 с.

Эсӗ, Абаев кӗҫӗн сержант, «пуск» кнопкӑна пуснӑ хыҫҫӑн мӗн пулса иртнине ӑнлантармалли пӗтӗмӗшле философие хӑв ҫине илетӗн; а эсӗ, Гильманов кӗҫӗн сержант, сутуҫӑсен хӑвӑртлӑхӗпе ӑнкарса пырса, ҫеккунтсемпе минутсем вӗҫленнӗ тӗле ракета системинче ӑҫта мӗн хыпса ҫуннине, хӑш тӗлте мӗн уҫӑлса хупӑннине аса илтерсе тӑрӑн хӑвӑн философна.

Помоги переводом

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Макҫӑм парӑнмарӗ, килӗшесле мар сасӑпа: — Эсӗ ҫамрӑк халь, пурнӑҫра нимӗн те курса чухламан. Эпир, аннӳпе иксӗмӗр, аллӑ ҫине пусрӑмӑр. Мӗн тусан хамӑр ачасене лайӑх пуласса та чухлатпӑр. Юлашкинчен ҫакна ҫеҫ калатӑп: сирӗн юратуран телей мар, ҫӗтӗк сӑхман та ҫӗлесе тӑхӑнас ҫук, — терӗ те вӑл, ачи хутне кӗресрен, арӑмӗ ҫине сиввӗн пӑхса илчӗ.

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Оля ҫапла ҫырнӑ: хамӑн заключени тӗрӗс пулнине пӗтӗмпех шанатӑп, топливӑна нумаййӑн хатӗрленӗ чух вредительство пулма пултарнӑ тесе шутламастӑп, Арсентий Павлович Соколова совет стройне чунтан парӑннӑ ҫын тетӗп, вӑл мана вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи пурнӑҫра ҫул уҫса пачӗ, пурнӑҫра тӗллев тупма пулӑшрӗ, ҫав тӗллевшӗн пурӑнма та, ӗҫлеме те савӑнӑҫлӑ.

Помоги переводом

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Митинга район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, районти Ӗҫ тӑвакан комитетӑн ертӳҫи, кадрти офицер, танк ҫарӗсен капитанӗ Рустам Мухаметзянов, Ӗҫ тӑвакан комитетӑн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов, ӗҫ коллективӗсем, танк ҫарӗсен ветеранӗсем, вӗренекенсем, юнармейцсем, Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗн студенчӗсем тата ыттисем те хутшӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Танкистсен кунӗнче икӗ мероприяти // Римма Мавлютова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... eropriiati

Сайт:

 

Статистика

...подробней