Короткие
«Ҫакнашкал фестивальсем ҫынсене спортпа туслашма пулӑшаҫҫӗ. Эсир, журналистсем, хӑвӑр тӗслӗхпе вулакансемпе куракансене, итлекенсене хастартарах пулма хистетӗр. ГТО комплексне пурнӑҫлас тӗлӗшпе кӑҫалхи виҫҫӗмӗш квартал пӗтӗмлетӗвӗпе пирӗн республика Раҫҫейре саккӑрмӗш, федерацин Атӑлҫи округӗнче пӗрремӗш вырӑнта. Шансах тӑратӑп, ҫак фестиваль хыҫҫӑн рейтинг татах та ӳсӗ», - терӗ Олег Алексеевич.
Фестиваль ҫӗклерӗ кӑмӑла // Александр ИВАНОВ. https://avangard-21.ru/gazeta/51870-fest ... ler-k-m-la
«Пакунсӑр милиционер» ӳсен-тӑран таптаннӑ, лӳчӗркеннӗ вырӑна хатӑррӑн таплаттарса ҫитсе тӑчӗ, таптанчӑка чылайччен, тӗпчевлӗн, апла та капла шӑршларӗ, чх-х-х! пх-х-х! тпрух-х-х-х! сунаслакаласа илчӗ, вара, талӑрса, хӑрах мӑйракипе вирлӗн, ша-а-ак! ҫапса, эрех пулштухне, унтан спирт флаконне йӑвантарса ӳкерчӗ, малти урисемпе каса-каса, стакансене пӗрин хыҫҫӑн теприне мӑйӑрласа аяккалла кустара-кустара ячӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Унӑн ҫӗрӗ ҫинче, кашни кил-ҫуртпа тӳремре чӑн-чӑн авллӑхпа ӗнерхи тата хальхи ҫӗнӗлӗх тачӑ ҫыхӑнса тӑнӑран, уява килнисенчен кашниех хӑйӗнчен хӑй ҫапларах ыйтнӑн туйӑнать: «Мӗншӗн-ха эпир, ӑслӑ-тӑнлӑ, анлӑ тавра курӑмлӑ пулсан та, хамӑрӑн аваллӑха, ӗмӗрсем хушши йӑл илсе, ҫӗнелсе тата аталанса пынӑ, хуллен-хулленех вӑй пухса лайӑхланнӑ йӗркесене упрасси тата аталантарасси пирки тӗплӗн шухӑшламастпӑр?
Телейпе ырлӑх утравӗ // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/2 ... b0%d0%b2e/
Калинин районӗнчи «Дар» ООО пасарӗнче /Стрелоксен 324-мӗш дивизийӗн урамӗ, 22-мӗш ҫурт/ тата «Фиалка» суту-илӳ центрӗ патӗнче /Эгер бульварӗ, 40-мӗш ҫурт/, Ленин районӗнчи «Николаевский» суту-илӳ комплексӗ» АУО картишӗнче /А.Николаев космонавт урамӗ, 14-мӗш «а» ҫурт/, Мускав районӗнчи «Северная» суту-илӳ компанийӗ» ООО территорийӗнче /Мускав проспекчӗ, 40-мӗш «а» ҫурт/ пахчаҫимӗҫ сутма ятарлӑ вырӑнсем уйӑрнӑ.
Хӗл хырӑмӗ аслӑ. Пурте пахчаҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№
Ку кварталти ударлӑ задачӑсем ҫинчен калаҫу тапрансан, партком секретарӗ «ударлӑ» сӑмахпа ҫав тери нумай усӑ курчӗ; кунпа, тен, пухӑннисем ҫырлахатчӗҫ те-и, анчах та вӑл «ирхине те ударлӑ шухӑшпа ӗҫе килмелле, ку енӗпе пурсӑмӑрӑн та Михаил Григорьевичран тӗслӗх илмелле» тесен вара управляющи хӑй те, ӑшра кулса, пуҫне пӑркаларӗ, Усанова тепӗр хут йывӑрлӑха кӗртсе ӳкересрен шикленсе, вӑл васкасах сӗнчӗ:
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
«Спорт аэробики пулӑшнипе сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракансен йышӗ ҫултан-ҫул нумайланать. Аэробика - спортӑн чи илемлӗ енӗсенчен пӗри. Вӑл кӗвӗ илемлӗхӗпе ташӑ асамлӑхне, спортсмен хастарлӑхӗпе унӑн тӗрлӗ енлӗ ӑсталӑхне пӗтӗҫтерет. Паркет ҫине тухакан ташлать те, сикет те, ҫаврӑнать те. Ҫав вӑхӑтрах унӑн артист та пулмалла. Ҫавӑнпа илӗртет вӑл паянхи яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа», - терӗ Михаил Васильевич.
Илемлӗ спорт тыткӑнлать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№
Физкультурӑпа спорта аталантарма районта спортӑн 4 тӗсӗпе федерацисем туса хунӑ, волейболпа (ертӳҫи - «Чувашсетьгаз» ООО Муркаш районӗнчи уйрӑмӗн начальникӗ В.М. Рубцов); ҫӑмӑл атлетикӑпа (ертӳҫи - Муркаш райпо канашӗн председателӗ Б.В. Андреев); футболпа (ертӳҫи - Мичурин яч. хис. хуҫалӑх председателӗ П.Ф. Серафимов) тата йӗлтӗрпе чупассипе (ертӳҫи - «Ударник» хуҫалӑхӑн Матьӑк уйрӑмӗн ертӳҫи И.М. Шивирев).
Физкультурӑпа спорт ӗҫне - пурнӑҫ ыйтнӑ шая // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2002.08.13
Вӑл Тӑван ҫӗрне-шывне чунтан парӑнса юратать, хӑйшӗн кӑна мар, пӗтӗм обществӑшӑн тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлет, ҫынна юлташла пулӑшать, мӗншӗн тесен «кашни — пуриншӗн, пурте — пӗриншӗн», «ҫыншӑн ҫын — тус, юлташ тата тӑван» тенӗ сӑмахсем унӑн кӑмӑлӗпе ӑс-тӑнӗнче; вӑл тӳрӗ кӑмӑллӑ, ырӑ чунлӑ та сӑпайлӑ, кил-йышра мӑшӑрне хисеплет, ачисене юратса пӑхса ӳстерет, вӑлах пурнӑҫри тӗрлӗ киревсӗрлӗхе тӳсме пултараймасть.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Гаврил ун усал хыпарӗ хыҫҫӑн пӑрӑнарах ларнӑ-тӑк, чӑнах та, халь тин мӗнех тӑвӑн текелесе унпа пӗрлех куляннӑ-тӑк — Риммӑна самай ҫӑмӑлрах пулӗччӗ, хальхи пекех асапланса лармӗччӗ; кунашкал «хыпарсем» хыҫҫӑн та йӗкӗт ун ҫине ытараймасӑр пӑхни хӗре йӑлт вута лартрӗ, пите пӗҫертрӗ; ку ҫеҫ те мар, ҫакӑ Гаврил ҫынлӑхӗпе илемне ӳстерсе, Валерие пушшех нӗрсӗрлетрӗ, унӑн чун-чӗрин пӗтӗм вараланчӑкне кӑтартрӗ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Унта ҫапла ҫырнине вулама пулать: «Пирӗн ял уйӗнче (ялтан кӑнтӑралла ҫур ҫухрӑмра) Эрех ҫырми пур. Ӗлӗк унта ҫынсем эрех юхтарнӑ (1904 ҫулта ял ҫынни каласа панинчен). Асӑннӑ словаре 1928—1950 ҫулсенче пичетлесе кӑларнӑ. Чӑваш энциклопедийӗнче чӑвашсем XIX ӗмӗр вӗҫӗнче, XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче сӑмакун юхтарма пуҫлани пирки пӗлтернӗ. Н.И. Ашмарин словарӗнчи тӗслӗхре Вӑрманхӗрри ҫынни 1904 ҫулта «ӗлӗк юхтарнӑ»,— тет.
Йӗрӗх ҫырмисенче эрех юхтарнӑ-и? // Владимир ШАКРОВ. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... uhtarna-i/
Е тата ак ҫак тӗслӗхе сӑнаса пӑхар: 12-мӗш профтехучилищӗри парторганизаци секретарӗ («Коммунизм ялавӗ», 1978, июнӗн 23-мӗшӗ) -ри пайпа ку сӑмах майлашӑвӗнче те вырӑнсӑр усӑ курнӑ: профтехучилищӗн парторганизаци пӗрре ҫеҫ, вӑл пӗтӗм училищӗпе ҫыхӑннӑ, ҫавӑнпа профтехучилище парторганизацийӗ тени ҫеҫ тӗрӗс пулать (асӑрхӑр: хула парторганизацийӗ, институт парторганизацийӗ, Мускав парторганизацийӗ т. ыт. те).
3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
Равновесин маларах кӑтартса панӑ тӗрлӗ тӗслӗхӗсене кӑтартакан ӳкерчӗксене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн ҫакна курма пулать: ҫирӗп равновеси чухне — йывӑрӑш центрӗ ҫак условисенче пулма пултаракан чи аялти положение, ҫирӗп мар равновеси чухне — чи ҫӳлти положение йышӑнса тӑрать, уйрӑмлӑхсӑр равновеси чухне — япала кирек епле положение йышӑнсан та, йывӑрӑш центрӗ яланах пӗр горизонтальлӗ тӳремҫи ҫинче пулать.
2. Япала йывӑрӑшӗн центрӗ // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Пурнӑҫ ҫулӗ ҫине ӑслӑн-тӑнлӑн тухма пулӑшнӑ «иккӗмӗш ашшӗ-амӑшӗсене» тав туса, шкулпа сывпуллашса, каччӑсемпе хӗрсем, хӑйсем пӗве кӗрсе ҫитнине палӑртакан докуменчӗсене чӗре ҫывӑхне тытса, тӗркӗлтетсе, какӑлтатса шавласа (нумайӑшӗ мӑшӑррӑн-мӑшӑррӑн, алран алӑ тытӑнса, алла-аллӑн ҫавтӑнса) кӑмӑлӗсене вӗҫтеркелесе, юлташла та туслӑн шӳтлесе-кулса, чун кӗлекен апла-капла сӑмах ваклакаласа, урама тухрӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Урӑх чӗлхерен терминсем йышӑнни вӑл ансат процесс мар, мӗншӗн тесен вырӑс сӑмахӗсем те (сӑмахран, коньки, вратарь), интернационаллӑ терминсем те (сӑмахран, бадминтон, бейсбол, гандбол, картинг) пирӗн пуплевре чӑваш сӑмахӗсенчен пулса кайнӑ спорт терминӗсемпе тата термин мар сӑмахсемпе ҫыхӑнаҫҫӗ, чӑваш грамматикин законӗсене пӑхӑнма пуҫлаҫҫӗ, чылай чухне хӑйсен хӑшпӗр грамматика паллисене улӑштараҫҫӗ.
Спорт терминологине йӗркелес ыйтусем // Л. Г. Улангин, М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 126–131 с.
Хуҫалӑхпа культура ыйтӑвӗсене «Партин XXII съезчӗн решенийӗсене пурнӑҫлатпӑр», «КПСС Центральнӑй Комитечӗн мартри Пленумӑн решенийӗсене — пурнӑҫа», «Пирӗн вӑхӑтри геройсем», «Ҫичӗ ҫуллӑх ҫыннисемпе ӗҫӗсем», «Пирӗн маяксем», «Пирӗн экономика районӗнче» радиохаҫатра, «Чӑваш ҫӗршывӗ стройкӑра», «Чӑваш ҫӗршывӗнче» радиожурналсенче, «Ҫӗнӗ стройкӑсем ӗҫе кӗреҫҫӗ» тата ытти передачӑсенче анлӑ ҫутатаҫҫӗ.
Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.
Ку зонӑна ҫак ялсем кӗреҫҫӗ: Ачкасси ял тӑрӑхӗнчи ялсем; Атнар ял тӑрӑхӗн Урикасси, Трапай ялӗсем; Мӑн Этмен ял тӑрӑхӗн Мӑн Этмен тата Пӗчӗк Этмен, Шӗмшеш ялӗсем; Хӗрлӗ Чутай ял тӑрӑхӗн Енкӗлт, Ишеккасси, Тумликасси ялӗсем тата Хӗрлӗ Чутай сали; Пантьӑк ял тӑрӑхӗн Ирчкасси, Утаркасси, Пухтанкасси, Хирлӳкасси ялӗсем тата Мишеркассипе Пантьӑк салисем; Питӗркасси ял тӑрӑхӗн Питӗркасси, Кӳпеш, Хурапыр ялӗсем.
Туктамӑш ялӗнче карантин туса хунӑ // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1833- ... -tusa-khun
Л.Егорова тӗп ыйтусемсӗр пуҫне хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ темӑпа калаҫрӗ: «2016 ҫулхи июлӗн пӗрремӗшӗнчен пуҫласа августӑн 15-мӗшӗччен Пӗтӗм Раҫҫейри ялхуҫалӑх перепиҫӗ иртет. Ҫак тӗллевпе халӗ хатӗрленӳ ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Пурне те ҫак ҫыравра яваплӑ пулма, активлӑ хутшӑнма ыйтатӑп. 2002 ҫулта ирттернӗ ялхуҫалӑх перепиҫӗ пире нумай информаци пачӗ. Шӑпах ҫак ҫырав хыҫҫӑн патшалӑх ҫӗнӗ программӑсене вӑя кӗртрӗ».
Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21
Ку зонӑна ҫак ялсем кӗреҫҫӗ: Ачкасси ял тӑрӑхӗнчи ялсем; Атнар ял тӑрӑхӗн Урикасси, Трапай ялӗсем; Мӑн Этмен ял тӑрӑхӗн Мӑн Этмен тата Пӗчӗк Этмен, Шӗмшеш ялӗсем; Хӗрлӗ Чутай ял тӑрӑхӗн Енкӗлт, Ишеккасси, Тумликасси ялӗсем тата Хӗрлӗ Чутай сали; Пантьӑк ял тӑрӑхӗн Ирчкасси, Утаркасси, Пухтанкасси, Хирлӳкасси ялӗсем тата Мишеркассипе Пантьӑк салисем; Питӗркасси ял тӑрӑхӗн Питӗркасси, Кӳпеш, Хурапыр ялӗсем.
Туктамӑшри килти кайӑк-кӗшӗке тӗп тунӑ // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1849- ... ke-t-p-tun
Путек «ягнёнок», «козлёнок»; путек-пуран «ягнята, козлята в собирательном смысле»; башк., тат. бәрән «ягненок», «барашек»; казах. бойдак «холостой», «холостяк»; «валух в возрасте выше одного года»; бойдак мал «яловый скот»; кирг. бойдок, к. калп. бойдак, башк. буйзак, тат. буйдак «холостой»; в чув. выпадение звука й вызвало смягчение последующего тпӑранла, пуранла, тат. бәрәнлә «ягниться»; пуран из русск. баран.
Чӑваш чӗлхинчи сингармонизма пӑхӑнман сӑмахсем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6303.html
Пачӑшкӑ ӗнӗрлесе кӗлӗ вулани, ҫунакан ҫуртасем ҫӑтӑр-ҫатӑр туса илни, кинемейсем пачӑшкӑна пулӑшас тесе ун хыҫҫӑн юрлама хӑтланни, тӗне кӗртме илсе килнӗ ачасем хӑраса шӑппӑн е кас-кас хыттӑн йӗни, хӗрлӗ тӗспе сӑрланӑ урай тӑрӑх ахаль ҫынсен хура, сарӑ, хӑмӑр пушмакӗсем куҫкалани, ӑнсӑртран тухакан тӗрлӗ сасӑ маншӑн килӗшӳллӗ оркестр вылякан асамлӑ, пурне те хӑйӗн вӑйне пӑхӑнтаракан кӗвӗ пекех туйӑнчӗҫ.
Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.


